«Хыпар» 41 (27774) № 20.04.2021

20 Апр, 2021

Лайăх апатлантарсан тырă пысăк тухăç парать

Анчах специалистсен сĕнĕвне шута илмен хуçалăхсем те пур

Республикăри çĕр ĕçченĕсем 2019 çулта акана ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче, пĕлтĕр кăçалхинчен 17 кун маларах, акан 1-мĕшĕнче, тухнă. Сывлăш температури кăçалхи пуш-ака уйăхĕсенче çулталăк каяллахинчен сивĕрех тăчĕ, çавăнпа хĕрӳ ĕçе маларах пуçăнма май пулмарĕ.

Пĕлтĕр вара çуркунне ир килнĕччĕ — пуш уйăхĕ вĕçленичченех 38376 гектар /пĕтĕм лаптăкăн 41,1%/ кĕрхи тырра, нумай çул ӳсекен 9240 га /9,4%/ курăка минерал удобренийĕ сапма пултарнăччĕ, вĕсене тата çĕртмене сӳрелеме, культивацилеме тытăннăччĕ. Акан 20-мĕшĕ тĕлне кĕрхи тĕш тырă культурисен — 72,2%, нумай çул ӳсекен курăксен 22% апатлантарнă, вĕсен 56,9% тата çĕртмен 114411 га лаптăкĕнче нӳрĕк тытнăччĕ, 30008 га çинче культивацилесе тăпрана кăпкалатнă. Çавăн пекех тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 17711 га, пахча çимĕç, горчица, пĕр çул ӳсекен курăк чылай акнă, çĕр улмин пĕтĕм вăрлăхне — 4984 тонна — яровизацилеме сарса хунă, ытти ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрнĕ.

Кăçалхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне кĕрхи тĕш тырă культурисен — 2,4%, нумай çул ӳсекен курăксен 1,7% çеç апатлантарнă, вĕсене — 1320 га, çĕртмене 540 га сӳрелесе нӳрĕк тытнă, çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме 1260 тонна кăларнă. Çапла майпа çанталăк кăçалхи çурхи ĕçсен пысăк пайне каярахри тапхăра куçарать. Часах унта хутшăнакансен ĕç графикне тăпрари нӳрĕк хисепĕ куллен пĕчĕкленнине тĕпе хурса йĕркелеме тивĕ. Хĕвел хытах хĕртме пуçличчен акана вĕçлемеллине пурте ăнланаççĕ. Çанталăк çу уйăхĕнче шăрăха кайнăран вăрлăх шăтаймасăр выртни, ăна чир-чĕрпе хурт-кăпшанкă тапăнни иртнĕ çулсенче темиçе те пулнă.

Çумăр час-часах çунăран иртнĕ çулхи çураки тăсăлса кайрĕ. Нӳрĕк пысăк тăкак кăтартмарĕ-ха, çапах айлăмлă вырăнсенче сарăхнă тырă начар çитĕнчĕ. Çу уйăхĕн типпи ӳсен-тăран вегетацине вăрахлатаканччĕ. Çавна шута илсе акана тăпрара нӳрĕк çителĕклĕ чухне ирттернине нимĕн те çитмест.

«Паха вăрлăх пысăк тухăç илме май парать», — теççĕ. Россельхозцентрăн филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх, акан 16-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши çурхи культурăсен вăрлăхĕн 95% /2020 ç. — 97%/ кондициллĕ. Шăтаслăхĕ Етĕрне районĕнче çеç япăхрах, ыттисен лайăх. Ăна Патăрьел, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпӳ, Çĕмĕрле районĕсенче ют культурăран, çум курăк вăрринчен, çӳп-çапран лайăх тасатнă, Вăрнарпа Шупашкар тăрăхĕсенчи, ытти районти хуçалăхсенче тасатса çитермен.

— Çĕр ĕçченĕсен çак эрнери тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри — ял хуçалăх культурисене минерал удобренийĕпе апатлантарасси, — палăртрĕ Агрохими службин «Чувашский» патшалăх центрĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Коршунов. — Тухăçлă тырă çитĕнтерме наука кашни гектар пуçне вăтамран 80 килограмм /усăллă япалисене шутласан/ минерал удобренийĕ пама ыйтать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Сăвă вуласа çуралнă ĕмĕт театра илсе çитернĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче синхрон куçаруçинче хĕрĕх улттăмĕш çул ĕçлекен Людмила Латышева хĕр чухнехи хушамачĕ Федорова Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхра çуралса ӳснĕ. Паллах, ача чухне унашкал професси пуррине пĕлмен те вăл — артистка пулма ĕмĕтленнĕ.

