«Хыпар» 69-70 (27802-27803) № 02.07.2021

2 Июл, 2021

Владимир ПУТИН: Пирĕн ылтăн саппас – чунпа пуян, тарăн тымарлă халăхăмăр

Раççей Президенчĕ Владимир Путин юнкун черетлĕ «тӳрĕ лини» ирттерчĕ. Тӳрĕ эфирта 3 сехет те 42 минут пулса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан граждансен 68 ыйтăвне хуравлама ĕлкĕрчĕ. Пандеми, экономика, ЖКХ, социаллă ыйтусем тата ытти те — чăннипех анлă та уçă калаçу пулчĕ.

Çăлăнăç — вакцинăра

Владимир Путин чи малтанах граждансен «тӳрĕ линие» килекен ыйтăвĕсен шăпине уçăмлатрĕ. Кăçал вĕсен шучĕ 2,3 миллионран та иртнĕ. Тӳрĕ эфирта пĕр пайне кăна хуравлама май килет. Ыттисем вара? 2019 çулта 1 миллион ытла ыйту йышăннă. Владимир Владимирович çирĕплетнĕ тăрăх, çурринчен ытларах пайне хуравланă, чылай ыйтупа паянхи кун та ĕçлеççĕ. Халĕ йышăннă ыйтусем тĕлĕшпе те тимлĕх çавăн пекех пысăк пулĕ.

Тĕп калаçу вара коронавирус теминчен пуçланчĕ. Президент обязательнăй вакцинаци майлă пулманнине çирĕплетрĕ. Çапах регионсен ертӳçисем граждансен уйрăм ушкăнĕсем тĕлĕшпе çавнашкал йышăну тунине вăл сивлемест. Пĕтĕм Раççейри локдаун пулма пултарасси пирки ыйтнине хуравласа уйрăм регионсенчи асăннă йышăнусем шăпах унашкалли пуласран сыхланма кирлине çирĕплетрĕ.

Эпидеми сарăлассине вакцинаци кăна пӳлме пултарать. Хальлĕхе çĕршывра 23 миллион çын патнелле прививка тутарнă — çакна Владимир Путин ырласа хакларĕ. Çапла, вакцинациленнисем те чирлеме пултараççĕ — 10% патнелле / чăн та, Татьяна Голикова вице-премьер «тӳрлетрĕ» — 2,5%/, анчах вĕсен чирĕ çăмăллăн иртет, чир организма кӳрекен сиен те палăрса юлмасть. Çĕршыв ертӳçи коронавируспа чирлесе ирттернисен сывлăхне реабилитацилес тĕлĕшпе ĕçлессине çирĕплетрĕ. Çакăн валли укçа уйăраççĕ, анлă ĕç çывăх вăхăтрах пуçланмалла.

Бананран хаклăрах кишĕр

«Эквадор бананĕ кӳршĕ облаçран килекен кишĕртен йӳнĕрех. Çĕр улми, услам çу пирки те çавнах каламалла. Кам та пулин хаксене тĕрĕслесе тăрать-и?» Лавккана кĕнĕ хĕрарăм панă çак ыйту Владимир Путиншăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Вăл палăртнă тăрăх, апат-çимĕç хакĕсем тĕнчипех ӳсеççĕ, çакă пире те пырса тивет. Правительство хаксен ӳсĕмне пӳлес тĕлĕшпе мерăсем йышăнать, тепĕр чухне, тен, кая юлса пулĕ.

Ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ вăй илни те хаксенче палăрать. Çавăнпа, калăпăр, тырра чикĕ леш енне ăсатассине квотăлама йышăннă. Çĕр улми хакланнине Владимир Путин пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăра» хамăр сахалрах çитĕнтернипе сăлтавларĕ. Çавăнпа ютран кӳме тивнĕ. Кăçал хамăрăн ытларах пулмалла.

Владимир Владимирович ял хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланнине палăртрĕ, çакăнта отрасле патшалăх енчен кӳрекен пулăшу витĕмĕ те курăмлă. Хаксемпе çыхăннă кăмăлсăрлăх кунпа кăна вĕçленмерĕ-ха. Тепĕр хĕрарăм çурт тума пуçланă май стройматериалсем хакланса кайни çинчен каларĕ. Владимир Путин шучĕпе, çакă инфляципе тата тĕнче шайĕнчи конъюктурăпа сăлтавланнă. Тĕнче шайĕнче металл хакланнă та — кунта та хаксем хăпараççĕ. Çавна май Владимир Владимирович строительствăра кирлĕ металл, ыттин хакĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пырассине чакармалли мерăсем пуласса шантарчĕ.

Хаксен темин тăсăмĕ туризма аталантарасси пирки калаçнă май та пулчĕ: Турцири кану хамăрăн кăнтăртинчен йӳнĕрех, çавăнпа граждансем Крыма, Краснодар крайне каясшăнах мар… Çапла каланине Владимир Путин та хирĕçлемерĕ: чылай çул çак сферăна укçа хывман, çавăнпа халăх та чикĕ леш енче канма кăмăлланă. Çавăнпах туризм экспорчĕн калăпăшĕ питĕ пысăк. 2019 çулта пирĕн туристсем ют çĕршывсенче 36 миллиард доллар хăварнă.

Халĕ туризма аталантармалли программа пур, шалти туризм вăй илсе пырать. Хаксем пысăкки пандемие пула чикĕсем хупăннипе туристсем чикĕ леш енне каяйманнипе те сăлтавланнă — Краснодар крайĕнчи, Крымри инфратытăм çине пысăк тиев лекет. Отрасле аталантарнă май хаксемпе çыхăннă çивĕчлĕх те чакмалла. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чиртен пĕрле хÿтĕленер-и?

Шупашкар хулин тĕп больницин вакцинаци пунктĕнче кашни кунах çын нумай. Акă Татьяна Яковлевăпа Андрей Пильщиков та прививка тутарма пынă.

«Телее, эпир коронавируспа чирлемен. Вакцинациччен антителăсене те тĕрĕслеттермен. Çывăх çынсемпе тăвансен йышĕнче те прививка тутаракан пулман. Эпир пĕрремĕш пулас терĕмĕр. Инфекцин çĕнĕ штамĕсем сарăлаççĕ. Вĕсем те ерес хăрушлăх пур. Чирлес килмест. Пирĕн виçĕ пĕчĕк ача. Чирлесе ӳксен вĕсене кам пăхĕ? Çавăнтан ытларах хăратпăр», — терĕ мăшăр.

Вакцинаципе çыхăннă ыйтусене ĕнер Правительство çуртĕнче иртнĕ пресс-конференцире те хускатрĕç. Ыйтусене Алла Салаева вице-премьер, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вера Головач, Нина Рассказова аллерголог-иммунолог, ЧР тĕп терапевт тухтăрĕ Лариса Тарасова тата ыттисем хуравларĕç. Алла Леонидовна каланă тăрăх, вакцинаци чиртен хӳтĕлекен тĕп мел, этем пурнăçне упрама май парать. «Хальхи вăхăтра 160 пин ытла çын прививка тутарнă. Ку республикăра пурăнакан мĕн пур халăхăн 26 проценчĕ кăна. Коллективлă иммунитет пултăр тесен 60 процентăн вакцинациленмелле», — терĕ вице-премьер. Владимир Степанов министр пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа чирлекенсен 93 проценчĕ прививка тутарман. «Вакцинаци чире çăмăлрах ирттерме пулăшать. Çĕнĕ штамсенчен те сыхлать», — палăртрĕ вăл. Чăваш Енре 3 тĕрлĕ вакцинăпа прививка тутарма пулать. Хăшне суйлассине тухтăр палăртать. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ĕлĕкхипе мăнаçлансах ĕмĕре ирттерĕпĕр-и?

1926 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăвашсен пĕрремĕш кинофильмĕ «Волжские бунтари» Атăлçи пăлхавçисем ятпа кун çути курнă. Çав çулах вăл Пĕтĕм Союзри проката тухнă. Картинăри ĕç-пуç 1905 çулхи Исмел пăлхавĕпе çыхăннă. «Атăлçи пăлхавçисем» чăваш пурнăçне, йăли-йĕркине, сăмахран, Чӳке, Акатуя, уçса параççĕ.

