Пулас журналистсем «Хыпар» ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç
Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕренекен студентсем хăнара пулчĕç. Вĕсем «Хыпар» ИÇ директорĕпе Татьяна Вашуркинăпа тĕл пулса хаçат-журнал мĕнле тухса тăнипе паллашрĕç, кăсăклантаракан ыйтусене сӳтсе яврĕç.
Чăн-чăн журналист мĕнлерех вăл? «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсенче ĕçлекенĕн мĕнле пулмалла? Кун пирки те интересленчĕç пулас калем ăстисем. Çавна май Татьяна Геннадиевна хăй вĕреннĕ чухне преподавательсем каланине аса илчĕ: «Чăн-чăн журналистăн çĕрле вăратса интервью илме каласан та ыйту пама пĕлмелле».
Студентсене çавăн пекех Татьяна Геннадиевнăн журналист пулас ĕмĕт хăçан тĕвĕленни, вăл ĕçпе карьера хушшинче хăшне мала кăларни, директор тивĕçĕнчи йывăрлăхсене мĕнле çĕнтерни кăсăклантарчĕ. Чăваш Енри чи пысăк медиахолдинг ертӳçи 9 çулта сăвă-калав çырма тытăннă, журналистикăна çул такăрлатасси çакăнтан пуçланнă та.
Тĕл пулăва килнĕ çамрăксем те çак çул-йĕре ахальтен суйламанни палăрчĕ. 21 ĕмĕр интернет вăй илнĕ тапхăр тетпĕр пулсан унта та журналистика хăйĕн вырăнне тупать.
Блогерсем, SMM-çăсем йышлансах пыраççĕ халĕ. Ав, студентсен йышĕнче те хăйсене çав енĕпе тĕрĕслекенсем пур.
Палăртмалла, «Хыпар» хаçат ку тĕлĕшрен пурнăçпа тан пыма тăрăшать, интернет-ресурссенче аталанать.
www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
Комментировать