Бухгалтерсем те ĕçлеççĕ

Ял шкулĕнчи тăван чĕлхепе литература учителĕ ачасемпе спектакльсем лартнă, Люда унта яланах тĕп сăнарсене калăпланă. Унран та ытларах, Людмила сăвă калама юратнă. Николай Некрасовăн «Железная дорога» хайлавĕнчи икĕ çаврăма пăхмасăр вĕренме хушнине, вăл вара пĕтĕм сăвва вĕренсе кайнине халĕ те астăвать. Унăн 5-6 çулсенче чухнех шкула çӳрекенсемпе тан Çĕнĕ çулхи капăр чăрăш умĕнче сăвă калас килнĕ. Амăшне: «Сăвă вĕрент-ха», — тесе муритленĕ. Ун чухне ача-пăча кĕнекисем алă айĕнче пулман-ши? Çĕнĕ çулпа çыхăннисене тупайманран амăшĕ хĕрне Çеçпĕл Мишшин сăввине вĕрентнĕ. Пукан çине тăратнă хĕрача пысăк зала кĕрлеттерсе: «Эх, тăванăм, иртрĕ ĕмĕрӳ, вăхăтсăрах сан тухрĕ чуну…» йĕркесене вуланă. Çакă уява пынă халăха куççульлентернĕ.

Патăрьел районĕнчи Ишлĕ Шетмĕри вăтам шкулта ăс пухнă çулсенче те Людмила Федорова хăйне илем тĕнчинче курнă. Ашшĕпе амăшĕ, хăйсем бухгалтерсем пулнă май, ăна та çак енĕпе пĕлӳ илтерме ĕмĕтленнĕ. Хĕр Чăваш театрĕ пирки сăмах хушсан ашшĕ çухалса кайман: «Унта та бухгалтерсем ĕçлеççĕ», — тенĕ.

Чунĕ театрах туртнă çав. Çулталăк маларах Ленинградри театр институтне вĕренме кайнă ушкăн валли тепĕр çын илмеллине пĕлтерсен Людмила Федорова Чăваш театрне çул тытнă. Унта вара студи ертӳçи Аркадий Кацман хăй килнĕ. Лешĕ Нева çинчи хулана Шупашкар районĕнчен пынă Любовь Федоровăна суйласа илнĕ хыççăн ыттисен тăван ялĕсене таврăнма тивнĕ, Людмила та Çăкалăха çул тытнă. Кĕçех пике Валерий Яковлевран çыру илнĕ, режиссер ăна театр çумĕнче уçăлакан студие вĕренме чĕннĕ. Çиçĕм пек вĕçсе çитнĕ вăл унта, ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пуçланă. Çамрăксен театрĕн режиссерĕ Алексей Васильев та куç хывнă шанăç кӳрекен çамрăка, хăйĕн театрне илсе кайса тӳрех спектакльсене явăçтарнă, тĕп сăнарсем панă.

Чечек çыххи — юрату палли

Шăпах Çамрăксен театрĕн çамрăк пикисен Ленинградра диплом илнĕ балет артисчĕсене концерт кăтартнă хыççăн саламлама тивнĕ. Ушкăна тин çеç ĕçлеме пуçланă Люда Федорова та лекнĕ. Унăн чечек çыххи Сергей Латышева лекнĕ. Çак самант вырăс каччипе чăваш хĕрне малашне пĕр çулпа утма тивнине систерекен паллă пулнă. Пĕррехинче çамрăксем Шупашкар урамĕпе искусство пирки калаçса утнă, çав вăхăтра Люда хăй балет çинчен çителĕклĕ пĕлменнине ăнланса илнĕ. Çак сăлтава пулах вăл тĕп хулари музыка училищин театр уйрăмĕ уçăлассине илтсен ним шухăшламасăрах унта вĕренме кайма тĕв тытнă. Театр ертӳçисем хирĕçленĕ: «Сана мĕн çитмест, рольсем пур. Каялла илместпĕр», — тесе те хăратнă. Пикен хуравĕ пĕрре пулнă: «Манăн вĕренес килет».

Вăл питĕ нумай вуланă. Халĕ çакă Латышевăн пурнăç йĕркине кĕрсе кайнă. Мăшăрĕ Сергей çĕре кĕнĕренпе икĕ çул иртнĕ. Вĕсен хваттерти библиотеки питĕ пысăк, пуян. Тепĕр чухне ирхи тăваттăччен аллинчен кĕнеке ямасть Людмила Васильевна. «Кĕнеке вуланă хыççăн хама Сергейпе тĕл пулса калаçнăн туятăп», — тĕлĕнтерчĕ вăл.

Училище хыççăн Люда Пукане театрне çул тытнă. Пĕрле вĕреннĕ Ипполит Агакова Чăваш академи драма театрне диктор-куçаруçăра ĕçлеме янă. Пĕррехинче Ипполит Людмилăна хăй театртан каясси çинчен пĕлтернĕ. «Унта эсĕ, манăн шухăшпа, ĕçлеме пултармалла», — тенĕ. Театрăн литература пайĕн ертӳçи Геннадий Терентьев Людмилăна кĕтсе илнĕ май: «Пире арçын сасси кирлĕ çав», — тесе хыпарланă, çапах конкурса хутшăнма сĕннĕ. 30 ытла çын пынă синхрон куçаруçи пулас ĕмĕтпе. Комисси членĕсем 24 çулти Людмилăн сассине суйланă. 1975 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче ĕçе пуçăннă вăл. Çав уйăхăн 10-мĕшĕнче «Ытарайми çу кунĕ» спектакле хăй тĕллĕн пĕрремĕш хут куçарнă хыççăн килĕнче ăна ашшĕ вилни çинчен пĕлтернĕ телеграмма кĕтсе выртнă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Гурий Комиссаровăн вил тăпри çинче хĕрес те, юпа та çук

Паллă асчахăн юлашкине тăван тăрăхне илсе килмелле-и?

Чăвашсен паллă ăсчахĕн тата педагогĕн, чăваш халăхĕн историйĕн, этнографийĕн тата фольклорĕн ăслăлăхне хывакансенчен пĕрин, наци юхăмĕн ĕçченĕн, философĕн, литераторĕн Гурий Комиссаровăн Вантерăн ячĕ тăван культурăпа историе тĕпчекен чи паллă ятсен хушшинче тăрать.

«Буржуази националисчĕ»

Гурий Комиссаров Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесне кĕрекен Патăрьел салинче 1883 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вырăнти земство, Элĕкри икĕ класлă училищĕсенче пĕлӳ илнĕ, ун хыççăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен, Ĕпхӳри тĕн семинарийĕнчен тата Хусанти тĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă.

Студент чухнех ăслăлăх ĕçĕпе çывăхланнă. 1904 çулта Хусанта тухса тăнă «Начальное обучение» журналта статьясем пичетленĕ. Унăн ĕçĕсем çавăн пекех «Христианин», «Православный благовестник» журналсенче кун çути курнă. 1909-1910 çулсенчи экспедици материалĕсем тăрăх «Чуваши Казанского Заволжья» пысăк ĕç пичетленĕ. Вăл çавăн пекех чăвашсен этнокультура — тури, анат енчи тата анатри — ушкăнĕсене туллин тĕпчеме тытăннă. Эпир ăна чăвашсен пĕрремĕш философĕ пек те хисеплетпĕр. 1916 çулта «Смысл мировой истории» ĕçне пичетленĕ. Философи шухăшĕсене ăсчах хăйĕн «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши» историпе публицистика очеркĕнче тăснă.

Пирĕнтен чылайăшĕ çак тарана çити те Вантерăн — Гурий Комиссаровăн хушма ячĕ — кĕнекисене вуламан çеç мар, курман та. Тӳре-шарана хăй вăхăтĕнче чăвашлăхшăн вăл пурнăçланă ĕçсем килĕшмен. Наци ăнне вăратас сăлтавпа Вантер 1921 çулта Хусанта «Чăваш халăхĕн историне» пичетлесе кăларнă. Унта çакăн пек йĕркесем пур: «Хамăр халăхăн иртнĕ пурнăçне пĕлмесĕр ют халăхсем мар, эпир хамăр кам иккенне пĕлместпĕр, сĕм вăрманти пек пурăнатпăр. Хамăр халăхăн авалхи пурнăçне пĕлмесĕр эпир хамăра ним вырăнне хуми пултăмăр, хамăршăн хамăр çынсен умĕнче «чăваш» тесе чĕнесрен хăраса çӳрекен пултăмăр». Çакăн пек хăюлăхшăн ăна «буржуази националисчĕ», «реакционер» тесе тапăнма пуçланă.

Репрессирен хăтăлас тĕллевпе унăн 1942 çулта мăшăрĕн тăван тăрăхне — Киров облаçĕнчи Санчурск хулине — куçса кайма тивнĕ. Çавăнта ентеш 1957 çулччен, тивĕçлĕ канăва кайиччен, вырăнти ятарлă вăтам пĕлӳ паракан заведенисенче ĕçленĕ. Вăл 1969 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Ăна унти масартах пытарнă.

Вантер халалĕ

Ăсчах пирки мĕншĕн аса илтĕмĕр-ха? Гурий Иванович тăванĕсем патне янă çырăвĕсенче те, аса илĕвĕсенче те хăйĕн тата мăшăрĕн юлашкийĕсене тăван ялне куçарса килме ыйтнă. 1968 çулхи ака уйăхĕнчи кун çырăвĕнче вăл çапла çырса хăварни пур: «Эпир Вальăпа, манăн мăшăрпа, вил тăпри айĕнче те юнашар пуласси пирки сăмах патăмăр. Пирĕнтен шăмăсем кăна юлсан вĕсене манăн тăван кĕтесе — Патăрьеле — куçарса килсе пытарма ыйтатăп…»

Йăмăкĕн хĕрĕ Зинаида патне янă çырăвĕнче те çак ыйтăвах хускатнă. Çĕре кĕнĕ юратнă мăшăрне пăрахса хăварма пултарайманнине, хăй вилсен чылай вăхăт иртсен вĕсен шăммине тăван çĕрне куçарса килме тархасланă.

Пирĕн ăсчахсемшĕн те çакă кĕтмен хыпар пулман, вĕсем ун пирки Комиссаровăн мемуарĕнче вуласа пĕлнĕ, тăванĕсенчен илтнĕ. Ăна тăван кĕтес¬не илсе килес ыйтăва вара Пушкăртстанри чăваш хастарĕсем çĕклерĕç. Нумаях пулмасть вĕсем — Ĕпхӳри чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Иван Та-расов, вырăнти тавра пĕлӳçĕсем Вячеслав Ерохинпа Иван Ефимов Шупашкара килсе кайрĕç. Çавăн чухне «Хыпар» Издательство çуртне те кĕрсе тухрĕç.

— Гурий Комиссаров пирĕн халăхăн лайăх енĕсене, çитменлĕхĕсене туллин уçса панă, — сăмах хушрĕ Иван Григорьевич. — Чăвашшăн чунне парса тăрăшнă çын таçта ютра выртать. Çав çынна хисеп туса, хăй ыйтнине, халалне шута илсе тăван ялне куçарса килмелле. Пăрахнă масарти вил тăприне çум курăк хупланă. Эпир çак ыйтупа виçĕ çул ĕçлетпĕр. Гурий Комиссаров ахаль çын мар. Вăл çуралнăранпа тепĕр икĕ çултан 140 çул çитĕ. Пирĕн унăн пултарулăхĕ пирки халăха ытларах пĕлтермелле. Пушкăртстанри чăвашсенчен тухнă паллă ăсчах, техника ăслăлăхĕсен докторĕ Алексей Кондратьев 2012 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. Пушă вăхăтра эпĕ унăн архивĕнче ĕçлетĕп. Çавăнта Гурий Комиссаровăн темиçе ал çырăвĕ тупăнчĕ, вĕсене никам та курман, вуламан. Вĕсенчен пĕри «История просвещения чувашей Башкирии» ятлă. Питĕ тĕплĕ ĕç. 1000 ытла страницăран тăракан мемуарĕнче çапла çырнă: «Никам та мана эпĕ ĕçлемесĕр пурăннă тесе калама хăю çитереймĕ». 2004 çулта Ĕпхӳри вырсарни шкулĕн ачисемпе Гурий Комиссаровăн тăван ялне килсе кайнăччĕ. Пире ăсчахăн пĕтĕм тăванĕ кĕтсе илнĕччĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


"Хăрăк туратшăн леснике ĕçлесе памаллаччĕ"

«4-ри йăмăк Анна вăрçă пуçланас умĕн шатра ернĕрен куçне хупрĕ. Шăллăм Çеруш вăрçă вăхăтĕнче чирлерĕ, шур ӳкрĕ те — текех сывалаймарĕ. Ăна та сивĕ тăпрапа хупларăмăр. Эпĕ шкулта çичĕ класс çеç вĕренейрĕм. Кукамайпа кукаçи патне Хумпуç Патăрьеле кайнăччĕ. 11-теччĕ ун чухне. Вăрçă тухнă терĕç, киле васкарăм», — ачалăхне куç умне кăларчĕ Йĕпреç районĕнчи Энтриелте пурăнакан Василий Земсков.

Иван Сергеевичпа Евдокия Мироновна Земсковсем виçĕ тĕпренчĕкĕнчен иккĕшне пытарнă. Инкек пĕччен çӳремест теççĕ — 1942 çулта кил хуçин вăрçа кайма ят тухнă…

«1941 çулта, вăрçă пуçланас умĕн, пирĕн яла салтаксем лашасемпе килчĕç. Хăйсем ялав тытнăччĕ. 1-2 эрне пурăнчĕç. Вĕсен штаб пурччĕ. Вăрçă пуçлансан кайрĕç. Фашист тапăнасса малтанах сиснĕ пулĕ, çавăнпа хатĕрленнĕ ĕнтĕ тесе шухăшлаттăмăр эпир, ялта юлнисем. Аттене ял вĕçне салтак юрри юрласа ăсатрĕç. Малтан вăл Мари Элти Суслонгер поселокĕнче чарăннă. Кайран ăна Калинин облаçне илсе кайнине пĕлтĕмĕр. Атте киле пĕр çыру та çырса ĕлкĕреймен. Вăл хаяр çапăçура вилни çинчен хут килчĕ çеç», — çывăх çыннине ытла ир çухатнă май куçĕ шывланчĕ 92 çула пуснă Василий Ивановичăн.

Амăшĕпе кăна тăрса юлнă арçын ачан пурнăçĕ çăмăл килмен. Юрать, ĕне пулнă. Сĕт юр-варĕ выçлăхран хăтарса хăварнă. Пăрăвне кĕркуннесерен сутса кăштах тырă туяннă. Пĕчĕкскер амăшĕпе пĕрле хĕвелпе тан вăранса тырă вырнă. Ытти çамрăкран юлмасăр авăн çапнă çĕрте ĕçленĕ. Уншăн кăштах çăнăх панă. Парта хушшине юпа уйăхĕнче çеç ларнă.

«Çеруш аннерен сăпкара выртса юлатчĕ. Ăна астумаллаччĕ. Анчах пурăнаймарĕ вăл та, чирлерĕ те сывалаймарĕ… Шкулта çиме сумкăна хуппипех пĕçернĕ çĕр улми е çăкăр чĕлли чиксе кайсан епле савăнаттăм. Кĕркунне те, çуркунне те уя крахмал пуçтарма çӳреттĕмĕр. Ана çине шăн ирĕличчен кĕрсе тухма ĕлкĕрмелле-çке. Пĕррехинче кӳршĕри пĕр хĕрарăм путсах ларнăччĕ. Хĕрарăмсем лашапа колхозра ĕçлетчĕç. Аттене вăрçа ăсатнă хыççăн анне арçын ĕçне кӳлĕнчĕ, лаша çавăтса темиçе çул ĕçлерĕ», — каласа кăтартрĕ тыл ĕçченĕ. Хумпуç Патăрьелте пурăннă йыснăшĕ МТСра механикре ĕçленĕ. Вăл та ашшĕпе мăшăрне вăрçăра çухатнă тăванĕсене пулăшнă, хăйне тивнĕ пай тырра кăштах та пулин панă.
«Ялти чиркӳрен вăрçăчченех клуб тунăччĕ. Нимĕç фашисчĕсене парăнтарнă хыпара илтсен эпир те, 4-5 çамрăк, клуба кайрăмăр. Унта юрласа-ташласа савăнчĕç. Хăшĕ-пĕрин куççуль типмерĕ. Çемьерен 2-3 çын вăрçăра вилни те пулнă вĕт», — ассăн сывларĕ ватă çын. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Василий Ивновича тантăшĕпе пĕрле колхоза лашапа сӳре тума илсе кайнă. <...>

Елена ЛУКИНА.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.