Халăх пысăк хак панă

19 Авг, 2014

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 545 çул çитнине уявлани - çакă кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйту пулнă. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх - уяв мероприятийĕсене хулара пурăнакансемпе хăнасем 300 пин ытла çын хутшăннă. 6500 ача аэропортра пулнă, легендăна кĕнĕ МИГ истребительсене курнă. Раççей Сывлăш çар вăйĕсен «Стрижи» авиаци ушкăнĕн членĕсем хăйсен вĕçевĕсене шăпах çавсемпе пурнăçлаççĕ.

Михаил Игнатьев уява хатĕрленсе ирттерме хутшăннисене, ăна çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн, çавăн пекех уяв хыççăн хула урамĕсене тасалăхпа тивĕçтернĕшĕн тав тунă.

«Шупашкарта пурăнакансемпе тĕп хула хăнисем уявсене пысăк хак панă. Вĕсем кăсăклă та усăллă пулнă. Веçех кăмăллă, мирлĕ те килĕшÿллĕ лару-тăрура иртрĕ. Хула кунне уявлама килнĕ хăнасене, çав шутра «Стрижи» авиаци ушкăнĕн вĕçевçисене, Намиби Республикин Окаванго провинцийĕн делегацийĕн çыннисене, Шаолинь манахĕсене чăваш халăхĕ хăйĕн сапăрлăхĕпе, тараватлăхĕпе тыткăнланă», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов палăртнă тăрăх - Хула кунне халалланă, халăх йышлăн хутшăннă мероприятисене ирттернĕ вăхăтра общество йĕркелĕхне полицин 500 сотрудникĕ сыхланă, преступленисем регистрацилемен.

Республика Пуçлăхĕ хула влаçĕсене хулан çитес çулхи çуралнă кунне тата Шупашкара йĕркеленĕренпе 550 çул çитнине уявлассине халех хатĕрленме чĕнсе каланă.

2014 çулта Чăваш Республикине газ кĕртмелли план-графика мĕнле пурнăçлани çинчен строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков каласа кăтартнă. Чăваш Енĕн газ валеçмелли тытăмĕн тăршшĕ 15 пин километр ытла. Чăваш Республики Раççей Федерацийĕнче газ кĕртессине «Газпром» АУО укçи-тенкипе пурнăçлакан пилот регионсен шутне кĕнĕ. 2012-2015 çулсене Чăваш Республикине газпа тивĕçтерессине тата газ кĕртессине аталантарас енĕпе инвестици программи хатĕрленĕ. Унта 500 млн тенкĕлĕх ĕç тума пăхнă. Программăна Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен тата Шупашкар районĕн газ валеçекен тытăмĕн объекчĕсене хута ярас, Шупашкар хулин Атăл леш енчи газ валеçекен тытăмĕн объекчĕсене проектлас ĕçсене пурнăçлассине кĕртнĕ.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - унччен республикăна тĕпрен илсен регион бюджечĕн шучĕпе газ кĕртнĕ, хальхи вăхăтра çак ĕç валли Газпром укçи-тенкине уйăраççĕ.

Пĕрлехи информаци ресурсĕ тата строительствăран ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртесси çинчен Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне Пĕрлехи информаци ресурсне 186 çĕр лаптăкĕ /532 гектар/ çинчен пĕлтернине вырнаçтарнă, çав шутра: пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли - 77 лаптăк /217 гектар/, инвестици проекчĕсем валли - 109 лаптăк /315 гектар/.

Аукционсем ирттерсе Шупашкарта индустри паркĕ тума 6 çĕр лаптăкне /5,5 гектар/ арендăна панă, Муркаш районĕнче инвестици ĕçĕ-хĕлĕ валли 1 çĕр лаптăкне сутнă. Маларах Пĕрлехи информаци ресурсне кĕртнĕ çĕр лаптăкĕсене арендăна илнĕшĕн тÿленинчен республика бюджетне çулленех 409,5 пин тенкĕ тупăш пырса кĕрет, сутнинчен - 2,026 млн тенкĕ. Вырăнти бюджетсене ку тĕлĕшпе çулленех 53,79 млн тенкĕ тата 3 млн тенкĕ пырса кĕреççĕ.

Михаил Игнатьев муниципалитет çĕрĕсемпе тухăçлăрах усă курма чĕнсе каланă.

В.МАРКЕЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.