6 Утă, 2021 «Хыпар» 71 (27804) № 06.07.2021

6 Июл, 2021

Çынсен юлашки укçине хăçанччен тăпăлтарĕç?

Ултавçăсем пирки Путина та шăнкăравласа пĕлтереççĕ

Контактсăр майпа улталакансем халăха тарăхтарса çитерни куçкĕрет. Унсăрăн çак тема Президент шайĕнчех çĕкленмĕччĕ — «тӳрĕ линире» те ыйту пачĕç вĕт: «Телефонпа улталакансем хăйсене явап тыттарманнипе тата граждансем шаннипе усă курса çынсен юлашки укçине хăçанччен тăпăлтарĕç?»

Чăннипех йĕксĕксем

Çак ыйтăва панă çын хăйсем пирки банк сотрудникĕсем тесе калакансем халăхăн чи хӳтлĕхсĕр сийне — пенсионерсене, ватăсене — улталани пушшех нĕрсĕр пулнине палăртнă май ултавçăсене йĕрлесе тупмалли мĕнле те пулин техника хатĕрĕсем пуррине, ултавçăсене явап тыттарасса шаннине палăртрĕ.

Шел те, ыйтăва пат! татса памалли мел çук пулас. Владимир Путин та ватăсем, ветерансем тĕлĕшпе çакнашкал преступленисем тăвакансем пирки çаплах шутлать: йĕксĕксем. Çакăнпа кĕрешмеллех. Раççейре, пĕтĕмĕшле илсен, преступленисен шучĕ чакни палăрать, анчах асăннă йышши ултав тĕслĕхĕ нумайланать — ӳсĕм 25% шайĕнче.

Çакăн сăлтавĕсене Владимир Владимирович çынсен персоналлă кăтартăвĕсемпе саккунсăр усă куракан йышлинче курать. Патшалăхăн, право хуралĕн органĕсен йĕрке тăвас енĕпе ĕçлемелле. Çавăн пекех, ун шучĕпе, Тĕп банкăн суя сайтсемпе кĕрешес енĕпе çине тăмалла. Унччен унашкал сайтсене хупма темиçе эрне кирлĕ пулнă, халь ку ĕçе виçĕ кунрах пурнăçлама май пур. Тепĕр енчен, коммерци банкĕсен те тимлĕ пулмалла — хайхи укçа килекен, ăна илекен шутсене куçран вĕçертме юрамасть. Президент ултавсенчен сыхланмалли норма базине лайăхлатмалли пирки те каларĕ. <...>

НИКОЛАЙ КОНОВАЛОВ.

 

♦   ♦   ♦


Чей вĕретмелĕх те шыв çук

Комсомольски, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Шупашкар, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенчи, ытти муниципалитетри ял-поселокра ĕçмелли шыв пĕтнĕрен е сахалланса юлнăран çĕртме уйăхĕнче влаç органĕсене янă çырусен шучĕ палăрмаллах ӳснĕ.

ЧР Строительство министерствине пушшех йышлăн килеççĕ. Вырăнти влаç ял-йыша шыв парса тăрассишĕн тивĕçлĕ мерăсем вăхăтра йышăнман тĕслĕхсем те пур. Çак ыйту мĕншĕн çуллен çивĕчленет? ЧР строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Максимов редакцие пĕлтернĕ тăрăх, ĕçмелли шывпа централизациленĕ хатĕр-хĕтĕртен хула çыннисен — 94,7%, ял-йышăн 51,3% çеç тивĕçтернĕ. Çак танлаштаруран хăй вăхăтĕнче КПСС ял çыннисене кӳрентернине, унăн йăнăшне 1991-2019 çулсенче çĕнĕ влаç тӳрлетменнине куратпăр. Çакăнпа пĕрлех иртнĕ ĕмĕрте шывпа тивĕçтерессишĕн пысăк ĕç тунине палăртас килет. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна çĕр айĕнчен уçламалли 1622 башньăпа скважина, унăн çĕр çинчи 6 управĕ шутланнă. Республикăри 300 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчен 237-шĕнче централизациленĕ оборудованирен парса тăраççĕ, ыттинче пусă-çăлпа усă кураççĕ. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин радиологи центрĕ çирĕплетнĕ тăрăх, пусă-çăлра этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ хими элеменчĕсем, органика хутăшĕсем тупса палăртаççĕ. Вĕсем патшалăх çирĕплетнĕ нормăран пысăкрах. Централизациленĕ тытăмри шыв вара самай пахарах.

