Пурин те вакцинациленмелле

1 Июл, 2021

Дмитрий ФАДЕЕВ, Чăваш Республикинчи "Ăс-хакăл вăййисен "Дебют" ача-пăча клубĕ" общество организацийĕн ертӳçи:

— Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшатăп: бассейна çӳретĕп, велосипедпа ярăнатăп. Кашни çулах грипран прививка тутаратăп. Пандеми пуçлансанах вакцина шухăшласа кăларасса кĕтрĕм, манăн ачасемпе ĕçленĕ май çул çитменнисемпе кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе те хутшăнма тивет-çке. Прививка тума пуçласан çырăнтăм. Укол тунă вырăн 1-2 кун кăшт ыратрĕ, ытти енчен хама йĕркеллех туйрăм. Тухтăрсем йывăр ĕçлемешкĕн тăхтама сĕннине тĕпе хума тăрăшрăм. Çулталăк каялла аттепе анне ковидпа чирлесе ирттерчĕç, анне больницăра та выртса тухрĕ. Вĕсем те прививка тутарчĕç, иккĕшĕ те хăйсене аван туяççĕ.

Асăннă чир çĕршыв экономикине те, общество пурнăçне те самай витĕм кӳчĕ. Малтанхи пекех ĕçлесе пурăнас килет, çавăнпа пурин те вакцинациленмелле тесе шухăшлатăп.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать