Пĕтĕмпех — «иккĕмĕш çăкăр» çинчен

5 Мар, 2021

Пушăн 4-5-мĕшĕсенче Шупашкарти «Экспо-Контур» суту-илÿпе выставка комплексĕнче Регионсен хушшинчи «Çĕрулми — 2021» курав вун виççĕмĕш хут ĕçлет.

Унта нумай регионти «иккĕмĕш çăкăр» туса илекен, унран апат-çимĕç хатĕрлекен, минерал удобренийĕпе тивĕçтерекен, ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелли хими им-çамĕ, вăрлăх, ял хуçалăх техники сутакан предприятисем хăйсен продукцийĕпе паллаштарчĕç, районсен тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем, тĕпчевçĕсем, экспертсем мероприятисене хутшăнчĕç. «Раççейре çĕрулми туса илесси: çивĕч ыйтусем тата инноваци аталанăвĕн тĕп çулĕсем» ăслăлăхпа практика конференцийĕ, «Раççей оригинаторĕсен пуласлăхлă çĕнĕ сорчĕсем тата вăрлăх туса илес ĕçе аталантарасси», «Раçҫейĕн çĕрулмипе унран хатĕрленĕ апат-çимĕç рынокĕ. Агропредриятисен ырă тĕслĕхĕпе усă курса вăрлăх тата апатлăх çĕр улмин экспортне аталантарасси» темăсемпе «çавра сĕтел» хушшинчи калаçусем пулчĕç, çĕршывра тата чикĕ леш енче селекциленĕ вăрлăхран ÿстернинчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе дегустацилерĕç.

Курав комплексĕ умĕнче йĕркеленĕ экспозицире çĕрулми туса илессипе, упрассипе, унтан апат-çимĕç хатĕрлессипе, ыттипе çыхăннă техникăна кăтартрĕç. Республикăри хуçалăхсем кунтах Шупашкарта пурăнакансемпе унăн хăнисене паха вăрлăх сутрĕ.

Курава ĕнер уçрĕç, савăнăçлă пухăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

— Курава Чăваш Енре вун виççĕмĕш хут ирттернипе эпир мăнаçланатпăр, — терĕ. — Республикăра йĕркелени — пирĕншĕн пысăк чыс. Вăл хуçалăхсене çĕрулми туса илмелли ĕç меслечĕсене упрама, аталантарма, тулашран килекен предприятисемпе усăллă çыхăну йĕркелеме, ÿсĕм çулне шыраса тупма май парать. Чи кирли — курава хутшăнакан предприятисем çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтермелли программăна пурнăçлас ĕçе тÿпе хываççĕ. Çакăнпа пĕрлех «иккĕмĕш çăкăр» тухăçне ÿстерессишĕн çĕнĕ технологисемпе, çĕнĕ сортсемпе тата производство майĕсемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕрулмирен хатĕрленĕ 300 ытла çимĕçе курса савăнтăм. Сутма килнĕ хуçалăхсенчен вăрлăха паянах туянса пĕтерни те «иккĕмĕш çăкăр» хисепре пулнине çирĕплетет.

— Раççей Ял хуçалăх министерстви курава Шупашкарта ахальтен ирттерме пуçламан. Ăна пĕрремĕш хут йĕркеленĕ çул Чăваш Ен çĕршыври регионсен хушшинче çĕр улми чи нумай пухса кĕртнĕччĕ, — терĕ «Çĕр улмин А.Г.Лорх ячĕллĕ инноваци центрĕ» федераци учрежденийĕн селекци центрĕн ертÿçи Евгений Симаков профессор. — Вăл малти вырăнсен йышĕнчеччĕ. Чăн та, каярахпа çĕр улмине тухăçлă туса илме ытти субъект та вĕренсе çитрĕ.

РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков чăваш халăхĕн чи хисеплĕ çимĕçĕсенчен пĕрне — çĕрулмине — кăмăлланине пытармарĕ. Унăн производствипе çыхăннă çивĕч ыйтусене те çĕклерĕ:

— 2020 çулта «иккĕмĕш çăкăра»республикăра маларах палăртнинчен сахалрах пуçтарса илнĕ. Сăлтавĕ мĕнре? Сутассипе тата унран апат-çимĕç хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусем пур. Çавăнпа çывăх вăхăтрах ăна тирпейлессине йĕркелесе ямалла. ЧР Пуçлăхĕ паян ертÿçĕсене çак ĕçе пуçăнма чĕнсе каларĕ. Вĕсене пулăшма эпир те хатĕр.

Çавăн пекех пухăннисене «Çĕр улми — 2021» курав республикăра кăçал та ĕçленĕ ятпа Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Маловпа Леонид Черкесов саламларĕç.

Ĕнер АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерсе çийĕнчех йÿнеçтерекен правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ те иртрĕ.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта

Рубрика: 

Комментировать