Видеоконференци ирттернĕ
Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.
Республика Пуçлăхĕ аса илтернĕ - республикăн «Граждансене Чăваш Республикинче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» программине пурнăçласа 2013-2017 çулсене 4967,6 млн тенкĕ уйăрĕç, ишĕлме пултаракан 860 çуртри /пурăнмалли пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 172,1 пин тăваткал метр/ 13,2 пин гражданина /5 пин çемьене/ куçарма пăхнă. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсене вăл инвентаризаци ирттерсе 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен шута илмен çурт мĕн чухлĕ юлнине пĕлме хушнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков хальхи вăхăтра программăн I тапхăрне пурнăçа кĕртнине пĕлтернĕ. Пурнăçламалли тапхăр - 2013-2014 çулсем. Ишĕлме пултаракан нумай хваттерлĕ 267 çуртри /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 47,6 пин тăв. метр/ 3824 çынна е 1424 çемьене куçарма пăхнă. Çак тĕллевпе 1376,6 млн тенкĕ уйăрнă.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем программăн I тапхăрĕнче 911,4 млн тенкĕпе /66,2%/ усă курнă. Паянхи кун тĕлне пурăнмалли 262 çуртри /лаптăкĕ 10,8 пин тăв. метр/ 745 çынна куçарнă.
Улатăр, Вăрнар, Комсомольски, Красноармейски, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенче программăн I тапхăрне вĕçленĕ.
Программăн I тапхăрне вĕçленĕ май Хĕрлĕ Чутай тата Тăвай районĕсенче граждансене 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен ишĕлме пултаракан тесе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарас ыйтăва туллин татса парĕç.
Программăн II тапхăрне /2014-2015 çулсем/ пурнăçламашкăн - ишĕлме пултаракан 211 çуртри /38,1 пин тăв. метр/ 2946 гражданина е 1133 çемьене куçармашкăн 1068,3 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Программăн II тапхăрне республикăн 26 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчен 21-шĕ хутшăнать /Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Елчĕк районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар хулинче 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ишĕлме пултаракан тесе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ çук/.
2014 çулхи çурла уйăхĕнче Чăваш Республикин республика бюджетне Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондран 188,7 млн тенкĕ /30% аванс/ куçнă. Ытти укçа-тенке /440 млн тенкĕ/ муниципалитет йĕркеленĕвĕсем пурăнмалли çурт-йĕр тума /туянма/ муниципалитет килĕшĕвĕсем хатĕрлесе Фонда тăратнă хыççăн илĕç.
Программăн II тапхăрне пурнăçласан Улатăр, Элĕк, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне районĕсенче граждансене 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен ишĕлме пултаракан тесе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарса ыйтăва туллин татса парĕç.
Михаил Игнатьев администрацисен пуçлăхĕсене граждансене куçарас ыйтăва тĕрĕслесех тăма чĕнсе каланă. «Паянхи кун тĕлне федераци центрĕ питĕ çирĕп мониторинг ирттерет. Ытти чухне эпир укçа-тенкĕ çитменнипе çыхăннă ыйтăва çĕклетпĕр, кунта укçа туллин уйăрмаççĕ. Шупашкар хулинче пурăнмалли çурт-йĕрĕн тăваткал метрĕн хакĕпе çыхăннă ыйту çивĕч, ытти хула тăрăх илсен ку енĕпе нимĕнле чăрмав та çук. Раççей Федерацийĕн Строительство министерстви пире малашне те пулăшĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Михаил Игнатьев ларăва хутшăннисене демографи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Акă, 2014 çулхи 7 уйăхра Чăваш Республикинче мăшăрланни çинчен 4665 акт регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 0,6% ытларах. Уйрăлни çинчен 2887 акт регистрациленĕ /пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 6,9% нумайрах/.
Уйрăлнин сăлтавĕсене тишкерес тĕллевпе республикăра анкета ирттернĕ. Ăна тишкерни çакна кăтартнă - çемьесен 34% мăшăрлансан 5 çултан уйрăлнă, 29% - 5-10 çул тăршшĕнче. Михаил Игнатьев ку тĕлĕшпе лару-тăрăва лайăхлатма мерăсем йышăнмаллине, общественноçа тата граждан обществин институчĕсене явăçтармаллине палăртнă.
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин муниципалитет программисене пурнăçланине тишкернин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Кăçал çакнашкал 345 программа вăйра тăрать.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республика уй-хирĕнче ĕçсем еплерех пыни çинчен каласа кăтартнă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - пур çĕрте те канмалли кун ярмăрккисене ирттермелле, ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансем унта хăйсен продукцине тÿрремĕнех сутма пултарччăр. Округсем тăрăх халăхăн тĕрлĕ ушкăнне сезонта сутă туни çинчен пĕлтермешкĕн волонтерсемпе депутатсене явăçтармалла, продукцие подъезд, картиш патне илсе çитерессине йĕркелемелле. Çавăн пекех ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлемелле, социаллă тытăм учрежденийĕсем валли муниципалитет саппасĕ тумалла.
А.ВАСИЛЬЕВА
Комментировать