«Хыпар» 45-46 (27778-27779) № 30.04.2021
Чăваш ачи мĕншĕн чăваш пуласшăн мар?
Ăçтан, камсем эпир? Мĕн пĕлетпĕр хамăрăн несĕлсен кун-çулĕ, шăпи пирки? Чăваш ячĕ кĕнекесенче 1469 çулччен тĕл пулман. Вăл е ку çын çинчен çырас пулсан эпир вăл çут тĕнчене килнĕ кунран пуçлатпăр-çке. Апла халăхăн та пулмалла вăл.
Кĕнекине те ĕне çисе янă Хăçан тата камран çуралнă чăваш халăхĕ? Шкул ачи е çитĕннĕ чăваш мăн-мăн асаттесемпе асаннесен историйĕ пирки мĕн калама пултарĕ? Иккĕленместĕп, 470 çул каялла чăвашсем хăйсен ирĕкĕпе Вырăс патшалăхне кĕнине пĕлеççех ĕнтĕ. Вырăс çул çыравçисене ĕненес тĕк, çак ĕç 1551 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулнă. Вăл икĕ еншĕн те меллĕ килнĕ теççĕ: чăвашсем хӳтлĕх тупнă, вырăссем кăнтăрти чиккине çирĕплетнĕ. Историксем палăртнă тăрăх, вырăссемпе пĕрлешнĕ халăхсенчен чăвашсем йышпа чи пысăкки. Пирĕн несĕлĕмĕрсем хыççăн Атăл тата Урал тăрăхĕнчи ытти халăх та Вырăс патшалăхĕпе çывăхланнă.
Шухăшласа пăхар-ха: мĕн панă чăваша вырăссемпе туслашни? «Иккĕмĕш планри» халăха куçма е çĕр çинче хăйне упраса хăварма пулăшнă? Каллех пурте пĕр шухăш патне пырса тухаймĕç. Çапах чăваш халăхĕ пĕтмен, вăл виççĕмĕш пин çуллăхра та чăваш ятпах çӳрет. Хальхи вăхăтра пирĕн халăх хăйĕн йышĕпе Раççей Федерацийĕнче пиллĕкмĕш вырăн йышăнать.
Халăхăн историйĕ патне таврăнар. Унăн авалхи кун-çулĕ пирки эпир ваттисен сăмахĕсенчен, авалхи япаласенчен, кĕнекесенчен пĕлетпĕр. Анчах ун çинчен вĕсем пире питĕ сахал каласа хăварнă, кĕнекине те «ĕне çисе янă». Хамăрăн кĕнеке юлман тăк ытти халăхăннинче «чăваш» сăмаха шыраса пăхмалла пулĕ. 1469 çул тĕлĕнче Хусан патши Ибрагим хăйĕн патшалăхĕнчи халăха, çĕрсене тĕрĕслесе çыртарса тухнă. Çавăн чухне чăвашсене, çармăссене, мăкшăсене, мишерсене, тутарсене «тури халăх» тесе çырнă. «1469 çултан малтанрах сыхланса юлнă кĕнекесенче «чăваш» тенĕ ят тĕл пулмасть», — çырнă Гурий Комиссаров-Вантер хăйĕн «Чăваш халăхĕн историйĕ» кĕнекинче.
Асăннă ăсчаха, тĕпчевçе, этнолога, философа, историке мĕншĕн чăваш ячĕ 1469 çултан маларах çырнă кĕнекесенче çукки, авал Атăл таврашĕнче мĕнле халăхсем пурăнни, çĕр айĕпе çĕр çийĕнчи авалхи япаласем, кĕнекесем мĕн калани питĕ кăсăклантарнă. Авалхи халăхсенчен хăшĕ те пулин — скифсем, сарматсем, тисакетсем, сыраксем, пăрсуксем, саварсем, хотсем, хазарсем, аварсем, хунсем, печенегсем, пăртассем… — хальхи чăвашсен несĕлĕ пулман-ши? Çак ыйтăва тĕпченĕ Вантер: вĕсен чĕлхисене, ăçта пурăннине, камсемпе хутшăннине тишкернĕ. Унтан тепĕр халăхпа — пăлхарсемпе — танлаштарнă. «…Пăлхар чĕлхи пирки эпир тата тĕплĕнрех пăлхар масарĕсем çинче тупнă виле юписем çине çырнă çырусем тăрăх пĕлетпĕр. 1722 çулта Пăлхар хули вырăнĕнче 50 чул юпа тупнă, вĕсенчен виççĕшне эрмен çырăвĕпе çырнă, 47-шĕ çине — араб сас паллисемпе… — вулатпăр Гурий Комиссаровăн кĕнекинче. — …Çак пăлхар чĕлхинчи сăмахсем чăваш сăмахĕсемпе пĕрех. Хăшĕ хальхи чăваш сăмахĕсенчен пăртак раснарах пек пулсан та, пăлхарсем чăваш чĕлхипе калаçнă тенине хирĕç ним те калама пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен чĕлхе пĕр вырăнта тăмасть, пĕрмай улшăнать. Чул юпасем çине çырнăранпа 600-700 çул иртнĕ. Çак хушăра чăваш чĕлхи чылай улшăнма пултарнă. Вăл халĕ те улшăнсах пырать: ĕлĕк «а» каланă çĕрте халĕ чăвашсем «о» е «у», ĕлĕк «у» каланă çĕрте «ву», «ва» калаççĕ… Тата пăлхарсем араб сас паллисемпе çырни пăлхар сăмахĕсене тĕрĕс вулама пит чăрмантарать, мĕншĕн тесен араб сас паллисемпе тĕрĕк чĕлхин сăмахĕсене тĕрĕс çырма май килмест. ÇапахАтăл пăлхарĕсем чăваш чĕлхипе калаçни лайăх курăнса тăрать…»
Гурий Комиссаровăн шăпах пĕр ĕмĕр каялла кун çути курнă тĕпчевĕ куçа уçма, эпир кам пулнине пĕлме, ăнланма май панă темелле. Анчах пирĕнтен чылайăшĕ çак тарана çити те Вантерăн кĕнекисене вуламан çеç мар, курман та. Тӳре-шарана хăй вăхăтĕнче чăвашлăхшăн вăл пурнăçланă ĕçсем, наци ăнне вăратас сăлтавпа çырнă кĕнекисем килĕшмен. Çакăн пек хăюлăхшăн ăна «буржуази националисчĕ», «реакционер» тесе тапăнма пуçланă. Унăн тăван хутлăхĕнчен ют çĕре куçса кайма тивнĕ.
Совет влаçĕн тапхăрĕнче шкулсен вĕренӳ программинче чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă пĕр сехет те пулман. Пăлхар патшалăхĕ пирки те уроксенче калаçман, асăннă халăх утса тухнă çул-йĕре тишкермен. Апла хамăр тымар çинчен ним пĕлмесĕрех çитĕннĕ эпир, совет ачисем. Кайран тин, вузра пĕлӳ илме пуçласан, преподавательсем, профессорсем пирĕн ăса уçма пуçларĕç.
Вĕсем вара, тăхăмсем, чăннипех пуян йăла-йĕркеллĕ, тарăн тымарлă халăх пулнă. Çиччĕмĕш ĕмĕрте Вăтам Атăл тăрăхне Азов тинĕс таврашĕнчен тĕрĕк чĕлхиллĕ пăлхар йăхĕсем куçса килнĕ. 922 çулта Алмуш, Атăлçи пăлхарсен патши, тĕрлĕ йăха пĕрлештерме тата хăйĕн патшалăхне тума пуçланă. Киев кнеçĕ Святослав хазарсен çĕршывне çапса аркатнă хыççăн Атăлçи пăлхарсем хазарсен пăхăнăвĕнчен хăтăлнă. Пăлхар çĕршывĕ, Хĕвел тухăç Европăпа Хĕвел тухăçне çыхăнтарса тăракан суту-илӳ çулĕ çинче вырнаçнăскер, вăхăт иртнĕçемĕн суту-илĕвĕн тата ал ăстисен центрĕ пулса тăнă. 1006 çулта Руçпа алă пусса çирĕплетнĕ суту-илӳ килĕшĕвĕ патшалăх тытăмне тата вăйлатма май панă. Патшалăх çирĕпленсе пынă май хăйĕн укçине çапма пуçланă. Пĕлтерĕшлĕ çак тата ытти саманта пĕлни пире, ачамăрсене тăван халăхпа, вăл утса тухнă кун-çулпа чăннипех мăнаçланма май парать. Çапах чăваш кун-çулĕнче йывăр самант пайтах пулнă. Тĕрлĕ инкек-синкек, асап-мăшкăл сахал мар тӳснĕ вăл. Тутар-монголсем тапăнса Пăлхар патшалăхĕнчи хуласене, ялсене çунтарса çĕрпе танлаштарни, унта пурăннисене хĕсĕрлени, касса тăкни çинчен илтнĕ, вуланă. Çавна май несĕлсем пĕрлехи вăйне çухатнă, ĕмĕрсене çыхăнтарса тăракан вăчăра татăлнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Юлия ЯКОВЛЕВА: Турри парсан та шуйттанĕ тĕртсе тăнă
Вăл ялта та, хулари шкулта та ĕçленĕ. Пур çĕрте те ачасем чăваш чĕлхипе итературине юратса вĕренни пирки калать. Ахальтен-им Тикашри 38 вĕренекен унăн çулне суйланă: учитель пулса тăнă. Пирĕн тĕпелте паян — çичĕ теçетке çула хыçа хăварнă Юлия Яковлева.
Морга асăнсан медучилищĕрен тухса тарнă
— Юлия Васильевна, мĕншĕн учителе каяс терĕр?
— Пирĕн вăхăтра вĕрентекен питĕ сумлă пулнă. Атте Василий Ефремов кирпĕч заводĕнче мастерта ĕçленĕ, анне Серафима Семеновна колхозра вăй хунă. Çемьере 5 ачаччĕ. Эпĕ — асличчĕ. Атте мана врача вĕрентесшĕнччĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тыткăнра нумай тертленнĕ. Сывлăхĕ сĕре хавшанăччĕ. «Манран утмăла çитесси пулмасть», — тетчĕ. Чăн та, аллă та тултараймарĕ… Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн пĕр класран 7-ĕн Шупашкарти медучилищĕне кайрăмăр. Эпĕ фельдшер уйрăмне кĕтĕм, теприне акушер уйрăмне илчĕç. Ыттисем кĕреймерĕç. Ун чухне 1 вырăна — 12 çынччĕ. Кĕçех морга илсе каясси çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ вилнĕ çынран тата юнран питĕ хăраттăм. Пĕрремĕш кунхинех чĕтреме пуçларăм. Виçĕ кунран документсене илтĕм те киле таврăнтăм. Атте питĕ кулянчĕ. «Учитель пулатăп. Манăн вĕрентекенре ĕçлес килет», — терĕм ăна. Вăрмарти вăтам шкула кайрăм. Кашни кун 10-шар çухрăм утаттăм. Лайăх вĕрентĕм. Физикăпа математикăна шутсăр юрататтăм. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физматне кĕресшĕнччĕ, анчах балл çитеймерĕ. Вĕренме кĕреймесен тĕнче пĕтнĕ пекех туйăннăччĕ. Ăçта каймалла? Пире, куçăн вĕренме балл кăшт кăна çитменнисене, куçăн маар мелпе пĕлӳ илме хăварчĕç. Ялти шкул библиотекине ĕçлеме илчĕç, математика вĕренттерчĕç. Кунашкал меслетпе вĕреннипе математика анализĕ пуçа кĕместчĕ. «Хам та шутлама пĕлмесен ачасене мĕнле вĕрентĕп-ха капла?» — теттĕм. «Вузрах пĕлӳ илмелле», — пĕтĕмлетрĕм юлашкинчен. «Хĕрлĕ ялав» хаçатра калавăмсемпе тĕрленчĕкĕмсем пичетленетчĕç. «Журналист пулатăп!» — терĕм те Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Виçĕ çул ăс пухнă хыççăн качча тухрăм. Шăхаль, каярахпа Тикаш шкулĕсенче ĕçлерĕм.
— Пулас мăшăрăрпа Николай Яковлевичпа мĕнле паллашрăр-ха?
— Комсомол секретарĕн ĕçне шаннăччĕ мана. Семинарсем ирттеретчĕç, таçта та яратчĕç. Пĕррехинче Шупашкарти «Атăл» хăна çуртĕнче пĕр эрне пурăнтăмăр. Унта Николай та пынăччĕ. Вăл та хăйсен ялĕнче комсомол секретарĕччĕ. Паллашрăмăр. Шăпа — мĕн тăвас тетĕн? Комсомол секретарĕнче ĕçленĕ чухне те мана çине тăрсах врача вĕренме ярасшăнччĕ. «Района гинеколог кирлĕ, университетри хатĕрленӳ курсне яратпăр. Тăхăр уйăх вĕренетĕр те экзамен тытмасăрах илĕç», — хистерĕç районтисем. Пĕрре тарса килтĕм те каятăп-и вара? Турри парсан та шуйттанĕ тĕртсе тăнă. Каймарăм — каллех хăрарăм.
— Хулана мĕншĕн куçса килтĕр?
— Пирĕн аслă хĕр Татьяна ЧПУн медицина факультетне пĕтерчĕ. «Эпĕ сан пек учитель пулатăп», — тетчĕ вăл ача чухне. Мĕн пĕчĕкрен хам ертсе пынă класра пулчĕ вăл. Общество ĕçне хастар хутшăнатчĕ. Иккĕмĕшĕ — Владимир. Унăн хăлхи начар илтет. Кĕçĕнни Евгений Хусанта çар училищине пĕтерчĕ. 11 çул капитанра службăра тăчĕ. Халĕ ГКЧСра ĕçлет. Шупашкарта Володьăпа пурăнатпăр. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хулана каясшăн пулчĕ. «Эсĕ ыттисене пĕлӳ илме пулăшатăн, мана мĕншĕн вĕрентместĕн?» — терĕ ун чухне. Тĕп хулара атă-пушмак ăстине вĕренсе тухрĕ. Ĕçлеме тытăнчĕ. Хула конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухса Хисеп хутне тивĕç пулчĕ. Каярахпа Женя ăна мастерской уçса пачĕ. Унта тăрăшать вăл. Татьянăн — икĕ хĕр, Женьăн икĕ ывăлпа пĕр хĕр. Татьянăн кĕçĕн хĕрĕ Юля малтан куçаруçă пулас ĕмĕтлĕччĕ. Ют чĕлхесене тăрăшса вĕренетчĕ. «Эсир калани маншăн ниме те пĕлтермест, эпĕ пĕрех врача каймастăп», — тетчĕ. Пĕлтĕр шухăшĕ тăрук улшăннă. Питĕ савăнтăм уншăн. «Мана химипе репетитор тупса пар-ха», — тенĕ амăшне тĕллевне палăртсан. Вырăс чĕлхипе репетитор патне тахçантанпах çӳрет. Юля кăçал 11-мĕш класс пĕтерет. Люда вара университетра диплом илет. Врач пулать. «Атте манран питĕ врач тăвасшăнччĕ. Çав ĕмĕте пурнăçлаймарăм. Ăна халĕ хĕрĕм, унăн хĕрĕсем пурнăçлаççĕ. Сирĕн ачăрсем сывă пулччăр, пурне те медицинăна ярасчĕ, аслă пĕлӳ илме пулăшасчĕ. Вара чунăм питĕ хĕпĕртĕччĕ», – тетĕп кинĕме, кĕçĕн ывăлăн мăшăрне. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Вăрлăх ытлашшипех, техника пур…
Çуракине вăхăтра ирттерме мĕн çитмест?
Ял хуçалăх ĕçченĕшĕн паян пĕрремĕш вырăнта — çурхи ĕçсем. Вăл кашни районтах пырать. Аграрисем ӳсен-тăрана тăпрара нӳрĕк çителĕклĕ чухне акса- лартса хăварассишĕн вăй хураççĕ.
Пуçламăшĕ начар мар
«Çав тĕллеве ăнăçлă пурнăçласанах пĕрремĕш чăрмав урлă каçăпăр, — терĕ Тăвай районĕн администрацийĕн АПК аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен пайĕн ертӳçи Николай Краснов. — Вăрлăх типĕ тăпрара шăтаймасть, ăна нӳрĕк пур чухне варăнтармалла».
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши çурхи культурăсене 18966 гектар /çулталăк каялла — 21903 га/ акнă. Ака каярахри тапхăра куçнин сăлтавĕ хĕл тăсăлса кайнинчен кăна мар, çак уйăхра çунă çумăра пула çĕр пиçсе çитейменнинчен те килчĕ. Çапах хальлĕхе акса хăварма кая юлман, çурхи ĕçсене агротехникăра пăхса хунă тапхăрта вĕçлеме вăхăт пур. Патăрьелсем чи нумай — 3314 га — акнă. 100587 га йышăнакан кĕрхи культурăсен 69,8% минерал удобренийĕпе апатлантарнă (çулталăк каялла — 73,3%). Çак танлаштару та ĕç калăпăшĕн пысăкрах пайне çу уйăхне куçарассине пĕлтерет.
Акан 24-мĕшĕ тĕлне кĕрхисен 62,28% «сывлăхĕ» — лайăх, 35,51% — вăтам, 2,21% çеç начар. Çак кăтартăва ăнлантарса пама Россельхозцентр филиалĕн ертӳçин çумĕнчен Ольга Беловăран ыйтрăм. «Ытти çулхи кĕрхисемпе танлаштарсан, 2020 çулта акнин пысăкрах пайĕ лайăх хĕл каçнă, çитĕнме вăйĕ пур. Иртнĕ çулсенчи раштав уйăхĕнче юр пач е сахал çунă пирки хăш-пĕр лаптăкри 30% калча шăнса пĕтнĕ. Иртнĕ хĕлле уй-хирте юр хулăн ларчĕ, кĕрхисем шăнмарĕç», — хуравларĕ Ольга Петровна.
Çурхи тĕш тырă вăрлăхĕн 96% кондициллĕ, çулталăк каялла 97% пулнă. Кăтартăва пĕлтĕрхи шая хăпартайĕç-ши? «Хуçалăхсен пĕр пайĕ кондицие лартса çитермен вăрлăха тепĕр хут алласа çӳп-çапран тасатать, — терĕ филиалăн вăрлăх хатĕрлес енĕпе ĕçлекен пайĕн ертӳçи Галина Шашкарова. — Иккĕмĕш пайĕ тасатса çитерме тĕллев лартмасан 98% таран кондициллине туянса акма тивĕç».
Вăрлăх пахалăхĕ мĕнле-ши? «2020 çулхи çуркунне элита 35% таран акнă, кăçал вăл 20% йышăнать. Пĕтĕмпе вăрлăх 50121 тонна /планран 104%/ хывнă. Çав шутра оригиналли — 1492, элита 8127 тонна, ытти — I-IV, ку шутра пысăкрах пайĕ I-II репродукцисем. Вегетаци пуçламăшĕ начар мар, тырă пысăк тухăç парас шанăç пур», — хуравларĕ филиал ертӳçин çумĕ Олег Исаев. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Мăнкуна Муркаш çăмартипе кĕтсе илер!
Тутлă та паха — унсăр сĕтел уявра та, ытти чухне те тулли мар Мăнкун çывхарать вĕт — çăмарта сутакан вырăнсенче халăх йышланни сисĕнет. Шупашкарти Мускав районĕнчи «Афанасьев урамĕ» чарăнури «Муркаш çăмарти» павильон алăкĕ умĕнче вăл уçăличченех пысăк мар черет йĕркеленнĕ. Çăмарта туянас кăмăллă çынсене Мария Петрова сутуçă тарават та кăмăллăн йышăнать.
«Тавара кӳретпĕр кăна — тӳрех сутăнать», — тет Мария Александровна. Продукцие Муркашри чăх-чĕп фабрикинчен кун сиктерсе илсе килеççĕ. «Чи пысăк» тата «суйласа илнĕ» категориллĕ çăмарта çав кунах сутăнса пĕтет, тепĕр куна юлмасть. Лавккана кĕнĕ Елена Корсунова «суйласа илнине» кăмăллать — ăна Мăнкун валли туянасшăн. «Хальлĕхе пĕрремĕш категориллине туянатăп, ыран «суйласа илнине» илме кĕрĕп», — тет Елена. Воспитательницăра ĕçлекенскер кунта çывăхрах пурăнать, çавна май сĕтеле пуянлатакан çак çимĕçе туянмашкăн яланах «Муркаш çăмарти» павильона килет: «Мĕншĕн кăмăллатăр тетĕр-и? Паллах, çăмарта тутишĕн. Тата — яланах паха пулнăшăн. Сутмалли вăхăчĕ иртнĕ, пăсăлнă çăмарта туянни пулман…»
Ăратран нумай килет…
Кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисем экологи тĕлĕшĕнчен сиенлĕ текен шухăш çирĕпленнĕ — кăмăлсăр шăрша пула... Муркашри фабрика Сĕнтĕр çулĕн таврашĕнчи хирлĕ-вăрманлă тăрăхра вырнаçнă. Предприяти патне çывхарнă май вара киревсĕр шăршă сĕмĕ те çук. Тепĕр енчен, çакнашкал таса тăрăхра вырнаçни туса кăларакан продукци пахалăхне те витĕм кӳрет.
Çапах продукци пахалăхĕн, продуктивлăхăн никĕсĕнче чи малтан, паллах, чăхсен ăрат пахалăхĕ. Унччен çамрăк чăх-чĕпе — талăкри чĕпсене, çăмарта тумашкăн ӳстермеллискерсене — фабрика Мари Республикинчен илсе килнĕ. Анчах унта кирлĕ чухлĕ пама хирĕçленине кура Свердловск облаçĕнчи предприятипе, хăйĕн çамрăк чăххисен пысăк пахалăхĕпе чап çĕнсе илнĕскерпе, çыхăну йĕркеленĕ.
Ăрат вăрттăнлăхĕсене фабрикăн тĕп технологĕ Ольга Храмова уçса пачĕ. Кунта тăватă линиллĕ гибрид е «Шурă Леггорн» ăрат никĕсĕ çинче тунă «Декабл Уайт» кросс чăххисене усраççĕ.
— Паянхи куна — шурă хупăллă çăмарта туса илмелли чи продуктивлă кроссенчен пĕри, — ăнлантарать Ольга Леонидовна. — Уйрăм корпусра «Хайсекс Браун» ăрат чăххисене тытатпăр — вĕсем сарă хупăллă çăмарта тăваççĕ. Сăмах май, çăмарта тĕсĕ чăх тĕкĕн тĕсĕнчен те килет. Тутипе вара уйрăмлăх çук — категорипе тата çăмарта хуппин хулăнăшĕпе кăна уйрăлса тăраççĕ. Пĕтĕмпе пилĕк категори: пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш, суйласа илни тата чи пысăкки. Суйласа илни — икĕ сарăллă çăмарта, ăна çамрăк чăхсем те, 12-22 уйăхрисем те тăваççĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Василий ПАВЛОВ: Ачасем савăк кăмăл парнелеççĕ, çут çанталăк вăй парать
Тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын вăл. Пурнăçра темĕнпе те кăсăкланать, темиçе тĕрлĕ ĕçе пурнăçлать. Çав вăхăтрах кашни ĕçĕнчен хăйне евĕр киленӳ илет. Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлĕ унăн çут çанталăкпа, тăван тăрăхпа çыхăннă. Сăмахăм Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Турхан (Кĕçĕн Упи) ялĕнче çуралса ӳснĕ, унтах пурăнакан Василий Павлов çинчен.
Çĕр ĕçне мĕн пĕчĕкренкăмăлланă
Василий Николаевич Тутарстанран пулсан та Шăмăршă районне кĕрекен Хĕрлĕ Васанта ĕçлет. Фермер хуçалăхне ертсе пырать. «Тĕрĕссипе, фермер ĕçне чылай маларах, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех, пуçăнасшăнччĕ. Ун чухне совет самани арканнăччĕ, çĕнĕ самана йăл илнĕ вăхăтчĕ. Анчах хамăн ĕçе кӳлĕнме май пулмарĕ. Эпĕ Чĕмпĕрти педагогика университетĕнче вĕрентĕм, географ-биолог профессие алла илтĕм. Халĕ икĕ вырăнта ĕçлетĕп. Тутар Республикинчи Пасарлă Упи шкулĕнче географи, ОБЖ вĕрентетĕп. Кĕçех акă 5-6-мĕш уроксене вĕçтерĕп. Таврăнăп та кунти ĕçсене тăвăп. Педагогикăра 32 çул вăй хуратăп ĕнтĕ. Фермер хуçалăхне 2006 çулта йĕркелерĕм. 10 гектар çĕртен пуçларăм. Малтан унта урпа акнăччĕ. Паянхи куна вара çĕр лаптăкне 800 гектара çитертĕм», — каласа кăтартрĕ Чăваш Республикин Хисеп грамотине те тивĕçнĕ Василий Николаевич ĕç-хĕлĕпе паллаштарма ыйтсан.
Василий Павлов çĕр ĕçне ачаранпах кăмăллать. Хресчен-фермер хуçалăхĕнче паян вăй хуракан çителĕклĕ. Шаннă ĕçе тулли кăмăлпа пурнăçлаççĕ вĕсем. Урпа, кĕрхи тата çурхи тулă, хура тул, хĕвел çаврăнăш акаççĕ.
«Манăн шухăшпа, ял хуçалăхĕ нумай отрасльлĕ пулмалла, тĕрлĕ культура акмалла. Пĕр çулхине тулă пулать, тепĕр çулхине урпа ăнать. Вăл пулмасан хура тул çăлса хăварать. Кăçал, сăмахран, хĕвел çаврăнăшне 100 гектар акса пăхасшăн. Çу тума ярасшăн ăна. Вăрлăх валли вăл пирĕн тăрăхра пулса çитеймест – вегитаци тапхăрĕ кĕскерех. Çу валли çапса илсен те аван. Тата кĕркунне мĕнле çанталăк пуласси те паллă мар. Кăçал 8 миллион тенке яхăн тăракан «Палессе» комбайн илтĕмĕр. Çав укçан 40 процентне патшалăх тавăрса пачĕ. Питĕ аван ку, кăмăллă. Каялла илнĕ укçапа МТЗ трактор туянтăмăр. Çĕр ĕçченне çакăн пек пулăшнăшăн Чăваш Республикин ертӳлĕхне тав тăватăп. Халăхшăн тăрăшни савăнтарать, ĕçлеме хавхалантарать. Техника çителĕклĕ, анчах кивĕрех. Пурри ванать, ялан юсамалла. Çак программăпа техникăна майĕпен çĕнетсех пырасшăн», — калаçăва сыпăнтарчĕ Василий Николаевич. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Туран хитререх ту кăна пулать
Сивĕ вырăнтан тӳрех ăшă çĕре лекесси тĕлĕнмелле ырă иккен! Чăваш Енрен Турцири Анталья хулине вĕçнĕ чухне пирĕн тăрăхра юр выртатчĕ-ха. Ют çĕршывра вара 20 градус ăшăччĕ. Таврара йывăç-курăк сип-симĕсчĕ… Тюльпан, мăкăнь, герань, бархатцы, йывăç-тĕм чечекреччĕ…
Мĕн вăл — чамоча?
Самолетран ансанах сăрт-ту куç тĕлне пулчĕ. Кăваккăн-шуррăн курăнать вăл. Тĕлĕнмелле илемлĕ ӳкерчĕк! Тавр тăвĕ нумай- нумай сăртран тăрать. Вăл Эгей тинĕсĕнчен пуçласа Армени çĕрне çитичченех тăсăлать. Унăн тăршшĕ — 1600, сарлакăшĕ 200 çухрăма яхăн. Вĕсен хушшинче — тӳрем вырăнсем, юхан шывсем… Сăрт-ту çинче — вăрман. Ытларах хыр, Ливан кедрĕ, лиственница, уртăш, лавр, мирт, маквис тĕммисем ӳсеççĕ. Хыра вĕсем чамоча теççĕ. Вăл Анталья хулине те илем кӳрет. Чамоча темиçе тĕрлĕ, лăсси расна. Пирĕн патри хырсем çӳллĕ, яштака, унта — лутрарах, вулли-турачĕ айккинелле сарăлнă. Чуллă çĕр çинче нушаланса ӳсеççĕ вĕсем. Чамоча вăрманĕнче, сăрт-ту çинче тĕрлĕ тĕслĕ ту качакисем пурăнаççĕ, кашкăрсем пуррине калаççĕ.
Юрĕ, ту патне каярахпа та таврăнăпăр. Халĕ Анталья пирки пĕр-икĕ сăмах. Турцин кăнтăр енче, Вăта çĕр тинĕсĕн хĕрринче вырнаçнă курорт тата порт хула вăл. Кунта 2 миллиона яхăн çын пурăнать. Турцире туризм вăйлă аталаннă. Çавăн пекех ял хуçалăх отраслĕ çывăх вĕсене. Теплицăсенче пахча çимĕç, çĕр çырли ӳстереççĕ. Çĕр çырли пиçнĕччĕ ĕнтĕ, урамрах сутатчĕç. Пĕр килограмĕшĕн 100 тенкĕ ыйтатчĕç.
Пирĕн гид Саид каласа кăтартнă тăрăх, Вăта çĕр тинĕсĕ хĕрринче хăна çурчĕ çав тери нумай. Вĕсем хулара та пур. Туристсемпе хăнасене кунта питĕ тарават. Турккăсем хирĕç пулсан йăл кулаççĕ, «мерхаба» теççĕ. «Салам» — тени пулать ку. Хăйсен чĕлхипе хуравласан питĕ хĕпĕртеççĕ. Телее, турккă тата чăваш чĕлхисенче пĕр пекрех сăмах самай. Кашык, анне, сют, акча йышшисем… Хăна çуртĕнчи ресторанта ĕçлекен Эндри чок тешеккюр (пысăк тав) тесен эпир ăçтан килнипе кăсăкланчĕ. «Чăвашран», — тесен нимех те чĕнмерĕ. Тутарстан çывăхĕнчен иккенне пĕлтерсен тин ăнланчĕ. Хусана пĕлет вăл. Пирĕн те Чăваш Енре Унтрисем пурри çинчен пĕлтертĕмĕр ăна. Эпир суйланă хăна çуртĕнче ытларах Раççейрен килнĕ туристсем канатчĕç. Çавна май вырăсла пуплени ялан илтĕнетчĕ. Апла пулин те эпир чăвашла калаçнине илтсе пирĕн пата виçĕ мăшăр пырса чăвашла сăмах хушрĕ. Аякри çĕршывра Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тата Тутар Республикинчи Упи тăрăхĕнчи чăвашсемпе курнăçма питех те кăмăллă пулчĕ. Чăн та, темиçе пин çухрăма хыçа хăварнă хыççăн тăвансем пекех туйăнчĕç вĕсем… Çав вăхăтрах турккăсен кăмăлне хăварас килмерĕ. Кашни ир «гюнайдын» теттĕмĕр. Кăнтăрла курсан «ийигюньлэр» тесе сăмах хушаттăмăр. Каçхине тĕл пулсан — «ийи акшамляр!» Апат-çимĕçе çав тери тутлă хатĕрлеççĕ Турцире. Салачĕ вун-вун тĕрлĕ… Пахча çимĕçпе пулла, какая миçе тĕрлĕ пĕçермеççĕ-ши? Пылак çимĕçĕ тата… Рахат лукумĕ, халви, пахлави… Мĕн кăна çук! Пылĕ, çырли, хĕрлĕ эрехĕ… Сĕтел ури авăнать. Ту çинчи юхан шывсенче тытнă пулă çав тери тутлă. Форель тинĕсри пек шупка-хĕрлĕ мар, çутă тĕслĕ. Апатпа ешĕл çимĕç нумай хурса параççĕ. Укроп, петрушка кăна мар унта, раснараххисем те пур. Семитоти текенни кăмăла килчĕ. Портулак иккен вăл, тухăçра анлă сарăлнă сиплĕ тата усăллă курăк. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Çырма мĕн хавхалантарать?
Хальхи вăхăтра писательсен професси шайĕнче ĕçлеме май çук, мĕншĕн тесен çыравçă пулнăшăнах, хайлав шăрçаланăшăнах никам та укçа тӳлемест. Сăвă-калав хаçат-журналта пичетленсен е уйрăм кĕнекен тухсан панă гонорарпа та пуйса каяймăн. Çавăнпа поэтсемпе прозаиксен, драматургсен ирĕксĕрех шалу тӳлекен çĕрте вăй хума тивет, илемлĕ литературăна пушă вăхăтра кăна тимлĕх уйăрма май тупăнать. Ыйха катса, канма манса пĕрех сăвă-калав, пьеса-роман çыраççĕ вĕсем. Çакнашкал кăткăс лару-тăрура литература çулĕ çинче чи тӳсĕмлисем çеç юлаççĕ. Çитменнине, «Ларатăп та çыратăп», — тенипе ĕç тухмасть — муза кирлĕ. Апла пулсан йĕрке хыççăн йĕрке шăрçалама мĕн хавхалантарать пирĕн писательсене? Хамăра кăсăклантаракан ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Чăваш Енри çыравçăсене чăрмантартăмăр.
Пурнăç тĕлĕнтерет
Писательсемпе калаçнă май вĕсенчен чылайăшне пурнăç хăй хавхалантарни палăрчĕ. Эпир пурте пĕр планета çинче кун кунлатпăр, ĕмĕрлетпĕр, анчах кашниех илемлĕ хайлав шăрçалаймасть-çке. Эппин, кунта урăх вăрттăнлăх та пурах. Çивĕч туйăмлăскерсем кулленхи пулăмсенчех тĕлĕнтермĕш курма пĕлеççĕ иккен, çакна вулакансем патне çитерме тăрăшаççĕ. «Эпĕ – пурнăçа питĕ юратакан çын… Мĕн те пулин сиксе тухать те пурнăçра — тĕлĕнсе шухăшлатăп: епле пулчĕ-ха капла? Е мĕншĕн çапла çаврăнса тухрĕ?.. Çак шухăшсене çынсене пĕлтерес килнипе çырма ларатăп. Мана тĕлĕнтерни е шухăша яни вулакансене те çавăрса илетех…» – чунне уçрĕ Елен Нарпи прозаик, «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки», «Хĕл лариччен» кĕнекесен авторĕ. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать