«Хыпар» 21 (27754) № 02.03.2021

2 Мар, 2021

Нимене каясчĕ – чĕнмеççĕ…

Специалистсем палăртнă тăрăх, строительствăна хывакан кашни тенкĕ экономикăна тăватă тенкĕ таран кӳрет. Хăшĕсем строительство ытти отрасль аталанăвне те пысăк витĕм кӳнине кура пысăкрах кăтарту асăнаççĕ, вунă тенкĕ таранах теççĕ. Кирек мĕнле пулсан та строительство пĕлтерĕшĕ пысăкки куçкĕрет. Çав шутра — пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси. Ку вара стройиндустри аталанăвĕпе кăна çыхăнман, сăмах çынсен пурнăçĕн пахалăхĕ пирки пырать. Регион нумай çурт-йĕр тăвать тĕк, эппин, кунта пĕтĕмпех йĕркеллĕ.

2020 çул кăтартăвĕсем тăрăх республика çурт-йĕр строительстви енĕпе темиçе утăм чакрĕ: 88% шайĕнче — 577 пин тăваткал метр. Коронавирус такăнтарчĕ теме пулать-тĕр — пандеми строительствăна та япăх витĕм кӳни паллă вĕт. Е тата пĕлтĕр пурăнмалли çурт-йĕр строительствине эскроу шутсем çине куçарнипе тӳрре кăларма май пур. Çавна пула республикăри строительство организацийĕсен чĕрĕкĕн, финанс енĕпе хавшакраххисен, ку рынокран пăрахса кайма тивни вăрттăнлăх мар. Анчах инфекци пирĕн республикăна кăна мар, пĕтĕм Раççее, пĕтĕм тĕнчене килсе çапрĕ. Эскроу шутсемпе те Чăваш Енри организацисем уйрăммăн ĕçлеме пуçламан, пая кĕрсе çурт-йĕр тăвакан граждансене улталасран сыхланмалли çак йĕрке пĕтĕм çĕршывĕпех вăя кĕнĕ. Апла пулин те Раççейри нумай регионта хайхи тăваткал метрсен шучĕ пирĕнни чухлĕ чакман. Çĕршывĕпе çурт-йĕр тăвассин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 2020 çулта 1,8% кăна пĕчĕкленнĕ.

Строительство министрĕ Александр Героев нумаях пулмасть наци проекчĕсене мĕнле пурнăçланине тишкерессине халалланă канашлура интереслĕ кăтартусемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр хута янă 577 пин тăваткал метртан 414 пинĕшĕ — нумай хваттерлĕ çуртсем. Ытти — уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр. Унăн шухăшĕпе, шăпах уйрăм çынсем тунин кăтартăвĕ ытла та пĕчĕк. Сăмах, паллах, районсенче, ялсенче çĕклекен çуртсем пирки. Хăй вăхăтĕнче вĕсен тӳпи республикăра 40% таранах пулнă, халĕ 30% та çук. Статистика çапла уксахлать-ши?

Иккĕленни ăнсăртран мар. Шупашкар хулинче пĕлтĕр çын пуçне 0,76 тăваткал метр пурăнмалли лаптăк хута янă — аван кăтарту. Анчах районсен ĕçĕ мухтанмалăх çук. Нумай районта, çав шутра центрĕсем хуласенче вырнаçнă районсенче те, çак кăтарту ытла та пĕчĕк. Хăш-пĕр районта — çын пуçне 0,2 тăваткал метр çеç. Тинĕсри тумлам вĕт. Министр кăнтăр енчи пĕр районта хута янă лаптăка асăнчĕ те — çаплах каларĕ: «Икĕ пӳрт…»

Строймин ертӳлĕхĕ яллă районсенче унтан ытла çурт-йĕр тума май çук тенипе ниепле те килĕшмест. Шупашкар агломерацине кĕрекен районсенче — пушшех. Мĕн пытармалли, инçетри районсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç паян тĕп хуланалла, ун таврашне туртăнни‚ паллă, апла тăк Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш районĕсенче уйрăм çынсем çурт-йĕр тăвасси ăмсанмалла пысăк пулмалла пек. Çук, çав районсем те статистикăна тӳрлетеймеççĕ, цифрăсене пысăклатаймаççĕ.

Уйрăм çынсем тăвакан çурт-йĕр калăпăшĕ пысăкрах пулмалла тени утопи мар. Раççейре пĕлтĕр хута янă 75,5 миллион тăваткал метртан 33,6 миллионĕ /çуррине яхăн вĕт!/ — шăпах уйрăм çынсем туни. Алтай, Чечня республикисенче, Липецк, Мурманск облаçĕсенче вара хута янă пĕтĕм çурт-йĕрĕн 85-95% — уйрăм çынсем çĕклени. Çавăнпа ĕнтĕ Чăваш Енре статистика ялсенче тăвакан çурт-йĕрĕн пĕтĕм калăпăшне шута илмест тенинче тĕшши çук мар-тăр. Хуçисем çĕнĕ пӳрчĕсене регистрацилеме васкамаççĕ пулинех. Регистрацилесен куçми пурлăхшăн налук тӳлемелле, капла вара строительство вĕçленмен тесе çав тăкакран пăрăнма май пур. Регистраци çукки пӳрте электричество кĕртме те, çут çанталăк газĕпе усă курма та чăрмантармасть вĕт. Çуртра пурăнаççĕ, анчах ăна саккунлă тума тăхтаççĕ.

Çаплах пуль, çапах ялсенчи пурăнмалли çурт-йĕр строительствин кăтартăвĕсем пĕчĕккине статистика ĕçлесе çитерейменнипе кăна сăлтавлани, тем тесен те, вырăнсăр. Çынсем çĕнĕ пӳрчĕсене регистрацилеме васкаманни паян çуралнă тĕлĕнтермĕш мар. Унччен те çаплах чееленнĕ, анчах цифрăсем хальхинчен пысăкрах пулнă. Апла тăк мĕншĕн сахал?

Хуравĕ çиелтех: чăваш ялĕсенче паян чăннипех унчченхинчен чылай сахалрах çурт-йĕр тăваççĕ. Нимене халĕ ытла та сайра чĕнеççĕ. Ку чи малтанах хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ялта юлманнипе çыхăнни куçкĕрет. Юлмаççĕ, мĕншĕн тесен унта çемьене тăрантармалăх шалу тӳлекен ĕç вырăнĕ сахал. Унччен вăй питти çынсем пысăк хуласене ĕçлеме каятчĕç, тĕпрен илсен — стройкăсенче вăй хуратчĕç, халĕ вара пенсирисем те Мускава çӳреççĕ — ӳркенмен çын валли унта ĕç пур. Пĕлĕшĕм ятарласа шутларĕ: вĕсен ялĕнчи 25 çын тĕп хулара вахта мелĕпе дворникре ĕçлет. Пĕри кайса вырнаçнă та — килĕшнĕ, ун хыççăн ыттисем те туртăннă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

 ♦   ♦   ♦


Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт та сисĕнмесĕрех çитет

Анчах 12 çул официаллă майпа ĕçлесе стаж пухман пулсан мĕн тумалла?

Вăй питти чухне ватлăхран пăрăнса иртме çукки пирки шухăшламасан тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çывхарсан пуçа самаях хыçма тивмĕ-и?

Раççейре аслă ӳсĕмри кашни çыннăн, пĕлетпĕр ĕнтĕ, ватлăхра тивĕçлĕ пурăнма ирĕк пур. Ăна çăмăллатма çĕршывра пенси парас йĕркене çирĕплетнĕ. Анчах çак тӳлеве тивĕçессишĕн çамрăк чухне ĕçлемелле, кашнинех пенсие хăйĕн хывмалла. Совет саманинче ку енĕпе ансатрахчĕ паллах. Кун сиктермесĕр вăй хуратăн-и е çулталăкра виçĕ кун ĕçе тухатăн-и — хĕрарăмсене 55 çула çитсен, арçынсене 60 çула çитсен пенсие кăларнă, уйăхсерен пĕрешкел виçепе пенси тӳленĕ.

Çакă тĕрĕс марри куçкĕрет ĕнтĕ. Кунашкал йĕрке ырми-канми ĕçленĕ çынсене уйрăмах тарăхтарать. Кӳршĕ хĕрарăмĕсем шăпах çак сăлтавпа тивĕçлĕ канăва кайнăранпах пĕр-пĕринпе калаçмаççĕ кăна мар, сывлăх та сунмаççĕ. Пирĕнтен сылтăмра пурăнаканни ялти больницăра фельдшерта 30 çула яхăн ĕçленĕ. Пĕр канăç та курман вăл. Ĕç вăхăтĕнче кăна мар, кан-малли кунсенче те, çĕрле те ун патĕнчен çын татăлмастчĕ. Е шăнса пăсăлнă, е наркăмăшланнă, е тата урине хуçнă — пурте унран пулăшу ыйтма чупатчĕç. Сулахайри вара качча кайса ача çуратиччен çĕвĕçĕре ĕçленĕ. Вăл декрет отпускĕнчен тухиччен 90-мĕш çулсем çитнĕ. Çав тапхăрти йывăрлăхсем ура хунăран чăхăмланă çĕвĕ цехĕ хупăннă. Вун-вун çын ĕçсĕр тăрса юлнă. Çаврăнăçуллисем, паллах, килте ларман, район центрĕнчи, çывăхри ялсенчи предприяти-организацие кайса вырнаçнă. Пирĕн кӳршĕ вара, умлăн-хыçлăн виçĕ хут амăшĕ пулса тăнăскер, «ачасене пăхатăп, тивĕçлĕ воспитани паратăп» тесе пурăнсах тивĕçлĕ канăва тухрĕ. «Пилĕк çул ĕçлемен вăл, манпа пĕрешкелех пенси илет», — тарăха-тарăха çапла каланине сылтăмри кӳршĕрен пĕрре мар илтнĕ.

Паллах, кунашкал çĕр-çĕр тĕслĕх тупма пулать. Иртнĕ самана авăрĕнче, чăнах та, питĕ нумай çын ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем арканнăран, организацисем хупăннăран ĕç вырăнĕ те çукчĕ. Çавăнпах çынсем аякри хуласене тухса кайма пуçларĕç. Анчах шапашра никамах та официаллă майпа ĕç укçи тӳлемеççĕ. «Вăрттăн» йĕркепе ĕçлекенĕн вара пенсийĕ те пухăнмасть. Унчченрех çакă питех шухăшлаттарман, мĕншĕн тесен арçынсене 60 çула çитсен пурпĕр пенси пама пуçланă. Чылайăшĕ ниçта та ĕçлемесĕрех çак кун çитессе кĕтнĕ. Юлашки çулсенче саккун улшăнчĕ. Халĕ ыранхи пирки паян шухăшламанни пуçа самаях хыçтарать. Ĕçле, ĕçле çи, ĕçлемесен ан та çи. Ваттисен çак каларăшĕн чăнлăхĕ патне пырса тухрăмăр.

...Манăн анне колхозра бригадирта чылай ĕçленĕ. Çав çулсенче Ваççа пиччепе мĕн чухлĕ тарăхман-ши вăл? Ача пулсан та ăна лайăх астуса юлнă эпĕ. Манăçа кăларма та çук, мĕншĕн тесен анне киле килсен вĕçĕмсĕр ун пирки сăмах пуçаратчĕ. Ашшĕпе амăшĕ Ваççана вăйпах тенĕ пек е фермăна, е уй-хир бригадине çавăтса пынă. Анчах лешĕн тар кăларас килтĕр-и? Ĕçе пĕр кун тухать те çур çуллăха çухалать. «Ваççа каллех фермăна пыман, пăрусем выçă тăраççĕ. Кĕтӳ тухман, Ваççана ялĕпе шырасан та тупаймарăм...» — тетчĕ анне. Кăшман е çĕр улми анине çумлама вăхăт çитсен тата... Халăха уйăрса панă лаптăксем кунран-кун çум курăкран тасалса пынă. Пĕр пай вара симĕсленнĕ. Камăн вăл? Ваççан. Е вăрманта, улăх-çаранра утă çулмалла. Пурте кар тăрса ешĕл курăка çивĕч çавапа чашлаттараççĕ. Ваççа каллех çук. Унăн тӳпи сип-симĕсех выртса юлать... Сахал мар пулнă кун пекки.

Çынсем хирте тар тăкнă вăхăтра та, сăмах май, Ваççа килте ларман-ха. Тăраниччен çывăрнă хыççăн ял тăрăх тухса кайнă. Камăн та пулсан тислĕк кăлармалла-и унта? Е çăлран шыв ăсмалла-и? Е пахча чавмалла-и? Ватăсем патĕнче çакăн евĕрлĕ ĕçсене тукаласа çӳренĕ вăл. Лешсем ăна кăшт укçа панă, ывăлĕсен кивелнĕ тумĕсене тăхăнтартнă. Ваççа çавна май выçă ларман, çĕтĕк çӳремен. Анчах халĕ акă хăй те ватăлчĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

 ♦   ♦   ♦


Пулас арăмне чÿречерен курсах килĕштернĕ

Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнчи Егор Михайлов çак ялти Михаилпа Анастасия Викторовсен çемйинче 90 çул каялла кун çути курнă. Михаляпа Наçтуçăн 12 ача пулнă, анчах вĕсем пĕчĕклех вилсе пынă. Виçĕ кунра виçĕ ачине — Нинăна, Зойăна, Юльăна, хĕвел пек илемлĕ те çутă хĕрачасене — нӳрĕ çĕр айне чавса чикме тивнĕ. Çавăнпа Якура вăрттăн хушма ят — «Шăнкăрч» — панă. 12 ачаран иккĕшĕ çеç — Шăнкăрчпа Ули Илья — сывă юлнă. Хальхи вăхăтра Егор Михайлович кăна пурăнать.

Пĕрин алли татăк, теприн — ури

Мĕн ачаранах хуçалăхри ĕçсене хутшăннă, шкулта икĕ класс пĕтернĕ хыççăн урăх вĕренме май килмен. Выçăллă-тутăллă ӳснĕ, йĕркеллĕ çи-пуçĕ те, çимелли те пулман. Çавăнпа мĕн пĕчĕкрен пилĕк авма тивнĕ: хăйĕн пекех çамрăк ачапа — Çитăр Ваньккипе — колхоз тихисене пăхнă, сухаланă, сӳреленĕ, ака тунă. Вăрçă тухни çинчен арçын ача ярмăрккăра илтнĕ. Пĕтĕм йывăрлăх 10-13 çулсенчи ачасем, хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Амăшĕ, çулталăкри кĕçĕн ачине ăшă кăмакара хăварса, хуçалăха ĕçлеме çӳренĕ. Якур икĕ хутчен Йĕпреç районĕнчи Буинскра вăрман касма хутшăннă, унтан çуран килни те пулнă. Çавăн чухне кашкăрсен умне те çаврăнса тухнă. Именкасси витĕр тухакан çула тума хутшăннă, наçилккапа хăйăр йăтнă, урапапа чул турттарнă.

Ашшĕ вара вăрçăра çапăçнă, анчах йывăр аманнă. Кăштах сипленнĕ хыççăн яла таврăннă. Сусăр тесе ĕçлемесĕр ларман, татăк аллипех темĕн те тума пултарнă. Пускилте те ун пекех сусăр фронтовик Курак /Гордей/ пурăннă. Пĕрин алли татăк, теприн ури çук. Вĕсем пĕрех вăрмана вутта çӳренĕ. Лавпа пысăк йывăçсенех турттарса килнĕ. Ял çыннисем вĕсенчен тĕлĕнсе тăнă. Кусем вара: «Пире Турă хăй пулăшса пырать», — тесе хуравланă. Якур, паллах, унăн пĕрремĕш пулăшаканĕ пулнă.
Салтак ячĕ тухсан Якур-Шăнкăрч Германире 1951-1954 çулсенче службăра тăнă. Таврăнсан хуçалăх ферминче выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашнă: вăкăрсем самăртнă, кочегарта вăй хунă, арман авăртнă, шыв янă, лаша пăхнă. Мĕнле ĕçлесе çитернĕ-ши? Правленирисем тĕлĕнсе: «Фермăра Егор Михайлович пекки пиллĕкĕн-улттăн кăна кирлĕ», — тенĕ. Çемье çавăрсан çак ĕçе мăшăрĕ те кӳлĕннĕ. Çав вăхăтрах арăмĕ бригадăрисемпе пĕрле çĕр улми кăларма та çӳренĕ. Упăшки фермăри ĕç-пуçа пуçтарса ăна пулăшма чупнă.
Çиччĕрех аслăланма тивнĕ

Мăшăрĕ — Дарья Васильевна. Тусайра 1934 çулта çуралнă. Пĕчĕкрех чухне урамра выляса та çӳренĕ пулĕ. Вăрçă тухсан, ашшĕне фронта ăсатсан, çиччĕри ачан та тăруках аслисен ретне тăма тивнĕ. Алла çурла тытса тырă вырнă, авăн çапнă, кĕлте тунă, утă çулнă, ăна типĕтсе купана хывнă. Хĕлле çав утта лаша витине турттарнă. Эртелпе пĕрле темĕн те ĕçленĕ. Шкулта вара тăватă класс кăна вĕренме тивнĕ. Амăшне окоп чавма ярсан выльăхне колхоз ферминче хăварнă. Çанталăк питĕ сивĕ тăнăран çиччĕри Тарьене ватă, чирлĕ асламăшĕ патне вут хутма хăварнă. Ун чухне Васильевсен урăх ача пулман-ха, Тарьен йăмăкĕсем Тамарăпа Лилия вăрçă хыççăн кăна çуралнă.

Уйăх çурăран амăшĕ таврăннă. Фермăра ĕçлекенсем: «Тепĕр уйăх пурăннă пулсан ĕнӳ фермăра юлатчĕ», — тенĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ĕни айван пĕр пăрăва тĕксе вĕлернĕ-мĕн.
Вăрçă чарăнсан та малалла пĕлӳ илме пӳрмен Тарьене. Вĕреннĕшĕн тӳлемелле пулнă. Вăл колхозра ĕçленĕ. Патшалăха парăм памалла, выльăх тытнăшăн налук тӳлемелле: ашне 40 кило, чăх çăмартине 100… таран. Укçине ăçтан тупмалла-ха? <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.