Пурнăç: Шурă тата Хура
Çĕр çинчи этем пурнăçĕ шурă та хура тĕссемпе тымарланнăран, вăл пин-пин çул иртсен те улшăнманран, килпетлĕхпе тирпейсĕрлĕх пĕр-пĕрне çĕнтерсе çиеле тухас тесе паян кун та тупăшма чарăнманран, чун-чĕрене çывăх ырă пахалăхсем тÿнтерле пулăмсене Ахрат çырмине халĕ те вăкăни тăвайманран «Хыпар» хаçатра «Шурă тата Хура» ятпа ятарлă страница кăларма темиçе çул каяллах тĕллев тытнăччĕ. Унта малалла ăнтăлма, пурăнма хавхалантаракан тасалăхпа тирпейлĕхе пропагандăласшăнччĕ, йĕркесĕрлĕхпе таса марлăха питлесшĕнччĕ. Асăннă темăна - лайăххипе япăххине - журналистсем ÿкернĕ е вулакансем вырăнтан ярса панă сăн ÿкерчĕксемпе танлаштарса çутатасшăнччĕ.
Ку, паллах, "Хыпар" тирпей-илем ыйтăвĕсемпе çырманнине пĕлтермест. Çĕр-çĕр материал тухнă, журналистсен те, штатра тăман авторсен те.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ вун-вун ыйтусăр пуçне тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвне те куçран вĕçертмелле марри çинчен пире, хаçатçăсене, аса илтерсах тăрать. Утă уйăхĕн юлашки кунĕсенче Çĕрпÿ районĕнче пулнă чухне Михаил Васильевич тата та вирлĕрех каларĕ, «Журналистсем, эпĕ çĕклекен ыйтусене эсир туллин çутатмастăр. Ĕçри çитменлĕхсене, хамăр пурăнакан тăрăхри йĕркесĕрлĕхсене çийĕнчех хак памалла».
Республикăри хаçатсен редакторĕсен канашлăвĕнче /çурла уйăхĕн 6-мĕшĕ/ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Степанович Иванов çÿлерех асăннă темăна тата та уçăмлатрĕ: «Çырма юраман тема çук. Çырăр. Критиклĕр. Анчах тĕрĕс критика пултăр. Сăмахран, хамăр пурăнакан ял-хулари йĕркесĕрлĕхсем пирки тăтăшах çырăр, сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарăр. Тирпейсĕрлĕхпе çырлахса пурăнсан - çамрăк ăру çакна хăнăхса ÿсĕ. «Аха, кун пек те пурăнма пулать иккен-ха», - тесе илемшĕн, тасалăхшăн тăрăшма пăрахĕ.
Çак илеме, ырă çак хăтлăха тума хăйсене те хутшăнтармалла. Ку ĕçе эсир, журналистсем, пысăк витĕм кÿме пултаратăр. Кÿмелле те!»
Паянхи кăларăмра Муркашран ярса панă сăн ÿкерчĕксене пичетлетпĕр.
Геннадий МАКСИМОВ
Редакцирен. Хисеплĕ вулакансем, сирĕнтен сăн ÿкерчĕксем кĕтетпĕр, тĕслĕх валли те, вырăнти ертÿçĕсен пичĕ-куçĕ хĕрелмелли те. Ăçта, хăçан ÿкернине палăртма ан манăр.
Комментировать