Çурт-йĕре шыв çитерессине 54 муниципалитетра кăна ресурссемпе тивĕçтерекен ятарлă организаци йĕркелет. Ку ĕçĕн лайăх енĕ — куç умĕнче: ял тăрăхĕн администрацийĕпе, вырăнти ял хуçалăх организацийĕпе е шыв парса тăрассипе ятарласа ĕçлемен ытти предприятипе танлаштарсан, вĕсем шывпа тивĕçтермелли тытăма лайăхрах пăхаççĕ. Паллах, тăкакĕ пысăкрах. Çавăнпа тарифа ăна тĕпе хурса çирĕплетме ыйтаççĕ.

Иртнĕ ĕмĕртен куçнă кивĕ башня-скважинăна, пăрăха, ытти оборудование çĕннипе улăштарсан çеç кашни ял-хулари çынсен ыйтăвне тивĕçтерĕпĕр. Шухăшласа пăхар-ха: ĕçмелли шыва уçламалли 336 вырăна /25%/ тата 247 башньăна /19%/ хальчченех муниципалитетсен харпăрлăхне илмен, вĕсем — хуçасăр. Вĕсене пăхса тăмасан, сыхламасан юхăнать, харпăрлăхра мар тăк кам çĕнетĕ? Çавăнпа шыв хуçалăхне муниципалитетсен аллине памалла. Вĕсем пурăна киле ресурссемпе тивĕçтерекен организацисемпе аренда килĕшĕвĕ тăвĕç. Раççей саккунĕпе килĕшӳллĕн çынсене шывпа тивĕçтересси — вырăнти влаç тивĕçĕ. Асăннă организацисем тара илнĕ оборудование лайăхрах пăхĕç. <...>

ЮРИЙ МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦

 


Прививка тутарнисен хушшинче лотерея выляттараççĕ.

«Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра пурăнакан мĕн пур халăхăн 26 проценчĕ прививка тутарнă. Коллективлă иммунитет пултăр тесен 60 процентăн вакцинациленмелле», — палăртрĕ Правительство çуртĕнче иртнĕ пресс-конференцире Алла Салаева вице-премьер. Çынсен ыйтăвĕсене вăл тата сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, медицина ĕçченĕсем хуравларĕç.

«Вакцинаци чире çăмăлрах ирттерме пулăшать, вилĕмрен çăлать. Çĕнĕ штамсенчен те сыхлать», — пĕлтерчĕ Владимир Степанов. Чăваш Енре виçĕ тĕрлĕ вакцинăпа прививка тутарма пулать. Хăшне суйлассине тухтăр палăртать. Прививка тутарнă хыççăн та хăшне-пĕрне инфекци ерме пултарни çинчен калаçаççĕ. Ун пек чухне чир çăмăллăн иртет е палăрмасан та пултарать. Антителăсем пуррисен те вакцинациленмелле, мĕншĕн тесен антителăсем вăхăт иртнĕçемĕн пĕтеççĕ. Коронавируспа чирлесе ирттернисен организм тĕрекленсе çитсен пĕр уйăхранах тутарма юрать. Малтан прививка тутарнисен ултă уйăхран тепĕр тĕрлипе вакцинациленме ирĕк пур.

Камăн прививка тутарма юрамасть? 18 çула çитменнисен тата аллергипе аптăракансен. Халĕ ача кĕтекен хĕрарăмсене те прививка тума ирĕк панă. Сăмахран, хăш-пĕр çĕршывра 12 çултан аслăрах ачасене те вакцинацилеççĕ. Медиксем сахăр диабечĕллисене те, чĕре-сыпă чирĕпе нушаланакансене те, усал шыçăллисене те /хими терапийĕн курсĕ тухман чухне/ вакцинациленме сĕнеççĕ. Чăваш Республикин тĕп терапевт тухтăрĕ Лариса Тарасова каланă тăрăх, инфекци ерсен унашкаллисен организмĕ вăйлă хавшать. Прививкăна чир йывăрланман тапхăрта тутармалла.

Шупашкар хулин 2-мĕш больницин тĕп врачĕ Лидия Веденеева каланă тăрăх, прививка тунă хыççăн ӳт температури ӳсме, вăл 1-3 кун тытăнса тăма, гриппа чирленĕ саманта аса илтерме пултарать. Хăшĕ-пĕри пĕрмай çывăрас килни пирки калать.

Васкавлă медпулăшу больницин тĕп тухтăрĕн çумĕ Евгений Орешников çынсене яваплă пулма чĕнсе каларĕ. «Хăвăр пирки кăна мар, ыттисем çинчен те шухăшламалла: «Эпĕ никама та чирлеттерместĕп-и- ха?» — хăйне ыйту памалла кашнинех. Анчах, шел те, хальхи çамрăксен пысăк пайĕ яваплăха туймасть. Хăйсем чире çăмăллăн ирттереççĕ тĕк çывăх çыннисем больницăра нушаланаççĕ. Вилнĕ тĕслĕх те чылай», — чунне уçрĕ тухтăр. <...>

АНДРЕЙ МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Кĕнеке хуплашкипе кăна мар: сюжечĕпе те тыткăнлатăр

«Ачасем валли çитĕннисем валли çырнă пекех çырмалла, анчах тата лайăхрах», – тенине кашни писателех илтнĕ-тĕр. Пĕри ку сăмахсене Максим Горький каланă тесе çирĕплетет, тепри – Самуил Маршак, виççĕмĕшĕн шухăшĕпе – Корней Чуковский. Халĕ тин вĕçĕ-хĕррине тупаяс çук ĕнтĕ, анчах çакă паллă: ачана мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслаштармасан каярахпа ăна вуламашкăн хистеме хĕн.

Икĕ чĕлхепе пичетленеççĕ

Ашшĕ-амăшĕ вуланине курса ӳсекен шăпăрлан хăй те илемлĕ юмах е сăвă пуххи патне туртăнать. Çемйипех вуланин, хайлавсене сӳтсе явнин пĕлтерĕшĕ пысăк, анчах кĕнекен хитре кăна мар, усăллă та пулмалла-çке. Кирлине суйласа илме çăмăлах мар. 2017 çулта Мускавра «Современная детская литература народов России» антологи пичетленчĕ. 55 тĕрлĕ чĕлхепе çырнă произведени кĕнĕ унта – 201 авторăн 870 хайлавĕ. Чăвашсенчен Николай Ыдарайăн, Ева Лисинăн, Анатолий Ыхран, Раиса Сарпин тата Николай Ишентейĕн сăвви-юмахĕ кĕме тивĕç пулнă. Епле аталанса пырать нацисен ача-пăча литератури? Паян çак ыйтăва пĕрле тишкерер.

Ачасем валли çырнă хайлавсем илемлĕ литературăн пĕлтерĕшлĕ пайне йышăнаççĕ. Тĕпчевçĕсем чăвашсен ача-пăча литературин аталанăвĕн тымарĕсене авалхи тĕрĕк литературин тапхăрĕнче шырамаллине пĕлтереççĕ. Унăн тĕп çăл куçĕ – халăх пултарулăхĕ, ача-пăча сăмахлăхĕ. Каярахпа ăна чиркӳ литератури те витĕм кӳнĕ. Пуçласа тăван чĕлхепе ачасем валли çыраканĕ Ермей Рожанский пулнă. Писательсем XIX-XX ĕмĕрсенче фольклор йăлисене пăхăнса ĕçленĕ, халăхра анлă сарăлнă сюжетсемпе, сăнарсемпе усă курнă. Çапах чăваш халăх юмахĕсем те кивелмеççĕ. Вĕсем лайăх сутăнни те çакăн çинченех систерет.

Халĕ лавккасенчи çӳлĕксем çинче, тĕрĕссипе, темĕн тĕрлĕ кăларăм та пур: пускăча пусса итлемелли те, тĕрлĕ ĕç пурнăçламалли те, смартфонпа усă курса ӳкерчĕксене чĕрĕлĕх кĕртекенни те... Анчах пурте тенĕ пекех вырăсла е ют чĕлхепе кун çути кураççĕ, чăвашли вăл йышра çукрах. Эппин, Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли мĕнле кĕнекесем тухаççĕ-ха? Кун çинчен ача-пăча литературин ертсе пыракан редакторĕ Ольга Федорова каласа кăтартрĕ:

— Кĕçĕн ӳсĕмрисем валли ытларах чухне тӳрех икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – пичетлесе кăларатпăр. Çапла туни чăвашла пĕлмен вулакансене те хайлавпа паллашма май парать. Ун пек кăларăмсене билингва кĕнеке теççĕ. Çакăн евĕр кĕнекесем иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче кун çути курма пуçланă. Кунта Владимир Арапов илемлетнĕ «Чăваш халăх юмахĕсене» асăнмалла. Вăл 1990 çулта тухнă, вырăсла Аристарх Дмитриев куçарнă. Унта виçĕ юмах кĕнĕ: «Чее такасем», «Тилĕ тус» тата «Тилĕпе Улакайăк». <...>

ОЛЬГА ИВАНОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...
www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.