«Хыпар» 24-25 (27757-27758) № 12.03.2021
ÇЕМЬЕ УКÇИ
Шăнкăравласа, телевизор курса кĕсье çÿхелет-и?
Кашни çемье тенĕ пекех малашнехи ĕçсем валли мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулассине палăртать. Пĕри — машина, тепри хваттер туянасшăн, виççĕмĕшĕ ачисене вĕрентсе кăларасшăн. Укçа пухма тытăниччен ĕçлесе илнĕ тупăш ăçта кайнине тишкермелле. Чи малтанах, çемье куллен лавкка-пасарта миçе тенкĕ пĕтернине, тăкак мĕншĕн ӳснине, çакă çемье бюджетне епле витĕм кӳнине пĕлмелле.
Сăмахран, хальхи ăру мобильлĕ çыхăнушăн тӳлесе самай тăкакланать. Паян хамăрăн пурнăçа мобильлĕ çыхăнусăр, телевиденисĕр, онлайн кинотеатрсăр, интернет-лавккасемсĕр тата инçет мелпе çыхăнса илмелли сервиссăр курмастпăр та темелле. Коронавирус эпидемийĕн тапхăрĕнче ав çыхăну мелĕсем тата кирлĕрех пулчĕç: чылайăшĕ дистанци майĕпе ĕçлерĕ- вĕренчĕ, кинотеатра сахалрах çӳрерĕ…
Раççей Банкĕн Атăл-Вятка управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕсем çынсем килти телефоншăн, интернетшăн, мобильлĕ çыхăнушăн, радиошăн тата телекуравшăн уйăхсерен тӳленĕ май курнă тăкаксем мĕнле улшăннине тишкерчĕç, сăлтавĕсене ăнлантарчĕç. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче, сăмахран, асăннă пулăшусен хакĕ вăтамран 1531 тенкĕпе танлашнă — Чăваш Енре пурăнакансемшĕн Атăлçи тăрăхĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри пулса тăнă, мĕншĕн тесен Мордва Республикипе Ульяновск облаçĕнче пурăнакансем çеç сахалрах тӳленĕ: 1528 тата 1517 тенкĕ. Раççейре ку пулăшусен уйăхри хакĕ – 1804 тенкĕ.
Чылай çемьере çыхăну тăкакĕсем мĕнле йĕркеленнине, вĕсен хакĕ улшăнни бюджета еплерех витĕм кӳнине лайăхрах ăнланас тесе икĕ ача амăшĕн Иринăн шухăшĕпе паллашар: «Пирĕншĕн çыхăну пулăшăвĕсем — çемье бюджечĕн тăкакĕсен пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Укçана мĕн туса пĕтернине ятарлă приложенире палăртса пыратăп, унччен хут çине çыраттăм. Çемьере кашнин шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ. Коронавируса пула вăя кĕртнĕ чарусен вăхăтĕнче асатте радио итлерĕ — унăн юратнă радиостанцийĕ кунĕн-çĕрĕн янăратчĕ. Çав вăхăтрах радиошăн çулталăк каяллахи пекех тӳлетпĕр. Асанне республика тулашĕнчи тăвансем патне сахалрах кайса çӳрерĕ, анчах ытларах шăнкăравларĕ: Барнаула, Питĕре… Билет туянмасăр перекетлерĕмĕр пулин те телефон çыхăнăвĕшĕн ытларах тӳлеме тытăнтăмăр».
Çапла, республикăра пурăнакансем радиошăн кăçалхи кăрлачра, юлашки çулталăк çурăри пекех, 110 тенкĕ тӳленĕ. Палăртмалла: пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Ен радио тарифĕсен йӳнĕлĕхĕпе Раççейре 5-мĕш вырăн йышăнать. Стационар телефон çыхăнăвĕн хакĕ те пĕлтĕрхи шайрах, мĕншĕн тесен тарифсен çулленхи индексацийĕ пулман. Çапла майпа 601-1200 км таран каякан шăнкăравсен хакĕ çулталăк каяллахи пекех — минутшăн 4,42 тенкĕ, тата инçерех вырнаçнă хуласене шăнкăравлама — минутшăн 5,34 тенкĕ. Килти телефонран лимитсăр шăнкăравлама май паракан тарифсем те çавнашкалах. 2019 çулхи çĕртме уйăхĕнченпех унăн виçи Атăлçи тăрăхĕнчи ытти регионти пекех пĕрешкел — 453 тенкĕ.
«Упăшка ĕçрен таврăнсан телевизор çутать. Уншăн ытларах тӳлеме тытăнтăмăр-ха. Пандеми вăхăтĕ-нче килĕшекен онлайн кинотеатра çырăннипе тăкаксем ӳсрĕç», — каласа кăтартрĕ пирĕн Ирина. Экспертсем палăртнă тăрăх, телекуравшăн ытларах тӳлеме тытăнни тенкĕ вăйсăрланнине пула сеть операторĕсен тăкакĕсем ӳснипе çыхăннă. Антеннăшăн кăрлач уйăхĕнче, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1,1% хаклăрах тӳлеме тивнĕ. Çапла майпа телекуравшăн вăтамран уйăхне 194,5 тенкĕ кăларса хума лекнĕ. Онлайн видеосервиссемшĕн тӳленине вара Росстат кăçалтан çеç сăнама тытăннă. Чăваш Енре вăл уйăхне вăтамран 319,5 тенкĕпе танлашнă.
«Килтех вăй хума тытăнсан ĕç ыйтăвĕсене татса пама карас телефонĕпе час-часах шăнкăравларăм — паллах, укçа ытларах расхутланчĕ», — ăнлантарчĕ Ирина. Чăнах та, инçет мелпе ĕçлеме куçнăранпа тата операторсен тăкакĕсем ӳснине пула карас çыхăнăвĕшĕн çынсем вăтамран 1,6% ытларах, е 320,14 тенкĕ нумайрах, тӳлеме тытăннă.
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
ПĔТĔМЛЕТŸ
Сĕт ытларах, аш-какай сахалрах
Пушăн 4-мĕшĕнче Шупашкарта правительствăн агропромышленноç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тата апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерсе çийĕнчех татса паракан комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.
Унта республика агропромĕн 2020 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ларăва уçса АПКран кăçал еплерех кăтартусем кĕтнине, уйрăммăн илсен, ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсене аталантармашкăн Чăваш Ен бюджетĕнчен — 120 млн, ĕнесене кил хуçалăхĕсенче тăрантарса тӳсекен тăкакăн пĕр пайне саплаштарма 171 млн тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăх продукцийĕ ытларах туса илнине, экспорта пысăклатнине, çĕнĕ производствăсем ĕçе кĕртнине палăртрĕ. «Апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисене кашни районтах тумалла, аграрниксен сĕнĕвне шута илсе патшалăх пулăшăвĕн майĕсене улăштарма пултаратпăр», — терĕ вăл.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тухса калаçрĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар çĕрпе Шупашкар районĕ чи тухăçлă усă курнă, Патăрьелпе Комсомольскисем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш, Елчĕк, Çĕрпӳ, Вăрнар районĕсем республикăн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхрах вырăнсене йышăннă. Коронавирус пандемийĕ чылай отрасле ура хунă пулин те аграрниксене сиен кӳреймен. Производство калăпăшĕн индексĕ 105% танлашнă. Тырă, пахча çимĕç тухăçне виçĕм çулхинчен ӳстернĕ, сĕт нумайрах сунă, чăх çăмарти ытларах илнĕ, агропрома инвестици хывса тĕп фондсене пуянлатнă. Ӳсĕм сăлтавĕсенчен пĕри — патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ майĕсене федераци тата республика шайĕнче çирĕплетни. Аш-какай кăна виçĕм çулхинчен сахалрах туса илнĕ. Сăлтавĕ чăх ашĕ хатĕрлекен «Юрма» предприятин харпăрлăхçи улшăннă май производство чакнипе çыхăннă. «Çĕнĕ хуçа банкран кредит илсе ăна унч-ченхи шая çитерессе шанатпăр», — палăртрĕ министр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
МУХТАВЛĂ ЕНТЕШСЕМ
Валерий КОМИССАРОВ: Чăвашла лайăх пĕлекен журналистсем çитмеççĕ
«Журналист — чунри пушăлăха тултарма пĕлекен ăста çын», — тенĕ Британи журналисчĕ Ребекка Уэст. Чăн та, журналист пурнăç чăнлăхне тĕрĕс кăтартса тата çынсене шухăшлаттаракан ыйтăва хускатса халăх шухăш-кăмăлне йĕркелеме пулăшать. Мĕнле аталанать-ха чăваш журналистики? Мĕнле йывăрлăхсене парăнтарма тивет паянхи журналистсен? Кун пирки Чăваш Енри Журналистсен союзĕн председательне Валерий Комиссарова каласа кăтартма ыйтрăмăр.
- Валерий Петрович, нарăс уйăхĕн вĕçĕнче чăваш журналисчĕсен черетлĕ съезчĕ иртрĕ. Унта мĕнле тĕллевсем палăртрăр?
— Пилĕк çулта тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕмĕр. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ журналисчĕ» ята çирĕплетме ыйтса ЧР Патшалăх Канашне тата ЧР Пуçлăхĕн Администрацине çырусем ятăмăр. Массăллă информаци хатĕрĕсен сферинче палăрнисене хисеплĕ ят парассине чылай регионта çирĕплетнĕ. «Хыпар» ĕçченĕсен тата союз хастарĕсен сĕнĕвне ырласса шанатпăр. Кунашкал тĕслĕхсем ытти çул та пулнă. Калăпăр, 90-мĕш çулсенче журналистика факультетне уçас енĕпе çырупа тухнăччĕ. Чăваш пичечĕн кунне уявлассине те съездра палăртнă. Союз пуçарăвĕсене ырласа йышăнни пирĕн ĕç тухăçлăхне кăтартать.
— Союз миçе çынна пĕрлештерсе тăрать?
— 5 çул каялла 476 çынччĕ, хальхи вăхăтра — 509 член. Союзăн вырăнти уйрăмĕсем кашни районпа хуларах пур. Вĕсем районти журналистсене, хастар авторсене, ĕç ветеранĕсене, тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене пĕрлештерсе тăраççĕ. Çамрăксем те союза кĕреççĕ. Вĕсен йышĕнче студентсем те, çамрăк специалистсем те пур. Кăçал та удостоверени илекенсем пулчĕç.
— 2017 çулта Раççей Журналистсен союзĕн çĕнĕ ертӳçине суйларĕç. Владимир Соловьев йĕркелесе пынипе мĕнле ĕçсем пурнăçа кĕчĕç?
— Владимир Геннадиевич — çар журналисчĕ. Вăл Югославири хирĕç тăрусен вăхăтĕнче ĕçленĕ, Чечняра командировкăсенче пулнă. Çĕнĕ председатель журналистсен прависене хӳтĕлес енĕпе нумай ĕç турĕ. Çар условийĕсенче ĕçлекенсене тĕрлĕ çăмăллăх парассине, çав тапхăрта амансан е пурнăçран уйрăлсан пулăшу кӳрессине саккунпа çирĕплетрĕç. 2017 çулта Раççей тава тивĕçлĕ журналисчĕн ятне туса хучĕç. Ку ята Эдуард Сагалаев, Владимир Познер тата ыттисем тивĕçрĕç те ĕнтĕ.
— Эсир йĕркелесе пынипе Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ, «Журналисты Чувашии», «Городские и районные газеты Чувашии» тата ытти кĕнеке кун çути курчĕç. Тата мĕнле кĕнеке кăларас ĕмĕт-шухăшпа пурăнатăр?
— Чăваш журналистикин антологине кăларас килет. Унта паллă журналистсен чи лайăх статйисем кĕме тивĕç. Акă 2015 çулта «Грани» хаçатра ĕçленĕ Светлана Смирновăн «Сто удивительных встреч» кĕнеки тухрĕ. Вăл антологин ярăмне уçрĕ. Çак ĕçе тăсăпăр. Хронологи йĕркипе пулĕç вĕсем. Илемлĕ хайлавсене пĕрлештерекен тата çамрăксене тĕслĕх кăтартакан темиçе кĕнеке пулмалла. Çавăн пекех чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедине çĕнетсе кăларма палăртнă. Унăн электронлă вариантне хатĕрлемелле.
Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă.
♦ ♦ ♦
ПУРĂНАС КИЛЕТ
Александр НИКОЛАЕВ: Рак ачасене те асаплантарать
Шел те, ачасен те рак пулма пултарать. Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕн тишкерĕвĕпе килĕшӳллĕн «ача-пăча ракĕ» терминпа ытларах чухне 15 çула çитменнисен усал шыçă чирĕсене палăртмашкăн усă кураççĕ. Асăннă ӳсĕмрисен хушшинче çакнашкал чирсем тăтăшах тĕл пулаççĕ-и, вĕсенчен мĕнле сыхланмалла? Çак тата ытти ыйтăва ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман специалисчĕ — ача-пăча тĕп онкологĕ Александр Николаев хуравлама килĕшрĕ.
— Ача-пăча ракĕ тĕнчипех çивĕч ыйту пулса тăрать, мĕншĕн тесен çулсеренех 200 пин ытла ачан усал шыçă пуррине тупса палăртаççĕ, — терĕ Александр Викторович.
— Чăн та, 15 çула çитменнисен йышĕнче, аслисемпе танлаштарсан, рак чылай сахалрах тĕл пулать — тĕнчере ракпа чирлессин пĕтĕмĕшле йышĕн 4%, çапах вăл ачасем вилнин сăлтавĕсен хушшинче иккĕмĕш вырăнта тăрать. Раççейри кăтартусем тĕнчеринчен питех уйрăлса тăмаççĕ. 2019 çулта пирĕн çĕршывра пуçласа чирленисен шучĕ 100 пин ача пуçне 13 ачаран ытла пулман. Чăваш Енри кăтартусем Раççейрипе тата федерацин Атăлçи тăрăхĕнчипе пĕрешкелрех. Юлашки çулсенче çĕршывра шыçă чирĕсене тупса палăртасси тата сиплесси лайăхланчĕ. Çапах чир пирки вăл вăйлах аталансан çеç пĕлни те тăтăшах пулать. Ку тухтăрсенчен кая юлса пулăшу ыйтнинчен те килет. Çакă усал шыçă малтанах хăй пирки систерменнипе те çыхăннă. Чир вăй илнине сисмесĕр юлас мар тесен унăн малтанхи палăрăмĕсем пирки пĕлмеллех.
— Ашшĕ-амăшне мĕн сисчĕвлентермелле?
— Чирĕн пуçламăш тапхăрĕнче палăрăмсем пулмасан та пултараççĕ, анчах кăштахран ача улшăннине асăрхама май килет. Ывăл-хĕр ытларах выртма тăрăшать, вылямасть, юратнă теттисемпе кăсăкланмасть. Ӳчĕ шуранкаланать, хăй апат çиесшĕнех мар, унăн кăмăл пăтранма, хăсас килнĕ пек туйăнма пултарать, кĕлетке виçи чакать. Ӳт температури сăлтавсăрах хăпарать. Куçĕ япăхрах курма тытăнни те пулать. Ача мĕн çумне те пулин перĕнсенех ӳчĕ кăвакарать. Нумай чухне çаксем урăх чире, тĕслĕхрен, ОРВИе, аса илтереççĕ.
— Ачасен рак мĕншĕн аталанать? Усал йăласемпе туслашма та, çылăха кĕме те ĕлкĕреймен-çке вĕсем.
— Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулать. Çитĕннĕ çынсен, тĕслĕхрен, пурнăç йĕркин тата усал йăласен витĕмĕпе рак аталанас хăрушлăх пур. Ачасен ракĕ вара, тĕпрен илсен, ДНК улшăнăвĕсемпе е йăхран куçакан амаксемпе çыхăннă. Ашшĕ-амăшĕнчен улшăннă ген куçнă ачасен те рак пулма пултарать, çакна ятарлă анализ туса палăртма май пур. Чир сăлтавĕсен тепĕр ушкăнне вирус инфекцине, тĕрĕс мар апатланнине, мобильлĕ телефонсемпе усă курнине, япăхланнă экологие кĕртмелле.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
15 минутлăх эфир ĕмĕре тăсăлнăн туйăннă
Халĕ вара 147 çынлă коллектива ертсе пырать
Хăй вăхăтĕнче Екатерина Канюка кашни Çĕнĕ çула пĕр ĕмĕтпе кĕтсе илнĕ: «Профессионал пуласчĕ». Вăл тĕрлĕ телеканалта тăрăшса хăйне тĕрĕсленĕ. 35 çултах ăна пуçлăх тилхепине шанса пани ăсталăх шайĕ пысăккине кăтартмасть-и ара? «Хама профессире темĕнле пысăк çитĕнӳсем тунă тесе шухăшламастăп», — сăпайланчĕ «Чăваш Ен» ПТРК директорĕ.
— Екатерина Анатольевна, аçăр — паллă опера юрăçи, аннĕр — концертмейстер. Сирĕн ачалăх кулиса хыçĕнчех иртрĕ-тĕр?
— Çапла, сцена çинче тата кулиса хыçĕнче ӳсрĕм. Мĕн пĕчĕкрен атте-аннепе гастроле çӳренĕ. Мана никампа хăварма май пулман: Чăваш Енре асатте-асанне те, кукамай-кукаçи те çук. Çывăх çыннăмсем кунта куçса килнĕ. Атте — Инçет Хĕвел тухăçĕнчен, анне — Казахстанран. Çав вăхăтра профессисен ярмăркки пулнă. Шупашкарта, тин çеç уçăлнă оперăпа балет театрĕнче, шăпах ĕç вырăнĕ тупăннă. Инçет Хĕвел тухăç искусствăсен институтне пĕтернĕ аттене Чăваш Ене йыхравланă.
— Анчах эсир аçăр-аннĕр çулне суйламан.
— Ку ĕç мĕн тери йывăррине курса ӳсрĕм. Вокалист, концертмейстер, артист пулма пачах çăмăл мар. Аттепе аннен мĕн чухлĕ информаци астуса юлма тивмен-ши? Вырăсла кăна мар, чăвашла, итальянла. Аннен музыка материалне пĕлнисĕр пуçне солистсемпе чылай ĕçлемелле пулнă. Паллах, эпĕ те музыка пĕлĕвне илтĕм, унран хăтăлаймарăм /кулать. — Авт./. Музыка шкулне çул такăрлатнисĕр пуçне темиçе çул оперăпа балет театрĕ çумĕнчи балет студине çӳрерĕм. Тĕрлĕ постановкăна, çав шутра «Щелкунчик», «Айболит тухтăр», «Дон Кихот» пур, хутшăнтăм.
— Журналист профессине суйлама мĕн хистерĕ?
— 9-10-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтрах пуласлăх пирки шухăшлама тытăнтăм. Пирĕн пата тĕлпулăва пĕр хĕр килчĕ. Вăл, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тин çеç уçăлнă журналистика факультечĕн студентки, вĕренӳ пирки каласа кăтартрĕ. Ăна итленĕ хыççăн çавăнта ăс пухас килнине ăнлантăм. Пирĕн пата аслă шкултан педагог литература вĕрентме килетчĕ. Журналистика илĕртнине пĕлтерсен вăл мана Пичет çуртне çавăтса кайрĕ. Пĕр редакцие кĕрсен: «Ку Катя Канюка, ăна ĕç хушăр, унăн статьясем çырмалла», — терĕ. Веçех педагогăн çăмăл аллинчен пуçланчĕ. Телекурава кайран çитрĕм. Хама радиора та тĕрĕслерĕм, анчах телекурав манăн пулнине ăнлантăм. Иккĕмĕш курсра юлташпа Мускаври патшалăх университечĕн журналистика факультетне кайрăмăр. Аудиторире ларса куртăмăр, студентсемпе пĕрле лекци итлерĕмĕр. Çирĕп шухăшпа каялла таврăнтăмăр: пирĕн телекуравра ĕçлес килет. Чăваш патшалăх телерадиокомпанине пырса кĕрсен çамрăксем валли кăларăм йĕркелес шухăш пуррине пĕлтертĕмĕр. Хирĕçлемерĕç. Манăн шухăшпа, ку телекăларăм çав вăхăтшăн начар мар пулнă.
— Студентсем диплом илсен мегаполиссене тухса каяççĕ. Сирĕн пысăк хулара телей тупас килместчĕ-и?
— Малтан, тен, шухăш пулнă та пулĕ. Манăн тĕллев урăхларахчĕ. Ĕç мĕн тери йывăррине ăнланаттăм. Телекуравра ĕçлекенсем пекех темĕн те тума вĕренесси пĕлтерĕшлĕччĕ маншăн. Вăрттăнлăха уçам: халĕ пултарулăх ĕçĕнчен пăрăнсан çав хăнăхусем манăçса пынине туйма тытăнтăм. Çакна тӳрлетме тăрăшатăп. Чăннипе, тӳрĕ эфирсемсĕр питĕ тунсăхлатăп. Мана яланах журналистикăн чи йывăр жанрĕсенчен пĕри — интервью — килĕшнĕ. Нумай çынпа, «çăлтăрсемпе», хама интереслисемпе те, кăсăклă маррисемпе те, калаçса куртăм. Америка дирижерĕпе Александер Прайорпа, ун чухне вăл 18-таччĕ, музыкăпа инструментсем пирки кăмăлтан пупленине астăватăп. Сергей Безруков актерпа тĕл пулмашкăн тĕплĕ хатĕрленнĕччĕ, пăлханнăччĕ те. Вăл принциплă çын, «Раççей-1» телеканала кăна интервью парать. Ума лартнă тĕллеве пурнăçларăм тесе шухăшлатăп. Эпĕ интервью илмелли формула шухăшласа кăлартăм. Кун пирки хам аслă шкулта студентсене вĕрентнĕ чухне пĕрре мар каланă. Ыйтусене хуравсене шута илсе памалла.
Ирина КОШКИНА калаçнă.
♦ ♦ ♦
ИК ЧĔРЕРЕ ПĔР ТУЙĂМ
Пурте пуçтарăнмасăр сĕтел хушшине лармаççĕ
«Этем шăпи — Турă аллинче. Ыран çынна мĕн кĕтнине вăл кăна пĕлет. Пирĕнтен пĕри те çапла тĕл пулса çемье çавăрасси пирки чухламан. Халĕ акă 30 çул пĕрле пурăнатпăр», — мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса калаçрĕ Авез Абасов.
«Хăй патне магнит пек туртрĕ»
«Пĕрле пурăнмалла пулать тесе, чăнах та, никам та шухăшламан, — калаçăва хутшăнчĕ унăн мăшăрĕ Галина Аркадьевна та. — Тавар патне килнĕ те вăл, кайнă. Хамăн пурнăçра ют çĕршывран сĕтел-пукан туянма килнĕ çĕр-çĕр арçынна тĕл пулнă та... Апла тăк пирĕн пĕрле пулмаллине шăпа хăй çырнă».
Галина Аркадьевна ун чухне Шупашкарти сĕтел-пукан фабрикинче пай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Авез Гулам оглы вара Хусанта пурăннă. Тутарстанăн тĕп хулине ăна Таллинра çăмăл промышленноç институтне пĕтернĕ хыççăн направленипе ĕçлеме янă. Чăваш Ене вара тăван тăрăхне сĕтел-пукан илсе каяс шутпа çаврăнса çитнĕ. Çав çулсенче чăвашсем кăларнă япаласене ют çĕршывсенче питĕ килĕштернĕ, ăна туянма таçтан та килнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Галина Аркадьевна «çĕр-çĕр арçынна курнă» тет. Чăваш Енре туса кăларнă тавара Азербайджана илсе кайнă каччă вара чăваш хĕрĕшĕн Турă пиллени пулса тăнă.
«Мана вăл магнит пекех хăй патне туртрĕ. Çавăнпа каялла çаврăнса килтĕм», — ăнлантарать Авез Гулам оглы. Чăваш хĕрĕ унăн чун-чĕрине хытах вут-çулăм хыптарнă пулас çав. Нумай та вăхăт иртмен — Азербайджан каччи ăна мăшăрĕ пулма ыйтнă. Галинăна мĕнпе илĕртнĕ-ха тата вăл? «Пĕрре куç хĕсрĕм те... Ман пек арçын тупăннăшăн савăнсах кайрĕ», — шӳтлеме юратать иккен тата çемье пуçĕ. Мăшăрĕ те унпа килĕшсе йăл кулать: «Чăнах та, пурин те манăнни пек упăшка пулинччĕ. Кашни кун чечек парнелет, кулленхи çивĕч ыйтусене татса парать, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пырать... Хама чул хӳме хыçĕнчи пекех шанчăклă туятăп».
Авез Гулам оглы çирĕплетнĕ тăрăх, чăн-чăн арçыннăн шăпах çапла пулмалла та. «Арăмăн çемье ăшшине упрамалла. Упăшкан çемье лавне туртмалла. Пĕр хулпуççи ывăнсан теприн çине куçармалла. Хуçалăха хĕрарăм çине тиесе хуни тĕрĕс мар. Унсăрăн Турă арçынпа хĕрарăма туман пулĕччĕ. Эсир хăçан та пу¬лин хĕрарăм пророк çинчен каланине илтнĕ-и? Пророк яланах арçын. Хĕрарăм вăл сăваплă. Телейлĕ çемье пулас тесен мăшăрсен пĕр-пĕрне хисеплемелле. Пĕри хытă каласан, тепри унран та вăйлăрах кăшкăрсан телей пирки манмалли кăна юлать. Вăхăтра пĕрин сасса çемçетме пĕлмелле. Юрататăн тăк — каçарма та пултаратăн. Арçыншăн çемьене упрасси чи сăваплă тивĕç пулмалла, кил-çурта унăн чи сăваплă вырăн тесе шутламалла. Вара çемье телейне тупма пулать. Арăма нихăçан та тиркемелле мар. Эсĕ ăна качча илнĕ. Вăл мĕнле пуласси пирки маларах шухăшламалла пулнă», — пурнăç йĕркине çапларах курать Авез Абасов.
Тата ăна паян çемьесем çирĕп марри уйрăмах хытă пăшăрхантарать. О, унăн укçи нумай. Çавна качча тухатăп. Ыранах çав хĕрарăм «характерсем пĕр килмерĕç» тесе уйрăлать. Тепри тата упăшки çывăрнă чухне кĕвĕллĕн харлаттарманран пĕрле пурăнасшăн мар. Виççĕмĕшĕ мăшăрĕ валли апат пĕçермелле, унăн япалисене çумалла пулнăран качча тухасшăн мар... Ку тĕслĕхсене аса илсе вăл хальхи вăхăтра çакăн пек çăмăлттай шухăшлакан çамрăк ытларах пулни çинчен калать: «Эпир совет саманинче ӳснĕ те çемье пурнăçне урăхларах куратпăр. Хут уйăрттармасăрах пурăнаççĕ тата. Мĕн йăли вăл? Ун пек çемье пулма пултараймасть. Чиркӳ, мечет пур. Унта кай, венчете тăр. Ачасем те вара йĕркеллĕ пулаççĕ».
Ĕçре те, килте те пĕрле
«Тин кăна паллашрăмăр пек... Виçĕ ывăл çуратса ӳстертĕмĕр, пилĕк мăнук пирĕн. Виçĕ арçын ача, икĕ хĕрача», — арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсем пирки анлăн калаçнă хыççăн сăмах каллех Абасовсен çемйи патне çаврăнса çитет.
Ачисем çитĕннĕ ĕнтĕ вĕсен, пурте çемьеллĕ. Аслă мăнукĕ университетра вĕренет. «Маттур, питĕ ăслăскер, никам пулăшмасăр аслă шкула вĕренме кĕчĕ», — мухтама та ăста аслашшĕ. Чи кĕçĕнни вара садике çӳрет.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать