«Тивĕçлĕ кĕтсе илесчĕ, ăнăçлă ирттересчĕ»

25 Авг, 2014

Ĕнер Правительство çуртĕнче «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

«Вăхăт хăвăрт чупать. Пирĕн тĕп тĕллев - спорт форумне тивĕçлĕ хатĕрленсе ăнăçлă кĕтсе илесси. Хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Потребительсен рынокĕн ĕç-хĕлĕ кал-кал пытăр тесе тăрăшмалла пирĕн. Тĕнчери, Раççейри паллă спортсменсем, хăнасем килĕç Чăваш Республикине. Шупашкарти хăна çурчĕсемпе общество апатланăвĕн вырăнĕсенче хăнасене тараватлăн, ăш пиллĕн кĕтсе илесчĕ. Ытларах хамăр патăмăрта кăларакан апат-çимĕçе сĕнесчĕ. Чăваш наци апатне те ас тивме пултарччĕр вĕсем. Уçăмлăн тата ансат чĕлхепе калас тăк - усламçăсен Чăваш Ен аталантăр, чечеклентĕр тесе ытларах услам тăвас тесе вĕсен тавралла «ташламалла» кăна. Хăна çурчĕсемпе ресторансенче ĕçлекенсен чăваш эрешĕллĕ, пĕрешкел тумпа пулсан аванччĕ. Пухăннисем ятарлă футболкăсем, календарьсем, сувенирсем туянма пултарччĕр. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче хула çыннисем «çăлтăрпа» пĕрле ирхи зарядкăна тăрĕç»,- пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне рекламăпа тата информаципе тивĕçтересси пирки каласа пачĕ. Валентина Владимировна пĕлтернĕ тăрăх - республикăри телекуравсем Чăваш Енри паллă спортсменсем пирки ятарлă кăларăмсем хатĕрлĕç. Хаçат-журналсенчи материалсем ятарлă логотиппа пичетленĕç. Сăмах май, «Хыпарта» Чăваш Енрен тухнă олимпиецсем пирки ятарлă ярăм пулĕ. «Советская Чувашия» хаçат «Эпĕ сывă тăк - çĕр-шыв та вăйлă» сăн ÿкерчĕксен конкурсне йĕркелĕ. Хулана спорт форумĕпе çыхăннă плакатсем илемлетĕç. Пĕр сăмахпа каласан, мĕн пур массăллă информаци хатĕрне, пултаруллă çынсене пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе явăçтарнă. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх - Шупашкарти тĕп урамсенче баннерсем вырнаçтарĕç, чарăну вырăнĕсенче пĕлтерÿсем çакĕç. Кунсăр пуçне 50 троллейбуспа 200 маршрут таксине «капăрлатĕç». Хула хушшинче республикăри паллă спортсменсен, Олимп чемпионĕсен сăнĕсене курма май пулĕ. Çĕнĕ Шупашкарсем те айккинче юлмĕç. Вĕсем Хула кунĕ /авăн уйăхĕн 20-мĕшĕ/ тĕлнех спорт комплексĕн, А.Г.Николаев ячĕллĕ стадионăн территорине пысăк баннерсем вырнаçтарĕç. Çак ĕçе вĕсем те, Шупашкарсем те дизайнерсемпе рекламăпа вăй хуракансене явăçтарĕç. Чи кирли - хуласем чечекленччĕр, вĕсенче кашни район раснарах курăнтăр.

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум мероприятийĕсенче 23 спорт объекчĕпе усă курма палăртаççĕ. Тĕп объектсем - химиксен хулинчи «Сокол» пĕр керменĕ, ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕ, Шупашкарти «Олимпийский», «Спартак» стадионсем, Хĕрлĕ тÿрем. Çавăн пекех Кÿкеçри тата Сĕнтĕрвăрринчи спорт комплексĕсен хăнасене йышăнма хатĕр пулмалла. Вĕсенче ăсталăх сехечĕсем иртĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăна çурчĕсенче чарăнакансене велосипедсемпе ярăнма та майсем туса пама ыйтрĕ. Çав вăхăтрах мĕн пур тренажер залĕн ĕçлемелле. «Çăлтăрпа» ирттерекен ирхи зарядкăна вара шкул ачисемпе студентсене те явăçтармалла. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Ладыковпа Александр Сироткин пĕлтернĕ тăрăх - спорт форумĕ тĕлне хуласем чăннипех улшăнса çĕнелĕç. Çапах та пирĕн кăтартмалли те, мăнаçланмалли те пурах. «Чи кирли хăнасене тивĕçлĕ кĕтсе илесчĕ, спорт форумне ăнăçлă ирттересчĕ»,- тесе пĕтĕмлетрĕç ларура. Çапла пултăрччĕ те!

Роза ВЛАСОВА

Рубрика: