Васкавлă пулăшу чĕнес тесен...
Васкавлă пулăшăва хальхи вăхăтра темиçе номерпе шăнкăравласа чĕнме пулать.
Шупашкарта 2018 çултанпа васкавлă пулăшăва талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче чĕнмелли пĕрлехи call-центр ĕçлет. Унăн номерĕ – 103. Вăл call-центрăн фельдшерĕпе çыхăнтарать. Кунсăр пуçне тухтăрсене 112 номерпе чĕнсе илме май пур. Унпа шăнкăравласан телефона 112 тытăмăн операторĕ тытĕ.
Ытти регионпа кÿршĕллĕ районсенче пурăнакансене 8 /8352/ 41-98-60 номерпе шăнкăравлама сĕнеççĕ, мĕншĕн тесен 103 номерпе шăнкăравласан эсир тепĕр региона лекме пултаратăр.
Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.
Комментировать