Çамрăксем мĕн вулаççĕ?
Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунне халалланă мероприятисем çулленех тĕрлĕ девизпа иртеççĕ. Кăçал йĕркелÿçĕсем «Çамрăксем тата вĕсен психика сывлăхĕ» темăна суйланă.
Патăрьелти тĕп Вулавăшра «Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç мĕн вулать/» курав йĕркеленĕ. Компьютер, çĕнĕ технологисен саманинче çамрăксем кĕнеке вуласшăнах тесе сăмахлатпăр пулин те чăн лару-тăру еплерех-ха/ Телее, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăк ăру чун çимĕçĕнчен писмен-мĕн. Ку тăрăхри яшсемпе хĕрсем ытларах фантастикăпа фентезине кăмăллаççĕ. Вĕсен йышĕнче «Сумерки» сага пĕрремĕш вырăнта тăрать. «Гарри Поттерпа» «Властелин колец» та - юратнисен йышĕнчех. М.Булгаковăн «Мастер и Маргарита» романне ыйтакан та йышлă иккен. Вырăс классикĕсенчен çамрăксем Ф.Достоевские, Л.Толстоя, М.Шолохова вулаççĕ. Ют çĕр-шыв авторĕсенчен М. Митчелĕн «Унесенные ветром» тата Д.Сэлинджерăн «Над пропастью во ржи» кĕнекисем алăран алла куçаççĕ. Чăваш кĕнекине те айккинелле сирмеççĕ Патăрьелсем. Ангелина Павловскаян, Сергей Павловăн, Геннадий Максимовăн хайлавĕсем - чи-чи кăмăлланисем.
А.ГРОМОВА.
Комментировать