Америка хыççăн - Грецире

29 Авг, 2014

  Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ утă уйăхĕнче АПШри Çурçĕр Каролина штатĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери 31-мĕш фольклор фестивальне хутшăнни пирки хаçатра çырса кăтартнăччĕ.

Вăхăт нумай та иртмерĕ - коллектив тепĕр çул çÿреврен таврăнчĕ. Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев ертсе пыракан ансамбль хальхинче Грецири Лефкада хулине çитсе килнĕ. Асăннă хулара çурла уйăхĕн 15-26-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери 52-мĕш музыкăпа фольклор фестивалĕ иртнĕ. Вăл тĕнчери фольклорпа йăла-йĕркене хисеплеме, упрама пулăшнăшăн Грецин ячĕпе сумне самай çĕкленĕ. Çур ĕмĕр ытла пыракан фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - тĕрлĕ наци культурипе йăла-йĕркине пропагандăласси, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетесси.

Лафкадăна тĕрлĕ çĕр-шыври - Бразилири, Мексикăри, Китайри, Италири, Турцири, Грузири, Сербири, Çĕнĕ Зеландири, Панамăри, Индонезири, Раççейрен пирĕн ансамбль çеç тата Грецири - коллективсем хутшăннă. Чăваш юрă-ташă ăстисем Лефкада тата Нидри хулисенче пурĕ 23 концерт кăтартнă.

Чикĕ леш енчи фольклор фестивалĕсене лексен пирĕн коллектив хăй умне лартнă тĕп тĕллевне çирĕп тытса пыратьS программăра яланах - ансамблĕн ылтăн фончĕ. Хальхинче те ют çĕре «Кăкшимкке», «Çурхи сас-чĕв», «Ухинккел юррисемпе ташшисем», «Аххаяс», «Хура тяппа» ташăсем, çавăн пекех «Барыня», «Чăваш ташшисемпе такмакĕсен кăшăлĕ» вокалпа хореографи сюитисем пулнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.