Çĕнтернĕшĕн — 7 пин тенкĕлĕх сертификат
Паян Шупашкарти 5-мĕш гимназире республикăри 7-11-мĕш класс ачисем программировани енĕпе иртнĕ ăмăртура тупăшрĕç.
«Задачăсем йывăрах пулмарĕç, пурне те шутламашкăн вăхăт çителĕксĕрри çеç ура хучĕ», — терĕ мала тухнă Михаил Мефодьев. Ăна техника таварĕсен лавккине каймашкăн 7 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕç.
Михаил Шупашкарти 44-мĕш лицейра 10-мĕш класра ăс пухать. 9-мĕш классчен шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕреннĕскер тупăшăва хатĕрленмешкĕн сахал мар задача шутланă. Каччă пытармасть: вăл çĕнтерессе шаннă. Михаила ашшĕ-амăшĕ пулăшса, хавхалантарса пырать. Вăл пĕлӳ çурчĕпе сыв пуллашсан программировани енĕпе пĕлӳ илме тĕллев лартнă: е Питĕрти, е Иннополисри аслă шкула çул тытасшăн.
Çак ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухнă Данил Гаврилов та çак хуласенчи вĕрентӳ заведенийĕсене кĕмешкĕн ыйту çырасшăн. Шăмăршăри шкулта 11-мĕш класра ăс пухаканскер программированипе темиçе çул каялла кăсăкланма тытăннă: «Малтан манăн пулмастчĕ, задача ытларах шутлама тытăнсан çитĕнӳсем килме тытăнчĕç».
www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...
Комментировать