Хăшĕ çамрăкрах: Куславкка-и е Çĕнĕ Шупашкар-и?

20 Авг, 2014

Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренетĕп, общежитире пурăнатăп, аслă аппа вара - Çĕнĕ Шупашкарта. Инçе мар та - ун патне час-часах каятăп. Вăл çак хулана çур ĕмĕр ытларах çул каялла çеç тунине çирĕплетет.

Пĕррехинче Куславккаран Шупашкара вĕренме килнĕ Петĕрпе тавлашса кайрăмăр. Вăл хăй çитĕннĕ хулана ГЭС вырнаçнинчен каярах статус панă тет. «Хыпар», пулăшсамăр, хăшĕ çамрăкрах: Куславкка-и е Çĕнĕ Шупашкар-и?

В.КУЗНЕЦОВ.

Тăвай районĕ.

Ыйту чăнласах питĕ кăсăк. Çĕнĕ Шупашкара малтан Спутник тенĕ. ГЭС тăвакансене пурăнмашкăн çывăхра çуртсем кирлĕ пулнăран ăна 1960 çултах никĕсленĕ. Вăл халĕ 54 çулта. Республикăра вăл уйрăм çын пÿрчĕсемсĕр пĕртен-пĕр хула.

Куславкка кăçал çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче 343 çул тултарчĕ. Унăн кун-çулĕ 1671 çултанпа çырăнать. Икĕ сăрт хушшинче - илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Пĕр шутласан - ватă темелле, анчах вăл хăй вăхăтĕнче ял та /1897 çулта 738 çын çеç пурăннă. - И.С.Дубановăн «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекерен/, каярах поселок та шутланнăскер, хула статусне 1967 çулхи чÿкĕн 20-мĕшĕнче çеç илнĕ. Çавăнпа та Куславкка республикăри хуласенчен чи çамрăкки шутланать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.