«Хыпар» 11-12 (27744-27745) № 05.02.2021

5 Фев, 2021

Геннадий ДЕГТЯРЕВ: Чĕлхе науки детектив пекех кăсăклă

Чĕлхеçĕшĕн кашни сăмах, кашни сасă ылтăн пекех хаклă. Вăл пуплев епле йĕркеленнине, сăмахсем мĕнле улшăнса пынине, сăмах йышĕ епле аталаннине тата ыттине тĕпчесе, чăнлăха тĕслĕхсемпе çирĕплетсе тĕрĕслĕх патне пырать. Филологи наукисен кандидачĕшĕн Геннадий Дегтярăвшăн чăваш чĕлхин лексики уйрăмах çывăх. Вăл словарьсем хатĕрлес ĕçе парăннă. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕ пире кăсăклантаракан ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.

 — Геннадий Анатольевич, эсир Ленинградра тухăç факультетĕнче вĕреннĕ. Унта епле лекрĕр? Çав тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?

— Совет тапхăрĕнче пулнă-çке ку. Ун чухне наци кадрĕсене хатĕрлеме тăрăшнă. Шанчăк паракан çамрăксене Мускаври, Ленинградри аслă шкулсене вĕренме янă. Артистсен, журналистсен, пултаруллă ытти çыннăн ăсталăхне аталантарнă. Вĕсен йышне чĕлхеçĕсем те кĕнĕ. Çапла майпа хăй вăхăтĕнче Виталий Сергеевпа Юрий Ефимов Мускаври Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ, Елена Лебедевăпа Ольга Соколова Венгрири Сегед университетĕнче /А.Рона‑Т аш патĕнче/ пĕлÿ илнĕ. Пире, Василий Андреевпа иксĕмĕре, Ленинград университечĕн тĕрĕк филологийĕн уйрăмне ăс пухма ячĕç. Каярахпа тата тепĕр икĕ студента Рига университетне куçарчĕç. Шел, вĕсем йывăрлăха тÿсеймесĕр çур çултан пăрахса килнĕ. Пире те çăмăл пулман.

Пилĕк çул вĕренмелли программăна икĕ çулта парăнтарма тиврĕ. Занятисене тĕрлĕ ÿсĕмри студентсемпе пĕрле çÿреттĕмĕр. Çав вăхăтрах ырă кĕтменлĕх те сахал мар пулнă. Тухăç факультетĕнчи академи ушкăнĕсенче 4-5 студент çеçчĕ, ытти çĕрти пек 25-ĕн пулман. Çавăнпа вĕрентекенсемпе студентсен хутшăнăвĕсем те урăхларахчĕ. Ленинградра çуралса ÿснĕ преподавательсем пурте тенĕ пекех тĕлĕнмелле кăмăллă çынсемччĕ, тарăн пĕлÿ паратчĕç, çирĕп ыйтатчĕç, чунтан пулăшатчĕç. Эпир вĕсен килĕсенче те пĕрре мар пулнă. Гагаузсене çутта кăларнă Л.Покровская профессор, сăмахран, командировкăна кайсан килти чечекĕсене шăварма хваттер уççи те шанса хăваратчĕ. Факультета 35 çул ертсе пынă М.Боголюбов академикпа çывăх хутшăнма тÿр килнине халĕ те аса илетĕп. Хăй вăхăтĕнче Атнер Хусанкая та араб литературине вĕрентнĕ А.Долинина профессорпа заняти хыççăн чăвашсем пирки калаçса ларни, ĕнер пулнă пекех, куç умне чĕррĕн тухать.

— Ленинградра вĕреннисем хулана ăшшăн аса илеççĕ. Сире мĕнле витĕм кÿчĕ вăл? Унтах юлас, пурнăçа çав хулапа çыхăнтарас ĕмĕт-шухăш пулман-и?

— Ленинград – чăвашăн шухăш-кăмăлне çывăх хула, çавăнпа «пирĕннисене» унта чылай енчен çăмăл. Ултă çул хушшинче культурăн шĕкĕр хули хăй те, унăн çыннисем те /чи малтанах – хамăрăн вĕрентекенсем/, паллах, йĕр хăварнă. Сăмахран, çав тапхăр мана вăл е ку çыннăн хăйне евĕрлĕхне хаклама хăнăхтарчĕ. Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн алтай чĕлхисен секторĕнче ĕçлекенсем мана аса илтерсех тăратчĕç: «Аспирантура хыççăн пирĕн пата пыратăн. Сан валли ятарласа пĕр вырăн тытса тăратпăр». Аслă юлташăмсем М.Скворцовпа И.Андреев чĕлхеçĕсем те Ленинградрах юлма сĕнчĕç. Ун чухне çĕршывра çĕнетÿ пуçланнăччĕ, наци чĕлхисене чĕртесси пирки шавлатчĕç. Çав лару-тăрура тăван тăрăхран аякра пулмалла мар тесе шутларăм та кунтах таврăнтăм. <...>

— Чĕлхеçĕсем темиçе чĕлхе пĕлеççĕ. Эсир вĕсене хăçан ăса хыврăр?

— Хамăрăн чĕлхере те куллен тенĕ пекех çĕннине уçатпăр... Ют чĕлхене пĕлсе çитерме татах кăткăсрах. Çитменнине, усă курмасан вăл хăвăрт манăçать. Çавăнпа нумай пĕлетĕп тесе мухтанаймăп. Чăваш патшалăх университетĕнче – нимĕç тата латин чĕлхисене, тухăç факультетĕнче турккă, осман /авалхи — турккă/, араб тата перс чĕлхисене вĕреннĕ. Турккă чĕлхине вĕренме лайăх учебниксем çук тесе пĕрремĕш курсра Болгарире кăларнă вĕренÿ кĕнекипе усă куратчĕç. Çавăнпа пăлхар чĕлхине те тĕшмĕртме тиветчĕ. Кулăшларах самантсем те пулатчĕç. Хăш чухне пĕр чĕлхепе хуравланă чухне тепĕр чĕлхери сăмахсем кĕре-кĕре каятчĕç.

«Тăлмачăн суя тусĕсем» /пĕлекен сăмахсен урăхла пĕлтерĕшĕсем/ йĕкĕлтетчĕç. Тĕслĕхрен, пăлхарсен майка сăмахĕ «анне» тенине пĕлтерет, булка – хĕр, направо – тÿрĕ, стол – пукан, неделя – вырсарникун... Вăт çăрăлса тух чĕлхе чăтлăхĕнчен! Ытти чĕлхене вĕренни мана тăван чĕлхене пĕлме пулăшрĕ, ăна ытларах ăнланакан, хаклакан пултăм. Мана перс чĕлхи /фарси/ питĕ килĕшет. Французсен пуплевне юрă итленĕ пек тăнлама пултаратăп. Çапах хамăрăн тăван чĕлхе тата хÿхĕмрех! Тĕлĕнме пăрахмастăп: çакăн пек ытарайми чĕлхе ăçтан пире лекме пултарнă-ха?

— Эсир чăваш поэзийĕпе те кăсăкланатăр, паллă сăвăçсен пултарулăхне тĕпчетĕр. Хăвăр та сăвă çыратăр, хаçат-журналта та пичетленнĕ вĕсем. Сăвă çырни сире мĕн парать?

— Сайра хутра – чун çунатланать-и е чĕре хÿхлет-и – сăвă çуралать. Эпĕ ăна пĕр-икĕ çынна вуласа паратăп та лăпланатăп. Вĕсене упрамастăп. Алă айĕнчисене хаçат-журналта пичетлеме Николай Теветкел сăвăç ÿкĕте кĕртрĕ. Ун хыççăн çав «хăнăхтарусем» унта-кунта кун çути курчĕç. Вĕсене тĕпе хурса композиторсем икĕ-виçĕ юрă çырнă. Сăввисем хутран-ситрен чунран ирĕлсе тухаççĕ. Сăвă маншăн кĕлĕ пекех. Эпĕ пачăшкă мар, кĕлĕ калама халăх умне тухмастăп-çке. Сăвăлла хайлавсене пичете сĕнни те маншăн çавăн пекех туйăнать: эпĕ поэт мар, пирĕн урăх ĕç.

— Илемлĕ литература кĕнекисене вулама вăхăт тупатăр-и?

— «Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕн» пĕрремĕш томне хатĕрленĕ чухне, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче, çĕр-çĕр кĕнеке пăхма тиветчĕ. Халĕ ку тĕлĕшпе çăмăлрах, интернет чылай пулăшать. Илемлĕ хайлав кĕнекисене авторсем чылай парнелеççĕ. Ун пек чухне – кĕнеки килĕшет-и, килĕшмест-и – вуласа тухма тăрăшатăп. Вуланă май ăнăçлă тĕслĕхсемпе йăнăш вырăнсене, словарьпе тĕпчев ĕçĕнче усă курма, çыра-çыра илетĕп. Халĕ манăн ăрасна тапхăр: пĕчĕкçĕ мăнукпа иксĕмĕр кĕçĕн çултисен литературипе йăпанатпăр. Нумаях пулмасть Николай Теветкел куçарнă «Айпипи тухтăра» тата тутар поэчĕн Рафис Курбанăн сăввисене /кĕнекене Юрий Сементер парнеленĕччĕ/ вуларăмăр. Паллах, вырăслисене те тиркеместпĕр. 

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă.

 

♦    ♦    ♦

 

Любовь ВАЗЮКОВА: Саккăрти мăнукăм тĕрлеме вĕренес кăмăллă

Пушкăртстанри Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи чăваш хĕрĕ Любовь Вазюкова мĕн пĕчĕкрен Шупашкара çитсе курас ĕмĕтпе пурăннă. «Чăваш Ен артисчĕсем килеççĕ», — тенине илтсен ял ачисем вĕсене клуб умĕнче кунĕ-кунĕпе кĕтсе ларни те пулнă. Шурă Шупашкар илĕртнипех Люба сакăр класс пĕтерессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

 Любовь Степановна, 15 çулти хĕрачана инçете ăсатасси çывăх тăванăрсемшĕн çăмăл пулман ĕнтĕ. Вĕсене мĕнле майпа ÿкĕте кĕртрĕр?

— Класс ертÿçи Кузьма Тарасов тĕп хуларан чăваш çыравçисен илемлĕ кĕнекисене илсе килетчĕ, хăех вуласа паратчĕ. Пире шкулта чăвашла вĕрентмен, çавăнпа алла унашкал литература лекмен. Тăван ялтан аякра вырнаçнă Шупашкар асамлă хутлăх пек туйăнатчĕ. Питĕ туртатчĕ хăйĕн патне. 1972 çулта, сакăр класс пĕтернĕ хыççăн, çине тăрсах унта ăнтăлма пуçларăм. Атте-анне ярасшăн мар, шкулта свидетельство памаççĕ, эпĕ вара: «Шупашкара каятăпах», — тесе макăратăп. Тăвансене ÿкĕте кĕртрĕм — анне документа шкултан хăех илсе килчĕ. Çапла тантăшăмпа Лидăпа чун туртнă хулана çул тытрăмăр.

— Шурă Шупашкар мĕнле йышăнчĕ аякри хăнасене? Ĕçлеме е вĕренме вырнаçрăр?

— Чăлхапа трикотаж фабрикин техника профессийĕсен училищинче çĕвĕç-мотористкăна вĕренме пуçларăм. Çĕвĕç ĕçне ачаранах килĕштернĕ, пукане валли кĕпесем çĕлеттĕм, ăна хам пĕлнĕ пек тĕрлĕ эрешпе илемлететтĕм. Аннен çĕвĕ машинине миçе хут çĕмĕрмен-ши? Анне тарăхатчĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн атте ман валли ятарласа çĕвĕ машини туянчĕ. Вăл халĕ те пур, аттен парнине куç пек упратăп. Куккан арăмĕ питĕ аван тĕрлетчĕ. Ăна кура эпĕ те тĕрлеме хăтланаттăм.

— Çĕнĕ вырăна хăнăхма йывăр пулмарĕ-и?

— Çывăх тăвансене курас килетчĕ ĕнтĕ, анчах пĕрле вĕренекенсемпе часах туслашрăм. Спорта юратнăран çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçларăм. Пĕр сăмахпа, тунсăхласа ларма вăхăт пулман. Училищĕрен чи пысăк разрядлă çĕвĕçе вĕренсе тухрăм. Пахалăха хаклакан хамăн тăмха /клеймо/ пулнă манăн. Трикотажран çĕленĕ япаласем çине çав палла лартаттăм. Вĕсем республика тата çĕршыв тăрăх çеç саланман, Кубăна та çитнĕ.

— Чăваш тĕррипе хăçан çывăхлантăр?

— Çав вăхăталла Евгения Жачева телепередачăсенче чăваш тĕрри пирки каласа кăтартатчĕ. Вĕсе-не кăсăкланса пăхаттăм: «Манăн та питĕ тĕрлес килет-çке», — тесе тĕлĕнеттĕм. Шăпа ун патне хăй илсе çитерчĕ. 1981 çулта Çĕнĕ Шупашкара пурăнма куçрăмăр, «Паха тĕрĕ» фабрикăн иккĕмĕш филиалне тĕрĕçе ĕçлеме вырнаçрăм. Пурнăç тăршшĕпех çак саманта кĕтнĕ тейĕн: коллектив та питĕ лайăхчĕ, ĕçĕ те чуна выртаканни. Лилия Дюкина мастерпа Вера Бульбарова контролер мана чăваш тĕррине вĕрентсе, ĕçе алла илме пулăшса пычĕç. Чун туртни чун туртниех çав, пĕрре тĕрленĕ хыççăн станока урăх салатмарăм.

— Курава пĕрремĕш хут хутшăннине астăватăр-и?

— Çĕнĕ Шупашкара куçса кайсан «Водоканалта» лаборантра ĕçлеме пуçларăм, анчах пушă вăхăтра пĕрмай тĕрлеттĕм. Çĕнĕ ĕçсене пĕрле вăй хуракансене кăтартсах тăраттăм. Лаборатори пуçлăхĕн çумĕ Антонина Бородастова пĕррехинче: «Любовь Степановна, тĕррÿсене пире кăтартнипех çырлахса пурăнса çитĕ, хулари музейре кĕçех курав иртет. Эпĕ унта сан пирки шăнкăравларăм, ĕçÿсене илсе килме ыйтрĕç», — терĕ. Çапла хулари ÿнер музейне икĕ хутаç йăтса кайрăм. Музей директорĕн çумĕ Лариса Лебедева пурне те курав валли суйласа илчĕ. Унтан ытти выставкăна хутшăнтăм. Çакă иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче пулчĕ.

— Эсир хăвăр пирки Евгения Жачевăн вĕренекенĕ тетĕр мар-и-ха?

— Тĕрĕс сăмах ку. Суту-илÿпе промышленноç палатинче иртнĕ куравра мана «Халăх ÿнер промыслин мастерĕ» ят пачĕç. Шăпах çавăнта Евгения Николаевнăна пуçласа куртăм. Калаçса кайрăмăр, чăваш тĕррине тарăнрах пĕлес килни пирки пĕлтертĕм. «Люба, кунта калаçса пĕтереймĕпĕр, ятарласа киле пыр», — терĕ.

— Тĕлĕнмелле вĕт, сире лайăх та палламан, пуçласа кăна курнă, çапах киле чĕннĕ…

— Çапла. Эпĕ торт туянса паллă çын патне кайрăм. Вăхăтлăха çеç тесе кĕнĕскер кун ирттертĕм. Хăйĕн ĕçĕсене кăтартрĕ, тĕрĕ пирки нумай каласа пачĕ. Çавăн хыççăн эпир çывăх туссем пулса тăтăмăр.

— Евгения Николаевна Чăваш тĕррин кунне йĕркелес пирки чи малтан сăмах пуçарчĕ…

— Питĕ шел, вĕрентекенĕм Чăваш тĕррин кунне çирĕплетнине кĕтсе илеймерĕ. Унсăр тунсăхлатăп. Халĕ тата Мария Симаковăна юлашки çула ăсатрăмăр. Тĕрĕ шкулне йĕркелес ĕçре вĕсем хăйсен тарăн, пуян опычĕпе питĕ-питĕ кирлĕччĕ. Пархатарлă ĕçĕсем вĕсен хуçисен таса та çутă сăнарĕсене аса илтерсех тăрĕç.

— Хăвăр та — чăн-чăн маçтăр. Мĕн чухлĕ курава хутшăнатăр, кашнинчех парнепе, çĕнтерÿпе таврăнатăр. Сăмахран, Шупашкарта çуллен иртекен Пĕтĕм Раççейри «Руç ăсти» конкурса илер. Унта темиçе хут та çĕнтертĕр.

— Ку конкурса пуçласа 2009 çулта хутшăнтăм. Ун чухне иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Тепĕр конкурсра «Туслăх фонтанĕ» ал шăлли тĕрлерĕм. Илемлĕ ĕç пулчĕ, хама çеç мар, жюрие те килĕшнĕ, ЧР Президенчĕн гран-прине тивĕçрĕ. Çав çулах Мускавра хула кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ курав-конкурса хутшăнтăм. 2011 çулта Шупашкарти «Руç ăсти» конкурсра ăсталăх класĕ ирттертĕм, тепĕр çулхине унтах «Чăваш Ен» вымпелпа пĕрремĕш вырăна тухрăм. 2014 çулта каллех хутшăнтăм, тĕрĕлесе ĕçлекен сехет ăсталарăм. Уншăн пĕрремĕш вырăн пачĕç. Вăл халĕ республикăри халăх пултарулăх çуртĕнче çакăнса тăрать. «Нарспи» авторĕ çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май 2015 çулта Пушкăртстанри Слакпуçа çитсе килтĕмĕр. Пуçра çакăн пек шухăш явăнма пуçларĕ: «Хам Константин Иванов çĕршывĕнче çуралса ÿснĕ. Нарспипе çыхăнтарса нимĕнле ĕç те тăваймастăп- ши?»

Тăван çĕрĕр мĕнле хурав пачĕ?

— Нарспи пĕркенчĕкне тĕрлес ĕмĕте çуратрĕ. Çавăн хыççăн çывăрайми пултăм. Нарспипе Сетнер сăнарĕсем куç умĕнчен каймарĕç. Нарспие пуç тайса хĕр пĕркенчĕкĕ тĕрлерĕм. Çăмăл килмерĕ, анчах çав тертĕн усси пулчĕ — каллех гран-прие тивĕçрĕм. <...>

Надежда СМИРНОВА.

 

♦    ♦    ♦

 

Çуралнă кунпа саламласа хăйне путевка парнеленĕ

Чылайăшĕ çуралнă кун ячĕпе асра юлмалли парне илме ĕмĕтленет. Анчах ăна ыттисенчен кĕтсе илĕн-и? Хăвна мĕн кирлине хăвран лайăхрах пĕлекен çук. Ав, Шупашкар хĕрĕ Елена Алгаскина черетлĕ çуралнă кунĕнче хăйне парнепе савăнтарас тенĕ — Турцире канма, çулталăкри чи пĕлтерĕшлĕ куна тинĕс хĕрринче паллă тума путевка туяннă. Паллах, ку ÿкерчĕк ăна питĕ илĕртнĕ — ăшă сывлăш, илĕртÿллĕ пальмăсем, хĕртсе пăхакан хĕвел… Çитме палăртнă хулан ячĕ мĕнле илемлĕ тата — Мармарис. Мĕнпе тĕлĕнтерĕ-ши вăл илемлĕ тинĕссĕр пуçне?

Ансăр урамсем çĕнĕлĕх курман

Тĕрĕссипе, ку хулара Лена унччен те пулнă. Çул çÿресе тĕрлĕ çĕршыва çитнĕскер хăйĕн чун киленĕçне тăватă çул каялла шăпах та Мармарис хулинчен пуçланă. Ун чухнехи савăк аса илÿсем çулсем иртнĕ май сÿрĕлмен. Хальхинче хĕр тантăшне те çăтмах евĕр тĕнчепе паллаштарас тенĕ вăл, ăна çул çÿреве пĕрле чĕннĕ.

— Мармарис — пысăках мар порт курорчĕ. Унăн — хăйĕн сывлăшĕ, вăл хăйĕн пурнăç еккипе пурăнать тейĕн. Çурчĕсем çÿллĕ мар, пÿрт тăррисем черепицăран, хĕрлĕ тĕслĕ. Ансăр урамсенче аваллăх упранать, çĕнĕлĕх курман вĕсем, анчах çутă, чунра ăшăлăх çуратаççĕ. Йĕри-тавра — ешĕллĕх. Унта та кунта тинĕс çийĕн çул çÿрекенсене асăрхатăн. Таçта хыçалта палăракан тусем тавралăха тата илемлĕрех кăтартаççĕ. Тинĕс шывĕ вара тăп-тăрă, витĕр курăнать. Унăн тĕсĕ нимĕнпе танлаштарайми илемлĕ, — çапларах хавхаланупа пуçларĕ калаçăва Лена.

Çакна та палăртмалла. Мармарис Вăта çĕр тата Эгей тинĕсĕсен чиккинчи бухтăра вырнаçнă. Унта пысăк хумсем сайра пулаççĕ, çавăнпа ку лăпкă вырăн шутланать, ачаллисем валли шăпах меллĕ.

Шăкăрин — кафе те хупах

Турци халăхĕ хăнасене йышăнма пĕлнине палăртрĕ пике. Чăн та, ку енĕпе пирĕн халăха та çаплах калаççĕ. Тепĕр тесен, Турцие Чăваш Енпе çывăхлатаканни шăпах та тĕрĕк чĕлхи, истори пĕрлĕхĕ. Танлаштарса пăхсан, чĕлхесенчи чылай сăмах пĕрешкел янăранине асăрхама пулать. Ну, кун пирки тĕплĕн чарăнса тăмăпăр. Ленăна çак хулара мĕн кăсăклантарнипе паллашар.

Мармарис урамĕсенче кафе, хупах таврашĕ питĕ нумай. Хăна çуртĕнчен тухатăн та тÿрех кафесем куçа тăрăнаççĕ. Кашнин патĕнчен иртсе пынă чухне хăйне евĕрлĕ юрă-кĕвĕ янăранине илтетĕн. Ытларах чухне вĕсенче чĕрĕ сасăпа юрлаççĕ. Çавăнпа пирĕн çул çÿревçĕсене каçсерен уçăлса çÿреме уйрăмах килĕшнĕ. Чи кăмăла кайнă кафене вара вĕсем çÿллĕ вырăнта тупнă. Унтан хула тата порт алă тупанĕ çинчи пек курăнать имĕш.

Шыв сикки ытларах илĕртнĕ

— Хăвна Турцири пек те мар, Европăн пысăках мар порт хулинчи пек туятăн, — палăртрĕ Лена. — Мĕнпе илĕртет-ха тата Мармарис? Ку пурте хăнăхнă Турци пек мар. 5 çăлтăрлă хăна çуртĕнче пурăнма юратакансене тунсăхлăрах та пулĕ. Манăн шухăшпа, вăл хастар пурнăçа суйлакан туристсем валли юрăхлă. Канăва усăллă йĕркелемелли мел чылай. Çуран уçăлса çÿренисĕр пуçне велосипедпа ярăнма пулать. Паллă вырăнсене курма та инçе каймалла мар…

Акă, сăмахран, Нимара çĕр хăвăлĕ. Турккă чĕлхинчен куçарсан вăл — çăтмах утравĕ. Мармарисран унта машинăпа е долмушпа /Турцире маршрут таксине çапла калаççĕ\ çитме пулать, ку вырăнта пурин те пулса курмаллах. Халапа ĕненес пулсан, темиçе пин çул каялла çак çĕр хăвăлĕ Лето турă вырăнĕ шутланнă. Унта тупнă япаласем пирĕн эрăччен нумай пин çул каялла пулни паллă. Нимара çĕр хăвăлне кайнă чухне йĕри-тавра тĕлĕнтермĕш йывăçсене курма пулать иккен, «намăссăрсем» тенĕ вĕсене вырăнта пурăнакансем.

Мармарисран инçе мар — Клеопатра утравĕ, вăл шурă хăйăрпа илĕртет. Мармарис керменĕнчен иртсе кайсан пулă ресторанне çитсе тухатăн. Пулăран хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕçе тутанса курас текен чылай пуçтарăнать унта. Пирĕн патра тахçантанпах упранакан пулăсемпе сăйлаççĕ пулсан, унта — тин çеç тытнипе. Ун пекки, пĕлетĕр ĕнтĕ, тата тутлăрах. Тепĕр самант — эрех-сăра сутмаççĕ. Пулă тутипе савăнма вăл кирлĕ те мар. Сăмах май, Мармарис керменне пирĕн эрăчченхи 3 пин çул каялла çĕкленĕ. Унта пĕр вăхăт Сулейман султан пурăннă. Çапла, «Великолепный век» сериала курма юратакансем кам пирки сăмах пынине тÿрех ăнланчĕç пулĕ. Анчах Мармарис хула ячĕ мĕнле пулни те çак султанпах çыхăннă, пĕлтерĕшĕ вара унччен туйăннă пек кăмăллах та мар иккен: «архитектора çакмалла» тени пулать. Темшĕн çак крепоç Сулеймана килĕшмен те вăл çапла хушу панă. Крепоçе вара çĕнетнĕ.

Асамлă тепĕр вырăн — Тургут шыв сикки. Ăна Мармарисран инçе мар вырнаçнă Тургут ялĕпе çыхăнтарса çапла ят панă. Кунта турккăсен ял пурнăçĕпе çывăхрах паллашма пулать, анчах пирĕн çул çÿревçĕсене шыв сикки ытларах илĕртнĕ. Унти сывлăш сулхăнрах иккен, шывĕ те сивĕ. Тепĕр тесен, шăрăх çанталăкра пурăнакансемшĕн ку çăлăнăç вырăнĕнчех.

Кăвак краб чĕрĕлле илемлĕ

Май пулсан юнашарти Грецие те çитме пулать те... Анчах унта пуриншĕн те çул уçă мар — Шенген визи кирлĕ.

— Тинĕс тăрăх çул çÿреве тухсан Греци утравĕсенчен темиçе çухрăмран иртетĕн, ку та чуна савăнтарать, — палăртрĕ Лена. — Эпир Дальянра экскурсире пултăмăр. Ку — Турцири пĕчĕк хула. Вăл та Ази çĕршывне мар, ытларах Европăна аса илтерет. Унта çав хулапа пĕр ятлă Дальян шывĕ юхса иртет. Çыран хĕрринче тимĕр шапасене курса килентĕмĕр. Апатланнă чухне кăвак крабсене тутанса куртăмăр. Чĕрĕлле вĕсем çав тери илемлĕ, пĕçерсе çиме те шел пек. Анчах пиçнине тутансанах чĕрĕлле курса шелленине манатăн — çав тери тутлă. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

 

♦    ♦    ♦

 

Технологие пăхăнни пысăк тухăç илме май парать

Кашни гектартан 100 тонна таран купăста касаççĕ

Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕнчи Плотниковсене таврари çынсем лайăх пĕлеççĕ. Çемье пуçĕ Юрий Ильич нумай çул «Атăл» колхозра малтан агрономра, кайран ертÿçĕре вăй хунă. Вăхăт иртсен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Пуян опытлăскер ывăлне Костьăна мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне юратма вĕрентнĕ. Паян Константин çемье ĕçне тăсса Шупашкар районĕнчи пахча çимĕç ÿстерекен чи ăнăçлă ĕçлекен фермер хуçалăхне ертсе пырать.

Хăех машина туяннă

Константин Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн юлашки курсĕсенчех епле майпа укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май пуррине ăнкарнă, килти кивĕ çăмăл машинăпа Мари Республикинчен пахча çимĕç турттарса килсе лавккасене сутнă.

— Занятисем хыççăн кÿршĕ республикăна тухса каяттăм, пахча çимĕçе йÿнĕ хакпа тиесе килсе хаклăрахпа сутаттăм. Çапла майпа хам тĕллĕнех кивĕ УАЗ машина туянтăм. «Нива» çине 400-500 кг таран купăста кĕретчĕ пулсан, кунта 1 тонна таранах тиеме май пурччĕ. Килте çемьепе канашларăмăр: мĕншĕн таçтан турттармалла? Пахча çимĕç хамăр лартса илейместпĕр-им? Мари Республикинчи фермерсем пек ĕçлейместпĕр-им? Аттепе анне манăн шухăша ырларĕç, фермер хуçалăхĕ йĕркелеме килĕшрĕç, — хăçан ял хуçалăхĕнче ĕçлеме тĕллев тытнине аса илчĕ Костя.

Ĕçе тытăннă чухне сиксе тухнă йывăрлăхсене лайăх астăваççĕ Плотниковсем. Хушма хуçалăхра пĕр кивĕ тракторпа машина кăна пулнă. Ĕçе тытăнма нухрат çукрах. Икĕ сысна ами туянса çăвăрлаттарма шухăшланă

Плотниковсем.

— Кредит илсе çынсенчен пай çĕрĕсене туянтăмăр. Хамăрăн 3 пая шутласан çĕр лаптăкĕ 20 гектара яхăн пухăнчĕ. Сысна йышĕ 40 пуçа та çитрĕ, хупма вырăн çукчĕ. Анне ÿркенместчĕ, пăхма пулăшрĕ. Вăкăр хĕл каçартăмăр. Ĕçе тытăнмалăх тупăш илтĕмĕр. Удобрени туянма, пĕтĕм технологие пăхăнма йывăртарах пулсан та пĕчĕккĕн ĕчĕккĕн укçа-тенкĕ пуçтарса ĕçлеме пуçларăмăр, — иртнине куç умне кăларчĕ Константинăн ашшĕ.

Пăрлă çумăр шар кăтартнă

Пĕрремĕш çулхине 2 гектар купăста, 1 гектар çĕр улми, çуршар гектар кишĕрпе хĕрлĕ кăшман лартса хăварнă Плотниковсем. Пахча çимĕçе тара илнĕ управсене хунă. Кун пек çăмăлах килменнипе пахча çимĕç управĕ тума тĕллевленĕ. Шухăшланине 2013 çулта пурнăçланă.

— Стенасене хăпартрăмăр-ха, тăррине витме ĕлкĕреймерĕмĕр. Вăхăчĕ вара сисĕнмесĕрех шăвать. Хĕле кĕриччен туса лартмаллах тесе тапаçланатпăр. Купăста касса кĕртме те вăхăт çитрĕ. Йывăр условисенче этем хăй пул-

тарнинчен ытларах та ĕçлеет. Шăпах çавнашкал пулчĕ пирĕн: пĕр вăхăтрах уйран купăста та турттартăмăр, управ тăррине те витрĕмĕр. Ĕçе вĕçлерĕмĕр кăна — сивĕ анчĕ. Тăррине профнастил кăна витнĕ управра ăшă тăмасть.

Хăвăрт кăна хăма сарса мачча турăмăр, çиелтен пленка хутăмăр, «буржуйка» кăмакана хутса тăрса пахча çимĕçе упраса хăвартăмăр, — каласа кăтартрĕ Юрий Плотников. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

 

♦    ♦    ♦

 

Лавкка сентрисем çинче уйран хăçан пулĕ-ши?

 Самана çиçĕмле хăвăртлăхпа улшăнса пырать. Юлашки 20-30 çулта кăна пурнăçа мĕн тĕрлĕ çĕнĕлĕх кĕмерĕ-ши? Тĕслĕхрен, ялсене çут çанталăк газĕ çитрĕ. Халĕ кĕсьерен телефон кăларса пин-пин çухрăмри çынпа калаçатпăр. Килĕрен автомашина пур. Лавккана çÿремесĕрех тавар туянма пулать... Çĕнĕ технологисем, паллах, пурнăçа çăмăллатаççĕ, ансатлатаççĕ. Анчах çав вăхăтрах вĕсем чылай ырă йăла-йĕркене манăçа кăлараççĕ, чăваш халăхĕн, ял çыннин хăйне евĕрлĕхне пĕтереççĕ.

 Выльăх усракан сахалланчĕ

...Паян ялсенче выльăх-чĕрлĕх усракан та сахал, мĕншĕн тесен лавккаран какай та, сĕт юр-варне те ирĕклĕнех ту-янма пулать. 15-20 çул каялла кăна-ха килĕрен сысна тытатчĕç, йышлă кайăк-кĕшĕк ĕрчететчĕç. Выльăх усраман хуçалăх тĕрексĕр шутланатчĕ. Çанталăк хĕл енне сулăнсан ял урамĕсенче ĕнĕк шăрши сарăлатчĕ. Çынсем сысна чикме пуçлатчĕç. Выльăха пусса тирпейленĕ хыççăн тутлă шăршă тухатчĕ. Хăшĕ юн ăшалать, тепри шăрттан пĕçерет, виççĕмĕшĕ тултармăш янтăлать... Тăвансем, кÿршĕ-аршă пĕр- пĕрин патне шÿрпе çиме çÿренĕ. Унтан тата кĕçех ĕне пăруланă. Ял çынни чăтăмсăр кĕтнĕ самант. Çак выльăх кирек хăçан та çемьене тутă пурăнма май панă. Пĕрремĕш сĕтрен яланах ĕне ырри пĕçерсе тăван-пĕтене хăнана йыхравланă. Ĕне тытаканăн хăйма, турăх, тăпăрчă сĕтел çинчен кайман. Шел те, çак ырлăхсем самана улшăнăвĕпе пĕрлех çухалса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра чăкăт пĕçерекен те, уйран уçласа çу тăвакан та сахал.

Çурта «кăвак çулăмпа» ăшăтма пуçлани те, сăмахран, кил хуçи арăмĕсен ĕçне сахаллатрĕ паллах. Хĕллехи сивĕ кунсенче ирех тăрса вут хутмалла мар. Кунĕпех ăшă. Апат пĕçерме те ансат халĕ. Анчах çак ырă пулăмăн тÿнтер енĕ те пур. Пÿрт кăмакасăр тăрса юлчĕ. Çавна май кил хуçи арăмĕсем кукамайсемпе асаннесенни евĕрлĕ капăртма, хăпарту, пÿремеч пĕçерме те манса пыраççĕ.

...Чăваш çынни мĕн авалтан çак çимĕçсене çисе ÿснĕ, çавăнпа кашнин чунне çывăх вĕсем. Халĕ вара чылайăшĕ пирки аса илмелли кăна юлчĕ. Çак апатсем çинчен калаçма пуçласанах тунсăх пусать. Кичемлĕхе сирмелĕх хăш-пĕр чăваш апатне туянса çиме пулать-ха паллах. Юлашки çулсенче хамăр тăрăхра туса кăларнă таварсем — чăваш халăхĕн наци апачĕсем — валли лавккасенче самай сарлака сентресем уйăраççĕ. Шăрттанĕ те пур. Хуплу, пÿремеч, ытти тĕрлĕ кукăль — туллиех. Сĕт те, турăх та, кефир та, ряженка та туянма пулать. Анчах çак юр-вар хушшинче чăвашсен тĕп апачĕсенчен пĕри — уйран — çукки шухăшлаттарать. Чăваш кăмăлне ĕмĕртен уйран техĕм кÿнĕ-çке. Хирте ĕçлекен хресчен шăрăхра ăш хыпсан пĕр курка уйран ĕçнĕ те уçăлса кайнă. Хырăм хыр тăррине хăпарсан хура çăкăр чĕллипе уйранран тутлăраххи пулман… Аваллăхран килнĕ çак йăла, шел те, паян çухалса пырать. Ялсенче ĕне усракан сахалланнă май уйран уçлакан та çукпа пĕрех. Выльăх тытакансем те чылай чухне сĕте сутаççĕ, унран тĕрлĕ юр-вар хатĕрлемеççĕ.

Тутлă кăна мар, усăллă та

Уйран вара тутлă кăна мар, сывлăхшăн та усăллă. Çакна ăсчахсем те тахçанах çирĕплетнĕ. Уйран ачасене, чирпе хавшанă организма, амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене уйрăмах кирлĕ. Пĕр стакан уйранра 76 килокалори энерги пур. Вăл çавăн пекех витаминсемпе, улшăнми аминойÿçексемпе, тĕрлĕ минералпа пуян. «Манăн атте шалкăм çапнă хыççăн яланах уйран ĕçетчĕ. «Çавăнпа çÿрекен пултăм», — тетчĕ», — чăвашсен çак апачĕ пирки сăмах пуçарсан пĕлтерчĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Геннадий Иванов. Вăл та лавккара çак çимĕçе туянма çуккишĕн питĕ пăшăрханать.

Уйран, тĕрĕссипе, чăваш апачĕ кăна мар. Вăл чылай халăхăн пур. Кавказра, Пушкăртстанра, Турцире вăл — айран. Туркменсемшĕн, узбексемшĕн, азербайджансемшĕн — ауран. Бурятсем «айрак», çармăссем «эран», тутарсем «эйрэн» теççĕ.

«Пĕррехинче пуйăспа Смоленскран таврăнмалла пулчĕ. Купере Карачай-Черкес çынни пурччĕ. Вăл хутаçран шурă тĕслĕ шĕвек тултарнă кĕленче кăларчĕ. Пурне те хăналасан: «Ку пирĕн наци апачĕ, айран», — терĕ мăнаçланса. Эпĕ те çирĕм. Унăн тути пирĕн уйранран нимĕнпе те уйрăлса тăманнине палăртрăм», — каласа кăтартрĕ Геннадий Николаевич. Ытти халăх çыннисем мухтанаççĕ пулсан пирĕн, чăвашсен, хамăрăн уйрана мĕншĕн пысăка хумалла мар? Геннадий Николаевич çак çимĕçпе чăннипех те мăнаçланма май пуррине çирĕплетекен тепĕр пулăма та аса илчĕ: «Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Вăрнар вăрманне Андриян Николаев летчик космонавт сунара килнине астăвакансем пурах ĕнтĕ. Çавăн чухне пирĕн ял çынни вĕсемпе ăнсăртран тĕл пулнă. Космонавтпа пĕрле килнĕ ушкăн апата ларнă вырăна пырса тухнă вăл. Ăна та сĕтел хушшине йыхравланă. Вăл хăйĕн кутамккинчен хупăпа пĕçернĕ çĕр улми тата уйран кăларсан Андриян Григорьевич «акă вăл чăн-чăн чăваш апачĕ» тесе унăн апатне тав тусах, юратсах çинĕ».

Çу уçлама маннă-ши?

Республикăри аш-какай промышленноçĕ наци интересĕсене тĕпе хурса чылай çул каяллах шăрттан, тултармăш производствине хута янă, какай шÿрпи валли мĕн кирлине йăлтах туса кăларассине те йĕркене кĕртнĕ. Сĕт-çу промышленноçĕ те юлмасть-ха. Сĕт кăлараççĕ. Хăйма та, кефир та, ряженка та, турăх та пур. Анчах уйран çук! Сăмахран, ытти халăхăн айранĕн пĕрремĕш промышленноç технологине иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех Ставрополь крайĕнче, Узбекистанра, Азербайджанра çирĕплетнĕ. Промышленноç производстви 90-мĕш çулсенче тата вăйланнă, Раççей шайĕнче çак çимен техника условийĕсене туса хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра çĕршывăн кăнтăр тата Çурçĕр Кавказ регионĕсенче кăна 10-15 завод айран туса кăларать. Раççейре ку енĕпе ĕçлекен предприятисен шучĕ вун-вун теçеткерен те иртет. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦       ♦       

Çыравçăсем те канашлаççĕ

 Вулама юратаканшăн кĕнеке пĕлÿ çăл куçĕ кăна мар, шанчăклă юлташ та. Çыравçăшăн вара хăйĕн кăларăмĕ чун тĕпренчĕкĕ, пепке вырăнĕнчех. Ара, ăна çут тĕнчене илсе килессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ те вĕсем, кунне-çĕрне пĕлмесĕр сăнарсем калăплаççĕ, сюжет йĕркелеççĕ... Хайлава çырса пĕтерсен унпа чи малтанах кама паллаштараççĕ-ши пирĕн писательсем? Камăн сĕнĕвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ? Хамăра кăсăклантаракан ыйтăва чăваш çыравçисене хуравлама сĕнтĕмĕр.

 Критик сăмахне пысăка хурать

Калав-повеç хайласси пĕрре пăхма çеç çăмăл ĕç пек туйăнать — пуçа мĕн килнине лар та çыр. Анчах вулакана тыткăнлакан хайлав шăрçалама пĕрре те çăмăл мар. Аслă ÿсĕмри çыравçăсем çакна ни-камран лайăхрах пĕлеççĕ. Пурнăç опычĕ, çынсен кăмăл-туртăмне ăнланма пултарни самай пулăшаççĕ пулин те ĕçтеш канашĕ вĕсене те кирлех. Акă Чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев Юрий Артемьев критик сăмахне пысăка хурать. «Хамăн хайлавсене ĕçтешсемпе сÿтсе яватăп, вĕсен хаклавĕ маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ», — тет Денис Викторович

«Эпир час-часах Николай Исмуковпа канашлатпăр, мĕн килĕшнипе килĕшменнине пĕр-пĕринчен пытармастпăр», — пĕлтерчĕ Василий Кервен поэт, прозаик, критик, куçаруçă тата журналист. Василий Гавриловича хăйне Елена Мустаева çыравçă пысăк тав сăмахĕ калать, мĕншĕн тесен шăпах Василий Кервен унăн калавĕсене пуçласа «Тăван Атăлта» пичетленĕ, вăлах: «Санăн кĕнеке кăлармалла», — тесе пулăшу аллине панă. Калав çыракансен конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухни те хавхалантарнă Елена Николаевнăна. Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнаканскер: «Чăваш Енре пулнă тăк хай-лава чи малтан пĕр иккĕленмесĕр Кервене вулаттарăттăм», — тет.

Пушкăртстанри «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн правленийĕн председателĕ Микул Ишимбай çыравçă хайлава çырса пĕтерсен малтан унпа çывăх юлташ çыравçăсене паллашма сĕнет. Вĕсен хаклавĕ çав хайлав вулакан патне çитессипе е çитмессипе çыхăннă. Писательсем хăйсене мĕн килĕшнипе килĕшменнине тÿррĕн калаççĕ. Николай Демьянович хăй те произведенийĕсене тишкерÿçĕ куçĕпе пăхса хаклать, ĕçтешĕсенчен те çирĕп ыйтать.

Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч: «Çырса пĕтернĕ хайлавсене çынсене сайра хутра кăна кăтартатăп», — тет пулин те сăввисем пирки хăш-пĕр чухне Чăваш халăх поэчĕпе Юрий Сементерпе канашлать. Юрий Семенович тепĕр прозаикшăн та — Ара Мишшишĕн — ырă пулăшакан. Михаил Николаевич хăйĕн мĕн пур хайлавне чи малтан ăна вулаттарнă, хăшне-пĕрне Арсений Тарасов пăхса тухнă. «Вĕсен сĕнĕвĕсем маншăн — чи пĕлтерĕшлисем. Уйрăм кĕнекесем тата калавсем пичетленнĕ хыççăн Анатолий Кипеч панă сĕнÿсем çав тери хаклă», — терĕ ачасем валли çыракан автор.

Нумай пьеса, инсценировка тата чылай кĕнеке авторĕ Левтина Марье çырса пĕтернĕ произведенипе Галина Вастрюкова радиожурналиста паллаштарать, унăн сĕнĕвĕсене шута илет. Лидия Сарине сăвăç, прозаик юлташĕсене ытларах чухне хайлав пичетленсе тухсан вулаттарать, вара пĕрле сÿтсе яваççĕ. Хак паракансен йышĕнче — «Нарспи» ансамбльте юрлакан, поэта чунпа çывăх Лидия Ильдеркова тата чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулнă Лидия Кузьмина. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музейре Антонина Андреева ертсе пынипе поэзие юратакансен клубĕ ĕçлет. Унти тĕлпу-лусенче Нина Пăрчăкан, Зоя Сывлăмпи, Раиса Сарпи, Светлана Асамат тата ытти поэт хăйсен сăввисене вулаççĕ. Çав ларма каçĕсене Лидия Михайловна та хаваспах çÿрет.

Хаклаканĕсем ку тĕнчерен кайнă

Чăвашсен паллă прозаикĕ Ангелина Павловская пирĕн ыйтăва илтсенех тарăн шухăша путрĕ, унтан çапла хуравларĕ: «Пурччĕ манăн тус, Клавдия Юрьева, чăваш чĕлхи учителĕ. Пурнăçа та, литературăна та питĕ тĕрĕс ăнланатчĕ. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Унашкал анлă тавра курăмлă, ăслă тус манăн урăх çук».

Раççейри паллă хирург тата пултаруллă прозаик Анатолий Волков калавĕ-повеçне унччен пиччĕ-шне /Геннадий Волков этнопедагог. — Авт./ кăтартнă, халĕ — никама та. Альбина Юрату сăвăçăн кăмăл-туйăмпа пайлашас килсен хайлавĕсене пичете сĕниччен тусĕсене, тăванĕсене, ачисене вула-са пама пултарать. Чунри асамлăхне сĕвĕрĕлтерес килменнипе тÿрех хаçат-журнал редакцине леçсе парать. «Никамăн сĕнĕвне те чуна çывăх илместĕп, кÿренместĕп, мĕншĕн тесен кашнин хăйĕн шухăшĕ, тĕнче курăмĕ, пурнăç опычĕ. Пĕри пĕр тĕрлĕ калать, тепри тепĕр тĕрлĕ çаптарать, хăйĕнне ĕнентерме тăрăшать. Эпĕ çырни — эпĕ çырни. Ман пек никам та туймасть, ман чунри шухăша никам та ман пек сăнарласа кăлараймасть, ман пек уçса параймасть, хаклаймасть. Мухтакансене те, тиркекенсене те тав тăватăп, çапах хамăн пуçри шухăшсемпех юлатăп, çырлахатăп», — терĕ Альбина Васильевна.

Чĕмпĕр хулинче пурăнакан Николай Ларионов-Йĕлмел çырма тытăнсанах кашни сăввине Анатолий Юман писателе кăтартнă. Анатолий Федорович тишкернĕ, çитменлĕхсене кăтартнă, тÿрлетнĕ. Шел те, вăл халĕ пирĕн хушăра çук. «Каярахпа редакцире пĕрле ĕçлекен Анатолий Ырьятпа сăвăсене пĕр-пĕрне кăтартаттăмăр. Валентина Тарават та редакцие килсе е телефонпа шăнкăравласа чылай сĕнÿ панă. Халĕ те çырнă хайлавсем пирки пĕр-пĕрне курсан е телефонпа çыхăнсан калаçма пултаратпăр», — тет Николай Николаевич.

Кÿршисене паллаштарать

Владислав Николаев çыравçă, журналист калавĕсемпе повеçĕсене тата юптарăвĕсене юлташĕсене вулаттарать. Пьесисене чи малтанах çывăх тусне Станислав Васильев режиссера кăтартать. Аслă ăрури писательсен Арсений Тарасовăн, Василий Кервенĕн, Виталий Станьялăн шухăшĕсем те Владислав Дмитриевичшăн питĕ кăсăк. Любовь Мартьянова поэтесса ялта пурăннă май сăввисемпе чи малтанах кÿршисене паллаштарать.

Çыравçăсен пурнăçĕнче литература кăна мар, çывăх çынсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Чăвашсен паллă прозаикĕ Улькка Эльмен, сăмахран, роман-повеç сыпăкĕсене тăванĕсене вуласа парать. Çав хушăрах вулакан сĕнĕвĕнчен, вĕсем хак панинчен пĕлтерĕшлĕреххи çук Ольга Геннадьевнăшăн. «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки», «Хĕл лариччен» тата ытти кĕнеке авторĕшĕн те, Елен Нарпи çыравçăшăн, вулакансен сĕнĕвĕ нимрен хаклă. Çавăнпа тĕрлĕ тĕлпулăва хутшăнма кăмăллать вăл.

Светлана Асамат сăвăç, юрăç, композитор пичетрен тухнă кĕнекене тÿрех ашшĕне парнелет: «Са-вăнтăр, вăл — манăн атте пулнăшăн, эпĕ — унăн хĕрĕ пулнăшăн». Светлана Васильевнăна сĕнÿ паракансем вара — редакторсем. Анатолий Хмыт прозаик çамрăк чухне хăй çырнисене йăмăкне вулаттарнă, халĕ ун пек йăла çук унăн. Людмила Николаева сăвăç чи пĕрремĕш сăввисене отпускра ялта пурăннă чухне амăшне вуласа панă, кайран çакă йăлана кĕнĕ. Амăшĕ «аван», «юрать», «каять» тени те хĕрне çырма хавхалантарнă. Литература çулĕ çине Людмила Петровнăна Раиса Сарпи илсе тухнă, сĕнÿсемпе пулăшнă.

Мăшăрĕсенчен ирĕк илеççĕ

Çыравçăсен шанчăклă канашçисем вĕсен мăшăрĕсем те пулма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, хăйсен произведенийĕсене арăмĕсене вулаттаракансен йышĕнче — Геннадий Максимов прозаик, журналист тата Пушкăртстанра пурăнакан Аркадий Русаков çыравçă, публицист. Валентина Тарават сăвăçа, прозаика, куçаруçа тата композитора упăшки усăллă канаш пама пултарать. Римма Прокопьева çыравçă, журналист та мĕн пур хайлавне чи малтан мăшăрне вулаттарать. «Вăл мана пурнăçа юратма вĕрентнĕ. Вăл пичетлеме ирĕк памасан статьяна- калава пичете сĕнместĕп», — тет Римма Поликарповна.

Марина Карягина поэт, прозаик нихăçан та никамран та сĕнÿ кĕтмен. Ача чухне çырса пĕтернĕ хайлава учительсене кăтартас йăла та пулман унăн, тÿрех хаçат-журнала ярса панă. Пичетленсен ашшĕ-амăшĕ, чи çывăх тусĕ Надежда Сельверстрова мĕнле йышăнни кăсăклантарнă. «Атнер Хусанкайăн, Юрий Артемьевăн, Борис Чиндыковăн, Арсений Тарасов тăванăмăн хаклавĕ яланах пĕлтерĕшлĕ. Ача-пăча валли çырнă хайлавсене ывăлпа хĕре вуласа пани те пулнă — ача куçĕ чăннине пытарма пĕлмест», — палăртрĕ Марина Федоровна. Икĕ кăларăмран тăракан «Тенкри хĕçĕ» этнофэнтези романĕн авторĕ Владимир Степанов ал çырăвĕсемпе никама та паллаштармасть.

Писательсен йышĕнче ал çырăвĕсене сĕтел сунтăхне «сивĕнме» хуракан, унтан тин çĕнĕрен хаклакан-тÿрлетекен чылай. Юрий Сементер хăй çырнисене виçĕ эрне вырттарать, кайран тепĕр хут çĕнĕ куçпа вулать. Чăваш Енри паллă критик, литературовед, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор та, Галина Матвеева прозаик, сăвăç, куçаруçă та çавăн пекех ĕçлеççĕ. Олег Кульев çыравçăшăн та ку мел çĕнĕлĕх мар. Ал çырăвĕ унăн сĕтелĕн сунтăхĕнче эрне те, уйăх та выртма пултарать. «Кайран тепĕр хут вуласа тухатăп, çитменлĕхсем пур тăк — тÿрлететĕп, килĕшмесен — пăрахăçлатăп. Ачасем валли çырнă сăвăсене малтан хĕрĕмпе ывăлăма «тĕрĕслет-тернĕ», вĕренÿ кĕнекисене — паллах, шкул ачисене», — каласа кăтартрĕ Олег Георгиевич.

«Халăх ырлатăр, хурлатăр»

Çамрăк çыравçăсем литература анинче тинтерех вăй хума пуçланă, çавăнпа аслисем мĕн калани вĕсемшĕн пушшех пĕлтерĕшлĕ. Чылай чухне вĕсен пултарулăхне хаклакансем — тăванĕсемпе юлташĕсем. Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн чи çамрăк членĕ Инесса Шашкина тата Екатерина Кошелева, Екатерина Устинова прозаиксем хайлавĕсене амăшĕсене вулаттараççĕ, Анастасия Данилова — ашшĕпе амăшне. Олеся Михайлова çыравçă сăввисене хăйĕн ачисене вуласа парать. Лариса Петрова поэтесса, Ирина Кошкинăпа Нина Царыгина прозаиксем хайлавĕсене юлташĕсене кăтартма тăрăшаççĕ. «Калава çийĕнчех, «вĕриллех», кама та пулин кăтартса хаклаттармалла манăн. Ытларах чухне çакна пурнăçламашкăн çывăх туссене шанатăп: ан тив, çитменлĕхсем пирки асăрхаттарччăр. Эсĕ тунă ĕç айккинчен лайăхрах курăнать», — тет Нина Царыгина. Мальвина Петрова юптаруçă, сăвăçă халăха шанать: «Тишкертĕр, тиркетĕр, ырлатăр, хурлатăр хăйĕн ачине». Ольга Васильева, Анастасия Владимирова прозаиксем хăйсен калавĕ-повеçне çынсене кăтартма васкамаççĕ — «сивĕнтернĕ» хыççăн хăйсем тепĕр хут вуласа тухаççĕ, вара произведени шăпине татса параççĕ — тÿрлетсе пичете сĕнмелле е пăрахăçламалла. Валентина Селенина вара хăй çырнине иккĕмĕш хут вулама хăй те хăрать тепĕр чухне — ал çырăвне çурса пăрахасран е пулă хучĕ тăвасран.

Çапла, кашни çыравçă — хăй пĕр тĕнче. Кашнин хăйĕн шухăш-кăмăлĕ, хавхаланăвĕ-савăнăçĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.