Чăваш наци лицейĕ çĕнĕрен уçăлать

28 Авг, 2014

Шупашкар хулин Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейĕ 20 çул тухăçлă ĕçленĕ хыççăн 2012 çулта вăхăтлăха ĕçлеме чарăнчĕ. Ку çапла пулса иртрĕ. Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацийĕ Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицее юсав ĕçĕсем ирттернĕ тапхăрта хупасси пирки йышăну кăларнăччĕ. СанПиНăн 4.32 пункчĕпе килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсене вĕренекенсем пур чухне ирттерме юрамасть иккен. Ятарласа йĕркеленĕ комисси кунта ачасене вĕрентмелли тата пурăнмалли йĕркесемпе майсем тивĕçтерменнине, чылай хушă юсаман пирки япăхланнă çуртсем вĕренекенсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине палăртнă. Çавна май кунта ăс пухакан ачасене хула тата ял шкулĕсене вĕренме куçарчĕç.

Интернат лицея тĕпрен юсаса çĕнетмелле тенипе эпир, кунти вĕрентекенсем, килĕшетпĕр, анчах ăна çапла кĕтмен-çĕртен хупни, çакăн пирки вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕр уйăх юлсан пĕлтерни пирĕн кăмăла хуçрĕ.

Хула администрацийĕ 2012 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче лицейра учительсемпе тата ачасен ашшĕ-амăшĕпе пуху ирттерчĕ. Пухура лицея хупмастпăр, юсав ĕçĕсем тума пуçлатпăр, çавна пула ăна çĕнĕ çулччен ĕçлеме чаратпăр тесе пĕлтерчĕç. Пухура вĕрентекенсем лицей çурчĕсем кивелсе ишĕлме пуçланă, кунта вĕренме юрăхсăр тесе палăртнă экспертиза хутне кăтартма ыйтрĕç, анчах тÿре-шара нимĕнле документ та куç умне кăлармарĕ. Вăхăт малаллах шурĕ. Лицейра нимĕнле юсав ĕçне те пикенмерĕç, пуртă-мăлатук сасси илтĕнмерĕ. 2013 çула кĕтĕмĕр, çуркунне те çитрĕ, лицея тата тепĕр çулталăклăха хупатпăр терĕç.

2014 çулта юсав ĕçĕсем тума палăртнă вĕренÿ шкулĕсен списокне те пирĕн лицея кĕртменнине пĕлтĕмĕр. Каярах тепĕр хыпар илтĕмĕр: пирĕн лицей вырăнне музыка шкулĕ уçма хатĕрленеççĕ, ăна пачах урăх вырăнта, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищи çумне тĕксе лартса тăвасшăн иккен. Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат 4 гектара яхăн лаптăк йышăнакан лицей /шкул, икĕ общежити, склад, прачка, гараж/ укçаллă темиçе çынна илĕртнĕ терĕç. Лицей шăпи пирки тĕрлĕ сас-хура çÿрерĕ: лицей вырăнĕнче нумай хутлă çуртсем е суту-илÿ центрĕ, е тата çамрăксем валли каçхи клуб уçма хатĕрленеççĕ текелерĕç. Лицея хупма ăшталанакансене, юрать-ха, республика прокуратури вырăна лартрĕ. 2014 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă сучĕн залне лицей шăпишĕн пăшăрханакан учительсем, унта вĕреннĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕç. Вĕсем Шупашкар хулин Ленин районĕн 2014 çулхи çу уйăхĕнче иртнĕ сучĕн йышăнăвĕпе килĕшмен пирки ЧР Аслă судне тавăç тăратнăччĕ.

Суда пынă хула администрацийĕпе вĕренÿ пайĕн ĕçченĕсем лицея 2013 çултах хупма документсем хатĕрленине, вĕсене хула влаçĕсем алă пусасса кĕтнине пĕлтерчĕç. Прокурор ку ĕç-пуçа хирĕçлерĕ, хула администрацийĕ хăй кăларнă хушăва - лицея юсама йышăннине - пурнăçламаннине пĕлтерчĕ.

ЧР Аслă сучĕ Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицей шăпине тĕрĕс татса пачĕ. Учреждение Граждан урамĕн 54-мĕш çуртĕнче, унчченхи адреспах хăвармалла, çĕнĕрен ĕçлесе кайма пысăк юсав ĕçĕсем ирттермелле, ăна тума укçа-тенкĕ тупмалла тесе йышăнчĕ. Яваплă çав ĕçсене пурнăçлама хула администрацине çирĕплетрĕ. Аслă суд 2015 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче лицей çĕнĕрен уçăлать тесе пĕлтерчĕ. Анчах хальлĕхе унăн статусне республика шайне çитерес сĕнÿ вăя кĕреймерĕ, учреждени муниципалитетрах юлчĕ.

Лицея çĕнĕрен ĕçлеттерсе яма мĕн чухлĕ укçа кирли халĕ паллă мар. Çапах та юсав ĕçне тĕшмĕртекенсем пĕр 20 миллионран кая мар кирлĕ пуласса систереççĕ.

Ял ачисене 1-9-мĕш класс таран чăваш шкулĕсенчех вĕрентмелле, мĕншĕн тесен ялсенче вĕсем ахаль те сахал. 9 класс хыççăн чăвашла лайăх пĕлекенсем темиçе çухрăмри ялти вăтам шкула каймаççĕ. Вĕсем училищĕсемпе колледжсене саланаççĕ. Професси вăтам пĕлĕвĕ паракан шкулсенче вара чăваш чĕлхи вĕрентмеççĕ, литературине вырăсла ăша хываççĕ. Çакна пула чылай çамрăкăн чĕлхе туртăмĕ, туйăмĕ пĕтсе ларать. Акă мĕншĕн наци шкулĕн кирлĕлĕхĕ сыхланса юлать.

Лицей унчченхи пек 500 ачалăх мар, 150-200 вĕренекенлĕх пулĕ. Вĕсене ятарлă тĕрĕслев, тишкерÿ тата калаçу йĕркипе вĕренме йышăнĕç. Хамăр республикăн пултаруллă ял ачисем лицейра наци программипе пĕлÿ илĕç. Интернат шкул чăваш чĕлхипе культурăна упрама тата аталантарма пултаракансене, физикăпа математикăпа кăсăкланакансене çитĕнтерĕ.

 

Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,

Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат

лицей ĕçченĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.