«Хыпар» 57 (27790) № 01.06.2021

1 Июн, 2021

Шкул ачисем паттăрсене пĕлсе ÿсчĕр

Шкулсене Совет Союзĕн тата Раççей Федерацийĕн Геройĕсен ятне парасси Чăваш Енре нумай çул каяллах йăлана кĕнĕ. Тĕпрен илсен, вĕсем Шупашкарпа Улатăр хулисенче ытларах.

Тĕп хулари федерацин Атăлçи округĕнчи кадет корпусĕ Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн ячĕпе хисепленет, 33-мĕш вăтам шкул — Раççей Геройĕн Николай Смирновăн, 7-мĕш шкул — Олег Беспалов десантникăн, 38-мĕш шкул — Чечня вăрçинче паттăрлăх кăтартнă Леонид Константинов подполковникăн ячĕпе. 2019 çул вĕçĕнче Шупашкарти Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи 22-мĕш вăтам шкул Раççей Геройĕн Николай Гавриловăн ячĕпе хисепленме пуçларĕ. Улатăрти вĕренӳ учрежденийĕсенчен Александр Осипов ячĕллĕ 5-мĕш, Зоя Парфенова ячĕллĕ 7-мĕш, Петр Макаров ячĕллĕ 9-мĕш, Валентин Витвинский ячĕллĕ 11-мĕш шкулсене асăнмалла.

Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш вăтам шкулĕ вăрçă паттăрĕн Федор Ашмаро¬вăн ятне тивĕçнĕ, Канаш районĕнчи Янкăлчри — Николай Гавриловăн, Аччари — Антон Петровăн, Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕри — Владимир Васи-льевăн, Çĕрпӳри 1-мĕш шкул — Михаил Силантьевăн, çав районти Тавăшкассинчи — Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕн Герман Прокопьевăн, Канаш хулинчи 11-мĕш вăтам шкул — Иван Кабалинăн, Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕ — Михаил Кузнецовăн ячĕсене.

Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 76 çул çитнине паллă тăвас умĕн Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ «Герой ятне — шкула» патриотизм проектне малалла тăсрĕ. Пуçарăва республикăри Тăвай районĕнчи Тăвай вăтам шкулĕн ĕçченĕсемпе унта вĕренекенĕсем, вырăнти халăх ырласа йышăннă. Район центрĕнчи вĕренӳ учрежденине çак тăрăхри Мучарта çуралса ӳснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ Петр Бухтуловăн ятне пама йышăннă.

— Ентешĕмĕр фронта 18 çул тултарсан, 1942 çулхи çурла уйăхĕнче, хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă, — каласа кăтартрĕ райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, историе лайăх пĕлекенскер. — Кĕçĕн командирсен шкулĕнче наводчик специальноçне алла илнĕ. Пĕрремĕш хут хаяр çапăçăва Çурçĕр-Хĕвел анăç фронтĕнче 1943 çулта Старая Русса хулин çывăхĕнче кĕнĕ. Чехословакие ирĕке кăларнă чухне уйрăмах палăрнă. 1945 çулхи нарăс уйăхĕнче Петр Бухтуловăн расчечĕ тăшманăн 14 танкĕпе 12 бронетранспортерне хирĕç тăнă. Çак çапăçура пĕтĕм расчет паттăррăн пуç хунă, наводчик хăй те икĕ хутчен контузи илнĕ. Çапах йывăр лару-тăрура çухалса кайман, пĕр-пĕччен тăрса юлсан та тăшманăн пилĕк танкне, виçĕ бронетранспортерне тата 40 салтакĕпе офицерне тĕп тунă. Петр Харитонович фашистсен ункинчен çăлăнса тухса полка таврăнма мехел çитернĕ. Çĕнтерĕве Австрире кĕтсе илнĕ. 1946 çулта ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Тăван тăрăха таврăнсан Петр Бухтулов Канаш хулинче ĕçлесе пурăннă, унти пĕр урам халĕ пирĕн паттăрăн ячĕпе хисепленет. Тăвай шкулне унăн ятне пани вĕренекенсемпе учительсен умĕнче пысăк яваплăх çуратать. Вĕсем ентешĕмĕрĕн тĕслĕхне тĕпе хурса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă салтаксемпе офицерсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен тата ытларах пĕлме пуçлĕç çеç мар, хăйсем те чăн-чăн патриот пулса çитĕнĕç.

Мĕншĕн шăпах Тăвай шкулне суйласа илнĕ-ха? Бухтуловăн тăван ялĕнче те пĕлӳ çурчĕ пур-çке. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   


Эмел-маç – холодильник тулли

Тухтăрсем çырса панă препаратсенчен хăшĕ те пулин пулăшасса шанаççĕ

Даниил Меир кăçал 4-мĕш класс вĕренсе тухрĕ. Шĕкĕр «пиллĕкпе» пĕтерчĕ вăл пуçламăш шкула. Акăлчан чĕлхине, математикăна уйрăмах юратса вĕренекен арçын ача музыка шкулне, спорт секцине çӳреме те вăхăт тупать.

Амăшĕ Екатерина Олеговна ывăлне пурнăç çулĕ çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшать. Тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть тейĕн Даниила, пушшех урăхла, чылайăшĕнчен лайăхрах вĕренет, сăпайлă, тирпейлĕ. Анчах виçĕ çул тултарсан вăл чирленĕ. Гломерулонефрит /пӳре чирĕ/ нушалантарнăран вăл ытти ачапа пĕрле парта хушшине те тӳрех ларайман — 2-мĕш класчен вĕрентекенсем ун патне киле пынă. Ача ачах вĕт — сусăр пулсан та тантăшĕсене курсан унăн пĕлӳ çуртне чупас килнĕ. Темиçе хут тархасланă вăл ашшĕпе амăшне шкула яма. Тинех «сусăр» ятран хăтăлса 3-мĕш класа ыттисем пекех шкула кайнă.

Анчах, шел те, пĕр амакĕнчен хăтăлса пĕтеймен, тепри çыпăçнă. Арçын ачан çӳçĕ вăйлă тăкăнма пуçланă. Унтан — куç харши, хăрпăкĕ... кĕлетке çинчи мĕн пур çăм. Тухтăрсем «вырăн-вырăнпа пулакан алопеци» диагноз палăртсан ачана темĕн тĕрлĕ эмел ĕçтерме тытăннă, анчах нихăшĕ те усă паман.

«Даниил душра çăвăннă чухне çари çухăрса ячĕ. Чупса пытăм. Ывăлăмăн пуçĕнчи çӳçĕ пĕр çеккунтра парик евĕр «хывăнса» ӳкнĕ. Иксĕмĕр те питĕ хытă хăрарăмăр, макăрма тытăнтăмăр. Нимĕн тума пĕлменнипе çухалса кайрăм», — пĕр çулталăк каялла пулнине аса илчĕ Екатерина Меир. Арçын ачан ашшĕ тĕпренчĕкĕпе мăшăрне йывăрлăхра пăрахса тăван тăрăхне, Израиле, тухса кайнă. Çапах хĕрарăм пуç усман, тухтăрсем сĕннипе Даниила Мускава илсе кайнă. Халĕ те, кашни пилĕк уйăхра икшер эрне, сипленет вăл унта, анчах…
«Мускаври сиплев — питĕ хаклă, кашни курс витĕр тухма темиçешер пин тенкĕ пĕтет. Тăвансем, паллакансем пулăшаççĕ. Хамăн ĕç укçи çитсе пымасть, диагнозĕ инвалидноç илме май паманран патшалăхран пулăшу çук. Тен, диагноза тĕрĕс пĕлменрен, ывăлăмăн сывлăхĕ лайăхланмасть? Пуçĕнче пĕр çӳç пĕрчи те шăтмасть, куç харши-хăрпăкĕ те курăнмасть… Темиçе специалист патĕнче пулатпăр, кашниех сиплев çырса парать. Шанăçа çухатмасăр пурне те туянатпăр, эмелсене ĕçетпĕр, маç сĕретпĕр, укол тутаратпăр… Вĕсенчен пĕри те пулин шăпах Даниилăн чирне ирттерессе шанатпăр», — куççульне шăлчĕ амăшĕ.

Ку кăна та мар — арçын ача шкула каяс килменни, пурте ун çине пăхса тăрăхлани пирки калама тытăннă. Малтанах вăл карттусне хывмасăр çӳренĕ. Икĕ çул каялла кăна пĕлӳ çуртне чупасшăнни çинчен пĕлтернĕччĕ-çке вăл, халĕ вара… унăн чунĕ ыратать. Хăй питĕ вăтанать. Кăмăлĕ пусăрăнсан амăшĕпе пĕрле те тухсах çӳресшĕн мар.

Республикăра Даниилăнни пек чир анлă сарăлман. Мускава сипленмешкĕн вĕсем Канашри тепĕр хĕрарăмпа тата унăн ывăлĕпе пĕрле кайнă. Амăшĕсем патшалăхран пулăшу, хăйсене тимлĕх уйăрма ыйтаççĕ. «Çывăх çынсем çул укçи тӳлесе пулăшмасан епле кайса килейĕттĕмĕр-ши? Сиплевсĕр пуçне тĕрĕсленме те темиçе хут чĕнеççĕ. Даниил больницăра пĕчченех юлать. Эпĕ кайса вырнаçтарса хăваратăп, таврăнсан ĕçе кӳлĕнетĕп — укçа кирлĕ, пирĕншĕн кашни пус хаклă. Икĕ эрнерен кайса илетĕп», — чуне уçрĕ чăтăмлă хĕрарăм. «Водоканалта» электромонтерта вăй хурать вăл. Даниилăн пиччĕшĕ чылай аслă, çемье çавăрса уйрăлса тухнă. Амăшĕ арçын ачана аталантарас, уçă сывлăшра ытларах çӳретес тесе ялта амăшĕн капиталĕпе пӳрт туяннă. Çулла унта çӳреççĕ вĕсем. Даниил ял пурнăçне килĕштерет, пахчара амăшне тĕрлĕ ĕçре пулăшать. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Вячеслав ЕРОХИН: Хăйĕн паттăрĕсене маннă халăхăн малашлăхĕ çук

Вячеслав Ерохин Ярухха Витти , Пушкăртстанри Федоровка районĕнчи Кинчеккей ялĕнче 1957 çулта кун çути курнăскер, вырăнти чăваш ялĕсен историйĕпе кăсăкланать. Вăл ертсе пынă ушкăн, тăван ялĕн кун-çулне тĕпчесе, «Наша Веселовка Кинчеккей» кĕнеке кăларнă. Вячеслав Михайлович ытти тавра пĕлӳçĕпе пĕрле чăвашсен паллă писателĕн Никифор Мраньккан тата ăсчахĕн Гурий Комиссаровăн вил тăприсене шыраса тупса вĕсен палăкĕсене çĕнетме хутшăнать.

— Вячеслав Михайлович, сире, Чăваш Республикинчен аякра пурăнакан чăваш ачисене, тăван чĕлхепе вĕрентнĕ-и?

— Пирĕн вăхăтра — иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче — тăван ялта та, кӳршĕ ялти вăтам шкулта та чăваш чĕлхи вĕрентрĕç. Телее, ун чухне çав йывăрлăхсем сиксе тухайманччĕ-ха.

— Аçăр-аннĕр чăвашла вĕрентме хирĕç пулман-и?

— Ун чухне кунашкал ыйту пачах пулман. Пурте чăвашла пупленĕ, атте-анне те тăван чĕлхепе калаçнă, чăвашла кĕнекесем вуланă. Аннем Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романе тăвансемпе пуçтарăнса сасăпа вулани халĕ те куç умĕнчех. Пирĕн ялта пурăнакансем çак хайлава питĕ килĕштеретчĕç, Никифор Мраньккана хисеплетчĕç. Аттепе анне унăн кĕнекисене Шупашкартан почта урлă çырăнса илнĕ. Çапла, пуçламăш шкул вăхăтĕнчех унăн сăнарĕ асра çырăнса юлчĕ.

— Шкул хыççăн мĕнле професси суйларăр, ăçта вĕрентĕр?

— 1978 çулта Ĕпхӳри нефть институтне пĕтерсен тивĕçлĕ канăва тухичченех Уренгойпа Ямбург тăрăхĕнче газ кăларнă çĕрте инженерта вăй хутăм. Шел те, ĕçленĕ вăхăтра эпĕ чăвашлăхпа çывăхланас вырăнне социализм тăвас ĕçпе аташнă. Ĕçре кайри шутра пулмасан та общество ĕçĕсемшĕн чылай хут выговор илнĕ. Çитменлĕхсемпе кĕрешме тата пуçлăхсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл мар çав. Пенсие тухсан тăван ене — Стерлитамак хулине — пурăнма куçрăм. Пушкăртстанри чăвашсем валли тухса тăракан «Урал сасси» тата Чăваш Енри «Тăван Атăл» журнала çырăнса илме пуçларăм. Хамăр ялтан тухнă Аркадий Русаков çыравçăпа пĕрле несĕлсен авалхи хулисем пулнă вырăнсене /Пăлхар, Сувар, Пӳлер…/ кайса çӳрерĕмĕр, Чăваш Ене те, чун туртнипе, Республика кунне паллă тума çуллен çитме тăрăшатпăр.

— Тавра пĕлӳ ĕçĕпе те кăсăкланатăр…

— Пирĕн ял хăрушă выçлăх /1921-1923/ çулĕсем хыççăн, 1927 çулта, кӳршĕ Ашкатар ялĕнчен куçса килнисенчен пуçланнă. Çав выçлăха пула Ашкатарта çур пине яхăн çын /çур ял/ вилнĕ. Большевиксен продразверсткисем ним шеллемесĕр мĕн пур тыр-пула, акма пĕр пĕрчĕ хăвармасăр, темиçе хут тискеррĕн тулласа илсе кайнă. Ял хастарĕсемпе канашларăмăр та — тăван яла йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ тĕле кĕнеке кăларма йышăнтăмăр. Ушкăн ертӳçине мана суйларĕç. Архивсенче нумай вăхăт ирттерме тиврĕ. Унсăр пуçне Пушкăртстанри паллă тавра пĕлӳçĕ, чăвашла лайăх пĕлекен Мударис Сафин чылай пулăшрĕ. Çав çулах, Чăваш Енре пулнă чухне, Никифор Мраньккан вил тăпри çине кĕрсе пуç таяс терĕмĕр. Эпир малтан вăл Куславккара пурăннă çурт вырăнĕнче лартнă асăну чулĕ патĕнче пултăмăр. Çак çурт çунса кайни питĕ хурлантарчĕ пире. Никифор Мранькка пӳрчĕ вырăнне «Магнит» суту-илӳ çурчĕ çĕкленсе ларни пушшех кулянтарчĕ, тарăхтарчĕ. Хулара пурăнакан чылай çынран ыйтсан та ун вил тăпри вырăнне пĕлекен пулмарĕ. Аптăранипе хула администрацине кĕтĕмĕр. Унта та пире савăнтаракан тӳрех тупăнмарĕ, çапах çут ĕç пайĕнче вăй хуракан чăваш хĕрарăмĕнчен çакна пĕлтĕмĕр: Никифор Мраньккан вил тăпри унăн амăшĕн тăванĕ çумĕнчерех вырнаçнă.

— Апла сире çав хĕрарăм пулăшнă.

— Çапла, çут ĕç пайĕнче вăй хураканăн амăшĕ пире кивĕ масар çине илсе кайсан çеç чаплă çыравçăн вил тăприне тупрăмăр. Масар çинче паллă çыннăн вил тăпри çавăнта пулнине кăтартакан паллă çукки пире питĕ тĕлĕнтерчĕ. Вил тăпри çинчи хĕрĕх çул ытла каялла лартнă тимĕр пирамида та, ытти палăкран нимĕнпе те уйрăлса тăманни, чуна кăшларĕ. Стерлитамака таврăнсан чăвашлăх хастарĕсемпе канашларăмăр, Мраньккан вил тăпри çине халăхран укçа пуçтарса çĕнĕ чул /гранит/ палăк лартас терĕмĕр. Çак ĕçе пурнăçлама Мелеспуç ялĕнчи Иван Ефимов, Микул Ишимбай çыравçă, чăваш ĕçĕн хастарĕ Нина Матвеева, «Урал сасси» хаçат редакторĕ Юрий Михайлов тата ыттисем хутшăнчĕç. Çапла эпир Стерлитамакра чул палăк хатĕрлесе 2018 çулта ăна Куславккана илсе килтĕмĕр. Палăка вырнаçтарма Шупашкартан çыравçăсем пырса çитнĕччĕ, Мраньккан кĕçĕн ывăлĕ Альберт Мораньков хутшăннăччĕ. Вăл Пушкăртстан чăвашĕсене чĕркуçленсе тав турĕ.

— Эсир тата Гурий Комиссаров вил тăпри çине те икĕ хут кайса килнĕ, унăн юлашкисене, хăй ыйтнине тĕпе хурса, тăван ялне тавăрассипе çыхăннă ыйтăва та хускатрăр.

— Гурий Комиссаров-Вантер — паллă ăсчах, философ, этнограф, историк, педагог, çыравçă, чăваш наци юхăмне çĕклекен, халăх ăс-тăнне вăратса çутта кăларакан хастар. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.