«Хыпар» 14-15 (27747-27748) № 12.02.2021
«Хĕрĕх çул тăватă кун пек иртрĕ»
«Эпир уяв пулнине пĕлмесĕрех нарăсăн 14-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Ун чухне Çветтуй Валентин, Юратакансен кунĕ пирки питех калаçмастчĕç. Шăпам телейлĕ килчĕ. Мăшăрăмпа тăватă теçетке çул пурăннине сисмерĕм те. Тăватă кун пек хăвăрт иртрĕ вăл», — чунне уçрĕ Юрий Федоров.
Юрий Сергеевич Красноармейски районĕнчи Çырмапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Каччă пулсан вăл пĕр ялти хĕре — Еленăна — куç хывнă. Хĕллехи сивĕ вĕри туйăма сивĕтмен: 1981 çулта нарăсăн 14-мĕшĕнче туй кĕрлеттернĕ вĕсем. «Мĕншĕн хĕлле пĕрлешнĕ тетĕр-и? Çулла ял çыннин ĕç нумай. Эпĕ те, манăн анне те, шăллăм та нарăс уйăхĕнче çуралнă. Эпир юратнă çынпа шухăшларăмăр та — нарăсра тата тепĕр уяв пултăр терĕмĕр. «Аслă типпе кĕриччен туйне тăвасчĕ», — васкатнăччĕ ваттисем», — каласа кăтартрĕ Юрий Сергеевич. Çар хыççăн вăл Красноармейски салинчи «Ял хуçалăх химийĕ» предприятире 10 çул водительте, каярах 11 çул автомеханикре вăй хунă.
Çамрăк мăшăр пĕрлешсенех Çырмапуç ялĕнче, ашшĕ-амăшĕн килĕнче, пурăннă. Çуркунне вĕсем Кÿлхĕрри ялне куçса кайнă, кукашшĕпе кукамăшĕн çуртĕнче тĕпленнĕ. Виçĕ хĕл каçнă хыççăн çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Лупас-сарайне майлаштарнă, мунча лартнă. Виçĕ ача – ывăлпа икĕ хĕр — пăхса ÿстернĕ вĕсем. Ачисем пурте Шупашкарта хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Юрий Сергеевичпа Елена Петровна 5 мăнукĕпе савăнаççĕ. «Черетпе килсех çÿреççĕ, пулăшсах тăраççĕ», — терĕ Юрий Сергеевич.
Юрий Федоровшăн пыл хурчĕсемпе ĕçлесси — чун киленĕçĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармасть мăшăр. Виçĕ ĕне, пăрусем, сыснасем, сурăхсем тытаççĕ. «Эпĕ вĕри çын. Мăшăрăм Тараса, лăпкă çын. Йăлт шайлаштарса, майласа пырать. Пĕр-пĕрне ăнланма, пулăшма тăрăшатпăр. Туй кунĕнче арăм яланах кукăль пĕçерет. Эпĕ ăна пĕчĕк парнепе савăнтаратăп, лавккаран мĕн те пулин тутли илсе килетĕп», — пытармарĕ арçын.
Юрий Федоров спортпа питĕ туслă. Салтакра чухне унăн йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе иккĕмĕш разряд пулнă. Çар хыççăн йĕлтĕр сырма вăхăчĕ пулман, çемйине, ачисене вăхăт ытларах уйăрнă. «Кĕçĕн хĕрĕм Кристина шкулта вĕреннĕ чухне йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланма пуçларĕ. Карай шкулĕнче физкультурăпа Родион Скворцов ăста вĕрентетчĕ, ачасене хавхалантарма пĕлетчĕ. Эпĕ те Кристинăпа пĕрле йĕлтĕрпе ярăнма тытăнтăм. Йĕлтĕрпе чупас енĕпе пĕртăван Григорьевсен парнисемшĕн ăмăртусем йĕркелетчĕç. Эпĕ унта яланах хутшăннă. «Пĕр чăнкă çырмара йĕлтĕрçĕсем пурте ÿкрĕç. Эсĕ мĕнле ÿкмерĕн?» — хавхалантаратчĕ Родион Анатольевич. Çав ăмăртура 3-мĕш вырăн йы-шăннăччĕ. Çавăн хыççăн сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тытăнтăм. 15 çул ĕнтĕ хĕллехи вăхăтра кашни кун йĕлтĕрпе ярăнатăп. Кунсерен 15-20 çухрăм парăнтаратăп. Кашни çул миçе çухрăм чупнине çырса пыратăп. 2017, 2018 çулсенче 1800-шер çухрăм чупнă. Пĕлтĕр 1400 çухрăма парăнтарнă. Пĕлтĕр юр сахалрах, хĕл ăшăрах пулнăччĕ. Кăçал 840 çухрăм ярăннă ĕнтĕ. Сивĕ çанталăка пула ярăнма тухаймасан темскер çитмен пек туйăнать. Кунсăр пуçне Красноармейскинчи ФОК çумĕнчи трассăна та ярăнма çÿретĕп», — паллаштарчĕ Юрий Сергеевич. Вăл вунă çул ытла республикăра ветерансен хушшинче йĕлтĕрпе чупас енĕпе ирттерекен ăмăртусенче вăй виçет. Чылай чухне малти вырăнсене йышăнать. Кăçал Çĕмĕрлере, Шупашкарта ăмăртусене хутшăннă. Иккĕшĕнче те 4-мĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ. Çуллахи вăхăтра Юрий Сергеевич чупать. Унăн юратнă дистанцийĕ — 400 метр. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Светлана САВЕЛЬЕВА: Хамăн сăнарсем телейлĕ пулма хавхалантараççĕ
Чăваш халăх артистки Светлана Савельева калăпланă рольсен шучĕ пысăк, çĕртен те иртнĕ. Амăшĕ те, Купса майри те, Пуян арăмĕ те, Ула Курак та, Ватă Лаша та, Мăн Ама та, Çăлтăрпи те, Тарье аппа та, Полина Аркадьевна та, Монтеки леди те, Тарье те, ытти те пулса курнă. Сăнарсем çуккипе ĕçсĕр ларман. Чăвашсен хастар та сăпай, маттур та пултаруллă пикисемпе хĕрарăмĕсене кăтартмалăх пурте — илемĕ те, тăпăл-тăпăл кĕлетки те, сăнĕ-пуçĕ те, янăравлă та уçă сасси те — пур унăн. Пултарулăх мелĕсемпе майĕсене те лайăх пĕлет. Театрта 40 çул ытла ĕçлесе сцена вăрттăнлăхĕсене пĕтĕмпех парăнтарнă. Апла, хыçа юлнă çулсене аса илер-ха эппин.
БИОГРАФИРЕН
Светлана Савельева Етĕрне районĕнчи Хурамалăх ялĕнче çуралнă. Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин театр уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1979 çултанпа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки /1994/, Чăваш Республикин халăх артистки /2000/.
— Светлана Рюриковна, эсир ачаранпах артистка пулас ĕмĕтпе пурăннă тенине илтнĕччĕ. Сирĕн тăвансенчен хăшĕ те пулин çак профессипе çыхăннă-и?
— Çук, йăхра артистсем пачах пулман, анчах аттепе анне кĕвĕ-çемĕпе питĕ туслăччĕ. Атте вырăнти хуçалăх зоотех-никĕччĕ, ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Вăл хут купăс, гитара, мандолина калатчĕ, анне — балалайка, мандолина. Анне пурĕ те тăватă класс кăна пĕтернĕ, ачаллах амăшĕсĕр юлнă. Кукаçи сакăр ачана пĕччен ура çине тăратнă. Ылтăн туйра аттене аккордеон парнелерĕмĕр, кăштахран ăна хăй тĕллĕнех калама пуçларĕ. Тăвансем хăнана пырсан кил-çуртра илемлĕ юрăсен вĕçĕ-хĕрри çукчĕ. Çемьере пилĕк ача ÿссе çитĕннĕ, халĕ тăваттăн юлтăмăр. Ялта шăллăм Олег пурăнать. Анне вунă çул каялла çĕре кĕчĕ, атте пирĕнтен уйрăлса кайни çулталăк иртрĕ.
— Эсир артистка пулас тенине ял-йыш пĕлсе тăнă пулĕ-ха?
— Ун пирки никама та каламан, хамра тытнă. 16 çулта Шупашкара килтĕм /шкула пĕр çул малтан кайнă эпĕ/, Чăваш театрĕн умĕпе хам çав çуртра ĕçлесси пирки ĕмĕтленсе утса çаврăнтăм. Чăнах та, кĕçех унта уçăлнă студире ăсталăха туптама пуçларăм. Артист ĕçĕнчи пĕрремĕш вĕрентекенсем Валерий Яковлев, Иосиф Дмитриев, Валериан Лебедев пулчĕç. Каярах музыка училищин драма артисчĕсем хатĕрлекен ятарлă студине вĕренме илчĕç.
— Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлесси пирки ĕмĕтленнĕ вĕт-ха, сире вара çамрăксен театрне ĕçе янă.
— Пире ятарласа çамрăксен театрĕ валли хатĕрленĕ. Ним кÿренмелли те çук. Ачасем валли вылясси тата кăткăсрах, яваплăрах.
— Театрти пĕрремĕш роле астăватăр ĕнтĕ?
— Паллах. Роль хыççăн роль сăнарланă, гастроль хыççăн гастроле çÿренĕ. Спектакль хыççăн спектакле хутшăннă. Таçта васканă, чупнă, ăшталаннă… Пĕрремĕшĕ вара яланах асра. Вăл — Надежда Крупская сăнарĕ. Алексей Васильев режиссер мана: «Эсĕ сăнупа Крупская çамрăк чухнехи пекех, сана паратпăр çак роле», — терĕ. Тĕрĕссипе, малтанхи ĕç пулнипе çеç мар хумхантарнă, кулянтарнă вăл мана. Историри хăйĕн пĕлтерĕшĕпе яваплăхĕ пысăкчĕ унăн. Темĕн чухлĕ литература вуларăм, çĕр çывăрайми пултăм. Ун чухне эпĕ 21 çултаччĕ, Надежда Константиновна вара Шамиль Шагалиевăн «Пирвайхи чĕкеçсем» пьесинче сăнланнă тапхăрта — 31-ре. Ун хыççăнхи ĕç — Иван Тур-геневăн «Харампыр» /«Нахлебники»/ пьесинчи Ольга Елецкая сăнарĕ. Çамрăк, телейлĕ, романтикăллă, пуян çемьере çитĕннĕ хĕрарăм. Мана питĕ килĕшетчĕ ăна выляма. Унăн тумне хывас та килместчĕ.
— Эсир çавăн пекех Федор Павловăн «Ялта» драминчи Елюк ролĕпе те куракана тыткăнланă вĕт?
— 1983 çулта кăлартăмăр ăна. Елюк сăнарĕ мана 12 çул канăç памарĕ. Тĕлĕксенче те пĕрмай çав рольпе аташаттăм, çăпата сырса сцена çине тухма хатĕрленеттĕм. Эпĕ ун чухне хам та ача амăшĕччĕ, çавăнпа Елюка лайăх туяттăм, ăнланаттăм темелле. Спектакле Иосиф Дмитриев лартнăччĕ. Иосиф Александрович пуянсемпе чухăнсен кĕрешĕвне тĕпе хуман. Йывăр шăпаллă хĕрарăмăн кун-çулне кашни спектакльте çĕнĕрен пурăнса ирттереттĕм.
— Елюк хыççăн тата кам пулма тивнĕ?
— Малалла чăвашсен сăпайлă хĕрĕсен ролĕсем пулчĕç: Еля /«Пирĕн телей çавнашкал», Ефрем Еллиев/, Çăлтăрпи /«Шуйттан чури», Ухсай Яккăвĕ/, Пиневер /«Урасмет», Борис Чиндыков/, ыттисем. Çаксем — хăйсен тавра курăмĕпе, чун илемĕпе, менталитечĕпе пуян чăн чăваш хĕрĕсем. Çăмăлрах, музыкăллă, ташăллă-юрăллă спектакльсенче те рольсем пулчĕç: Марук /«Шăматкун каçхине», Николай Сидоров/, Лисук /«Шупашкарти савни», Николай Сидоров/. Вĕсем те питĕ килĕшетчĕç.
— Хăвăра килĕшмен рольсем, режиссера: «Ку сăнара калăплас килмест», — тени пулнă-и?
— Килĕшменнине те чуна хытарса выляма тивнĕ. Пĕртен-пĕр роле — Борис Чиндыковăн «Масаркасси ясарĕн 77-мĕш матки» пьесинчи Капăр Татьян сăнарне — калăплама килĕшменччĕ. Пьесине вуланă чухнех намăсланса хĕрелсе, хускалайми пулса ларнăччĕ. Кайран çав роле хама памалла турĕç. Виçĕ кун шухăшласа çÿрерĕм, чун килĕшмест, тулхăрать, кĕлетке çине шатрасем тапса тухрĕç. Вара режиссера: «Эпĕ ку рольпе ĕçлеме хатĕрех мар», — терĕм.
— Камитре е драмăра ытларах выляс килет? Хăшĕ чунăра çывăхрах?
— Эпĕ хамра лирикăпа драма героинисене куратăп. Çут çанталăк панă пултарулăхпа мана драмăра выляма çăмăлрах. Юрăллă-ташăллă камитсене те килĕштеретĕп. Вĕсенче кăмăл- туйăм вылявĕ хăвăрт хускалса, улшăнса тăрать. Тарăхсан та, кÿренсен те, макăрсан та — вĕсене ытла шала ямалла мар. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
«Чăвашсене ĕненекен халăх тесе пит хисеплеççĕ...»
«Юратнă Чăваш Еншĕн чылай ĕç тума палăртнă. Халĕ вĕсене йăлтах асăнмăпăр. Пурнăçласан курăнĕç», — çапла палăртрĕ калаçура Савватий Владыка. Çак кунсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Василий Кузьмин фотокорреспондент тата çак йĕркесен авторĕ Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе тĕл пулса калаçрăмăр, ĕçĕхĕлĕпе паллаштарма ыйтрăмăр.
— Владыка, эсир Чăваш Ене, Шупашкара таврăннăранпа 5 уйăх иртрĕ. Тăван тăрăха килнине чун-чĕре епле йышăнчĕ?
— Çуралса ÿснĕ кĕтесе таврăнма яланах лайăх. Кунта 11 çул пулман, çапах хама ниçта та кайман пекех туятăп. Малтан, паллах, чунăм савăнчĕ. Халĕ те хĕпĕртет. Çав вăхăтрах пăлханчĕ те. Мĕншĕн тесен Бурят çĕрне те хăварас килмерĕ. Сахал мар ĕç тунăччĕ унта. Вĕсем мана хăнăхса çитнĕччĕ, хăйсен çынни пек йышăннăччĕ, юратнăччĕ. Çавăнпа сыв пуллашма йывăр пулчĕ. Анчах Чăваш Ен — манăн Тăван çĕршыв. Кунта вăхăт тата хăвăртрах иртет пек туйăнать. Тин кăна тунтикунччĕ, паян, ав, эрнекун…
— Хăвăр Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ пулнине хăнăхса çитрĕр-и?
— Митрополит санĕнче 6 çул вăй хуратăп. Çавăнпа кунта хăнăхмалли нимех те çук. Чăваш Енре халăх урăхларах пурăнать. Республика та пĕчĕкрех. Буряти Чăваш çĕрĕнчен 20 хут ытла пысăк. Пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çитме 1200 çухрăм. Пирĕн вара 200 çухрăм анчах.
— Эсир инçетре пурăннă пулин те кашни çулах нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкара килсе Введени соборĕнче службăсем ирттернĕ. Мĕншĕн шăпах çак вăхăтра-ши?
— Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Нарăсăн 1-мĕшĕнче патриархăн интронизацине пурте пуçтарăнаттăмăрччĕ. Кăçал кăна пухăнман. Тата манăн аттен, Геннадий аттен, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пирĕшти кунĕччĕ. Варнава митрополит пилленипе аттене чысласа служба ирттереттĕмччĕ. Хăнана килни аван, митрополит пулни, паллах, урăхларах. Пирĕн владыка Варнава пурнăçран уйрăлнă хыççăн эпĕ киличчен 5 уйăх ытла иртнĕччĕ. Çав тапхăрта тумалли ĕç нумай пуçтарăнса кайнăччĕ. Тăван халăх хушшинче хама питĕ лайăх туятăп. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Упăшкапа арăмăн юнашар утмалла
Тутар чăваша качча илмест теççĕ. Илет! Икĕ халăх ывăл- хĕрĕ çирĕп çемье тума пултарнине çирĕплетекен тĕслĕх вун-вун. Акă Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри Абитовсемпе паллашрăмăр. Вĕсем 30 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ.
Кĕвĕ тĕнчи паллаштарнă
Альбина Алексеевна — чăваш хĕрĕ, Çĕрпÿ районĕнчен. Фарид Шафигуллович Шăнкăртамра тутар çемйинче çуралса ÿснĕ. Шăпа вĕсене Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче тĕл пултарнă…
«Эпир иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче аннен сывлăхĕ япăхланнăран, климат улăштармалла тенĕрен Çĕпĕре куçса кайнă. Эпĕ ун чухне 5 çулта пулнă. Чăваш çĕрĕнчен аякра вунă çул пурăннă, йăмăксемпе шăллăмсем унта çуралнă», — çемйипе паллаштарнă май пĕлтерчĕ кил хуçи арăмĕ.
Альбина Алексеевна пĕчĕкрен юрра-ташша ăста пулнă. Музыка инструменчĕсем калама вĕренес килнĕ унăн. Çак ĕмĕт- тĕллевпе çунатланнăскер шкул пĕтерсен Кемĕр хулине çул тытнă, культура институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах та унта нумаях пурăнайман… Хĕре çаратнă. «Пĕр пус укçасăр тăрса юлтăм, — тет Альбина Алексеевна. — Питĕ вăйлă пăшăрхантăм. Юлашкинчен япаласене пуçтартăм та Çĕрпĕве атте-анне патне таврăнтăм. Çав çулхине вĕсем Чăваш Ене куçса килнĕччĕ». Ку вăхăталла ăçта та пулин вĕренме кĕмешкĕн кая юлнă. Çавна май Альбина Алексеевна шкула пионервожатăя ĕçлеме вырнаçнă.
Çапах пурнăçне кĕвĕ тĕнчипе çыхăнтарас ĕмĕтне пăрахăçламан-ха вăл. Тепĕр çул экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн Çĕрпÿри училищĕне вĕренме кĕнĕ. Çав çулах унта Фарид Абитов та вĕренме пынă. Виçĕ çул çурă пĕрле вĕреннĕ вĕсем. Туслăх çирĕпленсе, вăйланса пынă, юлашкинчен юра-тăвах куçнă. «Училищĕре Патăрьел районĕнчен килнĕ пĕр хĕрарăм ĕçлетчĕ. Вăл пĕрмаях: «Тутарсем чăвашсене качча илмеççĕ», — тетчĕ. Илмесен вăйпа мĕнле илтерĕн-ха? Эпĕ качча тухасси пирки, тĕрĕссипе, шухăшламан та», — тет Альбина Алексеевна. Шăпаран иртеймĕн çав. Патшалăх экзаменĕ-сене тытас умĕн тутар каччипе чăваш хĕрĕ туй кĕрлеттернĕ.
Чи кирли – çынлăх
«Асатте Турра ĕненекен çын пулнă. Унăн сăмахĕсем халĕ те асрах: «Упăшкипе арăмĕн пĕр тĕнпе пурăнмалла». Атте те çак сăмахсемпе килĕшрĕ: «Çак çынна хăв суйласа илтĕн тĕк — санăн унпа пĕр çулпа утмалла». Çапла вара эпĕ мăсăльман тĕнне йышăнтăм. Манăн аттепе анне упăшкана мăсăльман пек мар, лайăх çын вырăнне хурса хакларĕç. Кĕрĕвĕ яланах хисепре пулнă. Мăшăр та вĕсене яланах хисепленĕ. Хăш тĕн çынни пулни пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли этемре — çынлăх. Мана çакăн пек ырă кăмăллă упăшка лекнĕшĕн питĕ савăнатăп», — калаçрĕ малалла кил хуçи арăмĕ. Фаридăн çемйинче те кинне ырăпа кĕтсе илнĕ. Урăх халăх хĕрне качча илнĕшĕн ÿпкелекен пулман. «Пĕр-пĕрне юратаççĕ тĕк пĕрле пурăнччăр», — терĕ инке», — калаçăва хутшăнчĕ Фарид Шафигуллович та.
Малтанласа çамрăк çемье иккĕшĕншĕн те ют вырăнта пурăнма шухăшланă. Юлашкинчен çапах та Шăнкăртамра тĕпленнĕ, аслă пиччĕшĕн çемйипе тĕп килте пурăнма пуçланă. Чĕлхе пĕлменни малтанлăха чăрмавлă пулнă паллах. Анчах çакă вăраха пыман. Альбина икĕ эрнерех тутарла калаçма хăнăхнă. «Килте те, ĕçре те тутарла калаçнă пулин те тăван чĕлхене манса кайман. Эпĕ атте-аннепе, тăвансемпе яланах чăвашла калаçнă», — тет Альбина Алексеевна.
Тăватă çултан Абитовсем тĕп килтен уйрăлса тухнă. Пиччĕшĕ вĕсене çара çĕре кăларман. Пÿрт лартса панă. «Уйрăм пурăнма пуçласан малтанласа çăмăл пулмарĕ паллах. Эпир унччен хуçалăхри йывăрлăхсене курман. Çăкăр ăçтан тупăннă? Ăçтан сахăр тупмалла? Тумтир ăçтан тупăнать? Çак-сене пĕлмен эпир. Апат-çимĕçпе, ыттипе пире пиччепе инке тивĕçтерсе тăнă. Уйрăлса тухрăмăр та — хуçалăхри пĕтĕм ĕç хамăрăн хулпуççи çине тиенчĕ. Çавăнпа ашшĕ- амăшĕнчен, тăванĕсенчен уйрăм пурăнакан çемьесем çирĕпрех, туслăрах пулаççĕ. Йывăрлăхсем мăшăрсене çывăхлатаççĕ», — тет Альбина Алексеевна.
Ашшĕ-амăшĕн ĕмĕтне çунатлантараççĕ
Абитовсен — виçĕ ача. Аслă ывăлĕ Раил авланнă, икĕ ача вĕсен, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Азат пĕлтĕр мăшăрланнă. «Вĕсене, тутарсем калашле, хăлхаллă-куçлă турăмăр», — теççĕ телейлĕ ашшĕпе амăшĕ. Кĕçĕнни Эльвина Шăнкăртам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет. Иккĕмĕш ывăлĕ Азат Абитовсен савăнăçĕ кăна мар, пĕтĕм Шăнкăртам мухтавĕ. Вăл, ашшĕ-амăшĕн çулне суйланăскер, пысăк сцена çинче халăха пултарулăхĕпе савăнтарать. Çамрăк пулин те Тутар Республикинче самаях пысăк ят-сум çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ. Вагапов фестивалĕн лауреачĕ вăл. «Кирек кам та хăй ачипе савăнать, унăн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланать паллах. Чи пĕлтерĕшли çапах та — вĕсем çынсене хисеплеме пĕлччĕр», — теççĕ Абитовсем.
…Альбина Алексеевнăпа Фарид Шафигуллович ĕç биографине Шăнкăртамри культура çуртĕнче пуçланă. 90-мĕш çулсенче вăхăтра шалу тÿлемен тапхăрта çемье пуçĕ шапаша çÿреме пуçланă. Ăста платник вăл. Анчах та хăйĕн ĕçне чунтан юратни ăна каллех юрă-кĕвĕ тĕнчине илсе çитернĕ. Вăтăр çула яхăн вăл Патăрьелти культура çуртĕнче сасă режиссерĕнче ĕçлет, купăс-баян ăста калать. Альбина Алексеевна Патăрьелти ача-пăча искусство шкулĕн Шăнкăртамри филиалĕнче 13 çул ĕçлет, ачасене музыка инструменчĕсем калама вĕрентет.
Çавăн пекех Альбина Алексеевна шкулта музыка урокĕсене те ертсе пырать. «Хамăн ĕçе юрататăп, — тет вăл. — Коллектив лайăх, директор мĕн пур пуçарăва хисеплет, пулăшса пырать». Иккĕмĕш ывăлĕ артист пулса тăни ăна уйрăмах савăнтарать. Амăшĕн мĕн пĕчĕкрен тĕвĕленнĕ ĕмĕтне — сцена çинче юрлассине — пурнăçа кĕртнĕ вăл. Мăшăрĕ те унăн артистка, пĕрле ĕçлеççĕ. «Ывăлран маларах хам юратса пăрахрăм ăна. Сасси-и-и! Чуна пырса тивет! Хăйне сцена çинче тытни те тÿрех килĕшрĕ», — хавхланса калаçрĕ Альбина Алексеевна. Кĕçĕн хĕрĕ те пиччĕшĕн çулĕпе каяс пулсан питĕ савăннă пулăттăм тет тата: «Пирĕн сукмакпах утас тет тĕк — эпир хирĕç мар. Кирек епле ĕç те чунтан юратсан кăсăклă». Эльвина та пултарулăх енне туртăнакан хĕрача. Вăл ача-пăча искусство шкулĕн баян, фортепиано класĕсенчен вĕренсе тухнă. Шкул пурнăçне хастар хутшăнать, пĕр мероприяти те унсăрăн иртмест.
Шăпана ÿпкелеме сăлтав çук
…Альбина Алексеевна тутарсен хушшинче 30 çул пурăнать. Ку тарана çитсе пĕрре те урăх тĕн çыннипе шăпине çыхăнтарнăшăн ÿкĕнмен вăл. «Ман тĕле начар çынсем лекнĕ тесе калаймастăп. Мăшăр та, ачасем те мана хисеплеççĕ. Упăшкан тăванĕсем те пысăка хураççĕ. Хам та вĕсене питĕ юрататăп. Вĕсем маншăн яланах чи хисеплĕ вырăнта тăраççĕ», — терĕ кил хуçи арăмĕ.
Сăмах май, Альбина Алексеевнăн йăмăкĕ те Шăнкăртама качча килнĕ. «Эпĕ малтанах кунти пурнăçа пĕлмен, майĕпен хăнăхса пынă. Уншăн вара кĕтменлĕх пулман, — каласа кăтартрĕ вăл. — Пиччесем патĕнчен уйрăлса тухсанах йывăр пулчĕ. Ачасем пĕчĕк, çурт-йĕр тăватпăр. Анне патне çыру ятăм, йăмăка çуллахи каникул вăхăтĕнче хуçалăхра пулăшма яма ыйтрăм. Килчĕ вăл, çу каçрĕ. Унтан каялла каясшăн та пулмарĕ. Патăрьелте шкулта вĕренчĕ. Аттестат илсен киле кайрĕ. Çук, унта пурăнаймастăп тет. Ку тăрăхри çынсем, йăласем кăмăлне кайнă, кунти пурнăçа килĕштернĕ вăл. Апла Чĕмпĕрте пурăн, пирĕн пата килсе çÿреме те çывăх терĕмĕр. Унпа туслашас текен каччă та йышлăччĕ. Анчах вăл пĕрне те килĕштермерĕ. Пулас упăшки патне тухрĕ вара. Пĕрлешрĕç. Вăт халĕ вăл — ялăн пĕр вĕçĕнче, эпĕ тепринче пурăнатпăр».
Пĕр чăваш килĕнчен икĕ хĕр тутар çемйине качча тухни кÿршĕ-арша кăна мар, муллана та тĕлĕнтернĕ ахăртнех. Çĕрпÿ районĕнче тутарсен йăли-йĕркипе никах ирттернĕ чухне мулла хĕрĕн ашшĕнчен ыйтмасăр чăтайман: «Алексей тете, сирĕн ăру сыпăкĕсенчен пĕринче мăсăльмансем пул-нă пуль? Икĕ хĕрĕр те тутара качча тухни тем тесен те ăнсăртран мар…»
Туслăх пуриншĕн те хаклă
Кил хуçи арăмĕн кăмăлне пĕр самант кăна кăштах пусăрăнтарать. Тутарсен пысăк уявĕсене, сăмахран, Ураза-байрама, Курбан- байрама хăйĕн çывăх çыннисемпе пĕрле ирттерме май килменни. Альбина Алексеевна тăванĕсене чĕнме пултарать паллах. Ăна никам та чармасть. Анчах чăвашсен кунашкал йăла-йĕрке çукран вĕсемшĕн кăсăклах та мар пек. Тĕрĕссипе, ашшĕ-амăшĕ темиçе хутчен те килсе курнă-ха. «Çав уявсенче мучисемпе кинемейсем пухăнаççĕ, апат çиеççĕ, кĕлĕсем вулаççĕ. Çакăн евĕрлĕ уявсенче аттепе анне пулса курнă, хăйсене аванах туйнă. Мĕн калаçнине ăнланман ĕнтĕ, çапах та итлесе ларнă. Кайран мĕн пулса иртнине хам каласа кăтартнă», — терĕ Альбина Алексеевна. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Вĕсен ĕçĕ пархатарлă
Михаил Якимов /1912-1992, Куславкка районĕ, Пăрмас/ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. КПСС Тĕп комитечĕн аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Малтан вăл Куславккари ВЛКСМ комитетĕнче, пионерсен бюровĕнче, «Çамрăк колхозник» хаçатра, «Хатĕр пул» журналта, обкомра ĕçленĕ. 1937 çулта «Чăваш коммуни» хаçат редакцине ĕçлеме килнĕ. 1946 çулта вăрçăран таврăнсан каллех хаçат ĕçне кÿлĕннĕ. Пай пуçлăхĕ, тĕп редактор çумĕ пулнă, 1954-1963, 1967-1974 çулсенче «Коммунизм ялавĕн» тĕп редакторĕ пулнă. 1963-1967 çулсенче — «Коммунизм ялавĕпе» «Советская Чувашия» хаçатсен пĕрлештернĕ редакцин ертÿçи.
Демьян Семенов /1938-2016, Етĕрне районĕ, Мăн Явăш/ — ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тата КПСС Тĕп комитечĕн аслă шкулĕнче вĕреннĕ. 1959-1974 çулсенче «Коммунизм ялавĕнче» ĕçленĕ: литература сотрудникĕ, корреспондент, пай пуçлăхĕ пулнă, 1974-1988 çулсенче — хаçатăн тĕп редакторĕ. Ун хыççăн Чăваш обкомĕнче, ЧР Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче тăрăшнă.
Аркадий Казанов /1932-2013, Вăрмар районĕ, Аслă Пинер/ — РСФСР тата ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тата Партин аслă шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Журналистика ĕçне Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче пуçланă, унтан Канаш хулипе районĕнчи «Коммунизмшăн» хаçатра тăрăшнă. «Коммунизм ялавĕнче» 1969-2000 çулсенче ĕçленĕ: корреспондент, пай пуçлăхĕ, редактор заместителĕ пулнă, 1988-1991 çулсенче тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçланă.
Алексей Леонтьев /1956, Комсомольски районĕ, Анат Тимĕрчкасси/ — РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран тата Раççей социаллă пурнăçпа политика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1979-1991 çулсенче «Коммунизм ялавĕнче» корректорта, корреспондентра, пай пуçлăхĕнче, яваплă секретарьте ĕçленĕ, 1991 çултанпа — «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ, 1998-2014 çулсенче Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ пулнă.
Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать