ÇУРЛА УЙĂХĔНЧЕ ПУХМАЛЛА

21 Авг, 2014

Çурла уйăхĕнче сиплевре усă курмалли чылай ÿсен-тăрана пухса типĕтме пулать. Эмел курăкĕсене шоссе çулĕнчен аякра, типĕ, хĕвеллĕ çанталăкра, нимĕнпе те сенленменнисене пухмалла. Нÿрĕ çанталăкра татнисем хăмăрланаççĕ, кăмăскапа витĕнеççĕ, сиплĕхне çухатаççĕ.

Курăк-çулçа хĕвел лекмен çиллĕ вырăнта е лайăх уçăлтарма май пур хуралтăра çÿхен сарса типĕтмелле. Унтан упрама картон курупкана е кĕленче савăта хумалла, çиеле курăк ятне тата ăна хăçан пухнине çырнă хут çыпăçтармалла. Типĕ тĕттĕм пÿлĕмре 2 çул упрама юрать.

Тымара ăшă духовкăра /вăхăт-вăхăтпа çулăмне сÿнтерсе/ типĕтмелле. Ăна та курупкара е банкăра курăк ятне тата хăçан пухнине палăртса упрамалла. Управ вăхăчĕ - 3-4 çул.

Çурла уйăхĕнче çак курăксене хатĕрлеççĕ.

Шатра курăкĕ

Шатра курăкне /пастушья сумка/ чечеке ларсан пухмалла. Хунавĕсене çăтă мар çыхăсемпе çакса типĕтмелле.

Шурă армути

Шурă армутин /полынь горькая/ чечеклĕ çÿлти пайне хытнă тунисĕр татса илмелле. Шатра курăкĕ пекех типĕтмелле.

Шапа хупаххи

Шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçисене тунисенчен çыхмалла та çакса типĕтмелле.

Хĕрлĕхен курăкĕ

Хĕрлĕхен курăкĕн /иван-чай, кипрей узколистный/ çÿлти пайне пĕр-икĕ чечекĕ уçăлсан касса илмелле. Малтанхи курăксем пекех типĕтмелле.

Сиплĕ буквица

Чечеке ларнă хунавĕсене тымарĕ тĕлĕнчи çулçисемпе пĕрле татмалла. Вĕсене таса хут çине сарса çулхăнра типĕтмелле.

Чăрăш тăрри

Чăрăш тăррин /хвощ полевой/ симĕс хунавĕсене саралма пуçличчен пухса типĕтмелле.

Сар çип ути

Сар çип утин /зверобой продырявленный/ чечеклĕ хунавĕсене хытнă тунисĕр касса пухмалла, сулхăнра типĕтмелле.

Матрÿшке

Матрÿшкен /душица/ чечеклĕ хунавĕсене хатĕрлемелле.

Лăсă

Чăрăш, хыр, шурă чăрăш лăссине çулталăкĕпех пухма юрать. Таса хут çине сарса сулхăнра типĕтмелле.

Шăнăр курăкĕ

Шăнăр курăкĕн /подорожник большой/ çулçисене кĕске çаккисенчен çыхмалла та таса хут çине хурса сулхăнра типĕтмелле.

Хупах

Хупах /лопух большой/ çулçисене типĕтме кĕске çаккисенчен çыхмалла. Çамрăк ÿсен-тăранăн тымарне юпа-чÿк уйăхĕсенче чавса кăлармалла. Щеткăпа çумалла, вĕтĕрех вакламалла, духовкăра пĕчĕк çулăм çинче типĕтмелле.

Тачка бадан

Баданăн /бадан толстолистный/ хĕл каçнă типĕ çулçисене çуркунне пухаççĕ. Тымарне çурла уйăхĕнче чавса кăлармалла, çумалла, вакламалла. Духовкăра вăйсăр çулăм çинче типĕтмелле.

Шута илме: чечекĕсем пĕтĕмпех уçăлса çитнĕ ÿсен-тăрана пухмалла мар, мĕншĕн тесен типĕтнĕ чухне вăррисем пулса çитеççĕ те сиплĕхĕ çухалать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.