Айхи ячĕ манăçмĕ

18 Авг, 2014

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ, тĕнче поэзийĕн мухтавĕ пулса тăнă Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитет.

Юбилей мероприятийĕсем çулталăк пуçламăшĕнчех пуçланнă. Сăмахран, нарăсăн 19-28-мĕшĕсенче Наци библиотекинче Геннадий Айхин асăну каçĕсем, «Геннадий Айхин литература картти» курав, çавăн пекех шкул ачисемпе студентсем валли информаци сехечĕсем иртрĕç. Кăçалхи пуш уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче «ГолосА» поэзи фестивалĕ асăннă вулавăша юратнă поэтăн пултарулăхне кăмăллакансене пуçтарчĕ.

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕ пурне те «Айхин литература çул çÿревне» йыхравлать.

Паллă литератор ячĕпе «Г.Айхин ÿнер тĕнчин хăй евĕрлĕхĕ» Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх практика конференцийĕ йĕркелеме палăртнă. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче авăнăн 10-мĕшĕнче иртĕ. Çав кун Наци библиотеки «Г.Айхин нихçан сÿнми çути» куравпа паллаштарĕ.

Геннадий Айхи фончĕ /ăна Атнер Хусанкайпа Ева Лисина йĕркеленĕ/ «Пурнăç - Кĕнеке» проекта пурнăçа кĕртсе юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче семинар-практикум ирттересшĕн. Çавăн пекех Геннадий Айхин 13 чĕлхепе пичетленнĕ «Мир Сильвии» кĕнекин презентацийĕ пулĕ, Анастасия Новикова художник куравĕ уçăлĕ. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче поэтăн тăван ялĕнчи масарĕнчи вил тăприйĕ çине çитсе килме палăртаççĕ.

Кăçалхи авăн-раштав уйăхĕсенче Наци библиотекин сайтĕнче «Геннадий Айхин литература картти» виртуаллă куравпа паллашма пулать.

Надежда ГЕОРГИЕВА

Рубрика: