Çĕмĕрлесем Республика кунне паллă тăваççĕ

24 Июн, 2021

Кăçал Республика кунне халалланă мероприятисене ирттермелли тĕп лапамсенчен пĕри - Çĕмĕрле районĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов каланă тăрăх, çĕмĕрлесем уява тăрăшса хатĕрленнĕ. «Республика уйăрнă укçапа районта çулсем юсарăмăр, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине халалланă парксемпе палăксене çĕнетрĕмĕр. Инициативлă бюджетировани мелĕпе 43 проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр», — терĕ пуçлăх. Муниципаллă округ туса хунă май халăх пурнăçĕнче улшăнусем пулассине пĕлтерчĕ вăл.

Çĕмĕрле тăрăхне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитсе килчĕ. «Чăваш халăхĕ мĕн авалтан самана йывăрлăхĕсене парăнтарса малалла утнă. Вĕсем нимĕнле ĕçрен те ютшăнман. Пурте пĕрле кар! тăрса кĕрешнĕ. Пирĕн те пĕрле туслăн килĕштерсе пурăнасчĕ. Кăçал эпир çĕнĕ çĕрçуллăха пуçлатпăр. Республикăна аталантарас тĕллевпе пирĕн нумай ĕç тумалла. Çĕнĕлле пурăнма пуçламалла. Пĕрле пулсан кăна эпир палăртнă ĕмĕт-шухăша пурнăçлама пултарăпăр. Кашни çыннăн ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл пĕрлехи результатсене йĕркелет. Çын ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ», — терĕ Олег Алексеевич. Вăл уяв ячĕпе саламланă май ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕ. Çавăн пекех регион ертӳçипе сумлă хăнасем районти ял тăрăхĕсен пурнăçĕпе çитĕнĕвĕсене кăтартакан подворьесемпе паллашрĕç.

Чăн та, районта чылай вырăнта автоçулсене çĕнетнĕ, темиçе ялта асăну паркĕсемпе аллейисене хута янă. Акă Çĕмĕрле ялĕнче Çĕнтерӳ паркĕ уçăлнă. Çак обьекта тăвас тесе Çĕмĕрле ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Федяров тата райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Андрей Мостайкин нумай тăрăшнă. Андрей Александрович пĕлтернĕ тăрăх, парк тăвас шухăш пĕлтĕр çуралнă. «Ăна тумашкăн Ял хуçалăх министерстви 1 миллион тенкĕлĕх грант пачĕ, халăхпа спонсорсенчен 350 пин тенкĕ пуçтартăмăр», — каласа кăтартрĕ ертӳçĕ. Парка шкул сачĕ пулнă вырăнта тунă. Тепĕр çул ăна пысăкатма палăртнă: унта фонтан, саксем, тротуарсем, ача-пăча лапамĕ пулĕ. Çĕнтерӳ паркĕнче икĕ палăк лартнă: пĕри — вăрçа хутшăннисене сума суса, тепри — тыл ĕçченĕсене пуç тайса. Çĕмĕрле ялĕнче фронта 358 çын тухса кайнă, вĕсенчен 109-шĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Ялтан аякрах Сăр чикки пулнă. Хăш-пĕр вырăнта çĕр пӳртсемпе окопсем упранса юлнă. Ăна тăвас ĕçре Çĕмĕрлесем ырми-канми тăрăшнă. Ялтах вĕренӳ полигонĕ вырнаçнă пулнă, унта 500 яш вĕренсе тухнă. Сăмах май, Андрей Мостайкин Сăр чиккине тăвакансене халалласа юрă та çырнă. «Эпир Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçне шеллемен ентешсем умĕнче ĕмĕр парăмра пулăпăр», — чунне уçрĕ вăл.

«Юлашки çулсенче яла аталантарас тĕллевпе нумай ырă ĕç тунă. Кашни урамра çул сарчĕç, тротуарсем туса пачĕç. Ача-пăча лапамĕ те пур. Клубра Сăр чиккине халалласа музей уçрĕç. Ял анлăлансах пырать. Çĕнĕ урамсенче коттеджсем çĕкленсе ларчĕç. 511 килте 800 ытла çын пурăнать», — калаçăва хутшăнчĕ ветерансен канашĕн председателĕ Георгий Хуморов. Вăл, çамрăк чухне Норильск хулинче пурăннăскер, тивĕçлĕ канăва тухсан тăван тăрăха таврăннă.

Район пурнăçĕ лайăхланса пынине Юманайри «Мерчен» фольклор ушкăнĕн юрăçисем Галина Малышкинăпа Зоя Николаева та палăртрĕç. «Ялти клуба юсарĕç, шкулпа садикре чӳречесемпе алăксене улăштарчĕç, палăк умне хăтлăлатрĕç. Луговая ялĕнче шыв пăрăхĕ хураççĕ», — терĕç вĕсем. Ял çыннисем Республика кунне чăтăмсăррăн кĕтнĕ, уявччен утă типĕтсе кĕртнĕ. «Ĕç вĕçленсен чăваш мĕн авалтан юрласа савăннă», — хĕпĕртенине пытармарĕç ял хĕрарăмĕсем. Кăмашасем те уяв тĕлне нумай ĕç тунă. Ветерансен канашĕн председателĕ Нина Архипова каланă тăрăх, ялти кӳлле тирпейленĕ, çулсем юсанă, вăрçă паттăрĕн Иван Поляковăн палăкне уçнă. Çавăн пекех вĕсем ял çыннисене шывпа тивĕçтерессе шанаççĕ.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментировать