Хĕрарăм тата бизнес
Шăпах çак ятпа паян Шупашкарта регионти ĕçлĕ хĕрарăмсен форумĕ иртрĕ. Унта бизнес пуçарса ăнăçлă аталантаракан тата пултаруллă ертӳçĕ пикесем хутшăнчĕç.
«Хĕрарăмсен предпринимательлĕхĕ вăй илсех пырать, управленипе йĕркелӳ ĕçĕн хальхи тренчĕ пулса тăрать, регионăн экономика аталанăвне те витĕм кӳрет. Çак форум — бизнес-коопераци валли питĕ лайăх лапам, кунта пухăннисем çĕнĕ партнерсемпе паллашма тата килĕшӳсем тума пултарĕç. Унăн тĕллевĕ — Чăваш Енри ĕçлĕ хĕрарăмсен пĕрлĕхне йĕркелесси. Çав пĕрлĕх республикăри хĕрарăмсен предпринимательлĕхне аталантарма пулăшĕ», — палăртаççĕ мероприяти йĕркелӳçисем — ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви, «Манăн бизнес» центр тата «Бизнесри хĕрарăмсем» общество организацийĕ.
Форумра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сăмах илчĕ. «Хăюлăх тата çине тăма пĕлни — шăпах çак пахалăхсем сире кирек мĕнле ĕçре те çитĕнӳсем тума пулăшаççĕ», — терĕ вăл. Олег Николаев 1941-1942 çулсенче чăваш хĕрарăмĕсен Сăр тата Хусан енче окоп чавнă май кăтартнă ĕç паттăрлăхне аса илчĕ. Республика Пуçлăхĕ паянхи статистика çинче те чарăнса тăчĕ: бизнес аталантаракансен 30% яхăн — хĕрарăмсем. Ертӳçĕсен пуканне йышăнакансен 40% — этемлĕхĕн черчен çурри.
Пуçаруллă пикесене РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков видеоçыхăну мелĕпе саламларĕ. Форума килнисем лайăх йĕркелӳçĕсем пулнине палăртрĕ. Хăйсен ĕçне пуçарнă хĕрарăмсем пирки çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов ырă сăмах нумай каларĕç.
«Эсир пĕр-пĕр ĕçе пуçăннă чухне тата хастартарах пулатăр, темĕнле йывăр лару-тăруран тухма ăнтăлатăр, чăрмавсене çĕнтеретĕр. Çак форум сире çĕнĕ идейăсем хатĕрлеме пулăштăр», — терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.
www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...
Комментировать