"Асра тытӑр, ҫынсем!"

22 Июн, 2021

Паян Шупашкарта Астăвăмпа хурлану кунне халалласа "Асра тытăp, çынсем!" астăвăм акцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăxĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. 

"Эпир паян кунта хамăpăн несĕлĕмĕpceн вăpçă вăxăтĕнчи паттăpлăxĕпе хăюлăxне аса илме пуxăнтăмăp. Çaк астăвăм пире паянхи йывăpлăxсене çĕнтерме, умри тĕллевсене пурнăça кĕртме май парать", - терĕ республика ертӳҫи.

Олег Николаев окоп чавнă Любовь Егоровăпа Галина Николаевăна Сăp тата Хусан хÿтĕлев  чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă астăвăм медальне парса чысларĕ.

Пухăннисене Чăваш патшалăx юрăпа ташă ансамблĕн "Сăp чикки" театрализациленĕ курăнăвĕн сыпăкĕпе паллаштарчĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментировать