102 çулта курăк та çулать, вутă та çурать
Çак кунсенче Улатăр районĕнчи чи ватă çын, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Кивĕ Эйпеçри Виталий Никишин 102-мĕш çуралнă кунне паллă тунă. Алексей Емельяновича ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсен ачисем саламланă.
Фашистсене çапса аркатнă хыççăн Никишинсен дивизине Инçет Хĕвел тухăçне куçарнă. Японие çĕнтернĕ хыççăн тин тăван яла таврăннă. Çĕнтерÿçĕ салтакăн кăкăрне виçĕ орденпа нумай медаль капăрлатнă. Алексей Емельянович чылай вăхăт ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. Çирĕплĕхĕпе, пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă. Ĕмĕр тăршшĕпех хурт-хăмăр тытнă. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулнин вăрттăнлăхĕ вара питĕ ансат: нихăçан та пирус туртман, эрех-сăра ĕçмен, яланах ĕçленĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăннă. Паян та вăл, 102 çула хыçа хăварнă пулин те, вăй-халлă, хастар, çĕкленÿллĕ кăмăллă. Ÿркенсе тăмасть - утă та çулать, вутă та çурать.
Р.АНАТОЛЬЕВА.
Комментировать