Вӗсен ӗҫӗ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать

8 Июн, 2021

Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче Социаллă пулăшу паракан сферăн ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç. Хăйсен ĕçне чунпа парăнса ĕçлекен, халăха кирлĕ вăхăтра пулăшу паракан социаллă ĕçченсене сумлă хăнасем саламларĕç.

Эсир — чунпа-чĕрепе ырă çынсем тата çак ырлăхпа юратăва ыттисене хаваспах парнелеме пултаракансем, ыранхи куна шанма вăй-хăват паракансем, — терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕсен вышкайсăр ĕçне хакласа тав тунă май. — Паянхи кун çак сферăра 6 пине яхăн çын тăрăшать. Çынсен пурнăçне лайăхлатасси — патшалăхăн стратеги пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ. Эсир ырми-канми ĕçлени социаллă политика ыйтăвĕсене татса пама, социаллă контрактсене пурнăçа кĕртме май парать.

Паян республикăри кашни виçĕ çынран пĕри социаллă пулăшу илет. Вĕсем — ветерансем, ачаллă çемьесем, сывлăх енчен хавшаккисем. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче сирĕн ĕçĕр уйрăмах палăрчĕ. Чăтăмлăхшăн, туйăмлăхшăн, ырă кăмăлшăн тав сире. Çемьепе пулмалла вăхăтра чылай чухне эсир ыттисене пулăшма васкатăр. Сирĕн ĕçĕр пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, — терĕ Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Алена Елизарова. Чи пултаруллисене республика ертӳçи, министр, Патшалăх Канашĕн председателĕ Альбина Егорова тĕрлĕ награда пачĕç. Уяв савăнăçлă концертпа пуянланчĕ.

www.hypar.ru Елена ЛУКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментировать