Кĕтне Пасарĕсем карьер чавассине хирĕҫ

1 Апр, 2021

Паян ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев Каҫал тӑрӑхĕнче ĕҫлĕ ҫӳревре пулчĕ. Малтанах Комсомольски салинчи "Тав" ООО предприятин ĕҫĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Леонид Тюдюмов пĕлтернĕ тӑрӑх, кунта ҫĕр улми, кишĕр, кӑшман, купӑста типĕтеҫҫĕ, ҫулталӑкне - 328 тонна пахча ҫимĕҫ. Продукцие чылай региона ӑсатаҫҫĕ. Кунта 40 ытла ҫын ĕҫлет паян.

Унтан Олег Алексеевич Кĕтне Пасарĕсемпе тĕл пулчĕ. Ку ял ҫывӑхĕпе М-12 ҫул иртмелле. Ӑна тума асӑннӑ ял ҫывӑхĕнче хӑйӑр илмелли карьер чавасшӑн-мĕн. Ку - тӑваттӑмĕш карьер пулмалла... Ял ҫыннисем ҫак ӗҫе хирĕҫ пулнине палӑртрĕҫ. Мĕншĕн тесен вĕсен выльӑха ҫӳретмелли вырӑн пачах пĕтет. Тата хӑйӑр турттаракан пысӑк грузлӑ машинӑсем пĕлтĕр кӑна сарнӑ асфальт ҫула йӑлт юрӑхсӑра кӑларĕҫ...

Олег Алексеевич ял ҫыннисен чун ыратӑвне итлерĕ, пулӑшма пулчĕ. Вӑхӑтлӑх ҫул тума сĕнӳ пачĕ. Карьерне вара кунтан 3 ҫухрӑмра, Йĕпреҫ районĕнче тума пулнине пĕлтерчĕ. Унта та хӑйӑр пахалӑхĕ Кĕтне Пасарĕ тĕлĕнчи пекех-мĕн. Олег Алексеевич ҫавӑн пекех Хирти Сĕнтĕрти пĕве патне ҫитсе вырӑнти лару-тӑрупа паллашрĕ. Ку пĕвене татса каяс пулсан пин ытла ҫын шар курать. Ăна юсама проектпа смета документацине тунӑ ĕнтĕ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕсем

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментировать