«Хыпар» 13 (27746) № 09.02.2021

9 Фев, 2021

Шупашкар çийĕн нимĕç самолечĕ вĕçнине те курнă

Миранда Кольцова пĕтĕм пурнăçне потребкоопераципе çыхăнтарнă. Хĕрĕсемпе мăнукĕсем те унăн çулĕпех кайнă. Çемьен çак тытăмри ĕç стажĕ 150 çул.

«Анне пирĕншĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Ун çине пăхса пĕчĕкрех чухне вĕçĕмсĕр тĕлĕннĕ: ĕçе çав таран юратма пулать-и вара? Студентсен çитĕнĕвĕсем пирки тата ытларах хавхаланса каласа кăтартатчĕ. Çавăнпа эпир яланах потребкоопераци тытăмĕнчи ĕç чи лайăххи тесе шухăшланă», — теççĕ Миранда Васильевнăн хĕрĕсем амăшĕн çулĕпе утма шут тытнине ăнлантарнă май.

Хăй вара тĕпренчĕкĕсене ĕç тĕлĕшпе нихăçан та витĕм кÿмен. «Çын сăмахĕ хыççăн професси суйламаççĕ. Вĕсем пĕчĕкрен эпĕ хамăн ĕçе юратнине, тивĕçсене чунпа парăнса пурнăçланине курса ÿснĕ. Çакă вĕсене пурнăçра тĕрĕс утăм тума пулăшнă», — тет Миранда Васильевна. 90 çул урлă каçнă вăл. Апла пулин те килте ларса тăракан çын мар. РФ Коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институтне куллен çÿрет. Кунта вăл музей ертÿçинче, ветерансен канашĕн председателĕнче тăрăшать. Маларахри çулсенче коопераци техникумĕнче, каярахпа институтра физкультура преподавателĕнче ĕçленĕ. Пĕтĕмпе потребкоопераци сферинче 64 çул вăй хурать. Пурнăçĕ вара пачах урăх çулпа та кайма пултарнă...

Вăрçă пуçланнă чухне Миранда Васильевна 11 çулта пулнă. Тискер çав кунсене вăл питĕ лайăх астăвать: «Эпир Шупашкарти Карл Маркс урамĕнчи пушарнăйсен çуртĕнче пурăнаттăмăр. Атте пушар хуралĕн инспекторĕнче ĕçлетчĕ. Çур çĕр иртни виçĕ сехетре-и е кăнтăрла-и — тревога янăраса кайсанах часрах каланча тăррине хăпарса каяттăм. Хула ун чухне пысăк марччĕ. Ăçта мĕн çунни алă тупанĕ çинчи пек лайăх курăнатчĕ. Вăрçă тухни çинчен пĕлтернĕ кун та хăрушă сигнал янăраса кайрĕ. Çынсем урама чупа-чупа тухрĕç. Вăрçă! Нимĕçсем Совет Союзне тапăннă! Йĕри-тавра çакăн пек сăмахсем кăна илтĕнсе тăратчĕç. Çынсем унталла-кунталла чупкаларĕç. Юпа пек хытса тăнисем те пурччĕ. Пĕри те мĕн тумаллине пĕлмен ун чухне».

Никама та çăмăл пулман. Миранда Васильевнăсен пурнăçĕ ашшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн тата йывăрланнă. Малтан та час-часах чирлекеленĕ амăшĕн сывлăхĕ пушшех хавшанă. Аслă пиччĕшне вăрçа илсе кайнă. Икĕ пиччĕшĕ электроаппарат заводне ĕçлеме çÿренĕ. 12 çулти Миранда госпитальте, пушарнăйсен пÿлĕмĕсенче урай çунă. «Çăкăра талонпа паратчĕç. Питĕ çиес килетчĕ. Манран икĕ çул кĕçĕнрех шăллăм вĕçĕмсĕр: «Çăкăр пар-ха, ыран ыйтмастăп», — тетчĕ. Хамăн татăка ăна тыттараттăм. Ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ унăн, 1952 çулта çĕре кĕчĕ. Вилес умĕн каланă сăмахĕсем халĕ те хăлхарах: вăрçă вăхăтĕнче эсĕ мана çăлса хăвартăн. Çак самантсем çинчен шкулсенче ачасемпе Паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ чухне яланах каласа кăтартатăп», — терĕ «вăрçă ачи».

Шупашкар çийĕн нимĕç самолечĕ вĕçнине те курнă вăл. Пĕчĕкскер фашистсем Чăваш Ене те çитрĕç иккен тесе питĕ хурланнă. Вĕсен çурчĕ патĕнченех тыткăнри нимĕçсене Атăл хĕрринчи торф предприятине ĕçлеме илсе çÿренĕ. Çав ÿкерчĕксем халĕ те унăн куçĕ умĕнчех...

Вăрçă хыççăн Миранда Васильевна Мускаври физкультура техникумне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн Шупашкара таврăннă, 24-мĕш шкулта ĕçленĕ. Çулталăкран ăна коопераци техникумне куçарнă. Çак самантран вăл пурнăçне Чăваш Енри потребкоопераципе çыхăнтарнă. Миранда Кольцова ертсе пынипе студентсем çав çулсенче республика ăмăртăвĕсенче, Атăлçи тупăшăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă. Хыççăн тата Шупашкарти коопераци институтĕнче 17 çул ĕçленĕ. 2008 çулта ăна вĕренÿ заведенийĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕн заместительне суйланă. Тепĕр пилĕк çултан вара пĕрлĕхе ертсе пыма шаннă. Хальхи вăхăтра йышра 94 çын шутланать. Паян вĕсем Миранда Васильевна хавхалантарса пынипе общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ.

Амăшĕ хăйĕн ĕçне пуçĕпех парăннине, паллах, хĕрĕсем курмасăр тăма пултарайман. Çакă вĕсене çывăх çыннин çулĕпех утма хистенĕ. «Аслă хĕр шкула «ылтăн» медальпе пĕтерсен коопераци техникумне кĕчĕ. Унтан «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе тухсан коопераци институтĕнче пĕлÿ илчĕ. Хальхи вăхăтра Чăвашпотребсоюз типографийĕн заведующийĕнче ĕçлет. Унăн ывăлĕ те кăçал коопераци институтне вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленет. Кĕçĕн хĕр те çак институтрах ăс пухрĕ. Халĕ коопераци техникумĕнче преподавательте ĕçлет. Ывăлĕ те кунтах аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çак тытăмрах ĕçе вырнаçрĕ. Кĕрÿ те Чăвашпотребсоюзра ĕçленĕ. Çавăнпа пирĕн пĕрлехи ĕç стажĕ 150 çултан та иртет», — çемйипе паллаштарнă май пĕлтерчĕ Миранда Васильевна.

Коопераци институчĕ пирки вăл «манăн иккĕмĕш кил» тет. Ку сăмахсенчен тĕлĕнмелли çук. Çапах та 64 çул — сахал вăхăт мар. «Халĕ те тăван института тимлĕх уйăрма тăрăшатăп. Кунта савăнса, пĕтĕм кăмăлтан килетĕп», — тет Миранда Васильевна. Çулталăк çурă каялла аслă шкулта вăл Çар мухтавĕн музейне йĕркеленĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕпе, унăн паттăрĕсемпе туллин паллашма пулать. Миранда Васильевна спортпа туслă, акă ĕнтĕ 17 çул «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» ăмăртăвĕсене, Наци кросне хутшăнать. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

 

♦      ♦      ♦

 

Пĕртăвансен ятне пама сĕнетĕп

Шкулта нумай çул вĕрентнĕ истори учителĕ каласа кăтартнă тăрăх, Елчĕкпе Аслă Елчĕк ялĕсен вырăнĕсенче ĕлĕк юманлăх кашланă. Мăнаçлă йывăçсене иккĕн хире-хирĕç тăрса ыталасан та çынсен аллисем пĕр-пĕрне лекмен.

1550 çулсен пуçламăшĕнче сĕмлĕхри уçланка Хаяр Иван çарĕн пысăк пĕр ушкăнĕ пухăннă. Патша Хусана тытса илме тĕллев лартнă. Шăпах çав вăхăтра ĕнтĕ тутар-монгол пусмăрне темиçе ĕмĕр чăтса пурăннă Куславккари Елчĕк халăхĕ çар хÿттине куçса килнĕ. Атăл тăрăхĕнчи чăвашсем Кĕçĕн тата Аслă Пăла, Кĕтне çывăхĕсенче вырнаçнă. Куславкка районĕнчи яла мĕншĕн «Елчĕк» ят панине никам та пĕлмест. Архивсенче кун пирки нимĕнле документ та сыхланса юлман. Çакна пĕлес тесен тутар, монгол, кăркăс халăхĕсен чĕлхисене тĕплĕн тишкермелле. Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕнче çырнă тăрăх, «Яльчики» чăвашла «ял чикки» тенинчен тухнă пулать. Çакă «тĕттĕм» çын шутласа тупни кăна.

Республикăра — икĕ Елчĕк. 1965-1995 çулсенче автобус сахал пулнипе çул çÿреме питĕ кансĕрччĕ. 1967 çулта, университетăн пĕрремĕш курсĕнче вĕреннĕ чухне, Елчĕк ачи килне кайма тухнă та Куславкка вокзалĕпе паллашса килнĕ. Арпашăнасси çапах та ытларах ватă çынсен пулнă. Манăн шухăшпа, Елчĕкпе Аслă Елчĕкрен пĕр ял тăрăхĕ йĕркелемелле. Раççейре 1 пин ытла кил-çуртран тăракан ял нумай. Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ пĕртăван Волковсен — Геннадий Никандрович филолог- академикăн, Анатолий Никандровичпа Зинон Никандрович хирург-профессорсен ырă ятне ĕмĕрлĕхех упраса хăварас тĕллевпе пысăкланнă яла «Волково» ят памалла. <...>

Владимир МАЙКОВ, Елчĕк районĕ.

 

♦      ♦      ♦

 

Çамрăксем çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ

Хамăрăн ентешсемпе тата вĕсен çитĕнĕвĕсемпе чăнласах та мăнаçланатпăр эпир. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансене тивĕçлĕ ĕçсем пирки социаллă сетьсенче ВместеГордимся#ПĕрлеМухтанатпăр хэштегсемпе каласа кăтартма сĕнет.

 Маттур спортсменсем

Хастар та пуçаруллă ентешсен ăнăçăвĕсемпе юлташĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем социаллă сетьсенче паллаштараççĕ. Мăнаçланмалли сăлтавсемпе самантсем пирки Олег Николаев патне çырса яракансем те пур. Çакăн пирки вăл Инстаграмри хăйĕн официаллă аккаунтĕнче та палăртать. «Ман пата директа килчĕ: «Пирĕн каратист спортсменсене мухтамасăр пултараймастăп. Вĕсем кăрлач уйăхĕн 30-31-мĕшĕсенче Тольяттинче ăмăртрĕç, пирĕн республика чысне федерацин Атăлçи округĕнче хÿтĕлерĕç. Манăн шухăшпа, çакăн пек спортсменсене сирĕн пĕлмеллех. Эпир, ашшĕ- амăшĕ, вĕсем команда ятне яманшăн мăнаçланатпăр. Хăйсем те медальсем çĕнсе илчĕç, унсăр пуçне командăсен пĕтĕмĕшле зачетĕнче кубокпа 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Эпир хамăрăн ачасемпе тата каратэ федерацийĕпе мăнаçланатпăр. Пирĕн ачасемпе наставниксем тата тренерсем чи лайăххисем». Ярса панă сăн ÿкерчĕксене хаваспах кăтартатăп. Мăнаçланмалли кăмăллă сăлтавшăн тав тăватăп», — тенĕ республика Пуçлăхĕ нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Инстаграмри хăйĕн страницинче.

Экономика енĕпе — пуçласа

Мăнаçланмалли тепĕр сăлтав пирки Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура палăртрĕ. Вăл кашни ачан пултарулăхне уçса парасси вĕренÿ тытăмĕн тĕп çул-йĕрĕ пулнине пĕлтерчĕ. «Эткер» центр тивĕçĕ — ачасен кăсăкланăвне тупса палăртасси тата вĕсен пултарулăхне туллин уçса парасси. Пĕрремĕш çитĕнÿсем те пур — 5-мĕш гимназин 11-мĕш класĕнче вĕренекен Анна Гущина Раççейĕн пĕрлештернĕ командине экономика енĕпе пуçласа кĕме тивĕçнĕ тата олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх бронза призерĕ пулса тăнă. Çак çитĕнĕве тума пулăшнă педагогсене тав тăва-тăп. Аннăпа, паллах, эпир пурте мухтанатпăр», — терĕ Олег Алексеевич.

Сăмах май, Анна шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ олимпиадинче те пĕрре мар çĕнтернĕ. Шкулсен экономика енĕпе иртнĕ VIII уçă чемпионатĕнче, ăна Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн экономика факультечĕ йĕркеленĕ, призер пулса тăнă, «Раççей экономисчĕсен ылтăн саппасне» кĕнĕ.

«Хĕллехи эрешсем»

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Пĕтĕм Раççейри сăн ÿкерчĕксен «Манăн Тăван çĕршывăн хĕллехи эрешĕсем» I конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна «Раççейĕн çăтмахри пек вырăнĕсем» компани çул çинчи инкексенче шар курнă ачасене пулăшакан Наташа Едыкина ячĕллĕ ыр кăмăллăх фончĕпе пĕрле йĕркелесе ирттернĕ. Сăн ÿкерчĕксен конкурсĕн тĕп тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва тăван çĕршывпа çут çанталăка тата ытларах юратма хăнăхтарасси. Унта Елчĕкри Ачасен искусство шкулĕн ИЗО класĕнче ăсталăхне ÿстерекен Елизавета Мурзакаева та хутшăннă. Вăл «Хĕллехи эрешсем» композицие хатĕрлесе 1-мĕш вырăн йышăннă /преподавателĕ — Римма Парферьева/. Вăл хăйĕн сăн ÿкерчĕкĕнче гуашь сăрăсемпе усă курнă. Пултарулăх ĕçĕсене хакланă чухне вĕсем конкурс темине тивĕçтернине, пултарулăх шайне, фантазие шута илнĕ. Палăртса хăвармалла: Елизавета «Чăваш Енĕн пултаруллă ачисем-2019» республика форумĕн иккĕмĕш, куçăн майпа иртнĕ, тапхăрĕнче «Чечеклен, Чăваш тăрăхĕ» ÿкерчĕкпе палăрнă, II степень лауреат пулса тăнă. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 

♦      ♦      ♦

 

«Ашшĕ-амăшĕ ачинчен маларах çывăрма ан вырттăр»

 Хальхи вăхăтра, информаци ĕмĕрĕнче, ача-пăчана тĕрĕс воспитани пама çăмăлах мар. Мĕншĕн тесен çакă ашшĕ- амăшĕнчен кăна мар, саманаран та, йĕри-таврари çынсенчен те нумай килет. Ачасен психики лайăх тата япăх информацие пĕр пекех хăвăрт йышăнать.

Мăшăрсем уйрăлни, вĕсем пĕр-пĕрне улталанă тĕслĕх час-часах тĕл пулать паянхи кун. Юратуллă «виç кĕтеслĕх», савакансен ултавĕ — яланах калаçтаракан темăсем. Шел те, уйрăлакансен йышĕ Раççейре те, Чăваш Енре те çултан-çул ÿссе пырать. Федерацин патшалăх статистика службин /Росстат/ официаллă кăтартăвĕсемпе кашни 1000 мăшăрлану пуçне 806 уйрăлу лекет. Пĕр-пĕрне ĕмĕр тăршшĕпех юратма тупа туса венчет çĕрри тăхăнтартакансем мĕншĕн уйрăлаççĕ тетĕр-и? Сăлтавĕ нумай, анчах чи анлă сарăлни – упăшки арăмне, е хĕрарăм мăшăрне улталани. Шел те, статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре 2020 çулта уйрăлакансен шучĕ çемье чăмăртакансенчен ытларах пулнă. Пĕлтĕр Чăваш Республикинче 3484 мăшăр çырăннă, 3663 çемье арканнă. Уйрăлас текеннисенчен ытларахăшĕ 5-10 çул пĕрле пурăннă. Пурнăç çулĕпе уйрăмшарăн утма палăртнисен йышĕнче кĕмĕл туйне уявланисем те /10,4 процент/ пур. Ведомствăра пĕлтернĕ тăрăх, 27,2 проценчĕ пĕр-пĕрне улталанине пула уйрăлнă. Çавăн пекех эрех-сăрапа, наркотиксемпе иртĕхни, укçа-тенкĕ çитменни, характерсем пĕр килменни те çемье «ăшшине» аркатакан сăлтав пулса тăнă. Çырăнмасăр пурăнасси /«гражданла мăшăрлану» тет нумайăшĕ/ модăна кĕни те лару-тăрăва кăткăслатать. Çамрăксем паян яваплăха харпăр хăй çине илесшĕн мар, çавăнпа официаллă майпа çемье çавăрма васкамаççĕ.  <...>

Роза ВЛАСОВА.

 

♦      ♦      ♦

 

Земфира БЕЛОВА: Кĕнекесене те чиртен сиплеме тивет

Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ Земфира Белова амăшĕ пекех биолог-химик пулма ĕмĕтленнĕ. Çывăх тăванĕнчен — ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕнчен Анастасия Кирилловнăран — тĕслĕх илмелли пулнах. Çавăнпа вăтам шкул хыççăнах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн биологипе хими факультетне вĕренме кĕнĕ. Çак специальноç Земфира Георгиевнăна шкулта кăна кирлĕ пулман. Тĕплĕнрех хăйĕнчен ыйтса пĕлер-ха.

 39 çул каялла алла диплом илнĕ хыççăн эсир тăван шкулăрăн алăкне вĕрентекен пулса уçса кĕнĕ.

— Çапла. Çулталăк кăна ĕçлеме тиврĕ тăван ялта. Унтан Шупашкарти Ботаника садне куçрăм. Унта ÿсен-тăранпа ĕçлерĕм: акрăм, лартрăм, сиплерĕм. Пĕр хушă чирлĕ тăвансене пăхма тиврĕ. Кайран ĕç шырама пуçларăм. Кĕтмен çĕртен Наци библиотекинче вырăн пуррине пĕлтĕм. Килсе пăхрăм та — мана сектор заведующине илчĕç.

 Вулавăшра биолог-химик кирлĕ-и вара?

— Документсене консервацилекен /упракан/ секторта, вăл паха, сайра тĕл пулакан кĕнекесен пайне кĕрет, шăпах çавăн пек профессильлĕ çын кирлĕ те. Унăн химипе биологие лайăх пĕлмелле. Кунта кĕнекесене çыпăçтарса тата çĕлесе лармалла çеç мар, вĕсене тĕрлĕ чиртен сиплеме тивет. Тивĕçлĕ шайра упрамасан кĕнекесем кăвакараççĕ те, вĕсене хурт-кăпшанкă та тапăнма пултарать. Çавăнтанпа вунă çул иртрĕ те.

Унччен библиотекăра кĕнеке хуплашкин мастерскойĕ кăна пулнă. 2003 çулта консерваци центрĕ йĕркеленĕ. Çав вăхăтра пирĕнпе ĕçленĕ çынсем паян çук. Хальхи йышра — мансăр пуçне тата Татьяна Павлова, Светлана Александрова, Татьяна Моисеева. Вĕсем — пĕрремĕш категориллĕ библиотекарьсем, анчах тивĕçĕ пачах урăххи — кĕнекесене, хаçат-журнала, ытти документа иккĕмĕш пурнăç парнелеççĕ.

— Унсăр пуçне тата мĕн тăватăр?

— Библиотекăри сывлăш температурине, нÿрĕлĕх шайне ятарлă хатĕрсемпе виçетпĕр. Мĕншĕн виçетпĕр тетĕр-и? Кĕнекесем йĕркеллĕ упранччăр тесе, вĕсем валли тивĕçлĕ услови туса парас тĕллевпе. Сывлăш нÿрĕлĕхне те, температурине те пĕр пек шайра тытса тăмалла.

— Мĕнле температура чи лайăххи шутланать?

— Сывлăш температури 18 градус, нÿрĕклĕх — 55 процент.

— Енчен те çуллахи шăрăх çанталăкра температура кирлинчен пысăкрах пулсан?

— Кĕнекесем упранакан вырăнсенчи чÿречесене хĕвел кĕресрен хулăн карăсемпе хуплаççĕ, унсăр пуçне пÿлĕмсене уçăлтараççĕ. Кондиционерсемпе те усă кураççĕ. Кĕнекесене тĕттĕмрех вырăнта упрамалла, атту хĕвел çинче тĕсне çухатать, çийĕнсе пĕтет. Çапла ан пултăр тесе кăнтăрлахи вăхăтра чÿречесене карма тăрăшмалла.

 Калăпăр, пĕр-пĕр кĕнекене кăпшанкă тапăннă е чир лекнĕ. Ăна сыватас ĕçе мĕнрен пуçлатăр?

— Кĕнеке кăвакарнă тĕслĕх пирĕн библиотекăра питĕ сайра пулать, мĕншĕн тесен условисем лайăх. Анчах вулавăша реконструкци тунă чухне – 2006-2009 çулсенче — документсене ăçта май килнĕ çавăнта упранă. Тепĕр чухне вĕсем çине шыв та аннă пулĕ. Шăпах çав вăхăтра аптăраса юлнă кĕнекесем халĕ сайра хутра тĕл пулаççĕ. Вĕсене дезинфекцилетпĕр те.

— Мĕнле майпа?

— Пÿлĕмре çав ĕç валли сывлăш юхăмĕпе кĕнеке тусанне пуçтаракан шкап пур. Унта биоцитсемпе усă куратпăр. Çапла тума пире Раççей Наци библиотекин библиотека фончĕсене консервацилессипе ĕçлекен федераци центрĕ сĕннĕ. Телее, сайра пĕрре кăна усă курма тивет çак мелпе.

— Çурăлса пĕтнĕ кĕнекесемпе, документсемпе мĕн тăватăр? Пурне те пăрахăçлама май çук-çке. Уйрăмах, питĕ авалхи кĕнекесене, сайра тĕл пулаканнисене мĕнле çĕнететĕр?

— Унашкаллисене те юсатпăр. Çăнăх çилĕмне хамăрах пĕçеретпĕр. Ăна сивĕтмĕшре те 10 кунран ытла упрама юрамасть. Тавра пĕлÿ фондĕнчи литература — республикăпа çыхăнни, вĕсене кунта пурăнакансем çырнă, вырăнтах пичетленĕ. Унашкаллисем — ĕмĕрĕпех упранма тивĕçлĕ документсем. Вĕсене нихăçан та пăрахăçламаççĕ, çавăнпа пуринчен ытла упраса хăварма тăрăшатпăр.

 Вĕсене çĕнетмеллине мĕнле палăртатăр?

— Пилĕк çулта пĕрре кашни пай хăйĕн фондне тĕрĕслет. Уйăхне пĕрре санитари кунĕ иртет. Унта пур пай та, çав шутра — пирĕн сектор та, хутшăнать. Юсамалли кĕнекесене уйăрса илнĕ хыççăн пирĕн пата килсе параççĕ.

— Хальхи вăхăтра унашкал миçе кĕнеке?

— Черет кĕтекенни нумай. Пĕрре те сахалланмасть. Мĕншĕн тесен кивĕ, авалхи кĕнекесем вăхăт иртнĕçемĕн хăвăрт арканаççĕ. Тĕрĕссипе, çĕнни шутланаканнисен те пахалăхĕ лайăхах тееймĕн. Теприне, сăмахран, пĕлтĕр кăна пичетлесе кăларнă, ăна вара юсамалла та. Планпа уйăхне 70 документа иккĕмĕш пурнăç парнелемелле. Çак кăтарту пирĕншĕн самай пысăк. Васкаса ĕçлеме тивет. Теприсем пирĕн ĕçе кĕнекене наччасра хут çыпăçтарса хунинче кăна кураççĕ. Ун пек мар. Тепĕр чухне пĕр кĕнекепе пĕр эрне ларма тивет. Хут çыпăçтарнипе ĕç вĕçленмест, ăна пĕтĕмпех салатса тăкма, кирлĕ пулсан кĕнеке страницисене çума, унтан çĕнĕрен пуçтарса çĕлеме тивет.

— Кĕнекене çăватăр-и?

— Листисене пĕчĕк ваннăра «мунча» кĕртетпĕр. Вĕсене темиçе хут чÿхентеретпĕр. Виççĕмĕшĕнче вĕретнĕ шывпа чÿхетпĕр. Çунă хут пурçăн пек яп-яка пулать, алла тытма питĕ кăмăллă. Çунă листасене çĕнĕрен пĕрерĕн-пĕрерĕн пуçтарса çĕлесе кĕнеке тăватпăр.

— Мĕншĕн çăватăр? Хуришĕн-и, таса марришĕн-и?

— Уншăн та, лÿчĕркеннĕрен те. Теприсен кивĕ çилĕмĕ хăйпăнса кĕнекене варалать. Питĕрти маларах асăннă центрта пире çапла тума вĕрентнĕ. Пĕлĕве ÿстерме унта çÿретпĕр. Çав центрта хам та икĕ хутчен пултăм. Пĕлтĕр Мускавра, Раççей патшалăх библиотекинче, вунă кун вĕрентĕмĕр. Ун чухне кĕнеке хуплашкине юсамалли майсемпе паллаштарчĕç. <...>

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.