«Цифра» хăвăртрах, вăйлăрах, çÿллĕрех пулма пулăшĕ

19 Фев, 2021

Спортăн цифра аталанăвĕ — çак темăпа Наци библиотекинче иртнĕ мероприяти пирки вĕренÿ тĕллевĕллĕскер темелле-тĕр. Республикăри физкультурăпа спорт организацийĕсен ертÿçисемпе, представителĕсемпе Раççей спорт министрĕн заместителĕ Андрей Сельский курнăçрĕ, пухăннисем спорт отраслĕнче цифра технологийĕсене ĕçе кĕртес ыйтусене тишкерчĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, паян Чăваш Енре спортпа туслисен йышĕ 545 пин çынпа танлашать — республикăра пурăнакансен çурри. Спорт шкулĕсем, физкультурăпа спорт керменĕсем тата ытти — инфратытăм анлă. Çак «хуçалăха» цифра технологийĕсем çине куçарса чи малтан халăхшăн меллĕ йĕркелемелле — вĕсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курасси чăрмавсăр, кашни çыншăн хăтлă пултăр.

Спорт министрĕ Василий Петров вара хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçланă май вăхăтăн 90% хутсемпе ĕçлесе ирттерме тивнипе кăмăлсăрланчĕ. Çакă чăн ĕçе, спорта аталантарассине, чăрмантарать. Çавăнпа вăл цифра трансформацийĕ «хут ĕçĕн» калăпăшне чакарасса та шанать.

Цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина малтан чи çивĕч ыйтусемпе ĕçлемелли çинчен каларĕ. Спорт министрне документсен калама çук пысăк çаврăнăшĕ пăшăрхантарать тĕк, эппин, цифра майĕсемпе çак тиеве чакармашкăн усă курмалла. Паллах, тĕллев ку кăна мар. Сăмахран, çынсемшĕн хăйсен ачисене вăл е ку спорт секцийĕсене çÿреттермешкĕн çырăнасси чăрмавлă тейĕпĕр. Кунпа çырлахмалла мар — «цифра» çакнашкал ыйтусене çăмăллăнах татса пама пулăшать.

Андрей Сельский палăртнă тăрăх, цифра трансформацийĕ спорт управленине те, граждансене пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессине те ансатлатмалла. Сăмахран, паян спортсмен спорт мастерĕн ятне илесси питĕ вăраха каять. Тем тĕрлĕ хут пухмалла, унтан вĕсене Мускава ăсатаççĕ — çулталăк ытла иртсе каять. Тивĕçлĕ цифра платформисем вара çакнашкал процедурăна тĕлĕнмелле хăвăрт пурнăçлама пулăшаççĕ. Спортсмен официаллă пĕр-пĕр ăмăртура çирĕплетнĕ норматива пурнăçлать, унăн кăтартăвĕсем çийĕнчех ятарласа хатĕрленĕ базăна кĕреççĕ — спортсмен мастер ятне илчĕ те. «Цифра» çакна пĕтĕмпех хăй тĕллĕн пĕр кунрах пурнăçлать. Çыннăн çак ĕçе тĕрĕслемелли кăна юлать.

Спортри цифра трансформацийĕ тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлекен регионсем пур ĕнтĕ. Чăваш Ен хальлĕхе аутсайдерсен йышĕнче. Анчах çак вĕренĕве йĕркелени ăнсăртран мар — федераци министерствин представителĕсем республикăн çитес çул тĕлнех ку енĕпе малти регионсен теçеткине кĕмелли майсем пуррине çирĕплетрĕç. Пухăнисене спорт цифровизацийĕн тĕнчери опычĕпе, регионсен ăнăçлă тĕслĕхĕсемпе, РФ субъекчĕсенче цифра технологийĕсен стратегине хатĕрлемелли майсемпе паллаштарчĕç — ыттисен тĕслĕхĕпе малалла утма ансатрах.

Цифра майĕсем вара чăннипех анлă. «Цифрăллă спорт» информаци системи мĕне тăрать! Унта — тем тĕрлĕ сервис: спортсменсемпе тренерсен реестрĕ, регионсенчи спорт объекчĕсен интерактивлă картти, меропиятисен конструкторĕ, отчет тумалли майсем, «ăслă» видоесăнав тата ытти те. Цифра трансформацийĕ çак майсене чăваш Енре те туллин «симĕс çутă» пама тивĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: 

Комментировать