Çамрăксен форумĕ

27 Мая, 2021

Чăвашпотребсоюзăн «Салют» ача-пăча сывлăха çирĕплетекен лагерьте ЧР потребитель кооперацийĕсенче ĕçлекен çамрăксен форумĕ 8-мĕш хут иртрĕ. Унта республикăри кооператив предприятийĕсемпе организацийĕсенчи çамрăк специалистсем хутшăнчĕç. Кăçал ăна Раççейпотребкооперацийĕ 190 çул тултарнине халалланă.

Форума пуçтарăннисене Чăвашпотребсоюзăн председателĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тата ыттисем саламларĕç. Конкурсра çĕнтернĕ пултаруллă çамрăксене дипломсем парса чысларĕç. Яш-кĕрĕм ăсталăх класĕсене, тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕ.

www.hypar.ru Лариса НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментировать