Пĕр-пĕрне пулăшса - çĕнĕ çитĕнÿсем патне!

26 Авг, 2014

Пирĕн республикăра «Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕ» общество организацине йĕркеленĕренпе икĕ çул та çитмен-ха, анчах вăл кĕске вăхăтрах хăйĕн тăрăшулăхĕпе тата пуçарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕ. Тахçанах кĕмĕлленнĕ çÿçлĕ ветерансене пĕрлештерекен ушкăн республика ертÿлĕхĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Общество организацийĕн правленийĕ яллă районсене тухса аграри тытăмĕнче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать.

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче АПК ветеранĕсем Вăрнар тăрăхне йышлăн килсе çитрĕç. Вĕсен шухăшне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ырласа йышăннă. Юрий Алексеевич яллă вырăнсен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли тĕп çул-йĕрсен ыйтăвĕсем тăрăх çакăнта ирттерме палăртнă канашлăва аграри ветеранĕсене те явăçтарма тĕллев тытнă.

Патшалăх Канашне ертсе пыма çирĕплетиччен «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО гендиректорĕнче ĕçленĕскер канашлу уçăличчен республикăн пур районĕнчен те килнĕ çынсене агрохолдингăн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексне çитсе курма сĕннĕ. Район центрĕнчен 20 çухрăмри чăваш ялĕнче вырнаçнă сĕт-çу фермине çитсенех пенсионерсем хăйсен тĕлĕнĕвне пытараймарĕç. Комплексра мăйракаллă шултра ĕне-выльăх 2 пин пуç ытла пулни, çав шутра сăвакан 830 пуç ĕнене пĕтĕмпе те 5 оператор çеç суни ăçтан тĕлĕнмелли пулăм ан пултăр-ха?

Витере хальхи йышши электрон хатĕрсемпе усă курни ĕç вăйне чакарма, ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшнипе пĕрлех туса илекен продукци пахалăхне лайăхлатма май панă. Предприяти шанчăклăнах ÿсĕм çулĕ çине тăни куç кĕрет. Вăл малаллах аталанать, хăйĕн хăвачĕсене сарса пырать. Йышлă выльăха хупса усрама çирĕп те тăн-тăн витесем тата рациона тутлăхлă япаласемпе пуянлатнă апат сывлăш пекех кирлине асра тытать дирекци. Николай Аливанов генеральнăй директор каланă тăрăх - çывăх вăхăтрах самăртакан вăкăрсене хупма 300 вырăнлă çĕнĕ вите ĕçе кĕмелле. Ăна çăмăл тытăмпа тума патшалăхран пĕр пус та илмен, йăлтах - комбинат шучĕпе.

Аш-какай комбиначĕн куккурус пуссине çитсен те тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Тахçан манăçа кăларнă «уй-хир пикине» еплерех хаклаççĕ Вăрнарсем! Республикăра вĕсем çак культурăна тĕш тырă технологийĕпе чи малтан çитĕнтерме тытăннă. Кăçал ăна 1300 гектар çинче акса хăварнă. Куккурус тунисем çирĕп те парка, пуçĕсем тулса-пиçсе çитнĕпе пĕрех, лайăх шĕкĕлченеççĕ. Çÿллĕшĕ 3 метр патнех çитет.

Комбинат сысна ĕрчетекен «Колос» комплексăн темиçе çул каялла панкрута тухнă çурчĕсене те иккĕмĕш пурнăç панă. Аграри ветеранĕсем унта та кĕрсе тухрĕç, евроюсав кÿнĕ çĕнĕ сăнсене курса савăнчĕç.

«Эпĕ колхоз ертÿçинче ĕçленĕ чухне сехетре 5 тонна тырă типĕтекен агрегатпа усă кураттăмăр. Кунта вара çак вăхăтра - 50 тонна. Мĕнешкел хăват!» - хавхаланса калаçать Йĕпреç районĕнчи «Красный фронтовик» хуçалăх лавне пĕр улшăнмасăр 17 çул туртса пынă Алексей Кузьмин. «Паянхи ял хуçалăхĕнче те ырă улшăну темĕн чухлех иккен», - килĕшет унпа Канаш тăрăхĕнчи «Канаш» колхоз пуçĕнче тăнă Валерий Долгов.

Чунĕсене савăк туйăмсемпе хавхалантарма пулăшнă çул çÿрев хыççăн ветерансем Вăрнар район администрацийĕн ларусен залне пухăнчĕç. Ку вăхăт тĕлне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ертсе пыракан ушкăн та Шупашкартан килсе çитрĕ. Парламент спикерĕ канашлăва уçса пурне те Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев янă салама çитерчĕ. «Эсир хăй вăхăтĕнче аграри тытăмĕн яваплă вырăнĕсенче тăрăшнă, - терĕ малалла Юрий Алексеевич. - Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та канса ларас шухăшпа кăна йăпанса пурăнмастăр. Сирĕн пуян опытăр, ăсталăхăр паянхи çамрăксемшĕн питех те вырăнлă. Эпир - сирĕн вĕренекенĕрсем. Сире халĕ те пире вĕрентсе пынăшăн, тăван çĕре юратса хисепленĕшĕн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп».

Юрий Попов савăнăçлă лару-тăрура чи тивĕçлисене «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ: 20 çул» асăну медалĕсем пачĕ. Ку наградăна илнисен хушшинче хăй вăхăтĕнче парти райкомĕсене, халăх депутачĕсен район Канашĕсен ĕçтăвкомĕсене ертсе пынă.

Чăваш çĕр-шывĕнче Вăрнар тăрăхĕн маттурне Василий Романова лайăх пĕлеççĕ. Вăл малтан «Янгорчино» колхоза ăста ертсе пынă, унтан асăннă район Канашĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи, кайран парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă. Канашлура Василий Игнатьевич ĕçтешĕсен умĕнче хĕрÿллĕ сăмах каларĕ, пасар экономики кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăрах тăвалла пулсан та малаллах хастаррăн талпăнакан çамрăк ертÿçĕсене шанса тăнине уçăмлăн палăртрĕ.

Трак тăрăхĕнчен килнĕ Николай Матвеев та Романов шухăшĕпе килĕшнине пĕлтерчĕ. Николай Матвеевич 20 çула яхăн «Герой» колхоза пултаруллăн ертсе пынă. «Пĕтĕм шанчăк - паянхи яш-кĕрĕмре, - терĕ вăл. - Çĕнĕ самана пысăк та шултра агрохолдингсен пĕлтерĕшне мала хурать пулсан та пĕчĕк хуçалăхсене те манăçа хăварас марччĕ. Вĕсем чăваш ялĕсем тытса пыракан йăла-йĕркене упраса хăварма пулăшаççĕ».

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри АПК аталану çулĕпех малалла кайнине çирĕплетекен цифрăсем илсе кăтартрĕ. Чăваш аграрийĕсем çулталăк пуçланнăранпа мĕн пурĕ 11,3 миллиард тенкĕлĕх продукци туса кăларнине мĕншĕн палăрăмлă утăм тесе хаклас мар? «Пирĕн ÿсĕмсем тата та пысăкрах пулма пултарнă, - терĕ Агропромышленноç комплексĕнчи ветерансен союзĕн председателĕн çумĕ, хăй вăхăтĕнче республикăн Ял хуçалăх министерствине ертсе пынă Петр Ивантаев. - Тахçан хамăра пысăк тупăш курма майсем туса панă хăмлана шутран кăлартăмăр-çке. «Симĕс ылтăна» тепĕр хут çул пама вăхăт çитрĕ. Халĕ унăн 1 килограмĕ 1000 тенкĕрен кая мар. Мĕн чухлĕ укçа çухататпăр усăсăр. Чикĕ леш енчен кÿрсе килекен уйрăм таварсем пирки чару йышăннă хыççăн юхăнса кайнă хăмла пахчисем çинчен аса илекенсем тупăнмаллах».

Петр Васильевич Правительствăра АПК ĕçченĕсен шухăш-сĕнĕвĕсене шута илекен уйрăм тытăм йĕркелемеллех тесе шухăшлать.

Канашлура çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег Мешков, «Чăваш бройлерĕ» АУО директорĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вадим Николаев сăмах тухса каларĕç. Депутатсем республика парламентĕнче ял çыннисен интересĕсене хÿтĕлекен ушкăн самаях ăнăçлă ĕлкĕрсе пынине, вăл тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тивĕçтерекен саккунсен проекчĕсене çул парассипе ĕçленине палăртрĕç.

«Агропромышленноç комплексĕнчи ветерансен союзĕ» общество организацийĕн ертÿçи Василий Шадриков пĕр тĕллевлĕ кăмăл туртăмĕ хушнипе пĕрлешнĕ çынсене хăйĕн хÿтлĕхне илнĕ организаци ÿлĕмрен те республика ертÿлĕхĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлессине, вăраха ямасăр татса памалли ыйтусене йышпа сÿтсе явассине, яллă вырăнсене час-часах тухса çÿрессине тĕпе хурасси пирки пĕлтерчĕ.

Вăрнар тăрăхĕнче пулнă май асăннă районта вырма ĕçĕсем мĕнлерех пынипе те кăсăкланчĕç ветерансем. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн хуравĕ вĕсене тивĕçтерчĕ. Вăрнарсем тыр-пул пухса кĕртнипе пĕрлех çитес çулхи тухăç никĕсне хывас енĕпе те пуçаруллă.

«Эпир хамăрăн каçалăксене кал-кал катса пынă хушăрах кÿршĕ Çĕмĕрле районĕнчи хуçалăхсене те пулăшма май тупатпăр, - терĕ «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО генеральнăй директорĕ Николай Аливанов. - Паян пирĕн 7 комбайн, çав шутра хамăра парне кÿнĕ «Агромаш» та, кÿршĕсен уйĕсенче тăрăшаççĕ».

Николай Владимирович хăйĕн сăмахне çапла вĕçлерĕ: «Эсир пирĕн пата кĕрхи уй-хир ĕçĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн тепĕр хут килĕр. Кĕр мăнтăрĕн ырлăх-тивлетне сирĕнпе пĕрле пайлăпăр».

 

Геннадий КУЗНЕЦОВ