Прокуратурăпа журналистика ĕçтешлĕхĕ çинчен

4 Фев, 2021

«Хыпар» Издательство çуртĕнче паян республика прокурорĕн заместителĕ Виталий Семенченко тата прокурорăн массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен аслă пулăшуçи Алексей Якушевич хăнара пулчĕç. Хаçат юбилейĕн çулталăкĕ вĕт — пире «Хыпар» 115 çул тултарнă ятпа саламлама килнĕ. Эпир вара меллĕ самантпа усă курса çак тĕлпулăва пĕчĕк кăна пресс-конференцие çавăртăмăр — хамăра, хаçат вулакансене интереслентерекен ыйтусене хуравлама ыйтрăмăр.

Виталий Семенченко малтанах Андрей Фомин прокурорăн саламне вуласа пачĕ. Надзор органĕн ертӳçи хаçат республика пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, хаçат Чăваш Енри чи ватă кăларăм кăна мар, Раççейри чи опытлă пичет кăларăмĕсенчен пĕри пулнă май çынсен ыйтăвĕсемпе тимлĕ пулнăшăн, влаçпа, çав шутра право хуралĕн органĕсемпе йĕркеленĕ уçă диалога упранăшăн тав тунă.

Прокурор заместителĕ пирки вара кунти çĕнĕ çын темелле, Чăваш Енре — пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнченпе. Маларах Ростов облаçĕнче ĕçленĕ. Çавна май хăйĕншĕн çĕнĕ региона мĕнлерех хаклани интереслĕ. Кăнтăр енчи регионсем, ун шучĕпе, кăткăсрах, «Чăваш Енре пурăнакансем вара уçăрах пулнипе, ырăлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çакă лавккара-мĕнре те сисĕнет: çынсем эпĕ прокурор пулнине пĕлмеççĕ вĕт — пурпĕр кăмăллă калаçаççĕ». Виталий Викторович хăйне кунта хăтлă туять: «Республикăна усă кӳме пултарасса шанатăп».

Прокуратурăран мĕнле усă кĕтни вара паллă — чи малтанах граждансен прависене хӳтĕлесси. Республика, районсен прокуратурисем куллен 150 таран ыйту-çăхав йышăнаççĕ. Пĕлтĕр, çулталăк тăршшĕпе, вĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ 45 пине çитнĕ. ЖКХри тарифсемпе, ытлашши тӳлевсемпе, право хуралĕн органĕсен, приставсен ĕçĕпе, хӳтлĕхсĕр категорисен çăмăллăхĕсемпе çыхăннă ыйту нумай. «Кашни çăхавра — çын шăпи, — терĕ Виталий Семенченко. — Кашнинех тĕплĕ тишкермелле, мерăсем йышăнмалла».
Çав çăхавсемпе ыйтусем — прокуратура ĕçне йĕркелемелли ориентир вырăнĕнче. Ку енĕпе вăл прокурор ĕçне журналистăннипе те танлаштарчĕ: «Сирĕн пата та вулакансем çыраççĕ, сирĕнтен те граждансем пулăшу кĕтеççĕ»
.

Журналистсен яваплăхĕ пысăккине лайăх ăнланать. Интернет, соцсетьсем вăйлă аталаннă тапхăрта сăмах пĕлтерĕшĕ пушшех пысăккине пайăррăн палăртрĕ. Çакна яваплăха туйман çынсем нумаях пулмасть халăха санкцилемен митингсене йыхравлани те çирĕплетрĕ: «Çапла, çынсен хăйсен прависене, ирĕкне хӳтĕлемелли право пур. Анчах — саккунлă меслетсемпе усă курса. Мĕншĕн ачасене саккуна пăсма хĕтĕртмелле?» Ачасем тенĕрен, ку вĕсен малашлăхне тĕксĕмлетесси те часах вĕт. Саккуна административлă майпа пăсни те «йĕр хăварать»: кайран çамрăксем полицире, ытти вăй тытăмĕнче ĕçлес тейĕç те — чăрмав тухса тăрĕ. Вак-тĕвек мар. Калăпăр, çын час-часах çул-йĕр правилисене пăсать. Çакă та — саккуна пăсни: «Саккуна пăсакан çын, калăпăр, прокуратурăра мĕн тума кирлĕ — паллах, унашкаллисене ĕçе йышăнмастпăр».

«Хыпар» ĕçченĕсене тĕрлĕ ыйту интереслентерчĕ — коронавирус теминчен тытăнса шкулти хуралшăн ашшĕ-амăшĕнчен укçа пухни таран. Виталий Викторович пурне те хуравпа тивĕçтерчĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта

Рубрика: 

Комментировать