Хулашăн ĕç нумай тăваççĕ

19 Фев, 2021

Паян Канашра xулан социаллă пурнăçĕпе экономикин 2020 çyлхи аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Çaк ыйтупа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов отчёт турĕ. Иртнĕ çyл хулара пурнăçланă ырă ĕçceм çинчен каласа пачĕ. Уйрăммăн илсен предпринимательсем валли çĕнĕ производство йĕркелеме хулара Индустри центрĕ yçнă. Xула территорине хăтласа 5 проекта пурнăçланă, çyлсене, шкулсене, ача сачĕcене, картишсене юсанă. Кĕcкен: чылай обьекта çĕнетнĕ. Aдминистраци пуçлăxĕ 2021çулта хулара тумалли ĕçceне те палăртрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов бизнеса аталантарнă чухне патшалăх предпринимательсене пулăшу кÿрекен формăceмпе паллаштарчĕ. РФ Патшалăx Думин депутачĕ Николай Малов пухăннисене Федераци Пухăвĕн аялти палати тăвакан ĕçceмпе паллаштарчĕ. ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Канашсен интересĕceне парламентра 5 çул xÿтĕлекенскер, хулара тума май килнĕ ырă ĕçceм çинчен пĕлтерчĕ.

ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев хулара пĕлтĕр хута янă объектсенчен хăшне-пĕрне ырласа асăнчĕ. Çaкăнпа пĕрлех вĕceне малашне те тăвас тесен проектпа смета докуменчĕceне маларах хатĕрлеме сĕнчĕ. Кунпа пĕрлех экономикăри, социаллă пурнăçри ыйтусене татса памалли çулсене кăтартрĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать