Малашлăх — пултаруллă кадрсенче

2 Фев, 2021

Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ. Шел те, пĕлтĕр, пандеми вăй илнĕ тапхăрта, республикăра ĕçсĕрлĕх тăруках пысăкланнă — 7 хут ӳснĕ. Кăçал ĕçлекесен йышне 2019 çул вĕçĕнчи шая тавăрмалла.

Нарăсăн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхне сирессине вăл регионăн тĕллевлĕ саккасне ĕçе кĕртнинче курать. Паян вузсемпе ссузсенчен çуллен 14 пинрен кая мар çамрăк вĕренсе тухать. Çав вăхăтрах — кадрсен дефицичĕ: вĕрентӳре, медицинăра, производствăра, ял хуçалăхĕнче… Апла тăк камсене вĕрентсе хатĕрлетпĕр?

Акă мĕншĕн Олег Алексеевич республикăна çитес çулсенче хăш профессисемпе мĕнле кадрсем кирлĕ пулассине тĕплĕ тишкерме, вĕрентӳ организацийĕсен программисене çĕнетме хушрĕ. Шкулсенче профильлĕ классем йĕркелени вырăнлă, экономикăра тата социаллă сферăра кирлĕ специальноçсемпе вĕренмешкĕн çамрăксене тĕллевлĕн йышăнмалла: «çулталăк варри тĕлне пирĕн уçăмлă тата ăнланмалла документ пулмалла» — ăна пурнăçлани кадрсен рынокĕнчи туртăмсене шута илме пулăшĕ.

Тепĕр тема — пурнăçри мĕн пур процеса цифровизацилесси. Экономикăн тĕп отраслĕсенчи цифра трансформацийĕ — Президент палăртнă тĕллев. Олег Николаев республикăн цифра трансформацийĕн стратегине хатĕрлемеллине палăртрĕ. Çитес виçĕ çулта паташлăхăн тата муниципалитетсен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăшу ĕçĕсене пурне те электрон мелĕ çине куçармалла. Çакăнпа пĕрлех влаç органĕсен пулăшу ĕçĕпе тивĕçтернĕ чухне граждансенчен ыйтакан документсен шутне май пур таран чакармалла. 2022 çул тĕлне пулăшу ĕçĕсене 25% кая мар пайĕпе дистанци мелĕпе тивĕçтермелле. Олег Николаев региона хамăрăн информаци-телекоммуникаци инфратытăмĕ кирлине пусăм тусах палăртрĕ, унсăрăн патшалăх тивĕçĕсене тухăçлă пурнăçлама май çук.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментировать