Ял хуҫалӑх ыйтӑвӗпе пӗрле ӗҫлесшӗн

30 Мар, 2021

Паян "Хыпар" Издательство ҫурчӗн директорӗ Татьяна Вашуркина Чӑваш Республикин АПК ветеранӗсен союзӗн председателӗпе Александр Самылкинпа тӗл пулчӗ.

Сӑмах май, ку тивӗҫе Александр Петровича кӑҫалхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче суйланӑ. Вӑл - Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш созывӗн депутачӗ те (2002 ҫул).

Чӑваш Республикин АПК ветеранӗсен союзӗ вара 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ унӑн ретӗнче - республикӑри 500-е яхӑн ҫын.

Союз "Хыпар"  Издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсемпе яланах тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Ҫак ырӑ йӑлана малашне те тытса пырасшӑн. Тепӗр тесен, унсӑрӑн май та ҫук. Агропромышленноҫ, ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсене час-часах ҫутатаҫҫӗ пирӗн кӑларӑмсем. Эппин, хӑш чухне вӗсем - справочник вырӑнне те.

Александр Петровичпа Татьяна Геннадиевна малашне те пӗрле ӗҫлеме калаҫса татӑлчӗҫ.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать