Кишĕр сивĕрен хaрамасть
Авăн уйăхĕнче кишĕр сахăр нумай хатĕрлеме тытăнать. Çавăнпа кишĕре çурла уйăхĕн вĕçĕнче кăларни кишĕр тухăçне самаях чакарать. Анчах та ăна тăпрара ытлашшипех тытсан кишĕр хытать, унăн тути йÿçекленет. Унсăр пуçне кĕркунне çумăр час-час çунипе кишĕрĕн шурă тымарсем тухма тытăнаççĕ. Кунашкал тымарланнă çимĕç лайăх упранмасть. Халăх сăнанă тăрăх - тымар çимĕçсене авăнăн 24-мĕшĕччен кăларса пĕтермелле. Ку вăхăт тĕлнелле сывлăш температури вăтамран 7-8 градус пулать, тăпрари çимĕçсем ÿсме пăрахаççĕ. Тутлăхлă япаласем çулçăсенчен тымара куçаççĕ.
Кишĕр - сивве чăтакан ÿсен-тăран. Вăхăтлăх сивĕсем 5 градус пулсан та аптрамасть вăл. /Паллах, çимĕç йăлтах çĕр айĕнче чухне çеç/.
Кишĕре çумăрсăр çанталăкра кăлармалла. Хуçăлнă-касăлнă кишĕрсене упрама хăвармалла мар, тÿрех усă курма хумалла. Кăларнă çимĕçе йăран çинче вăрах тытма юрамасть - хăвăрт шанать. Нÿхрепе хуриччен кишĕре пĕр эрне пек тĕттĕм те сивĕ вырăна «сивĕнмешкĕн» хумалла. Унтан тымар çимĕçе шăтăклă полиэтилен хутаçсене тултармалла е хăйăр сапса ешчĕксене хумалла та нÿхрепе антармалла. Пурттире упрас тесен кишĕре пилеш çулçипе сийлесе хурăр. Пилеш тĕрлĕ микробсене пĕтерет, кишĕре çĕресрен сыхлĕ. Упрамалли кишĕре çума юрамасть, инфекцирен хÿтĕлекен сий сиенленсе çĕрĕк чирĕ аптратма пултарĕ.
Комментировать