ЧР Пуçлăxĕ çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕ иртрĕ

23 Мар, 2021

Паян Чăваш Республикин Пуçлăxĕ çyмĕнчи Общество Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Мероприятие уçнă май ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев Канаш членĕсене обществăшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама хастар хутшăннăшăн тав турĕ. Вĕсене граждансене вырăна тухса - муниципалитетсене кайса - йышăнма сĕнчĕ.

Ларура Чăваш Ен экономикин отраслĕсем валли кадрсем хатĕpлессине сÿтсе яврĕç. Общество Канашĕн председателĕ Наталия Партасова республикăри районсемпе хуласенче анлăн сÿтсе явнă ыйту (муниципалитетсен пуçлăxĕсене суйлав ирттерсе палăртмалла-и е çyк-и текен темăпа) çинче чарăнса тăчĕ. Нумайăшĕ пуçлăxceне суйламалла тесе пĕлтернĕ. Олег Николаев ку ыйтупа Патшалăx Канашĕнче парламент итлевĕ ирттерме сĕнчĕ.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçaтăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Видео Василий Кузьминăн.

Рубрика: 

Комментировать