Красноармейски çĕнелет

12 Фев, 2021

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Красноармейски районĕнче ĕçлĕ визитпа пулчĕ.

Пĕлтĕр Красноармейски салинчи ача-пăча спорт шкулĕнче тата «Колосок» садикре юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Ку учрежденисенче, сăмах май, вĕсене хута янăранпа та çакăн пек пысăк юсавсем пулман. Республика ертӳçи çĕнелнĕ вĕрентӳ организацийĕсене çитсе курчĕ, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Спорт шкулĕн директорĕ Владимир Моисеев пĕлтернĕ тăрăх, кунта спортăн çичĕ тĕсĕпе тренировкăсем иртеççĕ. Районти ялсенчи шкулсенчен, ача сачĕсенчен 600 ытла ача çӳрет. Тренерсем шкулсенче те занятисем ирттереççĕ. Ултă çулти Кристина та кунта çӳреме кăмăллать. «Мечĕкпе вылятпăр, сикетпĕр, хырăмпа шăватпăр… Манăн чупакан спортсмен пулас килет», — каласа кăтартрĕ вăл.

Ача садĕнче пĕлтĕр 9 миллион ытла тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă: çурт стенисене, шыв, канализаци тытăмĕсене, санузелсене çĕнетнĕ. Кунта ĕçсем вĕçленмен-ха. Кăçал çурт тăррине, ăшă системине улăштарма, пӳлĕмсене хăтлăлатма, ытти ĕçсене тума палăртнă.

Республика ертӳçи районăн иртнĕ çулхи социаллă-экономика аталанăвне пĕтĕмлетме те хутшăнчĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем тата видео

Рубрика: 

Комментировать