Чирĕн çĕнĕ штамĕ сарăлма пуçланă
Правительство çуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вера Головач пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра коронавирусăн çĕнĕ штамне тупса палăртнă. «Унпа виçĕ çын чирленĕ. Çĕнĕ штама ют çĕршывсенчен таврăнакансем илсе килеççĕ. Чикĕ леш енче чирлекенсен шучĕ ӳссе кайнă. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче çынсем хуларан хулана куçма тытăнĕç, Чăваш Ене те нумаййăн килĕç. Çавăнпа пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла, хăрушсăрлăх мерисене асра тытмалла», — терĕ Вера Михайловна.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ют çĕршывран таврăнакансене çирĕп тĕрĕслемеллине, вĕсен пурин те тест тумаллине палăртрĕ. «Чирленĕ тĕслĕхсем тупсан кĕске вăхăт хушшинче çынсене ыттисенчен уйăрмалла, сиплеме тытăнмалла», — хушрĕ вăл.
Вера Головач каланă тăрăх, Шупашкарта инфекциллисен йышĕ 19 процент ӳснĕ, ачасем те ытларах чирлеме пуçланă. «50-60 çулсенчисене те чир ерет. Офисра, кантурта ĕçлекенсен хушшинче те коронавируслисен шучĕ пĕчĕк мар. ОРВИпе 3000 ытла çын чирленĕ, 326 çын пневмонипе нушаланать», — хыпарларĕ Роспотребнадзор ертӳçи.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра стационарта 766 çын сипленет, вĕсенчен 64 проценчĕ — аслă ӳсĕмрисем. 1400 çын килте медпулăшу илет. Кăçал 1625 çын реабилитаци тухнă. Паянхи кун санаторисенче 148 çын сипленет, 400-ĕн черетре тăраççĕ. Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна 60 пин ытла çын тутарнă. Вакцинаци пункчĕсем канмалли кунсенче те ĕçлĕç. Медицина тытăмне çирĕплетес тĕллевпе кăçал Чăваш Ене медпулăшу паракан çĕнĕ 24 автомашина пама йышăннă. Нумаях пулмасть вĕсенчен 12-шне илсе килнĕ.
Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсем епле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Юлашки кунсенче 219 ушкăн рейда тухнă, асăрханулăх мерисене пăхăнманнисен тĕлĕшпе 101 протокол çырнă. Тĕрĕслевçĕсем Шупашкарта уйрăмах нумай çитменлĕх тупса палăртнă. «Коронавируса пула 19 класпа 9 ушкăн дистанци мелĕпе вĕренеççĕ, ача сачĕсенчи 8 ушкăна карантина хупнă», — пĕлтерчĕ вĕрентӳ министрĕ.
Ларура канмалли кунсемпе çу уйăхĕнчи уявсем епле иртесси çинчен те сăмах пуçарчĕç. Çуркуннепе ĕç уявĕнче мероприятисем онлайн мелпе иртĕç, демонстрацисем пулмĕç. Çĕнтерӳ кунĕнче Шупашкарта Парад иртĕ. Унта хутшăнакансен чир пуррипе çуккине пĕлмешкĕн тест тумалла. Палăксем умне чечек хунисĕр пуçне ытти мероприяти пулмĕ.
Тĕн учрежденийĕсенче çынсем хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнманнине палăртрĕç. Кунашкал тĕслĕхсем Кăчкă кунĕнче /вăл ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ/ уйрăмах нумай пулнă-мĕн. Çавна май Мăнкун кĕллине пыракансене чиркĕве маскăсăр кĕртме чарнă. «Çынсен йышĕ 75 процент кăна пулмалла. Халăх пухăнакан вырăнсене пĕрмай дезинфекци тумалла, пӳлĕмсене уçăлтарса тăмалла, алăк умĕнче антисептиксем пулмалла», — терĕ Вера Головач. Вăл Аслă ӳсĕмри çынсене чиркĕве каяссинчен тытăнса тăма хушрĕ. Ватă çынсене пулăшмашкăн (Мăнкун çăмартине сăваплама е ытти ĕçе тума) волонтерсене явăçтарма сĕнчĕç.
Комментировать