Унăн музи - поэзи: Юрий Сементера халалланă курав уçăлчĕ

2 Фев, 2021

Манăн: «Пĕр сăмах парсассăн тытаясчĕ ĕмĕре», - шухăш пĕтĕм поэзи тăршшĕпе аталанса пырать тесе калас килет. Паян 5 томпа çырнисен пуххи тухрĕ. Унта сăвăсем те, поэма та, юрăсем те, асаилÿсем те кĕнĕ», - палăртрĕ Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче. Кунта çак кунсенче «Сан ятупа юрлатăп, Чăваш Ен» курав уçăлчĕ. Ăна Юрий Семенович çурланăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Паян та çанă тавăрсах ĕçленине пытармарĕ Юрий Сементер уяв каçĕнче. Мĕн хавхалантарать-ха ăна çырма? Мĕншĕн кашни кун ирхи тăваттăра тăрса ларса алла ручка тытать вăл? «Муза ман пур. Вăл поэзи хăй. Чăваш халăх поэчĕ 8 теçетке çулта хăйне мĕнле туять тетĕр-и? Йывăр калама. Анчах 80 çула çитнĕ поэтсем пирĕн нумаях мар. Мана çут çанталăк, Çÿлти Аттемĕр пурăнма хавхалантарчĕ тĕк, вăй пачĕ тĕк — апла тăк манăн çырас, шухăшлас пулать. Тĕллевĕме пурнăçа кĕртме пултарсан Сементерĕн ĕмĕчĕ тулнă теме пулать. Халĕ çĕнĕ поэма çыратăп. Анчах ятне пĕлтерместĕп. Пĕррехинче вăхăтсăр «персе янăччĕ» те хамăн ĕçе вĕçлейменччĕ… Çавăнпа ятне вăрттăнлăхра, чунра тытас пулать», - пытармарĕ Юрий Семенович. Курав уçăлнине халалланă мероприятие литературăна юратакансем, тус-юлташĕ, энтешĕсем, культура çыннисем, мăшăрĕ Раиса Максимовна хутшăнчĕ. Экспозицире — кĕнекесем, сăн ÿкерчĕксем, документсем, поэтăн харпăр япалисем, çыру сĕтелĕ. Литература музейĕн заведующийĕ Ирина Оленкина пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Юрий Сементер хăй усă курнă сĕтел-пукана, ал çырăвĕсене тата ыттине парнелесе литература фондне чылай пуянлатнă. «Вĕсемпе выставкăсенче усă курăпăр. «Сан ятупа юрлатăп, Чăваш Ен» çулталăкĕпех ĕçлĕ», - терĕ Ирина Вячеславовна.

Юрий Сементере юбилей тата курав уçăлнă ятпа «Трак Ен» ентешлĕх ертÿçи Алексей Львов, республикăри профессионал писательсен ертÿçи Лидия Филиппова, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев, ЧНК хастарĕ Геронтий Лукиянов тата ыттисем саламларĕç. Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре, Шупашкарти 62-мĕш шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Юрий Сементерĕн сăввисене вуларĕç. Ентешĕсем — Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Галина Ефимовăпа асăннă ялти культура çурчĕн пуçлăхĕ Валентина Петрова — Чăваш халăх поэтне ăшшăн саламларĕç. Хăйсен тавралăхĕ çуратнă поэтпа мăнаçланнине, мухтаннине палăртрĕç. «Çулсем иртсен те ан пустăр тунсăх», - терĕç. Чăваш халăх артистки Галина Пуклакова, чăваш эстрада юрăçи Иван Архипов, «Тарават» ушкăн уява илемлĕ юрă-кĕвĕпе, ташăпа пуянлатрĕç. «Сементер çулталăкĕ пуçланать кăна-ха», - пĕтĕмлетрĕç юлашкинчен курава пынисем. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамăрксен театрĕнче Юрий Сементерĕн пултарулăх каçĕ иртĕ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. ЧНК пресс-службин архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Рубрика: 

Комментировать