Куçса килнĕ çемьесене пулăшнă
Республикăри хĕрарăмсен канашĕн ыр кăмăллăх фончĕ Украинăран ирĕксĕр тарса килме тивнĕ çемьесене хÿтĕлемешкĕн пуçаруллă хутшăнать.
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче унăн хастарĕсем «Чувашиякурорт» хăна çуртĕнче вăхăтлăх пурăнакансене укçан пулăшрĕç: 134 пин тенкĕне 39 çемье тивĕçрĕ. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче вара Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче кĕтес тупнă 12 çемьене 90 пин тенкĕ панă.
Йывăр вăхăтра хăйсене пăрахманшăн Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç пайĕнчен куçса килнĕ граждансем республикăри хĕрарăмсен канашне чĕререн тав тунă.
Нушаллă çемьесене пулăшмашкăн япала, укçа пухасси малалла пырать. Ыр кăмăллăх акцине ăш пиллĕ ентешсем - предприяти-организацире вăй хуракансем, пенсионерсем, ĕç коллективĕсем - пуçаруллă хутшăнаççĕ.
Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн ыр кăмăллăх фончĕ пухăннă тата тăкакланă укçа-тенкĕ пирки халăха уççăн пĕлтерсе тăрать. Çакна палăртмалла: кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен унăн пухмачне 1523892 тенкĕ хывнă.
Хаклă ентешĕмĕрсем, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ граждансене - Украинăри вăрçăна пула çуралнă вырăнтан ирĕксĕр тапранса тухнă тата Чăваш çĕрĕнче хÿтлĕх тупнă çынсене - пулăшмашкăн эсир те пуçаруллă хутшăнасса шанса республикăри хĕрарăмсен канашĕн ыр кăмăллăх фончĕн реквизичĕсене пĕлтеретпĕр:
Комментировать