Паттӑрлӑх кӑтартнӑ ачасене чысларӗҫ

12 Июн, 2021

Паян, Раççeй кунĕнче, Лакрей вăрманĕнче пысăк уяв иртрĕ. Кунта ЧР вĕрeнтӳ министрĕ Алла Салаева хутшăнчĕ.

Республикăри паттăрла ĕç тунă тата йывăр вăxăтра чунлăx кăтартнă ачасемпе çaмрăксене "Вĕри чĕре" паллăпа тата дипломпа чысларĕ. Вĕсем виççĕн - Шупашкарти медицина колледжĕн 1-мĕш курсĕнче вĕренекен Ксения Афанасьева, Элĕк районĕнчи Юнтапа вăтам шкулĕнче, 7-мĕш класра пĕлӳ пухакан Алексей Григорьев тата Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкулти 9-мĕш класри Сергей Михайлов.

Алла Леонидовна хастар та хăюллă ачасене чăн-чăн паттăрлăx кăтартнăшăн, тантăшĕсене инкекре пăрахманшăн тав турĕ, сывлăx, вĕренýре ăнăçy cyнчĕ.

www.hypar.ru Елена АТАМАНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать