Тăван Атăл, 1 №, кăрлач, 2021 çул

2 Фев, 2021

Пĕрле пулнине мĕн çитĕ?

Итали çыннисем Çĕнĕ çул умĕн кил-çуртри кивĕ япаласене кăларса пăрахаççĕ имĕш. Ку, чăнахах та çапла пулас — киносенче куркаланă. Йăли, пĕр тесен, тен, начарах та мар-тăр, киввине, юрăхсăра тухнине, йăлăхтарса çитернине, текех кирлĕ маррине çĕннипе улăштармалла, çĕнни пурнăçа çĕнетет. Чăваша итальянсем хыççăн сикме сĕнместĕп, паллах, эпĕ. Сăнне-тĕсне çухатнă кашни пĕр япалана кăларса перес пулсан ытла та пушанса та çаралса юлĕ кил-çуртăмăр, çĕннине туянма вăй çитереймĕпĕр тата. Анчах чăвашăн пĕр маттурлăхĕ пур, ăна шутлă итальян кăна пултарĕ, — эпир ниме юрăхсăрринчен те çĕнни тума пултаратпăр. Кивĕ свитер-джемперсене сÿтсе мĕнлерех ăшă чăлха-нускисем çыхаççĕ пирĕн асанне-кукамайсем, кивелнĕ пир-пусмаран хăюсем касса еплерех хитре сак, урай сармисем ăсталаççĕ, е тепри-тепри йăваланса выртса çÿрекен пушă кĕленче са-вăтсенченех мунча, веранда е ытти хуралтă таранах хăпартса лартса тĕнчене тĕлĕнтерет. Ман шутпа, чи кирли кил-тĕрĕшри кивĕ япаласенчен тасалнинчен ытларах хамăр чунра, пуçра, ăшра пуçтарăнса кайнă япăха кăларса пăрахмалла. Çĕнĕ çула та çĕнĕ ăс-кăмăлпа, çĕнĕ шухăш-ĕмĕтпе, тĕллевсемпе кĕмелле. Çĕнĕ çул вăл — çĕнĕ шанăç. Çын вăл çавăнпа çын — вăл пуласлăхпа, малашлăхпа пурăнать. «Малалла-ха пурнăç, малалла, ман тĕлте те çăлтăр çунмалла», — тени пур Петĕр Хусанкайăн. Психологсем çавнашкал сĕнеççĕ: «Хăвăн иртнĕ пурнăçа пăсса тăнă япăххине ху хыççăн сĕтĕрме кирлĕ мар, вăл хăçан та пулсан хăех пĕрех татăлса юлать /манăçать/. Эппин, мĕншĕн ăна тапаланса, вăй-хална ытахальлĕн пĕтерсе туртма кирлĕ?»
Иртнĕ 2020 çул мĕнле пулни пирки кашнийĕн, паллах, хăйĕн шухăшĕ, пĕтĕмлетĕвĕ. Кашнийĕнех хăйĕн пурнăçĕ, савăнăçĕ-хавасĕ, кулянăвĕ-пăшăрханăвĕ пулнă. Вăл хăйĕн ырри-усалĕпех, лайăххи-начарĕпех иртнĕлĕхрех юлтăр. Ыррине чуна хывса пĕрле илер, япăххи – манăçтăр. Халь çак йĕркесене çырнă самантра кантăк леш енче лапка юр çăвать. Хитре! Чĕлтĕрти юр пĕрчисем унччен куçа тăрăнса тăнă тумхахсене, йăваланса выртакан тĕрлĕ ăпăр-тапăра шурă виттипе хупланă майăн тавралăх çĕнелсе, тасалса пырать, куçа, чуна илемпе тултарать.Тахçан кантăк умĕнче çакнашкалах киленсе тăнă чухне манăн пĕр юрă çуралнăччĕ:
Шăппăн кăна, шăппăн ларар-и,
Лапка юрĕ лăпкăн çутăр-и?
Вăл тата хăçан çапла çăвать,
Пирĕн чĕресене тасатать?
Ак кĕçех çитеç çурхи кунсем,
Кайĕç ирĕлсе лапка юрсем.
Шăппăн кăна, шăппăн ларар-и?
Лапка юрĕ лăпкăн çутăр-и?
Шел те, пирĕн пурнăçра хальхи вăхăтра шăпах тасалăх çитмест пек, пурнăçа таса тума тăрăшни, чунпа, шухăшпа, кăмăлпа, тĕллевсемпе таса пулни, çынпа çын хушшинчи таса хутшăну, таса юрату, таса сывлăх йĕркине тĕпе хуни, влаçрисем таса алăллă пулни, эпир хамăр ĕçе таса тивĕçлĕн туни. Писатель те хăйĕн калав-повеçне вулаканăн чунне кăшт та пулин тасатас шухăшпах çырать. Хăй вăхăтĕнче, советсен тапхăрĕнче, çыравçăсем пирки «инженеры человеческих душ» /çынсен чунĕсен инженерĕсем/ тенĕ. Пирĕн тăван сăмах ăстисем те яланах çакна ăша хывса ĕçленĕ, сахал- им чăваш литературин «ылтăн çÿпçинче» халăх чунне кĕрсе вырнаçнă калавсемпе повеçсем, романсем, сăвă-поэмăсем? Паянхи кун та çавăн пек пахалăхлă хайлавсем кĕтет вулакан. «Тăван Атăл» журналăн тивĕçĕ — вулаканпа çыравçа тачă çыхăнтарса тăрасси. Шанас килет, çыравçă вулакан кăмăлне малашне те тивĕçтерме тăрăшĕ, вулакан вара çыравçа мĕн çинчен мĕнле çырмаллине сĕнсех, канаш парсах тăрĕ. Çаплах пултăрччĕ! <...>

Арсений ТАРАСОВ, «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ.

♦ ♦ ♦

Улмуççи шап-шурă çеçкере

Повесть

Пин те тăхăр çĕр аллă тăваттăмĕш çул. Çĕртме уйăхĕ. Ытармалла мар илемлĕ çу кунĕ. Улмуççисем, чиесем шап-шурă çеçкере. Куç виçейми тăп-тăрă инçет. Сеп- сенкер чатăрпа пĕркеннĕ тĕнче уçлăхĕнче яланах савăнăçлăн кулма юратакан сап- сарă хĕвел ялтăрать. Унăн ылтăн пайăркисем «КОММУНИЗМЛА ĔÇ ПРЕДПРИЯТИЙĔ» тесе çырнă виçĕ хутлă тăрăхла çурт урлă каçса çума-çумăн ларса тухнă вăрăм корпуссен сарлака чÿречисенче ялтăр хĕм сапмалла выляççĕ.
Заводăн сарлака мрамор картлашкаллă, çутă карлăклă проходнойĕ яланхиллех хĕвĕшÿллĕ — алăк пĕр уçăлать, пĕр хупăнать, тухакансем-кĕрекенсем хăйсен шухăш- кăмăл çĕкленĕвне никамран пытармасăр пĕр-пĕрне хулран е çурăмран çупăрласа илеççĕ. Крыльцан сулахай енчи хĕрринче пĕр-пĕччен тăракан çырă çÿçлĕ каччă çеç тарăн шухăша путнă. Такама кĕтет-тĕр. Асфальт çинче йăлтăр çиçсе вылякан çутă шевлесене тимлесе сăнаканскер хăйĕн хыçĕпе çамрăк пике çăмăллăн утса иртнине те туймарĕ.
Çав чиперкке иккĕмĕш хута улăхса çутă коридор варринчи илемлĕ сас паллисемпе «КАДРСЕН ПАЙĔ» тесе çырнă пÿлĕм патне çитсе ылтăнланă хăлăпа тытма алă тăснăччĕ кăна — сулăмлă алăк яр! уçăлса кайрĕ те тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хÿхĕм пикене чутах пырса çапатчĕ.
— Ой!.. — алăкран вăркăнса тухакан савăк сăнлă йĕкĕте çул парса васкавлăн айккине пăрăнчĕ хĕр. — Ăсран кайнăскер! Пушара васкатăн-им?! — теме кăна ĕлкĕрчĕ вăл — утмăлтурат пек кăвак куçлă каччă чиперккене йăпăрт çеç пăхса илчĕ те шурă карттусне куç харши патнелле усăннă хура çÿçĕ çине туртса лартнă май чупсах кайрĕ. Тепĕр самантранах вăл крыльца хĕрринче хăйне кĕтекен юлташне ыталаса та илчĕ.
— Ну, тусăм, саламла! — уçă сывлăша тинех ăш пиллĕн кăкăр туллин çăтрĕ вăл. — Ыран ирех ĕçе тухатăп!
Кăнтăр варринчех икĕ маттур йĕкĕт çирĕппĕн ыталашни никамах та ытлашши тĕлĕнтермерĕ. Мĕнех, кирек камăн та пулать вĕт-ха пурнăçра питĕ-питĕ савăнăçлă самант. Паян акă çак икĕ вĕри чĕреллĕ сар ача патне персе çитрĕ вăл, ыран, тен, — теприсем патне...
Шоферсен курсĕнчен вĕренсе тухсан Санькка Ермилин пĕр уйăх ытла ĕçе кĕресшĕн çунса çÿрерĕ. Ăçта кăна, хăш предприятие, хăш кантура кĕрсе пăхмарĕ — ĕмĕчĕ тулмарĕ. Телейĕ те, юриех ăна йĕкĕлтенĕ пек, юнашарах илĕртсе тăнă, анчах «вăлтана» çакланман.
«Ĕç вырăнĕ пушши çук, — лăпкăн хуравланă пур çĕрте те Саньккана водитель правине васкамасăр каялла тыттарса. — Пулсаччĕ, кăштах каярах юлтăр, ĕнер çеç пĕрне ĕçе илтĕмĕр».
Тепĕр çĕрте ăна ĕç стажĕ пачах çукки питĕ чăрмантарчĕ. Санькка хăй те аван ăнланать: ĕçе кирек ăçта та лайăхрах тата пултаруллăрах специалиста илесшĕн. Унăн чăнах та опыт çук, ăсталăхĕ те хальлĕхе çителĕклех мар. Вăл пĕчĕк кăлтăксене те питĕ тиркекен инструктор çумĕнче йăнăш тăвасран шиклене-шиклене çаврака руле каллĕ-маллĕ çавăрнисĕр пуçне хăйне ирĕккĕн тулли рейса тухса курман, машинăна та пĕртте тĕпрен сÿтсе юсаман. Кам туйĕ тин çеç права илнĕ шофер нушине? Хăйсĕр пуçне урăх кам ăнланĕ?
Ĕнер Саньккана пĕрле вĕреннĕ юлташĕ Виктор хăй ĕçлекен заводри гаража ертсе пычĕ.
«Эсĕ хăюллăрах пул, ытларах калаç, вăтанса ан тăр. Харсăр çыннăн çăварне хăйми хăй кĕнĕ тет, илтмен-им? — вĕрентрĕ вăл Саньккана транспорт пуçлăхĕн пÿлĕмне кĕртсе ярса.
Симĕс пуставпа витнĕ сĕтел хушшинче ларакан сăрă костюмлă, йăваш сăнлă, хĕрĕх çулсенчен иртнĕ тулли питлĕ арçын алăк сасси илтĕнсен сапаланса выртакан хутсем çине тайнă пуçне çĕклерĕ. Унăн çивĕч куçĕсем палламан çамрăк каччă çине тараватлăн пăхрĕç.
— Ну, мĕнпе ырă пулма пултарăп? — терĕ вăл сывлăх суннă хыççăн лешĕ сăмаха пуçлама хăяйманнине кура.
— Ĕçе кĕрес тетĕп. Шофер эпĕ, — кĕскен сывласа илчĕ Санькка.
— Ну-ка, кăтартăр-ха, мĕнле хутсем унта сирĕн? — аллине тăсрĕ пуçлăх.
Çар билечĕпе шофер правине темиçе хут та уçса хупнă хыççăн хайхи Санькка кăмăлне кайма пуçланă йăваш кăмăллă арçын ĕнентерÿ хучĕсене шĕвĕр пÿрнипе çемçен шаккаса илчĕ.
— Машинăпа ярăнассисĕр пуçне тата урăх мĕнле ĕç тума хăнăху пур сирĕн? — йĕкĕте куçран тÿррĕн пăхрĕ вăл.
— Ялта ÿснĕ эпĕ — куçне тартмарĕ Санькка. — Нимĕнле ĕçе те тиркемен, платник та пулнă, тимĕрçĕ лаççинче хĕрнĕ тимĕре те туптанă, лава çÿренĕ...
— Ку аван. Спорт енĕпе мĕнле?
— Çарта чухне футболла сылтăм хĕрринчен тапăнакан пулса выляттăмччĕ. Начар выляман. Мухтатчĕç, — терĕ те вăтанса кайрĕ.
— О! — шĕвĕр пÿрнине çÿлелле çĕклерĕ тимлĕн тĕпчекен пуçлăх. — Ку питĕ аван! Завод чысне çÿлти шайра тытса тăмашкăн спортсменсем те кирлĕ пире.
Санькка Ермилина чăн-чăн шофер пулмашкăн мĕн пурĕ те çак сăмахсем çеç кирлĕ пулчĕç. Паян акă ăна вĕр çĕнĕ ĕç кĕнеки пачĕç. Ыран, ытти çынсем пекех, ирхине ирех тăрать те çисе-тумланса васкавлăн ĕçе каять. Вара тин-тинех хăйĕн телейлĕ юлташĕсем пек сулахай аллине кабинăн уçă чÿречи витĕр кăларса çул хĕррипе хыçалалла иртсе юлакан палланă çынсене саламлĕ, йăлтăр кулăллă хитре хĕрсене курсан унăн та чĕри вĕçсе тухаслах тапма пуçлĕ. Савăнăç мар-и çакă? О, мĕн тери пысăк савăнăç!
Çак хавхаллăха пула ăнсăртран çамкине чутах алăк пырса çапман пĕр чиперкке çеç каччă мĕншĕн кадрсен пайĕн пÿлĕмĕнчен çиçĕмле вирхĕнсе тухнине тавçăрма чухлаймарĕ. «Ăсран кайнăскер!» — епле çивĕччĕн кастарчĕ. Эх, çамрăк каччăн чун-чĕре хавхийĕ çырантан тухнине вăл пĕлесчĕ! Ай, ăçтан пĕлейĕн!..

Михаил МЕРЧЕН

♦ ♦ ♦

Сарпи пуртан чăваш пушшех пуян

Раиса Васильевна Сарпи 1951 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Ăна юлашки тапхăрсенчи чăваш поэзийĕн чĕрĕ легенди теме юрать, вăл халăхăн пысăк хисепне, юратăвне тивĕçнĕ. Сарпи пек çынсене халăх хăй çитĕнтерет, хăйĕн мĕн пуррине — ыррине, лайăххине ывăç туллин парать. Мĕншĕн тесен кирек хăш халăх та ыттисен умĕнче хăйне хитрен, илемлĕн, вăйлăн, пултаруллăн, паттăррăн, хастаррăн кăтартма тăрăшать, акă пăхăр, курăр, мĕнлерех халăх эпĕ! Ун пек çынсене шăпа сăн-пуçне те, ÿт-кĕлеткине те, талант-пултарулăхне те, çивĕч ăс-тăнĕпе ăс-хакăлне те туллин парать. Раиса Сарпи çавăн пек çынсенчен, тăван чăваша кирек кам умĕнче те маттуррăн кăтартма пултаракан йышшисенчен, пĕри. Халăх суйланăскер.

«Райза мĕнле пурăнать унта, Шупашкарта?» — çине-çинех ыйтрĕç манран, 1995 çулхи утă уйăхĕн вĕçĕнче тĕрĕк халăхĕсен поэзийĕн фестивальне хутшăнма Чăваш Енрен Стамбул урлă Анкарана метеор пек вĕçсе çитнĕскертен, Турци Çыравçисен пĕрлĕхĕн офисĕнче çак çĕршывăн паллă та сумлă çыравçисем.
«Мĕнле Райза пирки ыйтаççĕ-ши кусем?» — пуç ватрăм эпĕ. Çук пирĕн, ку чухнехи чăвашсен, нимле Райза та!.. Рзай пулнă, анчах та вăл тахçанах вилнĕ. Тата вăл Турцире нихăçан та пулман, пулма та пултарайман!
Кайран кăна ăнлантăм, Раиса Сарпи пирки ыйтаççĕ-мĕн! Турккă тусăмăрсем чăвашсен паллă сăвăçне, вăл тăванла çĕршыва çитсе килнĕ хыççăн унта ыррипе кăна асра юлнăскере, Райза тесе чĕнеççĕ-мĕн!..
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн пиллĕкмĕш курсĕнче вĕреннĕ чухнех чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн илемлĕ литературăна пропагандăлакан бюровĕнче ĕçлеме пикеннĕскер /1983 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнчен пуçласа: эпĕ тÿрех литературăпа, юрă каçĕсемпе республикăри тĕрлĕ районсенче чăваш литературин эрнисене йĕркелесе ирттерме пикентĕм, хам та хаваспах çыравçăсемпе тата юрăçсемпе пĕрле çине-çинех халăх умне тухса хавхаланса та хăпартланса сăвă каларăм, йăхташăмсене тăван чĕлхемĕре юратма та упрама йыхăртăм. Ун чухне пирĕн бюропа питĕ нумай паллă çыравçă туслă çыхăну тытатчĕ: Хветĕр Уяр, Александр Артемьев, Александр Кăлкан, Николай Терентьев, Петĕр Ялкир, Валентина Элпи, Николай Евстафьев...
Чăваш литературин тĕнчине çутă çăлтăр пек вирхĕнсе кĕрсе самаях палăрнă Раиса Сарпи вара, çамрăк та калама çук чиперскер, яланах капăр тумланаканскер, пуринчен те уйрăлса тăратчĕ. Чи пахи — Раиса Васильевна кирек ăçта та, кирек хăçан та халăх умне тухсан — чаплă культура керменĕнче те, 30-40 çын çеç аран-аран вырнаçма пултаракан тахçанах кивелсе çитнĕ клубра та, пĕр-пĕр заводăн цехĕпе «хĕрлĕ кĕтесĕнче» те, Шупашкартан аякра ларакан чăваш ялĕнчи пысăках мар шкулăн тĕксĕм класĕнче те — яланах хăйне питĕ сумлă тытма пĕлет, ытти чухне ĕçтешĕсемпе хĕрсе кайса калаçма кăмăллаканскер «регламент» тенине нихăçан та пăсмасть, сăвăçсемпе тата юрăçсемпе тĕл пулма килнĕ çынсене тăван халăхăмăрпа тăван литературăна чунтан юратма вĕрентет.
Сăмахăма татăклăн калатăп: ку тарана çитиччен мана Раиса Сарпи ĕçтешĕмшĕн нихçан та намăс пулман, уншăн манăн нихăçан та питĕме хĕретме тивмен! Пушшех урăхла — Сарпи халăх умĕнче хăйне еплерех тытнине, вăл халăхпа еплерех калаçнине курсан эпĕ хам та чăваш çыравçи пулнăшăн тата ытларах савăннă, çакăнпа тата ытларах мăнаçланнă.
Сăмах май каласан, пирĕн, «шурă Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасен», час-часах шавлă кĕрекесенче те пулма тивнĕ. Çав кĕрекесенче эпир, паллах, чейпе уйран кăна ĕçмен... Ун пек чухне «шурă Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасем» хăйсене тĕрлĕрен тытни те пулнă. Раиса Сарпи вара тулли сĕтел хушшинче те хăйне яланах хĕрарăм-патша пек сумлă та мăнаçлă тытать. Шÿтлемелле чухне хаваспах шÿтлет вăл, çынна тимлĕ итлемелле чухне питĕ тимлĕ итлет.
Ăçта кăна çитсе курман-ши эпир ку таранччен Раиса Васильевнăпа пĕрле?.. Чăваш Енре çитмен ялпа хула çук тейĕпĕр. Кунсăр пуçне Чĕмпĕр, Самар, Саратов облаçĕсенче пулнă, Тутарстана, Пушкăртстана, Мари Эла темиçе хут та çитнĕ, аслă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнине паллă тума, ялан çамрăк Çеçпĕлĕмĕр тĕнчене килнĕренпе 100 çул çитнине уявлама Мускава питĕ сумлă та пысăк делегаци йышĕнче пĕрле кайнă...
2017 çулта тăванла балкар халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕ Кайсын Кулиев çуралнăранпа 100 çул çитнине питех те çÿллĕ шайра паллă турĕ. Кайсын Шувайевичăн юбилейне кăшт маларах эпир Шупашкарта паллă тунăччĕ, çав уява Нальчикрен аслă сăвăçăн икĕ çывăх тăванне чĕнсе илнĕччĕ. Мана вара балкар-тусăмăрсем хама çеç чĕнеççĕ поэзипе туслăх уявне. «Мĕнле-ха капла? — терĕм эпĕ ун чухне Кабарда-Балкар Республикин Çыравçăсен пĕрлĕхĕн пуçлăхне, чăваш халăхĕн çывăх тусне Муталип Беппаева. — Эпир, чăвашсем, Кайсынăн Шупашкарти уявне Нальчикрен икĕ çынна чĕнсе илтĕмĕр, çул çÿревпе çыхăннă пĕтĕм расхута хамăр çине тиерĕмĕр. Эсир вара Кавказ тăвĕсен ытамне пĕртен-пĕр Валери Туркая çеç чĕнетĕр. Ман шутăмпа, ку кăштах тĕрĕс мар».
Çак калаçу хыççăн пирĕн балкар-хурăнташăмăрсем Кайсын Кулиевăн 100 çулхи юбилейне паллă тума официаллă майпа Шупашкартан икĕ çынна чĕнсе ячĕç. Эпĕ, паллах, ним иккĕлленсе тăмасăр пĕрле инçе çула тухма Раиса Сарпие чĕнтĕм. Раиса Васильевна, паллах, тÿрех, хаваспах килĕшрĕ. Инçетри тăванла республикăра вăл чăваш ятне ямарĕ çеç мар, тăван халăхăмăрăн ятне Эльбрусăн ĕмĕрлĕхе юрпа та пăрпа хупланнă тăрри çÿллĕш çĕклерĕ.
Е тата хамăр республикăра çулсерен ирттерекен поэзипе туслăх уявĕсене аса илер- ха. Кашни çулах, сахалтан та икĕ хут, шăрăхра та, сивĕре те поэзие чунтан юратакан чăваш чунлă чăвашсем Çеçпĕл Мишши палăкĕ патне пуçтарăнаççĕ. Кам уйрăмах хавхаланса сăвă калать, тăван чĕлхемĕре упрама йыхăрать кун пек чухне? Паллах, Раиса Сарпи! Вилĕмсĕр Кĕçтенттин палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хума чи малтан кам çитет? Сарпи, паллах!.. Кашни çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш Чĕлхин Кунĕнче, Иван Яковлевич Яковлев асаттемĕрĕн палăкĕ патне ыттисенчен васкарах та хыпаланарах кам утать?.. Сарпи! Сарпи, паллах!
Çеçпĕл Мишши фончĕ 1996 çултанпа Канаш районĕнчи Çеçпĕлте чăваш ачисем валли «Çеçпĕл кăвайчĕ» поэзи Акатуйне ирттерет. Кам тетĕр çак чаплă уявăн чи хисеплĕ хăнисенчен пĕри? Кам тетĕр поэзи Акатуйĕнче йĕркелесе ирттерекен тĕрлĕ конкурссен яланхи жюри членĕ? Тĕрĕс — чăннипех те кăвар чĕреллĕ, хастарлă та хыт утăмлă, пĕтĕм чăваш халăхĕ пĕлекен, юратакан, хисеплекен, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăхсем хушшинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премипе ытти нумай сумлă преми лауреачĕ Раиса Васильевна Сарпи!
Сарпи пуртан чăваш пушшех пуян!..
Пурнатпăр-ха, Раиса Васильевна, пурнатпăр!

Валери ТУРКАЙ, Чăваш халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишши фончĕн директорĕ.
 

♦ ♦ ♦

Виктор Рзай: «Эп шанап пулас çĕн пурнăçа...»

Çуралнăранпа 115 çул çитнĕ май

Манăçлăхран таврăннисем — Михаил Петров-Тинехпи, Гаврил Алюнов, Николай Никольский, Мĕтри Юман, Кури Вантер, Сергей Ялавин, Алексей Милли, Виктор Рзай, ыттисем… Вĕсем çĕнĕ пурнăçа шанса кĕрешнĕ, ырăпа усал хушшинче çунса кĕлленнĕ. Ĕмĕрĕсем вĕсен ийе чăмланă пĕр шăпаллă. Анчах ячĕсем — таса, ĕçĕсем — вилĕмсĕр, хисепĕ вăхăт иртнĕçемĕн пысăкланса пырать.
Виктор Рзай 1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Вăрмар хутлăхĕнчи паллă ялта — Кавалта — сумлă кил-йышра çуралнă.
Кавал — таврипе чаплă пасар ялĕ. Унта XIX ĕмĕртех чиркÿ, шкул, кантурсемпе хупах кĕрленĕ. «Шупашкартан Кавал таран, Çĕрпÿ, Чикме, Етĕрне урлă юрру сассийĕ кайĕ сан!» — тесе хавхалантарнă хĕрÿ чунлă Çеçпĕл чăваш ачисене, Рзайсемпе Миттасене.
Пĕчĕк Викторăн пуçĕ аван ĕçленĕ, алли çыпăçнă. Анчах ашшĕ унран сăвăç мар, Кавал пасарĕнчи суту-илÿ ĕçне хăй пекех савакан çын тăвасшăн пулнă. Самани самаях урлă-пирлĕ çаврăннă.
Ача-пăча чунĕ çĕнни патне кармашнă. Вăл çулсенче хунав ачасемпе яш-кĕрĕме комсомол хытă хускатнă. Чи хастаррисенчен пĕри Исаев-Авраль Мĕтри пулнă. Унран кăшт кăна – çур çул çеç! – кĕçĕнрех Виктор çав хастарсем патнеллех туртăннă. Тăван-çке-ха Исаевсем! /Рзайăн чăн хушамачĕ — Исаев. — Ред./ Тăванни тăван та, анчах талпăну — расна! Ачалăх тĕрлĕ. Мĕтри пĕчĕкле тăлăха юлнă, Мускаври ача çуртĕнче пурăнса курнă. Пуянсене чăтма пултарайман. Виктор ашшĕн вара — Ехрем Захарович Исаевăн — Кавалта икĕ хутлă çурт, йĕри-тавра хуралтă. Картишĕнче тарасаллă пысăк çăл – таврари чейçĕсене ăмсанмалăх! Чĕр кĕмĕл пек шывлă çăлĕ халĕ те пур. Уçă та сиплĕ, тăп-тăрă та шăнкăр-шăнкăр, Виктор Рзайăн якатнă калавĕсенчи çыпăçуллă пуплевĕ пекех!
НЭП /Çĕнĕ экономика политики/ вăхăтĕнче чей лаçĕ, шушкă-пĕремĕк лавкки тытса курнă Ехрем Исаев «Нарспи» поэмăри Тăхтаман хăраххи пулнă. Пуян ячĕ кăмăла кăтăкланă-тăр та, анчах вăл чăваш хресченĕ çумне хура тарпа пĕрле кăна çыпăçнă! Тарçă-тĕрçĕ пулман Рзайсен. Ку килте ĕçрен хăпма пĕлмен. Сĕтел çÿллĕш ÿснĕ ачисене Ехрем пичче ана пуçĕ уйăра-уйăра панă, тыррине вырма вара уйăх çутипех илсе тухнă.
Кĕр-кĕр ярмăрккăллă Кавалта пысăк ратнеллĕ Ехрем аслă Мăнкуна та уяв пек туйман. Тăван-хурăнташ ĕрете тухнă чухне вăл ваттисен йăлине ячĕшĕн çеç тытса пынă. «Пĕр-пĕр киле кĕрсен каярах килнисем апат хушшине те ларса ĕлкĕреймен-ха — Ефрем Захарович васкатма та пуçлать: «Часрах-часрах, вăр-вар пулăр!» – текелесе алăкран каялла тухса та каятчĕ», — тесе аса илнĕ Матрÿн аппа – Матрена Яковлевна Исаева.
Ĕçпе, ĕçпе кăна пурăннă чăваш ĕмĕрсем хушши! Пĕртен-пĕр улпут И.Я.Яковлев дворянин пур, унтан тата тепĕр ик-виç купса тупăннă. Вĕсене те – Селиванпа Ехрем хуçасене – таврари паллă Сейтулла тутарпа Забродин вырăс сутуçăсем таптаса тăнă...
«Ĕç пĕтес çук. Ачасен вĕренес те пулать», – тенĕ ашшĕ пĕринче, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă çул. Вара хура кĕркунне сакăр çулти Виктора ялти икĕ класлă /ултă çуллăх/ шкула çавăтса кайнă. Унта Рзай вăр-вар та лайăх вĕреннĕ.
Кавал шкулĕ яланах чыспа хисепленнĕ. Унăн мухтавне маттур пулнă Виктор Рзай ячĕ те хăпартса тăрать.
«Эпĕ Виктор Рзая питĕ лайăх астăватăп. Вăл манран тăватă çул аслăрахчĕ. Ялти икĕ сыпăклă шкултан 1920 çулта вĕренсе тухрĕ, эпĕ вара çичĕ çул вĕренмелли шкула тăваттăмĕш кăларăмпа 1928 çулта вĕçлерĕм. Рзай шкул хыççăн пĕр вăхăт ялтах пурăнчĕ, çамрăксен ячейкин секретарĕ пулчĕ. Шупашкарти совпартшкултан вĕренсе килчĕ, вара вулав çуртĕнче избачра ĕçлерĕ. Çав вăхăтра ялти çамрăксемпе спектакльсем лартаттăмăр, хĕрлĕ улахсем йĕркелеттĕмĕр. Çав каçсенче Виктор хăй çырнă сăвăсене хавхаланса вулатчĕ, пăхмасăр калатчĕ», — асилет Матрÿн аппа.
Çĕршыва тăвăл тустарнă. Тĕрĕсси, тĕрĕс марри – пĕлсе пĕтерейĕн-и? Ашшĕ ывăлне хăваласа янă, ывăлĕ ашшĕнчен сивĕннĕ...
Ашшĕ пирки Виктор Рзай сахал мар шухăшланă. Василий Алакĕрпе çав лару-тăру çинчен калаçса курнăччĕ. Лешĕн те, кунăн та ашшĕсем кулак шутне лекнĕ. Вĕсен çурчĕсене, лавкки-арманне туртса илнĕ. Çĕпĕр кĕтнĕ Рзайсемпе Алакĕрсене... Те ашшĕпе пĕрле пулмалла, те урăх çулпа утмалла? Виктор Рзай ашшĕпе ячĕшĕн мар, чăнласах урлă пулнă. Кулак вăхăчĕ çитичченех, нэпмансен çулĕсенчех ывăлĕ урăх «çуна çине» ларнă. Ун чухне колхозсем тăвасси инçе пулнă-ха, «кулак» сăмах та пичете лекеймен...
Ăнлансамччĕ, атте, эп — сан мар,
Сан çулу ман çула юрамасть...
/«Юлашки çыру»/
Ку вăл — пуçтай сăмахĕ, каçарни, хурланни, пил ыйтни,
Шур старик, черккÿне тайăлтар —
Юлашки хут паратăп алла,
Юлашки хут санпа калаçам,
Асăнмалăх лăпкам çурăмран...
Йывăр туйăм. Анчах тус-юлташĕ самана кустăрми ăçталла кăлтăртатнине çавăн чухнех сиснĕ. Акă мĕнле «юратса тăрăхланă» Виктор Рзайран ун чухнехи паллă сăвăç Микихвер Ваçанкка:
Каях, Ăрсай, каях çав Кавалтан...
Витя, аçу çинчен тек ан калаç –
Çĕн тăванусем çĕлен пекех авкаланаç...
Капкăн, 1926 çул, 12
Кĕçех çак «çĕн тăвансем — çĕлен пекех...» сăмахсем тÿрре тухнă.
Пурнăçăн пĕр тапхăрĕ вĕçленнĕ, тепри пуçланнă. Малтанхи асамлăхпа кайранхи асаплăх хушшинчи çутă тапхăр. Пултарулăх хĕм сапнă вăхăт. Исаев Мĕтри «Канаш» хаçатра ĕçлеме пуçланă çулхине Виктор Рзайăн пуçламăш йĕркисем хаçат çине ÿкеççĕ. Лешĕ Самарти комсомол лавне кулĕннĕ çĕре ку Шупашкарта сăвă кĕнеки пичетлесе кăларать, «Канаш» хаçатри литература ĕçĕнче 1929 çулччен тăрмашать. Ытти хаçат-журнала тăтăш çырать.

Виталий СТАНЬЯЛ, литература тĕпчевçи.
 

♦ ♦ ♦

«Шухăш пусрĕ пĕве кĕрсенех...»

Эпир, чăваш поэчĕсем, 20-мĕш ĕмĕрĕн варринче çуралнисем, тĕпрен илсен, хамăра майлăн çырма ăмăртаттăмăр. Çамрăкрах чухне пичетленме вара питĕ кансĕрччĕ. Ун чухне гонорар аванах тÿленĕ-çке. Çавăнпа çула пÿлес текеннисем те тупăнатчĕç. Çапах та тăрăшаттăмăр. Хăшĕ-пĕри 80-мĕш çулсенчех кĕнекесем кăларма та пултарчĕ, СССР Писательсен союзĕн членĕ пулса тăма та ĕлкĕрчĕ. Чылайăшĕн ĕмĕрĕ кĕске килни пăшăрхантарать. Вĕсем сахалах та мар: Анатолий Ыхра, Василий Эктел, Петĕр Çăлкуç, Георгий Ирхи... Пурте ырă ята тивĕçлĕ. Шел пулин те, пултарулăхĕсене тĕпчеменпе пĕрех. Уншăн пирĕн те айăп пур. Поэт çинчен поэтран лайăхрах камах калайтăр-ха?
Акă тепĕр тантăшăм, Петĕр Яккусен, пиртен уйрăлса кайрĕ. Маларах асăннисене пурне те юлташăмсем теме пултаратăп пулсан, вăл вара маншăн — ытларах пĕлĕшĕм. Иксĕмĕр ятарласах чуна уçса калаçса ларнине те астусах каймастăп. Тен, юнашар ĕçлеме тÿр килменнинчен те пулĕ çакă. Ăнсăртран тĕл пулсан — чарăнса тăнă, уйрăмах пăшăрхантаракан е савăнтаракан пулăмсене кĕскен сÿтсе явнах.
Пĕлтĕр çулла «Халăх шкулĕ» журналăн редакцине пырсан тĕл пулни асрах. Виççĕн: Олег Кульев, вăл тата эпĕ урамра калаçса тăтăмăр. Манăн М.Ю.Лермонтов сăввисене куçарнисем килĕшнине пĕлтерчĕ Петĕр Яккусен. Унтан пасар еннелле пĕрле утрăмăр. Тăван ялĕнче мăшăрĕпе иккĕшĕ хуçалăх тытаççĕ те — ал урапи валли кустăрмасем кирлĕ-мĕн.
Вăл хавхалануллăччĕ, чăваш чĕлхи çинчен çырнă кĕнеки тинтерех çеç тухнă иккен. Паллах, поэзи çинчен те калаçу пуçăнчĕ. Начар сăвă-поэма юлашки çулсенче хамăрăн литература журналĕнче тухнишĕн тахçанрах вăл питех пăшăрханмастчĕ. «Çÿп-çап юхса каять, унран нимĕн те юлмасть», — тенипех ытларах çырлахатчĕ. Хальхинче вара вĕсем вулаканăн поэзи туйăмне мăкатнишĕн тарăхни сисĕнчĕ.
Чăваш писателĕсен пухăвĕ пулас умĕн мана, поэзи секцийĕн ертÿçине, поэтсене хыпарлама сĕннĕччĕ. Петĕр Яккусен унта пыраймассине пăшăрханса пĕлтерчĕ. Чирлĕрех-мĕн. Унтан тÿрех çапла каларĕ: «Эпĕ хамах сан пата шăнкăравласшăнччĕ-ха. Есенин сăввисене эсĕ лайăх куçарнă. Вуласа савăнтăм. Ĕненмесен арăмран ыйт. Вăл юнашарах. Ăна та килĕшнĕ», — терĕ. «Эсĕ икĕ питленменнине чухлатăп», — теме çеç пултартăм. Паллах, ку маншăн кĕтменлĕх пулчĕ-çке. Тантăшăмшăн вара савăнтăм: арăмĕпе поэзи çинчен калаçма пултаракан поэтсем телейлĕ ĕнтĕ. Мăшăрĕ унăн филолог та мар — врач.
Эпĕ Петĕр Яккусемпе 1972 çулта университета вĕренме кĕрсенех паллашнăччĕ. Тĕрĕссипе паллашманччĕ-ха, пуçласа ăна курнăччĕ. Студентсен клубĕнче çил çунатçăсен литература каçĕ пыратчĕ. Эпĕ, тин кăна студент пулса тăнăскер, аслă курссенче вĕренекенсем те айван сăвăсем çырнинчен тĕлĕнсе лараттăм. Ку вăл Петĕр Асамат сцена çине тухиччен пулса иртрĕ. Паянхи пекех астăватăп: çав çамрăк ун чухне çак сăввине каларĕ:
Аллисене турат хуçса тытса
Чупать пĕр ушкăн шик те шик тесе.
Ав çил ачи çухалнă тет таçта,
Çавна шыраççĕ тет халь ыттисем.
Тусан килсех сапаççĕ ывçипех.
Çĕр хут уçса пăхаççĕ лупаса,
Эп çеç ларатăп шалт тĕлĕннипе
Хĕври çил ачипе юмахласа.
Петĕр Асамат тесен, ку ята пĕлекен те сахал ĕнтĕ. Яккусен вăл. Çав псевдонимпа пичетленнĕччĕ малтанласа. Кайран ăна урăх çын илчĕ. Ку хăйне чăн-чăн джентльмен пек тытрĕ, тавлашас темерĕ ĕнтĕ хĕрарăмпа. Унтан пĕр тапхăр хăйĕн хушамачĕпех çырса пурăнчĕ.
Василий КЕРВЕН.

♦ ♦ ♦

Унăн тĕп принцип çынлăх пулнă

Юрий Скворцов çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май

РЕДАКЦИРЕН: «Çĕр чăмăрĕ çинчен юлашки чăваш çухаличчен вуламалăх çырнă произведенисем» хушшинче Хв. Уяр паллă анкетăра /«Пĕр анкета çинчен сăмах хускатнă май», 1991/ Юрий Скворцов /1931-1977/ çырнисене те курать. Пурăннă чух çыравçă пултарулăхне тивĕçлĕ хак парайман. Паянхи кун Ю. Скворцов пултарулăхĕн хăватне ăнланман çын сайра. Тĕпчевçĕсем ăна чăваш литературин «чăн тÿпинче» / сăмах çаврăнăшĕ Ю. Артемьевăн/ кураççĕ, ÿнер ĕçченĕсем унăн хайлавĕсене кино тата театр чĕлхи çине куçараççĕ, ахаль вулакан вара вĕсенче хăйне çывăх кăмăл- туйăм тупать, чăн-чăн литература тĕслĕхĕ курать. Пире пурне те вăл эпир чăваш пулнине манма памасть, çак çĕр çинче кашни çын пĕлтерĕшлĕ пулнине туйса илме пулăшать. Чун-чĕрене хускатакан проза унăн, лăпкă та сăпайлă лирика. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ю.Скворцов çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Ытла та ир, 46 çултах, вăл çак тĕнчерен ĕмĕрлĕхе куçса кайнă… Вунă çул каялла Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пултаруллă прозаика халалласа пысăк конференци ирттернĕччĕ. Аса илÿсен пĕр пайĕ конференци хыççăн пичетленнĕ «Чăваш прозин пысăк ăсти» кĕнекере /2012/ кун çути курчĕ. Пичетленмен текстсем – ун çинчен çырнисем те, хăй çырнисем те – архивра татах та пур. Вĕсенчен пĕри филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.В. Васильев /Васан/ çырса хăварни. /ЧПГĂИ ĂА, V пай, 2655 упр. ед., 12194 инв. ;, 195–202 лл./. Кунашкал аса илÿсем пĕр çын пурнăçне анчах мар, вăл пурăннă вăхăта та кăтартса параççĕ.
1955 çулхи кĕркунне эпĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературисен уйрăмне /РЧО/ вĕренме кĕтĕм. Тантăш-юлташсемпе хăвăрт паллашрăмăр. Манпа пĕр группăра Геннадий Трофимов /Юмарт/, Зиновий Мышкин /хальхи Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс филологийĕн деканĕ/ вĕренетчĕç. Тепĕр группинче Юрий Петров /Вирьял/, Валерий Егоров, Виталий Чекушкин, Харитон Кошкин пурччĕ. Ю. Петровĕ ĕнтĕ — паллă сăвăç, час-часах хамăр район хаçатĕнче /эпир унпа пĕр енчен — Чурачăк районĕнченччĕ/. Анчах хăйпе унччен тĕл пулса калаçман. Мана унпа Геннадий Юмарт /çывăхрахри ялсенчен пулнăран/ паллаштарчĕ. Çĕнĕ юлташ лекцисем вăхăтĕнчех сăвăсем çыратчĕ.
Институтра литература кружокĕ ĕçлетчĕ, стена хаçачĕ тухатчĕ. Çакнашкал кружок «Çамрăк коммунист» хаçат çумĕнче те ĕçлетчĕ, ăна Борис Тихонов ертсе пыратчĕ. Икĕ эрнере пĕрре çÿреттĕмĕр эпир унта. Çамрăк авторсен сăввисене /хамăрăнне те/ пăхса тухаттăмăр. Тиркешеттĕмĕр, тавлашаттăмăр, шÿтлеттĕмĕр. Кружоксен активлă членĕсем — 4-мĕш курс студенчĕсемччĕ. Вĕсен хушшинче Юрий Скворцов, Ваçлей Игнатьев, Мария Волкова, Неонила Кузьмина /Петровская/, Борис Тихонов, Николай Мартынов /институтра вăл Антонов хушаматпа çÿретчĕ, чĕрĕ те пуçтахрах студентчĕ/ пурччĕ. Пирĕнтен пĕр картлашка çÿлерех, иккĕмĕш курсра Михаил Ильинпа /Юхма Мишши/ Лариван Козин вĕренетчĕç.
Институтри «паллă поэтсем» хушшинче Юра Скворцов нимĕнпех те уйрăлса тăмастчĕ. Сăнĕ-пуçĕпе çеç, тен, урăхларахчĕ-и? Çÿллĕрех çамкаллă та /çÿçĕ ир çаралма пуçланă çыннăнни пек лĕпке тĕлнерех тин пуçланатчĕ унăн/ çаврака пит-куçлă, лутрарах йĕкĕт, васкамасăр, кăшт хулăнрах сасăпа калаçатчĕ вăл. Сăпайлă та йăваш, тăрăшуллă студентчĕ вăл, тавлашнине, вĕриленсе кайнине курман эпĕ ăна. Ĕçе тĕплĕ тума юратакансем çапла лăпкă кăмăллă пулаççĕ.
Кирек камăн çамрăк кăмăл-туйăмне те поэзи илĕртет. Студент чухне Ю.Скворцов та сăвăсем çыратчĕ. Тирпейлĕн, пысăк туйăмпа ăсталатчĕ вĕсене. Астăватăп, пĕррехинче литература кружокĕн занятийĕнче унăн пĕр сăввине сÿтсе яврăмăр. «Куккук» ятлăччĕ вăл. Гражданла-патриотла, кăшт минорлăрах кĕвĕллĕ сăвă. Чăваш уй-хирĕ çийĕн куккук вĕçет, тулăх тыр-пулăпа савăнать.
Хăш-пĕрисене килĕшсех каймарĕ вăл. «Вырăнлах мар, вырăс былинисен кĕввипе çырнă», — терĕç ун пирки. Авторĕ шарламарĕ. Кунашкал формăпа мĕншĕн çырма юраманнине те никамах татса памарĕ. Çапах та вăл çамрăк поэтăн пĕрремĕш кĕнекинче /«Çурхи салам», 1958/ çапăнса тухнă. Интереслĕ те тарăн шухăшлă, чăн чăвашла содержаниллĕ, чăвашла сăнарлă.
Хаçат-журналсенче унăн сăвăлла хайлавĕсем пичетленсех пыратчĕç. Икĕ-виçĕ сăввине юрра та хывнăччĕ. Пичет валли пĕрремĕш кĕнеке те хатĕрленĕччĕ вăл. Апла пулин те, такам та тума пултаракан ĕç пек, хăй поэт пулнине асăрхамастчĕ вăл. Çамрăксем çине ыттисем пек çÿлтен пăхмастчĕ.
Пĕррехинче эпир, çамрăк авторсем, хулари пĕр профтехучилищĕне литература каçне кайрăмăр. Кашни харпăр хăй сăввине вуласа пачĕ. Пирĕнтен пĕри, Дмитриев хушаматлăскер, сцена çине тухрĕ те хыттăн кăшкăрса сăвă вуларĕ. Капла илемлĕ вулав пулать терĕ пуль. Ю. Скворцов вара шухăшласа калаçнă пек, экзаменра билет çине хуравланă пек лăпкăн каларĕ. Тÿрех каламалла: начар мар сăвăçчĕ вăл. Сăмах тути-масине, унăн сăнарлăхне лайăх туятчĕ. Анчах хăйĕн чăн-чăн шăпине прозăра тупрĕ.
Институтра пĕр çул вĕренсен манăн унтан пăрахса кайма тиврĕ. Канашри педучилищĕре, Хусан университечĕн вырăс чĕлхипе литературин уйрăмĕнче вĕрентĕм. Анчах Шупашкарта пĕрле вĕреннĕ юлташсене манман. Çыру урлă çыхăну тытнă, курнăçса калаçнă, çамрăк авторсен конференцисене килсе çÿренĕ, редакцисенче тĕл пулнă. Ыттисем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Ю.Скворцов эпĕ Шупашкартан кайнă çул пединститут пĕтерчĕ те издательствăра ĕçлеме пуçларĕ. «Пăх-ха, мĕнле телей пулчĕ унăн», – тесе ăмсанаттăмăр эпир ăна. Редактор ĕçĕ чи чаплă ĕç пек. Умлă-хыçлах хайхи унăн сăвă кĕнеки, калавĕ-повеçĕсем тухрĕç /«Хĕрлĕ мăкăнь», «Сурăм хĕрĕ»/. Пачах хăйне евĕрлĕ çынсемччĕ унăн геройĕсем. Нимĕнпе те палăрса тăмаççĕ хăйсем, анчах пысăк чунлăскерсем. <...>

Анатолий ВАСИЛЬЕВ-ВАСАН.

♦ ♦ ♦

ШĂПĂР

Капмар çуртри пĕр Шăпăр
/Чăвашăн пур ик шăпăр:
Пĕри — урай шăлать,
Тепри — ташлаттарать.
Тирпейлекен çинчен шăпах
Пырать юптарура сăмах/
Хăйне тытать чăн пуçлăхла
Пурне те тăн кĕртме пуçлать:
«Мана ку шкап чăрмантарать...
Сĕтел пĕрмай такăнтарать...
Пукан таврашĕ пит нумай...
Ун чухлĕ кирлĕ мĕн тума?
Хăшне-пĕрне персессĕн те аван —
Ытлашшипех кунта сĕтел-пукан!»
Кун пек чухне ылмаштарасчĕ Шăпăра...
Анчах та урăх шухăш ку çуртра:
Прахаççĕ кăларса пукансене —
Хăшсем «чăрмав кÿреççĕ» çавсене.
Сĕтел те халь хăра-хăра ларать,
Тен, вăл та «кансĕрлĕ» ыран?
———————————
Ĕнер кăна пĕлтерчĕç шур çуртран
/Ку — чăн пулни, ку — пирĕн пурнăçран/:
«Мана вăл килĕшмест» тенипелех
Ĕçрен хăтарнă тет черетлĕ «Сĕтеле». <...>

Владислав НИКОЛАЕВ.

♦ ♦ ♦
 

Куçа çутатакан пейзажсем

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Раççей художникĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕн Виталий Яковлевăн ÿкерчĕкĕсен куравĕ иртрĕ. Ăна сăрă ăсти 70 çул тултарнине халалланă. Хĕрĕх виçĕ çул каялла Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн /халĕ университет/ ÿнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер паянхи кунчченех Çĕнĕ Шупашкарти шкулта ачасене илемлĕхе туйма вĕрентет. Вĕсемшĕн пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе хăй те ырă тĕслĕх пулма тивĕçне ăнланнине, чунне хывнине картинисем питĕ лайăх кăтартаççĕ. МАРИНА КАРЯГИНА сăвăç куравра пулса курнă хыççăнхи кăмăл-шухăшĕпе «Тăван Атăл» журналăн вулаканĕсене те паллаштарма кăмăл турĕ.

Виталий Яковлев художникăн ĕçĕсен хушшинче манăн хамăн «суйласа илнисем» пур. Уйрăмах çут çанталăкпа пĕр чĕлхе — чĕр чĕлхе! — тупнине ĕнентерекеннисем. Темĕн чухлĕ пăхса тăрсан та килентерме пăрахманнисем. «Манăçса» ĕçленĕ самантсенче художника кăвак хуппи уçăлса илни курăнать пулас. Ун пек чухне ÿнерçĕ çут çанталăкра ирĕлсе каять тейĕн, тавралăха чат ачалла пăхма пуçлать пек. Пирвайхи хут курнă евĕр тĕлĕнсе те ачашшăн, кĕртсен сенкер-кĕрен-симĕслĕхĕпе аптраса кайса /«Мартри каçкÿлĕм»/, кашни юр пĕрчи урăхла пулнипе, вĕлтĕртетсе ÿкнĕçем хăйĕнчен хальччен этем курман тĕссем кăларса тăнипе ăнтан кайса /«Пĕрремĕш юр»/... Çÿп-çÿхе мамăкран çыхнă тутăр пĕркеннĕ пек хÿхĕм йывăçĕсем, çинçен пасарнă пилеш çупкамĕсем — мĕн таран кăмăла çупăрлакан ÿкерчĕксем! Вĕсем чунра çутă кĕвĕ çуратаççĕ, ачалăхра анчах пулма пултарассăн туйăнакан çăтмахлăха илсе каяççĕ, пире ялалла туртаççĕ /«Лапсар хĕлĕ», «Лапсарти хĕллехи каç»/.
«Сосновкăри тĕссĕр кун», «Тĕссĕр апрель»... — çук, тĕссĕр, шупка та лĕп ĕçсем мар кусем. Хумхантараççĕ. Çапла, шăпах ăша çемçен пăлхантаракан, куçа çутатакан пейзажсем Виталий Яковлевăн. Тепĕр пысăк ÿнерçĕн Николай Енилинăн çырми-çатрине асилтерекен сăнсенче те — урăхларах симĕспе ешĕллĕх, темле витĕр курăнакан йышши. Туллă-сăртлă Слакпуç таврашĕн илемне сăнарланă ярăм вара, аран сисĕнмелле пулин те, шалта мăнаçлăх вăратать: «Пушкăрт çĕрĕ ахальтен мар Чăваш тĕнчине ирĕк те вĕçевлĕ чун-чĕреллĕ ывăл-хĕр çитĕнтерсе пачĕ çав» тетерет.
Тав, сăрă ăсти, ăшă кăмăлна пир çине куçарма пултарнишĕн, ачалăхри таса тĕссене манманнишĕн! 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.