Пысăк укçа уйăрнă

Фильма ӳкерме республика правительстви ун чухнехи вăхăтшăн питĕ пысăк нухрат — 25 пин тенкĕ — уйăрнă. Сценарие çирĕплетме Иоаким Максимов-Кошкинский Мускава кайнă. Комисси председателĕ СССР Тĕп ĕçтăвкомĕн председателĕ Михаил Калинин пулнă. Çапла майпа чăвашсен пĕрремĕш илемлĕ фильмĕ ӳкерĕннĕ. Картинăра профессионал артистсем кăна мар, ахаль çынсем те сăнланнă. Чăвашсен пĕрремĕш кинофильмне Германире те, Египетра та, АПШра та кăтартнă, анчах «Чăвашкино» киностуди йĕркелӳçине Иоаким Максимов-Кошкинские репрессиленĕ хыççăн 1937 çулта фильма та пĕтернĕ.

Иккĕмĕш фильм «Сарпике» пулнă. Унăн сценарине Иоаким Степанович вырăссен паллă çыравçин Гарин-Михайловскин «Зора» юмахĕ тăрăх çырнă. «Сарпикене» каярахпа «Чапаев» фильма ӳкерсе чапа тухнă паллă режиссерсем Георгипе Сергей Васильевсем монтажланă. Виççĕмĕш ĕç — «Хура юпа». Унти тĕп сăнара калăпланă актриса Тани Юн пурăна киле çапла аса илнĕ: «Ман валли те сахал мар терт тупăнчĕ ун чухне: çулла ӳкермелли сценăсене темшĕн хăварчĕç те кĕр пуçлансан тин ĕçе тытăнчĕç… Манăн Атăл урлă ишсе каçмалла. Çав сценăна сивĕ шывра ӳкерме тиврĕ… Кинора кадра пĕрре ӳкернипе çырлахмаççĕ, кашнинчех темиçе хут, тĕрлĕ енчен ӳкереççĕ. Хам пурнăçра унашкал шăнса кӳтнине урăх астумастăп та…»

Республикăра кино ĕçне аталантарассинче Кинофикаципе кинопрокат управленийĕн Чăваш уйрăмĕн витĕмĕ /«Чăвашкино»/ самай пысăк пулнă. Вăл ютра кăларнă хатĕр фильмсене кăтартнипе çырлахман, илемлĕ, документлă кинокартинăсем те ӳкернĕ. Çавăн пекех сценаристсене, актерсене, режиссерсене, ӳнерçĕсене хатĕрленĕ. Çапла майпа «Чăвашкино» халăхăн культура шайне çĕкленĕ.

«Чăвашкино» ултă çул — 1926-1932 çулсенче — ĕçленĕ. Çак тапхăрта илемлĕ çичĕ кинокартина тата доку-ментлă виçĕ фильм ӳкернĕ. «Атăлçи пăлхавçисем», «Сарпике» /1926/, «Хура юпа» /1927/ çинчен маларах асăнтăмăр, илемлĕ фильмсен шутне çавăн пекех «Ял» /1928/, «Апайка» /1929/, «Киремет кати» /1931/, «Асту» /1932/ ятпа кăларнисене кĕртмелле. Документлă ĕçсенчен «Страна Чувашская» /1927/, «60 лет чувашской грамоты» /1927/, «Рожденная Октябрем» /1930/ фильмсене ӳкерме ĕлкĕрнĕ.
«Апайка» мĕнне пĕлмеççĕ

Хăш-пĕр ĕç пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар. Специалистсем «Ял» фильм чи ăнăçли пулнине палăртаççĕ. Сценарие Максимов- Кошкинский хăй çырнă, ӳкерĕнĕве — наци кадрĕсем, массăллă сценăсене чăваш хресченĕсем хутшăннă. Çавна май фильм чăваш пурнăçне çывăх пулса тухнă: наци кăмăл-сипечĕ енчен те, йăла-йĕрке тĕлĕшпе те. Фильмра 1917 çулхи юпа уйăхĕ хыççăн чăваш ялне Арсланов шахтер килнине, çĕнĕ пурнăç тăвас тĕллевпе пăлхав çĕкленине сăнланă. Фильмăн сценарийĕ упранса юлнă. Пирвайхи курăнура ял урамне ыйткалакансем çаврăнса тухаççĕ, чӳречесенчен шаккаççĕ. Марье тухать, çимелли парать. Çак саманта лăпкăн сăнланă, анчах кураканăн чунĕнче канлĕ мар, тем пулассине туять вăл. Чăнласах çапла — часах фильмри ĕç-пуç çил-тăвăл пек çаврăнма пуçлать. Лару-тăру çивĕчлĕхне вара Атăл çинчи пăр çĕмрен сăнарĕпе вăйлатнă. Малтанхи тапхăрта пăр выртать-ха, унтан — тапранать, юлашкинчен — пăр каять. Пăр çĕмрен сăнарĕ совет киновĕнче çĕнĕлĕх мар. Экран çинче унпа Всеволод Пудовкин «Мать» /1926/ фильмра пуçласа усă курнă. Çавăнтанпа ку сăнар тĕнче шайнех çĕкленнĕ. Мĕн тĕллевпе усă курнă-ха унпа? Революци сăнарĕ пулнă вăл. «Ял» кинокартина вара çĕршыври çивĕч ыйтăва наци çĕрĕ çинче татса панипе те пĕлтерĕшлĕ. Фильм унччен пулман рабочи класс сăнарне кăтартнипе те палăрнă. Хайхи сăнара Арсланов шахтер урлă уçса панă. Вăл Этремен ялĕнче совет влаçĕ тăвассишĕн кĕрешет.

«Апайкăри» Таиса — хăюллă та хастар хĕр. Ăна, паллах, пирĕн пултаруллă та илĕртӳллĕ Тани Юн калăпланă. Картинăна пĕтĕмпе тенĕ пекех Хусанта, ун таврашĕнче ӳкернĕ, павильонри сценăсене — Мускавра. Хальхи вăхăтра, тĕрĕссипе, чăваш хĕрĕсем «апайка» мĕне пĕлтернине тĕшмĕртмеççĕ те. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти, Хусанти, Чĕмпĕрти мещенсем чăваш пикисенчен «апайка» тесе кулнă. Асăннă фильма пуçласа Мускаври чи пысăк «Космос» кинотеатрта кăтартнă. Унти пысăк экран çине кăларакан картинăсене «боевик» тенĕ. Пирĕн «Апайка» та çавсен ретне тăнă. Çакă «Чăвашкиношăн» та, унта ӳкерĕнекенĕсемшĕн те пысăк чыс пулнă.

1929-1930 çулсенче ялсенче колхозсем чăмăртаннă. «Чăвашкино» та çав пулăмран аякра юлман паллах. Иоаким Максимов-Кошкинский вырăс хаçачĕн журналисчĕпе Алексей Чистяковпа «Хир хумханать» сценари çырма пикеннĕ. Картина ӳкерме пуçласан ятне улăштарнă, «Киремет кати» тенĕ. Шăпах çак фильма куракан умне кăларас тĕллевпе ăшталаннă вăхăтра «Чăвашкинона» «Востоккинопа» пĕрлештернĕ. Çавăнпах «Чăвашкино» кун-çулĕ татăлнă. 1930 çулта унăн ĕçченĕсене Мускава куçарнă. Унта «Чăвашкино» материалĕсемпе усă курса «Октябрь тивлечĕпе çуралнă Республика» фильм çуралнă. 1932 çулта «Востоккинора» чăвашла тепĕр картина тухнă. Сценарие Кинематографистсен институтĕнче вĕренекен чăваш ачи — эпир пурте лайăх пĕлекен Никифор Мранькка прозаик — çырнă. Унăн ĕçĕ ăнăçлах пулайман, çавăнпа Кошкинские те явăçтарнă. Çапла майпа «Асту» фильм çуралнă.

Надежда СМИРНОВА.


Çын хăй тăрăшмасан ăна пулăшнин усси çук

Шупашкарти темиçе вырăнта нушаллă çынсене тӳлевсĕрех вĕри апат çитереççĕ. Йывăр шăпаллисене апат-çимĕçпе ыр кăмăллăх организацийĕсем, чиркӳсем тивĕçтереççĕ. Паллах, хамăра ыран мĕн кĕтнине пирĕнтен нихăшĕ те пĕлмест. Чип-чипер пурăнакансемех такăнма, тӳрĕ çултан пăрăнма пултараççĕ-ха, анчах вăрçă-харçă алхасман, пулăшу кирлисене патшалăх тĕрлĕ пособи парса пулăшнă вăхăтра ал пама ыйтакан мĕншĕн çав териех нумай-ха? Укçасăрах апат çитерекен кашни вырăна куллен вун-вун çын пуçтарăнать.

«Ирĕксĕрех çакăнта килме тивет»

Республикăн тĕп хулинчи çĕнĕ кăнтăр районĕнчи «Шупашкар» пасарĕ çумĕнче йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене тӳлевсĕрех кăнтăрлахи апат çитереççĕ тенине илтсен çавăнта çул тытрăм. Шыраса тупма йывăр пулмарĕ. 12 сехет çитейменччĕ те — унта та кунта пĕчченшерĕн тăракан ватă çынсене асăрхасан пĕрин патне пырса сăмах хушрăм.

— Пĕр тĕрлĕрех апат çитереççĕ, çапах мана кунти дисциплина килĕшет. Вĕри яшкана контейнерсемпе валеçни аван, киле илсе кайма пулать. Апат умĕн пачăшкă килсе кĕлтуни кăмăла çĕклет. Хăш-пĕр чухне тумтир те параççĕ. Анчах эпĕ вĕсене илместĕп, çын хыççăн тăхăнма йĕрĕнетĕп. Ыттисем илеççĕ, унтан Кăнтăр пасарне кайса сутаççĕ. Ывăлпа тата ватă аппапа пурăнатăп, пенси укçи çитсе пыманран ирĕксĕрех çакăнта килме тивет. Кӳршĕллĕ çуртра пурăнакан арçын чирлĕ, тухса çӳреймест. Ун валли те апат ыйтатăп, анчах памаççĕ, — сăмах вакларĕ хăйĕнпе Рая аппа тесе паллаштарнă хĕрарăм. Сăмах май, вăл хулари ытти вырăна та, тӳлевсĕр апат çитерекенсем патне, çитме ĕлкĕрет.

Православи тĕнне ĕненекенсем чăннипех ырă йăла пуçарнă — тăхăр çул ĕнтĕ кил-çуртсăр тăрса юлнă, йывăр шăпаллă çынсене пулăшу кӳреççĕ. Тӳлевсĕр апат çитерме 2012 çулхи çурла уйăхĕнче Христос çуралнă ятпа лартнă чиркӳ çумĕнчи вырсарни шкулĕнче тытăннă. Çакăн çинчен ăна йĕркелекенсенчен пĕри Елена Левина каласа кăтартрĕ.

— Çынсем чиркĕве тĕрлĕ сăлтавпа килеççĕ. Мана та шăпа Турă çуртне илсе çитерчĕ. Нушаллисене пулăшас килни чунра ытларах та ытларах амаланчĕ. Шухăшăма пĕлтерсен пачăшкă ырларĕ, пил пачĕ. Сăваплă ĕçе малтанах тăваттăн тытăнтăмăр. Тӳлевсĕр çитерме йыхравласа листовкăсем çырса салатрăмăр. Пирвайхи хутĕнче икĕ çын çеç пычĕ, тепринче — ытларах. Пĕр-пĕрне хăвăрт пĕлтереççĕ вĕсем. Тĕрлĕ çынна курма тӳр килет. 2013 çулта Çĕнĕ вĕренекенсен тата Раççейри çылăх каçарттаракансен чиркĕвĕ çумĕнче кăнтăрлахи апат хатĕрлеме тытăнтăмăр. Эрнере икĕ хутчен, ытларикунпа шăматкун, çитеретпĕр. Кунта килекенсенчен ытларахăшĕ эрех-сăра авăрне кĕрсе ӳкнĕ.

Чиркӳ автобусĕпе вĕри апат илсе киличчен черет самай вăрăмланчĕ. Ырă ĕçе пуçăннисем /вĕсен йышĕнче тухтăрсем те пур/ çынсене Турă юрри çырнă хут листисем салатса пачĕç те пурте тенĕ пекех /ытларах арçынсем!/ юрлама тытăнчĕç. Турра мухтаса шăрантарчĕç. Хыççăн калинккене уçса пилĕкшерĕн кĕртрĕç. Палаткăра тухтăрсем эмел валеçрĕç. Хăшĕ-пĕрин алли-урине пăхрĕç, маç пачĕç. Пуçтарăннисене шăматкунсерен тухтăрсем пăхаççĕ иккен.

— Пахчара утă çулнă чухне кăткă тĕмми çине тăрăнса кайрăм та чĕркуççи шыçрĕ. Акă халĕ тухтăр маç пачĕ. Уçма та пĕлместĕп, пулăш-ха, — терĕ хăйĕнпе Слава Петров тесе паллаштарнăскер. Унтан тухтăр панă пĕр тӳме эмеле çăварне хыпрĕ. — Ай-уй, йӳçĕ-çке ку. Шывсăр анмасть. Аэропорт çывăхĕнче пурăнатăп эпĕ. Вăрçă витĕр тухрăм, Афганистана кайса килтĕм, летчик.

Эпĕ эмел пирки: «Эрехрен йӳçĕ мар пулĕ-ха», — тесен йăл кулчĕ вăл. Арçын кунта пĕрремĕш хут килмен. Хăй ватах курăнмасть. Мăшăрĕ пуррине шарламарĕ, авланасшăннине вара пĕлтерчĕ. «Хитре хĕр шыратăп», — куç хĕсрĕ кăшт хĕрĕнкĕскер. Ăçта ĕçлени пирки кăсăклансан: «Пенсире», — терĕ, 28 пин тенкĕ илнине каларĕ. Ачисем çинчен сăмах хускатсан: «Манăн хваттерте пурăнаççĕ-ха вĕсем. Пĕри — çар тухтăрĕ, академи пĕтерчĕ. Çемйипе коттедж çĕклерĕ», — кăмăллăн хуравларĕ. Больницăна кайма, килте вĕри апат пĕçерсе çиме ăна 28 пин тенкĕ чăннипех çитмест-ши?..

Пулăшу кӳрекенсем 110 порци апат хатĕрлесе килнĕ. Çакă веçех саланать. Пандеми пуçланиччен çакăнтах, тăррине витнĕ вырăнта, çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çитернĕ.

Ĕçе йĕркелеме волонтерсем пулăшнă. Иртнĕ çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа пĕçерекенсем апата тӳрех контейнера тултарса хутаçа чикеççĕ те автобуспа илсе килсе валеçеççĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Унăн ăсталăхĕнчен профессорсем те тĕлĕнеççĕ

Денис Посадский — Красноармейски районĕнчи Именкассинчен, Красноармейски районĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ. Тăхăр çул каялла вăл ашшĕпе Леонид Ивановичпа пĕрле хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Паян вĕсен витинче — 500 ытла сурăх, 100 ытла качака, вĕсенчен сĕт антараканни — 40. Посадскисем экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илеççĕ. Çав хушăрах темиçе çул ĕнтĕ селекци енĕпе те ĕçлеççĕ, уйра тыр-пул çитĕнтереççĕ. Ытти çул купăста та, çĕр çырли те ӳстернĕ.

Çӳп-çап купи вырăнĕнче — сурăх-качака ферми

Денис Посадский Именкассине кашни кун хуларан çӳрет. Хăй каланă тăрăх, ял валлиех çуралнă вăл. Шкулта вĕреннĕ чухне хими унăн чи юратнă предмечĕ пулнă. Çавăнпах алла аттестат илсен пĕр çул лаборантра ĕçленĕ те. 1998 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн химипе биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Сурăхсемпе кăсăкланасси шăпах аслă шкулта пĕлӳ илнĕ вăхăтра пуçланнă. Ялта мĕншĕн сурăх ĕрчетсе пăхас мар? Ашшĕпе те канашланă кун пирки. Паллах, Леонид Иванович ывăлĕн ĕмĕт-тĕллевне сивлемен. Сурăхсене килти хуçалăхра епле ĕрчетесси пирки нумай шухăшланă Денис. Мускав, Ярославль, Тула, Самар, Иваново, Чĕмпĕр облаçĕсене, Тутарстанпа Мари Эла çитнĕ, ыттисен опычĕпе паллашнă. 2006 çулта ашшĕпе пĕрле Ярославль облаçĕнчен «Романовская» ăратлă 8 сурăх илсе килнĕ. Çапла майпа хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

Ял çывăхĕнчех çӳп-çап йăваланнă, пиçен-вĕлтĕрен ашкăрса ӳснĕ. Комбикорм завочĕ пулнă-мĕн унта малтан. Çӳп-çап купи хытах тарăхтарнă ăна. Çав вырăнта мĕн те пулин уçас е канмалли вырăн тăвас килнĕ унăн. Ӳркенменскер чăтса тăрайман — йывăç-тĕме касса çĕре якатса тирпейленĕ. «Ура пусма вырăн çукчĕ, йĕри-тавра тем те пĕр йăваланса выртатчĕ. 37 машина çӳп-çап тиесе тухрăмăр. Пайтах нушаланма тиврĕ. Тасатса тирпейленĕ хыççăн чи малтан скважина чаврăмăр. Выльăх валли шыв кирлĕ-çке. Темиçе çул юхăнса ларнă вырăна илнĕшĕн самай тарăхрăмăр. Унта шыв та тухмарĕ, ахалех чаврăмăр», — иртнине аса илчĕ Леонид Иванович. Сăмах май, вăл ĕмĕрĕпех хуçалăхра ĕçленĕ, ферма заведующийĕ, инженер-строитель, тракторист-водитель, снабженец пулнăскерĕн опычĕ пысăк. Тăван тăрăхра хисеплеççĕ ăна. Ачисене те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Ывăлĕсем хăй çулĕпех кайнăшăн, яла, çĕре юратнăшăн савăнать вăл. «Пурте хулана кайса пĕтсен Именкассинче кам юлать?» — çапла калама юратнă вăл ялан.

Денис — хресчен-фермер хуçалăхĕн тĕп зоотехникĕ. Тепĕр ывăлĕ Руслан та çемьепе пĕрле ялта ĕçлет, Мускава стройкăна çӳрет. 2012 çулта Посадскисем «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнса гранта тивĕçнĕ. Çав укçапа трактор туяннă, «Куйбышевская» ăратлă сурăхсем тата 2 така илсе килнĕ.

— Сурăхсен тата качакасен шутне ӳстерес тĕллевпе пурăнатăп, — шухăшĕпе паллаштарчĕ Денис Леонидович. — «Романовская» ăратли тӳрех 3-4 путек тăвать, çавăнпа йыш час ӳсет. «Куй-бышевская» текенни çулталăкра пĕр хутчен 1 е 2 çеç пăранлать. Ку ăрат какай валли аван.

Качака сĕтĕнчен — паха сыр

Сурăх-качака ĕрчетнисĕр пуçне хуçалăхра ытти выльăх та йышлă. Ĕçе тиркесе тăмаççĕ ку çемьере. Пĕр-пĕринпе килĕшӳре пурăннăран Посадскисен пурнăçĕ ăнать. Шупашкарти 61-мĕш шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен мăшăрĕ Светлана Петровна йывăр ĕçре хавхалантарса пырать. Вĕсем иккĕшĕ хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Александра И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ӳнерпе музыка пĕлĕвĕн факультетĕнче вĕренет. Хуçалăхра, фермăра ашшĕне пулăшма юратакан Арсений кăçал 1-мĕш класа каять. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Крыма кайсан ют çĕршыв кирлĕ те мар

«Мĕн тума мана Лондон?» — шăрантарать чăваш эстрадин паллă юрăçи Виталий Адюков. Чăнах та, Раççейре эпир çитсе курман вырăн чылай чухне чикĕ леш енче мĕн шырамалла? Тин çеç çемье çавăрнă Анастасийăпа Сергей Семеновсем те çаплах шухăшланă, чуп-чуп уйăхне ирттерме Крым тăрăхне вĕçтернĕ.

Шăрăхран тарса…

Кăçалхи пек шăрăх çĕртме уйăхĕ 100 çул каялла çеç пулнă теççĕ. Çавна май хăшĕ-пĕри: «Аякка кайма та кирлĕ мар, кунта та кăнтăрти пекех ăшă», — тенине илтме тӳр килчĕ. Анчах, Настя калашле, çанталăк тĕлĕшĕнчен уйрăмлăх пурах. Чăваш Енре пурăнакансем пăчă кунсенче уçă сывлăш шыранă вăхăтра Крымра ку тĕлĕшрен чылай çăмăлрах пулнă. Термометр 26-27 градусран ытла кăтартман. Çапах Крым хĕвелĕ шелсĕртерех иккен. Сулхăнра лармасан часах пиçсе кайма пулать. Пляжра кăшт выртнипех ӳт тĕсĕ самай улшăннине палăртрĕ Настя.

Чăваш Енрен Крыма çитме вăхăт нумай кирлĕ паллах. Пирĕн çул çӳревçĕсем 2300 километра 33 сехетре парăнтарнă. Çăмăл машина чӳречинчен Тамбов, Воронеж, Ростов облаçĕсем, Краснодар крайĕ курăнса юлнă. Ростов облаçĕнчен иртнĕ чухне йĕри-тавра иçĕм çырлин тĕмми нумай ӳсни тĕлĕнтернĕ, ăна çав тăрăхсенче гектарĕ-гектарĕпех лартса ӳстереççĕ-çке. Краснодар çĕрĕ çине куçсан çынсем çĕр улми пуçтарнине асăрханă. Урпа та сап-сарă ĕнтĕ. Куккурус нумай çитĕнет… Çавăн пекех Крыма çитиччен рис ӳсекен хир те куç тĕлне пулнă. Çӳлтен самолет им-çам сапнине кăсăкланса сăнанă Настя.

Тахçанах курма ĕмĕтленнĕ Крым кĕперĕ куç умне тухсан нимĕнпе виçейми савăнăç туйăмĕ çавăрса илнĕ. Анчах çав кĕпер урлă каçсанах телефон çыхăнăвĕ татăлнă — роуминг пуçланнă. Тата тепĕр япала асăрханă вăл: Крым кĕперне сăнама нумай камера вырнаçтарнă. Паллах, хăрушсăрлăх — малти вырăнта.

Шалкăм çумăртан хăранă

Çамрăк мăшăр кану валли Судак хулине суйланă:

— Крыма кайма хатĕрленнĕ чухне пире иккĕлентерекен самант пулчĕ — çанталăк çумăра каясси. Ялтăпа Керчь хулисенче шыв илни çинчен нумай калаçрĕç-ха та. Анчах Инстаграмра Судак хулинче каннă хĕрĕн страницине куртăм та питĕ килĕшрĕ. Унта çанталăк алхасманнине пĕлтерчĕ вăл. Тата Судакра çумăр вăйлах çумасть. Унта чăннипех питĕ илемлĕ, сăрт-ту таврашĕ кăмăла çĕклет. Кĕлчечек нумай ӳсни пирки калакансем малтанах пулнăччĕ-ха. Халĕ хам курса ĕнентĕм. Пирĕн патра ахаль йышши чечексем лартаççĕ пулсан Крымра тавраллах — кĕлчечек.

Настя палăртнă тăрăх, Судака илсе каякан çул-йĕр питĕ хăйне евĕрлĕ. Тӳрĕ мар вăл, унталла-кунталла кукăрăлать — руль умĕнче лараканăн питĕ тимлĕ пулмалла.

— Пыратпăр çапла çул çинче, тĕксĕм пĕлĕтсем таврана хупăрласах илеççĕ, ку усал çанталăкран тарас тенĕн пурте пире хирĕç килеççĕ, пирĕнпе пĕр еннелле каякан пĕр машина та çук, — аса илчĕ çул çӳревçĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.