Пайçăсене пухĕç
Чăваш Ен Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пайçăсемпе тăтăшах тĕлпулусем йĕркелет. Çакна ведомство республика Пуçлăхĕн хушнине пурнăçласа йĕркелет.
Черетлĕ тĕлпулу нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче 15 сехетре пуçланĕ. Ку хутĕнче «Алые паруса» çурт-йĕр комплексĕн пайçисене йыхравланă. Вĕсемпе Шупашкарти Энергетиксен урамĕнчи 6-мĕш позицири çурта хăпартассине сÿтсе явĕç. Тĕлпулăва яланхиллех Строймин, прокуратура тата хула администрацийĕн специалисчĕсем хутшăнĕç.
Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ.
Комментировать