«Хыпар» 49-50 (27782-27783) № 14.05.2021
Акана час вĕçлеме мĕн чăрмантарать?
Çу уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 108590 гектар, е çулталăк каяллахинчен 5,3% пĕчĕкрех лаптăкра, акнă. Çапах хăшĕ-пĕри: «Çурхи ĕçсем вăраха каймĕç-ши?» — тесе пăшăрханать.
Хальлĕхе нӳрĕк çителĕклĕ
Хăвăртлăх кăçал пĕлтĕрхипе танлашайманшăн аграрисене ӳпкелес килмест-ха, мĕншĕн тесен хĕл тăсăлса кайрĕ, ăшă кунсем кая юлса килчĕç, техникăна уй-хире маларах кăларма çумăр чăрмантарчĕ. Çурхи ĕçсене иртнĕ çул пушăн 14-мĕшĕнчех пуçăннă, акма тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене — пушăн 31-мĕшĕнче, пахча çимĕçе акан 3-мĕшĕнче тухнă, çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче çĕр улми лартма пуçланă. Кăçал акана каярахри тапхăра куçарма тиврĕ.
Çулталăк каялла çĕр улми 596 га лартнă, кăçал — 259 га çеç. Иртнĕ çул уçă вырăнта пахча çимĕç 190 га акнă, кăçал — 91 га кăна. Кĕрхи тĕш тырă культурисемпе нумай çул ӳсекен курăксене апатлантарасси те вăрахрах пырать. Çумăр çусах тăнăран çураки пĕлтĕр те тăсăлнăччĕ. Нумай хуçалăх акана çу уйăхĕн иккĕмĕш çуррипе çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче çеç вĕçлерĕ. Çапах республика тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 940,5 пин, хупă тата уçă вырăнта пахча çимĕç 157,2 пин тонна пухса кĕртрĕ. Çак кăтартусем патне эпир нумай çул çитейменччĕ. Пысăк тухăç илнине хресченсем кашни агромероприятие вăхăтра тата паха пурнăçланипе ăнлантармалла. Апла пулин те 2020 çулхи çу уйăхĕнче çĕре нӳрĕк нумай çулхи нормăран 39% ытларах ӳксе ӳсен-тăран вегетацине пысăк витĕм кӳнине палăртмалла. Вăл культурăсене лайăх çитĕнме май туса пачĕ. Çĕртме уйăхĕнче нӳрĕк тăпрара нумай çулхи нормăран 38% сахалрах пуçтарăнса тăнă пулин те çу уйăхĕнче ӳссе тĕрекленнĕскерсем чир-чĕрпе сиен кӳрекен хурт-кăпшанка парăнмарĕç, шăрăха лайăхах чăтса ирттерчĕç.
— Кăçалхи çу уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнчи çумăрлă çанталăк çулталăк каяллахине аса илтерчĕ, — терĕ Чăвашгидрометеорологи центрĕн пай ертӳçи Марина Китарьева. — Çуракинче вăл республикăна питĕ сахал килсе савăнтарать. Тăпрари нӳрĕк виçи иртнĕ декадăра çулталăк каяллахинчен вăтамран 2,67 хут нумайрах пулчĕ. Чăн та, ака уйăхĕнче
— 2020 çулхинчен 16% сахалрах. Хĕлле юр хулăн ларчĕ пулин те иртнĕ уйăхра хĕвел çĕре лайăх ăшăтнă пирки нӳрĕкĕн пĕр пайĕ пăсланчĕ, ытти çĕре сăрхăнчĕ. Сăлтавне нӳрĕк пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче нумай çулхи нормăран — 20-50%, юпа уйăхĕнче 55-80% çеç ӳкнипе те ăнлантармалла. Кăçалхи çу уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнче нӳрĕк Патăрьелпе Комсомольски районĕсенче çителĕклех, хăш-пĕр районта çулталăк каяллахинчен ытларах та пуçтарăннă. Хальлĕхе вăл тăпран 8-12 сантиметр сийĕнче культурăсене лайăх ӳсме çитет.
Министр вунă кун панă
Ку эрнере 24-30 градус ăшă тăнăран нӳрĕкĕн пĕр пайĕ пăсланчĕ ĕнтĕ. Хĕвел çитес эрнере те çавнашкалах хĕртсен вăл сахалланса юласси куçкĕрет. Çакна çĕр ĕçченĕсем лайăх пĕлсе тăраççĕ. Çурхи ĕçсене агротех¬нологире пăхнă тапхăрта вĕçлессишĕн ЧР Ял хуçалăх министерстви мĕнле мерăсем йышăннă-ха?
— Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн — ял хуçалăх министрĕн çырăвне районсен хăй тытăмлăх органĕсене çитертĕмĕр. Типĕ кунсем килессе шута илсе Сергей Артамонов администрацисен пуçлăхĕсенчен çурхи ĕçсене хăвăртлатма, акара малта пыракан районсенчен ырă тĕслĕх илме ыйтать. Çу уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнче республикăн кашни кĕтесĕнчех çумăр çунине, нӳрĕк çĕре уйăхри нормăн 71% чухлĕ ӳкнине, çапах Елчĕкпе Канаш районĕсенче, ытти çĕрте акана самай лайăхрах йĕркеленине палăртать. Ăна хăвăртлатас тĕллевпе ĕçе икĕ сменăпа йĕркелеме сĕнет. Çавăн пекех министр тата пирĕн специалистсем хуçалăхсене çитсе ăна епле йĕркеленипе куллен паллашаççĕ.
Çапла майпа Сергей Артамонов хуçалăхсен умне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене çу уйăхĕн 22-мĕшĕччен акса пĕтерме тĕллев лартнă. Вăл, агронома та вĕреннĕ май, акана мĕншĕн хальтерех вĕçлемеллине лайăх пĕлет. Кăçал тата иртнĕ çулсенче аграрисене техника туянма, ытти чылай программăпа килĕшӳллĕн хуçалăхсене модернизацилеме субсиди уйăрас ыйтăва татса пама пысăк витĕм кӳнĕскер палăртнă хушăра акса хăварасса çирĕп шанать. Унăн сĕнĕвне вырăнсенче еплерех шута илеççĕ-ха? <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Олег АНДРЕЕВ: Манăн аттепе анне те окоп чавнă
Мĕнрен пуçланать Тăван çĕршыв? Калитке умĕнче ӳсекен йăмраран, ял çумĕпе юхса иртекен пĕчĕк юхан шывран, лăпкă çил хумĕпе уйра хумханакан ырашран… Вулакансене паян каласа кăтартакан çыншăн вара Тăван çĕршыв унăн çыннисенчен, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчен тата пĕтĕм халăх паттăрлăхĕнчен тытăнать. Вăл хăйĕн кун-çулне ăна тĕпчессипе, юратнă Чăваш Енĕн историне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă пулăмсене туллин уçса парассипе çыхăнтарнă.
— Олег Васильевич, манăн шухăшпа, сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăнтаракан пулăм пурах. Ахальтен мар ĕнтĕ çак тема ăслăлăх ĕçĕрсенче пысăк вырăн йышăнать.
— Сăмахăма ун çине куçариччен ачалăха таврăнам. Шкула çӳреме пуçласанах алла кĕнеке тытнă эпĕ. Пĕрремĕшĕсем чăвашлисем пулнă, вĕсенчен чи пысăкки — Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕ. Унтан вырăс писателĕсен хайлавĕсем те алла лекме пуçларĕç. Ялти библиотека пуянччĕ. Юрий Бондаревăн «Горячий снег» хайлавне юратса вуланăччĕ. Çав вăхăтрах клубра вăрçăпа çыхăннă кино та чылай кăтартатчĕç. Чи пĕрремĕш фильм, ун чухне эпĕ сакăр çултаччĕ, паянхи пекех астăватăп, «Дело было в разведке» ятлăччĕ вăл. Полк ачи пирки каласа кăтартни яланлăхах асра юлчĕ. Çитĕнерехпе, шкул хаçачĕн редакторĕ тата художникĕ пулнă май, унта вăрçăпа çыхăннă кунсене халалласа ялта пурăнакан, шкулта ĕçлекен ветерансем пирки самай çыртăм.
— Çывăх тăванăрсем вăрçа хутшăннă-и?
— Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ миллионмиллион çын хушшинче Элĕк районĕнчи Тимĕрçкассинчи Андреевсен йăхĕнчен тухнă çынсем те пур. Вĕсенчен пĕри — манăн атте Василий тата унăн пиччĕшĕ Сергей Андреевсем, аннен ашшĕ — Энехметре пурăннă Иван Степанов. Вăрçă тухнă çул атте 15 çулта пулнă. Кĕркунне Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пуçласан вăл тата асатте шартлама сивве пăхмасăр Етĕрне тăрăхĕнчи Чаканар ялĕ çывăхĕнче тăватă уйăх окоп чавнă. Анне те, 10 çула çитмен пулсан та, амăшĕ вырăнне çавăнта ĕçленĕ. 1942 çулхи нарăс уйăхĕн вĕçĕнче киле таврăнсан атте кладовщикра вăй хума пуçланă. Шăпах çулталăкран Василий Андреев тата 17-ри унăн юлташĕсем повестка илнĕ. Атте малтан Мускав облаçĕнчи Бабушкин хулинче зенит расчечĕн пулеметчикне хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă. Кунцево хулинче зенитпа артиллерин 1992-мĕш полкĕ йĕркеленсе çитсен ăна фронта ăсатнă. Аттен çапăçу çулĕ Украинăна ирĕке кăларнинчен пуçланнă. Нимĕç фашисчĕсем Сарны хулине бомбăсем пăрахса аркатнине хăйĕн куçĕпе курса чунне ыраттарнă. Ун хыççăн Ровно, Ковель, Варшава хулисене ирĕке кăларма хутшăннă. Вăрçă чарăнсан та киле тӳрех таврăнман-ха, 1948 çулта кăна тăванĕсемпе тĕл пулайнă. Аттен пиччĕшĕ Сергей Андреевич 1939 çултах Хĕрлĕ çарта тăнă. 1939 çулхи чӳк уйăхĕнчен пуçласа 1940 çулхи юпа уйăхĕччен 24-мĕш танк бригадин курсанчĕ пулнă, ун хыççăн 1942 çулхи çу уйăхĕччен — 8-мĕш танк дивизийĕн Т-34 танк водителĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче сылтăм уринчен йывăр аманнăскер Орел облаçĕнчи 213-мĕш эвакогоспитале лекнĕ. Ăна тăшмансем хупăрласа илнĕ, пичче те аманнă ытти салтакпа пĕрле румынсем патне тыткăна лекнĕ. Çав вăхăт тĕлне ури çĕрме пуçланă, вара румын хирургĕ унăн урине татнă. Çавăнта вăл 1943 çулхи утă уйăхĕччен нушаланнă. Урасăр салтак пĕрех тыткăнран тарса хамăрăннисем патне çитме пултарнă.
— Тыткăна лекнĕ çыннăн шăпи çăмăл пулманни паллă. Вăл хăйне мĕнле туйнă?
— Сергей Андреевич хăйĕн аса илĕвне икĕ тетрадьре çырса кăтартнă. Унта биографипе çыхăннă самантсем кăна мар, тыткăнра мĕн тӳссе ирттернине йăлтах çырса кăтартнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ пирки çапла калани пур: «6 сехетре яланхи пекех ирхи чупăва тухрăмăр. Пирĕн çийĕн икĕ самолет вĕçсе иртрĕ. Вĕренӳ вĕçевĕсем ирттереççĕ пулĕ терĕмĕр. Анчах пире пуçтарчĕç те вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕç…» Çакăнтан тытăннă çывăх тăванăмăн вăрçă нуши. Çав кун кĕнекинче темĕн те вуласа пĕлме пулать. Кăçал вĕсене кĕнекелесе пичетлесе кăларасшăн. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Мăнкун ретĕнче хур пуçлакана тутăр панă
Чăвашсен çак йăлине халĕ пăхăнаççĕ-и?
«Чăваш сӳрĕкрех кăмăллă çын: вăл туйăмлă, тăван килне юратать тата ют çĕрте уншăн питĕ тунсăхлать. Чăваш ăслă, анлă тавра курăмлă, апла пулин те ытларах пĕлме тăрăшать, йăлтах шухăшласа тăвать. Ырă тата çемçе кăмăллă, уçă вăл, анчах пурнăç опычĕ ăна ыттисене шанмалла маррине вĕрентнĕ. Унăн тата тепĕр лайăх ен — хăнасене шутсăр тарават пулни — пур», — çырнă хăй вăхăтĕнче Гурий Комиссаров.
Аслă Арапуçсем тăван-пĕтенне пĕчĕкренех пĕлнĕ
«Эпĕ унăн шухăшĕпе килĕшетĕп. Чăваш тăванĕсен хушшинче хăйне лайăх туять, унта вăл — герой пекех», — палăртнă хăй вăхăтĕнче «Хыпар» хаçата панă интервьюра Виталий Иванов. Хăть ялта, хăть хулара хамăра паттăр пек тытмалăх халĕ тăвансене питĕ сайра пуçтаратпăр. Хурăнташсене, тус-юлташа, ял çыннисене пухса ĕçкĕ-çикĕ сайра пĕрре кăна йĕркелеççĕ паян. Хăй вăхăтĕнче вара çĕнĕ пӳрт ĕçкине те йышпа паллă тунă. Ĕне ыррине те пĕрле çинĕ, ача «тяппине» те çаплах «çунă». Мăнкунра рете çӳренĕ.
Ялсенче халĕ тăван-пĕтене, хурăнташсене çывăхлатакан Мăнкун речĕсене тухаççĕ-ши? Çак йăла хăш тăрăхра упранса юлнă? «Пирĕн вăхăтри ачапча тăванлăх туйăмне лайăх курса, туйса ӳснĕ. Ĕçкĕсенче ватă çынсене кăпăклă сăра ĕçтерсе çӳреме шанатчĕç. Шурсухалсемпе шураппасем сăрине ĕçсен курка тĕпне вак укçа хурса паратчĕç. Эпир пĕчĕкренех тăвансене, ратнесене, вĕсем ăçта пурăннине, мĕн ĕçленине пĕлнĕ, ачисене те палланă. Çавăнпа хамăрăн ратне ачисене хӳтĕленĕ, вĕсемпе çывăх пулма тăрăшнă. Авланакан каччă килĕнче рет пухатчĕç. Тăвансем çĕнĕ çынна, унăн сĕтелне, алли-урине, юрриташшине хаклама пухăнатчĕç. Çĕнĕ çын сăра ĕçтеретчĕ. Халĕ ăратнесем пухăнма пăрахрĕç. Мăнкун кĕрекине харпăр ачисемпе, мăнукĕсемпе кăна пуçтарăнаççĕ», — каласа кăтартрĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан Григорий Макаров.
Çав вăхăтрах Аслă Арапуçри ватăсем аса илнĕ тăрăх, пысăк ратнесем 14-18 çемьерен тăнă. Мăнкуна пĕр çулхине — пĕрин, тепĕр çулхине теприн патĕнче уявланă. Унта ачасемпе çамрăксем çывăхрах паллашса туслашнă. Мăнкун ретĕнче ĕçсе çинĕ кăна мар, пĕр-пĕрин пурнăçĕ пирки те калаçу пуçарнă, тĕллевсене палăртнă. Халĕ ку йăла чылай çĕрте манăçа тухса пырать. «Пирĕн аннесем рете çӳренĕ. Эпир те мăшăр пурăннă чухне тăвансене, хурăнташсене пуçтараттăмăр. Шел те, халĕ ялта рете чĕнме пыракан çук», — ассăн сывларĕ Куславкка районĕнчи Куснарта пурăнакан Ольга Плотникова пенсионерка.
«Мăнкунра, йăлана кĕнĕ тăрăх, чăвашсем çăмарта хĕретнĕ. Ăна пĕçермелли шыва сухан хуппи янă. Ентешсенчен хăшĕ-пĕри паянхи кунчченех çăмартана çапла майпа тĕс кĕртет. Каçал тăрăхĕнче çăмарта хăпартни те тăваççĕ… Уяв сĕтелĕ çине çăмарта, кукăль, пӳремеч, сăра лартаççĕ. Теччĕ уесĕнче /хальхи Аслă Елчĕк ялĕнче/, çавăн пекех Кама леш енчи чăвашсем патĕнче çак кун — йыхрава — тухнă. Ытларах йăхăн тĕп килĕнче пухăннă. Килĕрен киле хăналанса çӳресси эрнене тăсăлнă», — çырнă истори наукисен кандидачĕ Евгения Сергеева «Чăвашсен йăлана кĕнĕ кухни тата сĕтел хатĕрлес этикечĕ» кĕнекинче.
Евгения Валерьевна палăртнă тăрăх, Мăнкунра хур пуçланă. Чăваш йăлипе килĕшӳллĕн çапла майпа çĕçĕ çивчĕшне /лайăх касать-и е çук-и?/ тĕрĕсленĕ. Пайлаканĕ çĕççе темиçе хут та хурăн мăйĕ çине хурса пăхнă, касайман пек туса кăтартнă. «Хуçа, çĕçĕ витмест манăн, хăйра кирлĕ!» — тенĕ унтан. Ку ăна эрех ярса памалла тенине пĕлтернĕ. Яманчурел тăрăхĕнче хура ытларах чухне йăхри хисеплĕ çын — хĕрарăм — вакланă. Хур пуçлакана парне /тутăр/ панă. Хура пайламалли хăйне май йĕрке пулнă. Малтан ăна 7 пысăк татăка уйăрнă. Унтан пĕчĕкрех татăксем тунă», — каласа кăтартрĕ Евгения Валерьевна.
Ку йăла-йĕркене вăл Чĕмпĕр облаçĕнчи Улхаш тăрăхĕнче çырса илнĕ. Ăсчах ăнлантарнă тăрăх, тури чăвашсем те Мăнкун йăли-йĕркине анатрисем пекех тунă. Сĕтел çине хĕретнĕ çăмарта, кукăль, тулă кĕрпинчен янтăланă Мăнкун пăтти лартнă. Элĕк тăрăхĕнче пурăнакансем тăванĕсем патне хăнана виçĕ кун кайнă. Пĕрремĕш кунхине — Монкон пăтти, иккĕмĕшĕнче – яшка, виççĕмĕшĕнче çĕр улми çинĕ.
Кивĕ Эйпеçсем сĕтеле туйри пекех хатĕрлеççĕ
«Вырăссен хушшинче е вăрман варринче пурăннăран-ши — пирĕн тăванлăх туйăмĕ лайăх сыхланса юлнă. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕрле ĕçсе-çисе туслă пурăнатпăр. Мăнкун ретне ĕлĕкхи пекех виçĕ кун — вырсарникун, тунтикун тата ытларикун — тухатпăр. Ытларикун ялти ăратнесем библиотека умне пухăнаççĕ. Унта юрлас, ташлас, чăваш наци апатне хатĕрлес енĕпе конкурссем иртеççĕ. Кивĕ Эйпеçсем Мăнкуна чысласа шăрттан, кукăль-пӳремеч илсе пыраççĕ», — каласа савăнтарчĕ Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕн старости Николай Краснов. Анчах пĕлтĕр пандемие пула ял-йыш вулавăш умне пуçтарăнман. Ретсем вара пухăннă. Кăçал та çак йăла-йĕркене тунă. Авалтан килекен йăла-йĕркене манăçа кăларасшăн мар вĕсем. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Ĕçе нихăçан та вăхăта ахаль ирттерме çÿремен»
Шупашкар районĕ — республикăри яллă муниципалитетсенчен чи пысăкки, унта 172 ял-сала кĕрет. Çавăнпа районăн çитĕнĕвĕ те нумай, апла пулин те çитес вăхăтра татса памалли ыйтăвĕ те çук мар. Райадминистраци тилхепине çулталăк ытла алăра çирĕп тытакан Николай Хорасева паян «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлама ыйтрăмăр.
— Николай Евгеньевич, Шупашкар районĕ сирĕншĕн алăри 5 пӳрне пекех, эсир ăна лайăх пĕлетĕр. Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕнчи Салапайкассинче çуралса ӳснĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче, район пуçлăхĕнче вăй хутăр. Райадминистраци пуçлăхĕн пуканне йышăнма сĕнни сирĕншĕн кĕтменлĕх пулчĕ-и?
— Астăватăп-ха: райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Димитриев манпа куçа-куçăн калаçас кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ унран: «Николай Хорасев райадминистраци пуçлăхĕнче ĕçлеме хатĕр-и?» — тесе ыйтнă. «Пултарать-и» сăмахпа усă курман, «хатĕр-и» тесе ыйтнă. Шухăша кайрăм. Эпĕ Шупашкар районĕнче çуралнă, кунтах пурăнатăп, малашне те каясшăн мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлесе курнăран халăх нушине лайăх пĕлетĕп темелле. Ĕçе нихăçан та вăхăта ахаль ирттерме çӳремен, тăпăртатса тăнă, чăннипех çуннă. Хама тăван муниципалитетăн патриочĕ тесе шухăшлатăп, çавăнпа район çыннисен, республика Пуçлăхĕн шанăçне тӳрре кăларасса ĕненсе конкурса документсем тăратрăм. Депутатсен канашĕ манăн кандидатурăна ырларĕ. Комисси членĕсем те кайран: «Николай Евгеньевич, чăннипех те, ыттисем сирĕнпе танлашаймастчĕç», — терĕç. — 2020 çулхи нарăс уйăхĕ… Сире пуçлăха çирĕплетнĕ тата пандеми пуçланнă тапхăр. Пĕтĕм тĕнче чирпе кĕрешме тытăнчĕ. Йывăр пулассине туйрăр-и?
— Çапла, çăмăл пулмарĕ. Çав тапхăрта чи хакли сывлăх пулнине пурте ăнлантăмăр. Хула çумĕнче вырнаçнăран та йывăр килчĕ. Çынсенчен чылайăшĕ Шупашкара ĕçлеме çӳренĕрен чирлекенсен йышĕ нумайччĕ. Кӳкеçри урамсемпе общество вырăнĕсене дезинфекцилеме пушар чаçне те явăçтартăмăр, ШĔМ органĕсемпе патрульлерĕмĕр. Мобильлĕ ушкăнсем лавккасем, предприятисем тăрăх çӳресе çынсене асăрхануллă пулмалли пирки каласах тăчĕç.
— Килĕшсемĕр: пĕччен нимĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама çук. Ертӳçĕ тухăçлă ĕçлесси командăран нумай килет. Кадрсен ыйтăвĕ еплерех?
— Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ — ку тĕрĕс. Пĕччен хам та апатланма юратмастăп. Команда йĕркеленнĕ, шăнăрĕ пур. Финанс уйрăмĕн ертӳçи Мария Сергеева, экономика уйрăмĕн ертӳçи Людмила Софронова пек çынсенчен тăрать вăл. Ытти специалист та пысăк тĕрев парать. Шел, çамрăксем тытăнса тăрасшăн мар. Вĕсен ĕç укçи пысăках мар, опыт пухаççĕ те урăх организаци-предприятие, Шупашкар çывăхрах вĕт, тухса каяççĕ. Вĕсен вырăнне каллех çĕнĕ çынсене шырама тивет.
— Кӳкеç поселокĕ — Шупашкар районĕн сăн-сăпачĕ. Вăл кунран-кун сарăлса пырать: çуртсем çĕкленеççĕ, çынсен йышĕ хушăнать. Çĕнĕ шкул тăвассипе çыхăннă ыйту темиçе çул ĕнтĕ хăйĕн çивĕчлĕхне çухатмасть…
— Кӳкеçре паянхи кун 2 шкул ĕçлет. 1-мĕш шкулта — 860, лицейре 1383 ача, вĕсенчен 500 ытларахăшĕ 2-мĕш сменăра, вĕренет. Виççĕмĕш шкул кирлех. Вăл ăçта пуласси паллă, кăçал строительство ĕçĕсене пуçламалла. Экспертиза пĕтĕмлетĕвĕ пур, 825 ача йышăнма пултаракан пĕлӳ çуртне хута яма 959 млн тенкĕ кирлĕ.
Вĕренӳ отрасльне кун пек нумай укçа-тенкĕ уйăрни, тĕрĕссипе, юлашки çулсенче пулман та. Чăваш Республикин «Вĕренĕве аталантарасси» программипе районти 18 пĕлӳ çуртĕнче апатлану блокĕсене çĕнетме май килчĕ. Республика тата район бюджечĕсенчен уйăрнă укçапа Апаш /55 млн тенке яхăн/, Вăрман Çĕктер /48 млн тенке яхăн/ шкулĕсенче, Çĕньял Покровски шкулĕ çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче /30 млн тенке яхăн/, Тренккассинчи «Родничок» ача садĕнче /59 млн тенке яхăн/ капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме тата инфратытăма çĕнетме палăртнă. Ишек шкулĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме пĕлтĕр — 20 млн, кăçал 11 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Карачура ялĕнчи 154 ача пĕлӳ илмелĕх шкулăн проектне те хатĕрлетпĕр. Хальлĕхе вĕренекенсене Атайкасси шкулне автобуспа илсе çӳреççĕ. <...>
Татьяна ВАШУРКИНА, Вера ШУМИЛОВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Эпĕ хам вырăна тăван тăрăхрах тупрăм»
Сетка-рабица, темĕн тĕрлĕ теплица, беседка, алăк-хапха, тимĕр карта, мотоблок валли прицеп, тимĕр кăмака, чăх-чĕп усрамалли карта, тĕрлĕ строительство материалĕ, инструментсем… — кил-тĕрĕшре темĕн те кирлĕ. Вăрнар поселокĕнчи «Рабица» лавккара йăлтах тупса илме май пур. Халăха кирлĕ хатĕр-хĕтĕртен чылайăшне ĕçченсем вырăнти производство цехĕнче ăсталаççĕ.
Сетка-рабицăран пуçланă
Вăрнар поселокĕнчи Евгенипе Елена Архиповсем малтан тăван тăрăхĕнче — Уравăшра — пурăннă. Кил хуçи Мускава ĕçлеме çӳренĕ, Елена ялти больницăра процедура медсестринче тăрăшнă. Çамрăк çемьере йыш хушăнсан Евгений текех аякка тухса каяс темен. Çемьене епле тăрантарасси пирки нумай пуç ватман вăл, çаврăнăçуллăскер станок туяннă та хăй тĕллĕнех килте сеткарабица çыхма тытăннă. Çакă йăлтах ăнсăртран пуçланнă вĕсен. Кунпа кăна çырлахман Евгений, металл касакан-авакан станоксем туяннă. Майĕпен беседкăсем, теплицăсем, картасем тума тытăннă ылтăн алăллăскер. Унăн ĕçне çынсем пысăк хак панă, часах саккассем те килме пуçланă.
Мăшăрне пĕччен çăмăл маррине туйса Елена Евгенипе пĕрле тавар сутма çӳренĕ, пĕр уйăхра темиçе района çитнĕ. Çапла майпа чуна выртакан ĕçне те пăрахма тивнĕ. Архиповсем каласа кăтартнă тăрăх, унта-кунта суту-илӳпе тухса çӳресси хытах ывăнтарнă, пурăна киле Вăрнарта «Рабица» лавка уçма тĕв тунă. Çакăн хыççăн ялтан поселока куçса кайнă.
Чăрмавсен умĕнче пуç усман Архиповсене ку тăрăхра хисеплеççĕ, тĕслĕх вырăнне хураççĕ. Халăх ыйтнине, вĕсен саккасĕсене вăхăтра та туллин тивĕçтереççĕ, киле леçсех параççĕ тата яланах паха материалтан хатĕрлеççĕ. Ку таранччен тиркекен, тавара каялла леçсе паракан пулман-мĕн. Çавăнпах вĕсем патĕнчен халăх татăлма пĕлмест те.
Производство цехĕ поселок вĕçĕнче вырнаçнă. Кунта иртен пуçласа каçченех ĕç кĕрлет. Токарь те, слесарь те, сварщик та — чăн-чăн ăстасем, никама та вĕрентмелли çук. Пысăк мар йыш пысăк калăпăшлă ĕç тăвать. Цехра тăрăшаççĕ кăна мар, тĕрлĕ çĕре карта тытма, алăк-хапха вырнаçтарма тухса çӳреççĕ.
Паянхи кун саккаспа теплица, тимĕр алăк-хапха, эрешлĕ карта, сетка-рабица, беседкăсемпе чуччусем, йывăç туалет, йытă пӳрчĕ, çăл валли тăрă, чăх-чĕп валли темĕн тĕрлĕ карта ăсталаççĕ. Йывăç таткине те сая ямаççĕ, вĕсенчен шăнкăрч йăви тăваççĕ. Сăмах май, çуркунне çынсем вĕллесене хапăл тусах туянаççĕ-мĕн. Пĕр вырăнта тăма хăнăхман Евгений. Çитес вăхăтра мунча-пичке туса пăхас шухăшлă. Темиçе çын та ыйтнă унран, анчах вăхăт çитейменнипе ĕçе пуçăнайман. Дача валли бытовка /куçарса çӳремелли пĕчĕк çурт/ та ăсталанă вăл. Саккас парсан — тата туса пама хатĕр. Тавара республикăн кирек хăш кĕтесне те çитерсепараççĕ, çавăн пекех клиентсем ыйтсан пӳртхуралтă тăрри витеççĕ, картине те хăйсемех çавăрса параççĕ. Тĕслĕхрен, пахча-дачăна лартмалли чуччу хатĕрлесе ĕлкĕртме те çук, çулла саккас паракан йышлă. Производство цехĕнче обелиск та тума тытăннă. Туянакансем пур, ял çыннисем пурте пĕрле укçа-тенкĕ пухса саккас параççĕ. «Эпир хак хыççăн хăваламастпăр. Темиçе те танлаштарнă, пирĕн патра ытти çĕртинчен 300-500 тенкĕ йӳнĕрех. Пирĕншĕн чи хакли — паха тавар хатĕрлесси, вăл çынсене килĕштĕр. Пĕрре туяннисем тепрехинче те пирĕн пата çитни савăнтарать. Апла эпир тăрăшни сая кайман», — палăртрĕ Евгений Алексеевич.
Республикăри ялсем тăрăх çӳрекен бригада та пур. Вĕсем пысăк ĕç тăваççĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене халалласа лартнă палăксене, масар картисене, унсăр пуçне çӳп-çап контейнерĕсене çĕнетеççĕ. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ăраскалне тупнă
Иртнĕ çул вĕçĕнче Михаил Ăраскалăн пултарулăхне кăмăллакансем унăн çĕнĕ юррипе — «Килĕштертĕм сана» ятлипе — паллашнăччĕ.
Паллах, чылайăшĕ юрăç шăрантаракан юрăри сăмахсене унăн пурнăçĕпе çыхăнтарма пăхать, кашни хайлавра уйрăм сăнара калăпланине хăшĕ-пĕри ăнланасшăн та мар. Анчах Михаил Ăраскал, ахăртнех, çак юрра ахальтен хатĕрлемен. Çу уйăхĕнче вăл савнă хĕрĕпе Валерийăпа мăшăрланнă. «Хальлĕхе çырăнчĕç çеç-ха, — пĕлтерчĕ Мишăн амăшĕ. — Туйне утă уйăхĕнче ирттересшĕн».
Сăмах май, Валерия — Йĕпреç районĕн хĕрĕ, уявсене ертсе пырать. Çамрăксем çавнашкал уяв каçĕсенчен пĕринче паллашнă иккен. «Çамрăксен хаçатĕнче» ман пирки «Эпĕ лайăх хуняма пулатăп» статья тухнăччĕ. Хамăн сăмаха тытмаллах. Хĕрĕ пире питĕ килĕшет», — терĕ Светлана Смирнова. <...>
Лада МАРКИЗОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать