«Хыпар» 19-20 (27752-27753) № 26.02.2021
Трактор-машина паркне çӗнетмелле
Республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче отчет е отчетпа суйлав пухăвĕсем иртеççĕ. Елчĕк районĕнчи «Слава картофелю — Яльчики» агрофирма пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. Агрофирмăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕ çинчен ĕç тăвакан директор Юрий Галкин каласа кăтартнă. Предприяти 2020 çула 24,9 млн тенкĕлĕх таса тупăшпа вĕçленĕ. Ăна епле ĕçлесе илнĕ? 3660 тонна тырă е кашни гектартан вăтамран — 42,2 центнер, çĕр улми 6954 тонна е кашни гектартан 289,5 центнер, пухса кĕртнĕ.
— Ĕç укçи вăтамран 24913 тенкĕ тӳлерĕмĕр, —пĕлтерчĕ Ю.Галкин. — Çулталăк пуçламăшĕнче çирĕплетнĕ тĕллевсенчен нумайăшне пурнăçларăмăр.
Çапах хăш-пĕр ĕçе тума май килмерĕ. Кăçал ӳсен-тăран производствине лайăхлатма, трактормашина паркне çĕнетме тăрăшăпăр.
Çурхи ĕçсене пуçлама хатĕрленеççĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарма тӳпе хывнăшăн коллектива тав тунă, кăçал ăнăçлă ĕçлеме сывлăх, ăнăçу суннă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦♦♦
Мӑшӑрӗн пӗтӗм документне типтерлӗн пуҫтарнӑ
«Атте мĕнле вилнине уçăмлатма май килмерĕ. Вăл ăçта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнине те пĕлместпĕр: хамăр çĕршыврах выртать-ши е чикĕ леш енче-ши? Шырав ĕçне малаллах тăсăпăр», — тет Канаш районĕнче Çĕнĕ Шелттемре çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Таисия Радикова. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ ашшĕне Дмитрий Цаплина вăрçа илсе кайнă чухне çулталăк çурăра çеç пулнă, çавăнпа çывăх çыннине тăванĕсем, ял çыннисем каласа кăтартнă тăрăх çеç астăвать.
«Ĕмĕрлĕх астăвăм» альбом
Паллах, ашшĕ пирки ăна ытларах амăшĕ Анисия Федоровна каласа панă. «Çынсем манран атте ăçта тесе ыйтсан эпĕ, пĕчĕкскер, алă сулса кăтартнă. «Аннӳ мĕн турĕ вара?» —тесен пите хупласа йĕнĕ пек тунă», — аса илчĕ Таисия Дмитриевна.
Дмитрий Цаплин Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче 1911 çулта çуралнă. Вăрнарти ветеринари техникумĕнчен 1931 çулта вĕренсе тухсан Çĕрпӳ тата Канаш районĕсенчи колхозсенче зоотехникра ĕçленĕ. 1933-1935 çулсенче хĕрлĕ çар ретĕнче тăнă, çĕршыв умĕнчи тивĕçне Псков хулинче стрелоксен 167-мĕш полкĕнче пурнăçланă. 1940 çулта Кострома хулинче 5 уйăх çыхăну ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен Çĕнĕ Шелттемри «Хĕрлĕ çăлтăр» колхозăн сĕт-çу ферминче зоотехникра ĕçленĕ. Дмитрий Григорьевич ферма ĕçĕ-хĕлĕпе çитĕнĕвĕсем пирки район хаçатне пĕрре мар статья çырнă. Питĕ тăрăшуллă, хавхаланса вăй хуракан çын пулнă вăл. Районти ялсем тăрăх ял хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх ыйтăвĕсемпе тăтăшах çӳренĕ. Республика шайĕнче иртекен мероприятисене те хутшăннă, пуху-сесси таврашĕнче доклад тунă, тĕрлĕ курсра вĕренсе пĕлĕвне ӳстернĕ. Крыма та çитсе килнĕ. Пур çĕрте те сăн ӳкерĕннĕ.
Мăшăрĕ унăн пĕтĕм документне, удостоверенине, справкăсене, ударник билечĕсене, статйисене, сăн ӳкерчĕксене тата ыттине йăлтах тĕплĕн пуçтарса пынă. «Ку документсене ан тытăр, аçу килсен кирлĕ пулĕç», — тенĕ Анисия Федоровна икĕ ачине. Хăй виличчен вара вĕсене хĕрне хăварнă, мăшăрĕ килсен ăна пама хушнă. Мĕн пурнăçран уйрăличченех упăшки таврăнасса кĕтнĕ вăл. Таисия Дмитриевна та ашшĕн пĕтĕм документне типтерлĕн упрать. Вĕсенчен тата çемье архивĕнчи сăн ӳкерчĕксенчен вăл «Ĕмĕрлĕх астăвăм» альбом хатĕрленĕ.
Дмитрий Григорьевич 1939 çулта авланнă. Унăн мăшăрĕ Анисия Федоровна Çĕнĕ Шелттемре 1917 çулта çуралнă. Çамрăк çемье Çĕнĕ Шелттемрех тĕпленнĕ, çынсем патĕнче хваттерте пурăннă. 1940 çулхи кăрлач уйăхĕнче йыш хушăнсан, Таисия çуралсан, питĕ савăннă. «Аттен çынлăх туйăмĕ пысăк пулнă. Яваплă должноç йышăнсан та хăйне мăнна хуман вăл. Пĕррехинче яла каçа хирĕç çĕвĕ машинисем илсе килнĕ. Çынсем туянас тесе каçхинех черет тăма пуçланă. Ыттисемпе пĕрлех атте те черете тăнă. «Сана черетсĕрех туянма ирĕк парăпăр», — сĕннĕ ăна ял çыннисем. Атте килĕшмен, çĕрĕпех черетре тăнă. «Сăмахлă машина ан пултăр», — тенĕ. Халăх ăна çынсемпе калаçма, пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн хисепленĕ. «Манăн ĕç чи лайăххи», — тесе пĕрре мар каланă. Хăйĕн ĕçне питĕ юратнă вăл, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе тĕрлĕ таблица хатĕрленĕ. Çав таблицăсем, ытти хут халĕ альбомра упранаççĕ», — каласа кăтартрĕ Таисия Радикова.
Çамрăк мăшăрăн çутă ĕмĕчĕсене хăрушă вăрçă татнă. Дмитрий Григорьевича çĕртме уйăхĕнчех повестка панă. Арçын тепĕр ача кĕтекен арăмĕпе, пĕчĕк хĕрĕпе сыв пуллашса тухса кайнă. Кĕçĕн лейтенант 143-мĕш танк полкĕнче командир пулнă. Килне янă 2 çыру паянхи кун та упранать. Юлашкинчен илнине 1941 çулхи чӳк уйăхĕн варринче янă. Унта командир юнлă çапăçусем иртнине,
çапах хăйĕншĕн кулянмалла маррине палăртнă. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче яла хурлăхлă хыпар çитнĕ, унта Дмитрий Цаплин хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦♦♦
Геннадий ИВАНОВ-ОРКОВ:
Чăваш тӗррин кашни сантиметрӗнче тарăн шухăш пытаннă
Чăваш халăх тумĕн, ӳнер промыслипе искусствин тĕпчевçипе Геннадий Иванов-Орков искусствоведпа темиçе кун калаçсан та вăл пĕлекен тĕнче пирки йăлтах ыйтса пĕтереймĕн. Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче — 37 çул, çав вăхăтрах Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче 7 çул вăй хунăскерĕн, музей экспедицийĕсене, куравпа ăслăлăх проекчĕсене вун-вун хут йĕркеленĕскерĕн аса илмеллин те, каласа кăтартмаллин те вĕçĕ-хĕрри çук. Мĕнле çемьере çуралса ӳснĕ тата кам хистенипе çак çул çине тăнă вăл? Ун пирки Геннадий Николаевичран ыйтса пĕлтĕмĕр.
— Эсир пурнăçланă тата халĕ тăвакан ĕçсем кăна мар, кун-çулăр та питĕ кăсăклă пек туйăнать.
— Тĕп хула çумĕнчи пысăках мар Çатракассинче педагогсен çемйинче çуралса ӳснĕ эпĕ. Аттепе аннен тăватă ача пулнă. Эпĕ — иккĕмĕшĕ. Шкул çумĕнче вĕрентекенсем валли тунă çуртра çуралнă, унтах пурăннă. Каярахпа çак ялтах хамăр çурт лартрăмăр. Аттепе анне истори енĕпе пĕлӳ илнĕ, каярахпа анне Зинаида Моисеевна вырăс чĕлхи учителĕн дипломне те илчĕ. Атте Николай Иванович питĕ нумай вăхăт директорта ĕçлерĕ. Шкулта лагерь йĕркелерĕ, чăх-чĕп ферми турĕ. Пурăна киле çав фермăранах Лапсар кайăк-кĕшĕк фабрики пулса кайрĕ.
— Орков хушма хушамат ăçтан тупăннă тата?
— Асатте Иван Никонорович Орков питĕ çирĕп пулнă. Тырă ӳстерсе Хусанта сутă тунă.
Асаттене «халăх тăшманĕ» тесе тĕрмене хупнă хыççăн çемье арканнă, хушамата та улăштарнă. Ăна чи малтан 1923 çулта арестленĕ, 1937 тата 1948 çулсенче тĕрмене хупнă. Асатте иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче унтан таврăннине астăватăп. Мана питĕ юрататчĕ, унпа
ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕк нумай пирĕн.
— Хăвăрăн çемйĕр пирки те каласа кăтартсамăр. Мăшăрăр мĕнле професси илнĕ?
— Зинаида Ивановнăпа пĕр институтрах, пĕр факультетрах вĕрентĕмĕр. Студент чухнех пĕрлешрĕмĕр. Диплом ĕçне те пĕрлех çыртăмăр.
Направленипе Тăвай районĕнчи Мучар ялĕнчи шкула лекрĕмĕр. Тĕлĕнмелле ялччĕ, унта пурăнакан вырăссенчен çурри авалхи тĕне тытса пыратчĕ. Çав культурăпа, йăла-йĕркепе паллашни мана малашнехи ĕçре те пулăшрĕ. Шкулта хушма пĕлӳ паракан кружок йĕркеленĕччĕ, ачасемпе çут çанталăка тухса ӳкереттĕмĕр, Шупашкарти музейсене çӳреттĕмĕр, художниксемпе тĕл пулаттăмăр. Каярахпа Карачурари шкулта ĕçлерĕм, унта та вĕренекенсене тĕп хулари куравсене илсе çӳреттĕм. Шăпах çавăн пек пĕр экскурси вăхăтĕнче мана Чăваш патшалăх ӳнер музейне ĕçлеме чĕнчĕç. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦♦♦
«Эпӗ хатӗрлекен сувенирсене Чăваш Енре кăна тупма май пултăр»
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Вăрман Пилемĕчре пурăнакан Ирина Ефимовăн шăпи хăйне евĕрлĕ. Унăн ашшĕ те, çак ялтах çуралса ӳснĕ Петр Ефимов, амăшĕ те, Архангельск хулинче кун çути курнă Татьяна Ефимова, — халăх ӳнер промыслин маçтăрĕсем. Петр Федорович йывăçа касса эрешлес тĕлĕшпе ăста пулнă, Татьяна Николаевна — декораципе хушма искусство енĕпе ĕçлекен маçтăр-педагог. Çавăнпа 1984 çулта кун çути курнă Ирина ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнинчен тĕлĕнме кирлех те мар. Пĕртен-пĕр уйрăмлăхĕ те — вăл чи çывăх тăванĕсем суйласа илнĕ профессие несĕлĕмĕрсен авалхи тĕрĕ искусствипе пуянлатнинче çеç. Мĕнле майпа пырса тухнă вăл ун патне? Иринăран хăйĕнчен ыйтса пĕлер.
— Пултарулăхупа кăсăкланнă май çакă паллă пулчĕ: Вăрман Пилемĕче куçса киличчен сирĕн çемье тĕрлĕ регионта пурăннă. Хăш вырăнсене лайăх астăватăр?
— Эпĕ Хусанта çуралнă, анчах унти тапхăра астумастăп, мĕншĕн тесен 1984 çулхи çу уйăхĕнче çемье Украинăри Николаев облаçне куçса кайнă. Куцурубри шкула çӳреме пуçларăм, анчах иккĕмĕш класс пĕтерсен аттен тăван ялне таврăнтăмăр. Çавăнтанпа çакăнта тĕпленсе пурăнатпăр та. Шел, 1998 çулта атте сарăмсăр вилчĕ. Нарат Чаккинчи шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шуршăл вăтам шкулĕн педагогика класĕнче пĕлӳ илтĕм. Ялта асаннен арчи, авалхи тĕрĕллĕ тумпа тулнăскер, мана питĕ илĕртетчĕ. Унта вырăн тупнă япаласене кăларса чылай тинкерсе ларни темиçе те пулнă.
— Шăпах çавăнпа ӳнер енĕпе вĕренме кайнă-и?
— Çапла, 2001 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетне вĕренме кĕтĕм. Анчах тӳрех тĕрĕ енĕпе ĕçлеме пуçларăм теме пултараймастăп. Пĕрле вĕренекен хĕр диплом ĕçне шăпах чăваш тĕррипе çыхăнтарнăччĕ. Вăл ĕçленине сăнанă май асамлă çак тĕнчесĕр пурăнаймассине туйса илтĕм.
— Чăваш тĕррин çĕввисене пĕрремĕш хут хăçан тума пуçларăн?
— 2008 çулхи авăн уйăхĕнче, Аслă Британирен таврăннă хыççăн. Сăлтавĕ те пулчĕ. Ун умĕн, çулталăк маларах, тăван ялта Пĕтĕм тĕнчери волонтер лагерьне, ун çумĕнчех пултарулăх мастерскойне йĕркелес шухăшпа пурăнаттăмăр. Ыттисен опычĕпе паллашма тесе 2007 çулта аннепе Швецири тата Германири çавнашкал икĕ лагере çитсе куртăмăр, 2008 çулта — Аслă Британирине. Унта тĕрлĕ çулти çынсем — 18-тан пуçласа тивĕçлĕ канурисем те — хутшăнни тĕлĕнтернĕччĕ мана.
Ун чухнех çула май Данипе тата Франципе паллашрăмăр.
— Лагерь уçма май килчĕ-и?
— Питĕ шел, йĕркелеймерĕмĕр.
Çапах çав çул çӳрев манăн ăраскала улăштарчĕ. Чи малтанах, чăваш тĕррипе çывăхлатрĕ. Унсăр пуçне икĕ хутлă автобуспа, электричкăпа пирвайхи хут ярăнса куртăм /йăл кулать/, тĕлĕнмелле чаплă музейсемпе, чиркӳсемпе паллашрăм. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦♦♦
Килте диван та çемçерех, интернет та хăвăртрах
Пирĕн юрăçсене телейлĕ пулма миçе тăваткал метрлă çурт-хваттер кирлĕ?
Кирек ăçта çитсе курсан та çынна чунĕ тăван килнех туртать. Ав, пирĕн артистсем те тĕрлĕ региона гастроле çӳреççĕ-çӳреççĕ те пĕрех киле таврăнаççĕ! Унта вара… лăпкăлăх, чун хăйĕн вырăнне тинех тупать тейĕн. Хам артист мар пулин те хăшĕ-пĕри каласа кăтартнă тăрăх ăнланкалатăп. Çапах мĕнлерех кил-çуртра пурăнаççĕ чăваш çăлтăрĕсем: керменте-и е пĕчĕк хваттерте-и?
Кофĕне сахăр яма юрать
«Чăн та, кайăк та йăва çавăрать, упан та хăйĕн шăтăкĕ пур, кăткă та, кур, хăйĕн тĕммине хăтлăх кӳрет, — калаçăвне питĕ аякран пуçларĕ Евгений Григорьев шоумен. — Эпир те, этемсемех. Тахçанах сиснĕ: хăнара темĕнле аван пулсан та килте пурпĕр лайăхрах».
Женя палăртнă тăрăх, унăн килĕнче яшка та тутлăрах, диван та çемçерех, интернет вай-файĕ те хăвăртрах. Çавнашкал асамлă хваттерте пурăнаканскер ирсерен чӳрече умĕнче тăрса, çӳлти хутран урамалла тинкерсе вĕри кофе ĕçме кăмăллать. Çав вăхăтра хваттер туянма илнĕ кредита тахçанах тӳлесе татнине аса илет те савăннипе кофĕне сахăр чăмтарать. Ара, укçа перекетлемелли вăхăт иртнĕ, сахăрне кирек мĕн чухлĕ те хушма юрать! «Кил-çурт пахалăхĕ — тăваткал метрсенче мар, çемье ăшшинче», — Конфуций философ пекех çавăрттарса хучĕ чееленме пĕлекен Евгений Григорьев эпĕ унăн хваттерĕн калăпăшĕпе интересленсен. Тепĕр тесен, унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр те май çук.
Надина юрăç ăçта пурăннине пĕлетĕр-и-ха тата? Мускавра унăн хăйĕн коттедж пур. Виçĕ хутлă вăл, 300 тăваткал метр лаптăклă. Мунчи те çавăнтах. Пичкери мунча. «Дизайнне йăлтах хам турăм», - пĕлтерчĕ Надина. Килĕнчи юратнă кĕтес хăшĕ пулнине те пытармарĕ — ĕç пӳлĕмĕ тата кухня. Гардероб пӳлĕмне те питĕ кăмăллать. Çакă Надинăн ĕçченлĕхне, вăл апат пĕçерме тата илемлĕ тумланма юратнине кăтартать мар-и? «Чӳречерен пăхсан пĕр енче вăрман курăнать — унта кăмпа нумай ӳсет. Тепĕр енче — урам, çуртсем», — каласа кăтартрĕ юрăç. Эх, кашни çамрăках çакнашкал коттедж пирки ĕмĕтленме тытăнчĕ ĕнтĕ халĕ. <...>
Лада МАРКИЗОВА.
♦♦♦
Чаплă хăнасен кăмăлне çавăрмалли парне,
е Лужкова чăваш шăрттанне курупкипех сутни çинчен
Шăрттан чăваш апачĕ тетпĕр те... Анчах ăна хресчен мар, улпут та куллен çиеймен. Çак çимĕçе пысăк уявра е питĕ хаклă хăна килсен кăна сĕтел çине лартнă.
Чи сумлă апат
Чăваш халăхĕн какайран хатĕрленĕ апат-çимĕçĕ /шӳрпе, тултармăш.../ хушшинче шăрттан уйрăмах хисеплĕ вырăн йышăнать. Ăна авал сурăх ашĕнчен кăна пĕçернĕ. Какая туранă, тăвар, пăрăç, ыхра хушса пăтратнă, выльăх хырăмлăхне тултарнă. Ватăсем каланă тăрăх, пĕр сурăх унта кĕрсех кайнă. Шăрттана кăмакана виçĕ хутчен лартса пĕçернĕ, пӳрт маччинче çакса типĕтнĕ. Çакăн пек мелпе хатĕрленĕ çимĕç çулталăкĕпех упранма пултарнă.
Шăрттан — кашни кун çиекен çимĕç мар. Ăна мачча тăрринчен çемьери паллă кунсенче — туй кĕреки хатĕрлемелле-и е ывăла салтака ăсатмалла-и — кăна илсе аннă. Е киле аякри хаклă хăна килсен сĕтел çине касса лартнă. Вăрнар районĕнчи Пăртасри пĕлĕшĕмпе Геннадий Ивановпа шăпах çапла пулса тухнă та... «Авланнă хыççăн мăшăрпа иксĕмĕр унăн Çĕрпӳ районĕнчи Пушарпуçĕнче пурăнакан мăн аккăшĕ патне пĕрремĕш хут хăнана кайрăмăр, — аса илчĕ вăл шăрттан пирки сăмах пуçарсан. — Тăванĕсене курсан питĕ савăннăскер пире ырă сунса мăнукĕ салтакран таврăниччен упрама палăртнă шăрттанне илсе кĕчĕ. Тем чухлĕ ыйтсан та мăн аккана чараймарăмăр: шăрттана касрех вăл. Пире çакăн пек чыс туни чунра ĕмĕрлĕх ырă туйăм хăварчĕ».
Эпĕ вара пуçласа шăрттана хамăн туйра тутанса куртăм. Пирĕн тăрăхра унашкал апат хатĕрлесех кайман-ши — çав таранччен пĕрре те çисе курман. Елчĕк районĕнче вара пĕçереççĕ, пысăк кашни уяврах ăна хатĕрлеççĕ. Хуняма Нина Алексеевна туй сĕтелне, урамра утă уйăхĕн хĕвелĕ хĕртнĕ вăхăтра та, шăрттанпа, тултармăшпа, какайран хатĕрленĕ ытти тутлă апатпа тултарнăччĕ.
Çапла, хаклă та пысăк тивĕçлĕ пулнă чăваш шăрттанĕ. Н.Додонов та 1976 çулта кăларнă «Чувашская кухня» кĕнекинче 304 тĕрлĕ çимĕçрен шăрттана чи малти вырăна кăларни ахальтен мар. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать