Пĕрлехи порталпа усă кураççĕ
Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче Чăваш Енре пурăнакансен 6,2 проценчĕ регистрациленнĕ. Ку кăтарту федерацин Атăлçи округĕнче 4-мĕш тата Раççей субъекчĕсен рейтингĕнче 35-мĕш шутланать. Пĕр уйăхра кăна вăл 0,63 процент хăпарнă /утă уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне 5,57-пе танлашнă/. Çакăн пирки çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççей Çыхăну коммуникацийĕсен министерствин патшалăх, муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ чухне информаци технологийĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен çум комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Курав конференцийĕ мелĕпе иртнĕ мероприятие çĕр-шывăн мĕн пур регионĕн, çав шутра Чăваш Енĕн, представителĕсем хутшăннă.
Пĕрлехи порталта регистрациленнисен йышĕпе Приморье крайĕ /24,48 процент/, Ханты-Манси автономи округĕ /19,9/, Тюмень облаçĕ /18,69/ мала тухнă, федерацин Атăлçи округĕнче Самар /12,85 процент/, Ульяновск /10,36/, Удмурт Республики /6,28/ кăтартуллисем шутланаççĕ. Çĕр-шывра юлашки пилĕк вырăн йышăннисен шутĕнче - Чукотка автономи округĕ /2,18 процент/, Алтай /2,19/, Ингушети /1,79/, Тутар /1,77/, Кабарда Балкар /0,97/ республикисем.
Раççей Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне электрон мелĕпе тивĕçекен граждансен тÿпи 2018 çул тĕлне 70 процентран кая мар пулмалла. 2014 çулта асăннă кăтарту 35 процента çитмелле. Раççей Çыхăну коммуникацийĕсен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх - халĕ пĕрлехи порталта 10,3 млн усă куракан е халăхăн 7,2 проценчĕ регистрациленнĕ.
Халăха патшалăхăн тата муниципалитетăн пулăшăвĕпе пахалăхлă тата пурте усă курма пултаракан майпа тивĕçтерес ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕрре кăна мар хускатнă. Республика Правительствин 2013 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче отчет тунă май Михаил Игнатьев халăха пулăшупа нумай функциллĕ центрсен тытăмĕ урлă «пĕр чÿрече» мелĕпе тата вĕсене электрон мелĕпе тивĕçтерни граждансем справкăсем илес тĕллевпе тĕрлĕ инстанци тăрăх çÿрессине, чиновниксемпе тÿрремĕнех хутшăнассине чакарнине тата коррупцие вăй илме паракан майсене пĕчĕклетнине палăртнă.
Пĕрлехи порталта паян Чăваш Республикин регионăн 69 пулăшăвне / патшалăхăн - 42, муниципалитетăн - 27/ тивĕçме пулать. Ун урлă мăшăрланăва регистрацилеме заявлени пама, ачашăн уйăхсерен тÿлекен пособие йĕркелеме, социаллă найм килĕшĕвĕпе хваттер илмешкĕн черете тăма тата ыттине тивĕçме май пур.
В.СМИРНОВА
Комментировать